Паян, ҫӗртме уйӑхӗн 30-мӗшӗнче, Чӑваш патшалӑх оперӑпа балет театрӗ 62-мӗш сезона хупнӑ.
Культура учрежденийӗнче Дмитрий Шостаковичӑн хайлавӗ тӑрӑх лартнӑ «Москва, Черемушки!» юрӑ-кӗвӗллӗ камите кӑтартнӑ. Ӑна лартассипе Мускаври Дмитрий Отяковский режиссёр-постановщик тата Питӗрти Оганес Айрапетян ӳнерҫӗ тӑрӑшнӑ.
Куракансем спектакле кӑмӑлласа йышӑннӑ, артистсене тӑвӑллӑн алӑ ҫупса тав тунӑ.
Чӑваш Енри театрсем Раҫҫейри наци театрӗсен пӗрремӗш конгресне хутшӑннӑ. Ку хыпара эпир Чӑваш патшалӑх ҫамрӑксен тетарӗнче хыпарлани тӑрӑх пӗлтӗмӗр. Сӑнӳкерчӗк тӑрӑх хакласан, конгресс ӗҫне Чӑваш патшалӑх академи драма театрӗ те (сӑнӳкерчӗкре Юрий Владимиров директора асӑрхарӑмӑр) ҫитнӗ.
Конгресс Якут Республикинче ҫӗртме уйӑхӗн 22-26-мӗшӗсенче иртнӗ.
Конгреса ҫӗршыври 27 театр хутшӑннӑ. Пухӑннисем валли тӗрлӗ сесси, режиссёр ӗҫӗсен питчингӗсене ирттернӗ. Отрасльти ҫивӗч ыйтусене те сӳтсе явнӑ май нумай нациллӗ сценӑна аталантарасси пирки калаҫнӑ. Тепӗр ыйту — кадрсем ҫитменни. Ҫӗршывӑн пысӑк хулисенче наци драматургӗсем хатӗрлесси тавра калаҫнӑ. Чӑваш патшалӑх ҫамрӑксен театрӗ Иосиф Дмитриев (Трер) ячӗллӗ «Атӑлҫи юмахӗ» ятпа наци театрӗсен фестивальне ирттернӗ май Ачасемпе ҫамрӑксен наци драматургийӗн лабораторине ӗҫлеттерет-ха. Конгресра наци чӗлхисене упраса хӑварасси тата сарасси пирки те сӑах хускатнӑ.
Чӑваш патшалӑх оперӑпа балет театрӗнче ҫӗртме уйӑхӗн 8-16-мӗшӗсенче Пӗтӗм тӗнчери III оперетта фестивалӗ иртнӗ. Хальхи вӑхӑтра театрта Дмитрий Шостаковичӑн «Москва, Черемушки» музыкӑллӑ камитне хатӗрлессипе ӗҫлеҫҫӗ. Фестиваль шӑпах унпа уҫӑлӗ.
«Москва, Черемушки» ӗҫе хальлӗхе Пысӑк тата Мариински театрсенче ҫеҫ кӑтартаҫҫӗ.
Фестиваль афишинче — Ф. Легарӑн «Веселая вдова» (ӑна ҫӗртме уйӑхӗн 9-мӗшӗнче кӑтартӗҫ), И. Кальманӑн «Марица» ӗҫне — ҫӗртме уйӑхӗн 15-мӗшӗнче.
Фестиваль ҫӗртме уйӑхӗн 16-мӗшӗнче гала-концертпа вӗҫленӗ.
Паян, ҫу уйӑхӗн 26-мӗшӗнче, чӑваш халӑх артисчӗ, Чӑваш АССР культура тава тивӗҫлӗ ӗҫченӗ Валериан Пайгусов ҫуралнӑранпа 85 ҫул ҫитнӗ.
Валериан Евстратьевич (26.05.1937-11.03.2001) Етӗрне районӗнчи Тептӗ ялӗнче ҫуралнӑ. Чӑваш ҫамрӑксен театрӗ ҫумӗнчи театр студийӗнчен вӗренсе тухнӑ хыҫҫӑн Ҫеҫпӗл Мишши ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх академи драма театрӗнче 1959-1996 ҫулсенче ӗҫленӗ. Ҫав вӑхӑтра Валериан Пайгусов 100 ытла роле калӑпланӑ. Вӑл пурнӑҫран уйрӑлса кайнӑранпа пӗлтӗрхи пуш уйӑхӗнче 20 ҫул ҫитнӗ.
Кӑҫал Чӑваш патшалӑх оперӑпа балет театрӗ 62-мӗш ҫуралнӑ кунне паллӑ тӑвать. Унӑн алӑкӗ 1960 ҫулхи ҫу уйӑхӗн 22-мӗшӗнче пӗрремӗш хут уҫӑлнӑ. Ун чухне Федор Васильевӑн "Шывармань" наци оперине лартнӑ.
Ҫуралнӑ кун ячӗпе ыран оперӑпа балет театрӗнче гала-концерт пулӗ. Унта театрӑн опера тата балет, симфони оркестрӗн солисчӗсем хутшӑнӗҫ.
Ку таранччен театрта 160 ытла опера балет, оперетта, мюзикл, ача-пӑча спектаклӗ, юрӑ-кӗвӗ камичӗ лартнӑ.
Чӑваш Ен Элтеперӗн Олег Николаевӑн ҫу уйӑхӗн 19-мӗшӗнчи 56-мӗш номерлӗ хушӑвӗпе виҫӗ ҫынна «Чӑваш Республикин тава тивӗҫлӗ артисчӗ» ят панӑ.
Хисеплӗ списокра — Чӑваш патшалӑх оперӑпа балет театрӗн балет артисчӗ — сценӑн ертсе пыракан ӑсти Анастасия Абрамова, Вырӑс драма театрӗн аслӑ категориллӗ драма артисчӗсем Александр Володин тата Юлия Дедина.
Анастасия Абрамова 2006 ҫулта Шупашкарти Ф. Павлов ячӗллӗ музыка училищинчи хореографи уйрӑмӗнчен вӗренсе тухнӑ. 2006-2007 ҫулсенче Питӗрти Вырӑс балечӗн труппинче ӗҫленӗ. Чӑваш патшалӑх оперӑпа балет театрӗнче 2007 ҫултанпа тӑрӑшать.
Александр Володин — Шупашкар ҫынни. Вӑл Чӑваш патшалӑх культурӑпа ӳнер институтӗнчен драма театрӗпе кино актёрӗ пулма 2006 ҫулта вӗренсе тухнӑ хыҫҫӑн Вырӑс драма театрӗнче ӗҫлеме пуҫланӑ.
Юлия Дедина Мордва Республикинче ҫуралнӑ. 2006 ҫулта Чӑваш патшалӑх культурӑпа ӳнер институтӗнчен драма театрӗпе кино актёрӗ пулма вӗренсе тухнӑ. Ҫав ҫулхи утӑ уйӑхӗнченпе Вырӑс драма театрӗнче ӗҫлет.
К.В. Иванов ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх академи драма театрӗнче куракансем патне нумаях пулмасть ҫӗнӗ спекаткль ҫитернӗ. «Чунӑм, Лиза-Акулина» премьерӑна Александр Пушкинӑн «Барышня-крестьянка» пьеси тӑрӑх хатӗрленӗ.
«Пушкин хайлавӗсемпе театрсем тӗрлӗ ӗҫсем лартаҫҫӗ. Пирӗн театрта та Пушкин хайлавӗсене пӗрре кӑна мар суйласа илнӗ.
Ырӑ, романтикӑлла камите Светлана Зверева художникпа, Чӑваш Енӗн ӳнер тава тивӗҫлӗ ӗҫченӗпе Андрей Галкин композиторпа, Чӑваш Республикин культура тава тивӗҫлӗ ӗҫченӗпе Зоя Александрова хореографпа лартрӑмӑр», — каласа кӑтартнӑ спектаклӗн режиссёрӗ Наталия Сергеева.
Спектакль валли Пушкин хайлавне Лидия Филиппова чӑвашла куҫарнӑ.
Ҫак кунсенче Тутарстанри куракансем чӑваш спектаклӗсене курса киленеҫҫӗ. К.В. Иванов ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх академи драма театрӗн гастролӗ паян, ҫу уйӑхӗн 14-мӗшӗнче, вӗҫленӗ. Кӳршӗллӗ региона артистсем ҫу уйӑхӗн 12-мӗшӗнче тухса кайнӑ.
Виҫӗ кунлӑх гастроль вӑхӑтӗнче чӑваш артисчӗсем Чӑваш Республикин тава тивӗҫлӗ артисткин Наталия Сергееван икӗ ӗҫне кӑтартма палӑртнӑ: Евгений Моисеев пьеси тӑрӑх лартнӑ «Секрет волшебной комнаты» музыкӑллӑ квест-спектакле тата Алексей Дударевӑн пьеси тӑрӑх хатӗрленӗ «Ан пӑрахсам мана» спектакле.
Артистсем Тутарстанри Ҫӗпрел районӗнчи Кивӗ Ҫӗпрел тата Упи ялӗсене, Теччӗ хулине ҫитме палӑртнӑ.
Ҫу уйӑхӗн 12-мӗшӗнче Ҫеҫпӗл Мишши ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх ҫамрӑксен театрӗнче «Чапаев. Вечность за час» премьерӑна кӑтартнӑ.
Пьеса авторӗ — Владислав Николаев, режиссёрӗ — Дмитрий Михайлов. Тӗп сӑнара, Василий Чапаев рольне, моноспектакльте Чӑваш Енӗн тава тивӗҫлӗ артистки Леонид Яргейкин калӑпланӑ.
Пьеса авторӗ Владислав Николаев калашле, пирӗн тӑрӑхран мухтавлӑ ентешсем йышлӑн тухнӑ. Вӗсем — Петр Егоров, Никита Бичурин, Иван Яковлев, Алексей Крылов, Василий Чапаев, Андриян Николаев... Чӑваш патшалӑх ҫамрӑксен театрӗ легендарлӑ Василий Чапаев ҫинчен спектакль хатӗрлес тенӗ. Моноспектакль валли пьеса ҫырса пама драматургран Дмитрий Михайлов режиссёр ыйтнӑ. Ӗҫе пуҫаниччен Владислав Николаев Василий Иванович ҫинчен нумай кӗнеке вуланӑ, документлӑ фильмсем пӑхнӑ, тӗнче тетелӗнчи тӗрленчӗксемпе паллашнӑ, Фурмановӑн романне те вуласа тухнӑ.
Ҫу уйӑхӗн 7-мӗшӗнче Чӑваш патшалӑх пукане театрӗнче Генрих Сапгирӑн ӗҫӗ тӑрӑх лартнӑ «Лошарик» спектакле кӑтартӗҫ. Ӑна курас тесен культура учрежденине 10 сехет те 30 минута ҫитмелле.
Спектакле классика мелӗпе (пуканесем ширма хыҫӗнче) лартнӑ. Юмахра циркри жонглер ҫинчен каласа кӑтартнӑ.
«Ку спектакльте эпӗ Лошарик сӑнарне вылятӑп. Вӑл пурне те шанать, ырӑ кӑмӑллӑ. Спектакль ачасене те, аслисене те килӗшмелле. Шанӑр, ӑна пурнӑҫлас тесе тӑрӑшӑр!» — тенӗ юмахра тӗп роле вылякан Надежда Назарова.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (25.11.2024 03:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, юр ҫума пултарать, атмосфера пусӑмӗ 760 - 762 мм, -1 - 1 градус сивӗ пулӗ, ҫил 3-5 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа ҫурҫӗр-хӗвеланӑҫ енчен вӗрӗ.
| Рамстедт Густав Ион, паллӑ финн чӗлхеҫи, алтай чӗлхе верентӗвӗн никӗсне хываканӗсенчен пӗри вилнӗ. | ||
Пулӑм хуш... |