Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 -1.7 °C
Ют ҫын — хир урлӑ, хӑв тӑвану — вут урлӑ.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Культура: Каҫал тӑрӑхӗнче премьера пулнӑ

Сутатӑп Уйăхри пăру сутатăп.Хакĕ килĕшсе татăлнипе.
Сутатӑп Чăн-чăн килти хытă чăкăтсем (сырсем) сутатпăр. Вĕсене мăн пыршă (вырăсла сычуг) ...
Сутатӑп Хурăн вутти Муркаш районĕпе тата Шупашкар районĕнчи Ишлей тăрăхĕпе сутатăп. Ха...
Софья Савнеш 08.04.2014 12:03 | 1826 хут пӑхнӑ
Культура

Комсомольски районӗн ҫыннисем Пӗтӗм тӗнчери театр кунне ака уйӑхӗн 1-мӗшӗнче уявланӑ. Ҫак кун Каҫал ен халӑхӗ премьерӑна васканӑ.

Культурӑпа кану центрӗнче В.Х.Зайцева яччӗллӗ халӑх театрӗ Н.Айзманӑн пьеси тӑрӑх хатӗрленӗ «Кай, кай Ивана» спектакль кӑтартнӑ. Режиссерӗ — Лариса Носова.

Паллах, премьера умӗн сцена ҫинче уяв ячӗпе саламсем янӑранӑ. Культурӑпа кану центрӗн директорӗ М.А.Илларионова зала пухӑннӑ ҫынсене Культура ҫулталӑкӗпе тата Театр кунӗпе саламланӑ.

«Кай, кай Ивана» спектакльти рольсене Виталий Хораськин, Лидия Карзакова, Владимир Павлов, Валентина Курицына, Алексадра Петрова, Валерий тата Галина Ванюркинсем, Алевтина Исаева, Нина Антонова, Лариса Носова, Тит Титов, Владимир Павлов тата «Каҫал» халӑх фольклор ансамблӗн артисчӗсем калӑпланӑ. Сасӑ операторӗн тивӗҫне Виктор Кокшин пурнӑҫланӑ.

Халӑх премьерӑна килӗштернӗ. Ҫакна тӑвӑллӑн алӑ ҫупни те ҫирӗплетнӗ. Спектакль лартакансем сцена ҫинче чӑваш халӑхӗн наци уйрӑмлӑхне уҫса панӑ. Артистсем сӑмах «вӑййи» тата хусканусем урлӑ чӑваш халӑхӗн хӑйне евӗрлӗхне ҫутатнӑ.

В.Х.Зайцева ячӗллӗ халӑх театрӗ хӑйсен пултарулӑхне Йӳҫ Шӑхаль, Хирти Мӑнтӑр ялӗсенче кӑтартнӑ. Артистсем ытти яла та тухса ҫӳреҫҫӗ. Ҫитес вӑхӑтра вӗсем кӳршӗ районсене ҫитме палӑртнӑ.

__http://www.cap.ru/info.aspx?gov_id=66&type=news&id=2750722|Cӑнсем (13)

#Йӳҫ Шӑхаль, #Хирти Мӑнтӑр, #Комсомольски районӗ, #театрсем, #Культура ҫулталӑкӗ, #Театр кунӗ

 

Комментариле

Сирӗн ятӑp:
Анлӑлатса ҫырни:
B T U T Ячӗ1 Ячӗ2 Ячӗ3 # X2 X2 Ӳкерчӗк http://
WWW:
ӐӑӖӗҪҫӲӳ
Пурӗ кӗртнӗ: 0 симв. Чи пысӑк виҫе: 1200 симв.
Сирӗн чӑвашла ҫырма май паракан сарӑм (раскладка) ҫук пулсан ӑна КУНТАН илме пултаратӑр.
 

Эсир усӑ курма пултаракан Wiki тэгсем:

__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.

__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).

__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.

**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.

~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.

___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.

Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем