Пӗтӗм тӗнчери театр кунӗ умӗн (ӑна пуш уйӑхӗн 27-мӗшӗнче уявлаҫҫӗ) пирӗн республикӑра кӑҫал та «Чӗнтӗрлӗ чаршав» конкурс иртӗ.
Ӑна сумлӑ специалистсем хаклӗҫ. Тӳресен йышӗнче — аякран чӗнсе илнӗ 3 театр критикӗ: искусствоведени кандидачӗ, А.П. Чехов ячӗллӗ МХАТӑн илемлӗх ертӳҫин пулӑшуҫи, МХАТ шкул-студин искусствоведени кафедрин, Сцена ӳнерӗн ӗҫченӗсен Г.Г. Дадамян ячӗллӗ аслӑ шкул-студийӗн доценчӗ Павел Руднев; музыка тата театр критикӗ, Хальхи вӑхӑтри хореографин «НА ГРАНИ» пӗтӗм тӗнчери фестивалӗн арти-директорӗ, «Ылтӑн маска» театр премийӗн экспертсен канашӗн тата жюри членӗ Лариса Барыкина; театр критикӗ, театр историкӗ, Раҫҫейри театр ӳнерӗн — ГИТИСӑн ют ҫӗршыври театрсен историйӗн кафедрин аслӑ преподавателӗ Анастасия Иванова.
Конкурса 6 театрӑн 10 спектаклӗ хутшӑнӗ. Вӗсене 7 номинаципе хаклӗҫ: «Ҫулталӑкри чи лайӑх спектакль», «Ачасем валли лартнӑ чи лайӑх спектакль»; «Хӗрарӑмӑн чи лайӑх сӑнарӗ»; «Арҫыннӑн чи лайӑх сӑнарӗ»; «Чи лайӑх сценографи»; «Иккӗмӗш планри чи лайӑх сӑнар»; «Музыка енчен чи лайӑх илемлетнӗ спектакль».
Ҫӗнтерӳҫӗсене Пӗтӗм тӗнчери татр кунӗнче Чӑваш патшалӑх академи драма театрӗнче чыслӗҫ.
Ираида Петрова (Нарс) ҫыравҫӑ ҫуралнӑранпа 110 ҫул ҫитнине халалласа Шупашкарти К.В. Иванов ячӗллӗ Литература музейӗнче пуш уйӑхӗн 15-мӗшӗнче, 14 сехетре, «Юрӑ пулса юласчӗ» литература каҫӗ иртӗ тата курав уҫӑлӗ.
Ираида Петрова 1913 ҫулхи пуш уйӑхӗн 13-мӗшӗнче Пушкӑртстанра ҫуралнӑ. Хусанти Чӑваш педтехникумӗнче, Чӑваш академи драма театрӗн театр-студийӗнче, Мускаври Театр ӳнерӗн тӗп техникумӗнче, Ленинградри музыка училищинче вӗреннӗ.
Вӑрҫӑ вӑхӑтӗнче Ленинградри госпитальсенче медсестрара, Ӗренпурти заводра юрӑпа ташӑ ансамблӗн ертӳҫинче, Мускав облаҫӗнчи «Путь к победе» хаҫат редакцийӗнче штатра тӑман ӗҫчен пулса тӑрӑшнӑ.
Ираида Петрован хайлавӗсене иртнӗ ӗмӗрӗн 50-ҫулӗсенче пичетлеме пуҫланӑ.
1976 ҫулта унӑн хайлавӗ тӑрӑх Чӑваш патшалӑх академи драма театрӗнче «Телейпе Илем» спектакль лартнӑ.
Ҫеҫпӗл Мишши ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх ҫамрӑксен театрӗнче «Шурҫамка» спектакль кӑтартрӗҫ. Асӑннӑ ӗҫпе паллашнисем спектакле тӗрлӗрен хакланӑ. Ҫакна халӑх тетелӗсенче ҫырнисем тӑрӑх пӗтӗмлетме май килет.
«Питӗ килӗшрӗ, вӑйлӑ вылярӗҫ, выйлӑ лартнӑ. Куҫҫульсӗр пӑхаймӑн. Сӑмса тутрине илмеллех. Юхма Мишши ҫыравҫӑна та залра курма тӳр килчӗ», – тесе ҫырса хунӑ Юлия Маркиянова.
Игорь Алексеев вара урӑхларах шухӑшлать. «Актерсем выляни сӑмах ҫук ҫӳллӗ шайра, анчах спектакль тӗлӗшӗ ҫукки ман кӑмӑла каймасть», — тесе пӗтӗмлетнӗ вӑл.
Паян, пуш уйӑхӗн 5-мӗшӗнче, Вырӑс драма театрӗн актёрӗ, Чӑваш Республикин халӑх артисчӗ Борис Кукин 80 ҫул тултарнӑ.
Пултарулӑхри ӗҫ-хӗлне 1964 ҫулта Чӑваш АССРӗн Радиовещани комитетӗнче диктортан пуҫланӑ. Пулас артист 1968 ҫулта Сартури И.А. Слонов ячӗллӗ театр училищинчен вӗренсе тухнӑ. Ун хыҫҫӑн вӑл Барнаулти Ҫамрӑксен театрӗнче ӗҫлеме пуҫланӑ. Шупашкарти Вырӑс драма театрӗнче 1971 ҫултанпа тӑрӑшать.
К.В. Иванов ячӗллӗ Чаваш патшалӑх академи драма театрӗн артистне Геннадий Медведева Чӑваш Республикин Хисеп грамотипе чыслама йышӑннӑ. Хушӑва республика Элтеперӗ Олег Николаев пуш уйӑхӗн 3-мӗшӗнче алӑ пуснӑ.
Пулас артист 1961 ҫулхи утӑ уйӑхӗн 10-мӗшӗнче Канаш районӗнчи Сиккассинче ҫуралнӑ. 1983 ҫулта Мускаври М.С. Щепкин ячӗллӗ Аслӑ театр училищинчен вӗренсе тухнӑранпах Чӑваш патшалӑх академи драма театрӗнче ӗҫлет.
Чӑваш патшалӑх академи драма театрӗ ыркӑмӑллӑх тӗллевӗпе спектакль кӑтартассине пӗлтерет. Пуш уйӑхӗн 11-мӗшӗнче «Инкеклӗ телей» спектакль кӑтартӗҫ.
Асӑннӑ спектакль Сӑр тата Хусан хӳтӗлев чиккисене тӑвакансен ӗҫӗ-хӗлӗпе, Тӑван ҫӗршывӑн аслӑ вӑрҫи вӑхӑтӗнче чӑвашсен паттӑрлӑхӗпе паллаштарать.
Спектакль режиссерӗ тата художникӗ – СССР халӑх артисчӗ Валерий Яковлев. Инсценировкине Сергей Павлов ҫырнӑ.
Билет сутса тунӑ укҫана театр ятарлӑ ҫар операцине хутшӑнакансене пулӑшма уйӑрӗ. Спектакль 18 сехетре пуҫланӗ.
К.В. Иванов ячӗлӗ Чӑваш патшалӑх академи драма театрӗнче ҫӗнӗ спектакль хатӗрлеҫҫӗ. Алексей Островскин «Последняя жертва» пьеси (чӑвашла ӑна «Юлашки парӑм» тесе куҫарнӑ) тӑрӑх хатӗрленӗ ӗҫе чӑваш кураканӗ патне пуш уйӑхӗн 30-мӗшӗнче ҫитерӗҫ.
Пьесӑна ҫырма автор 1874 ҫулхи раштав уйӑхӗнчех палӑртса хунӑ. Ятне вӑл виҫӗ хутчен ылмаштарнӑ. Пьесӑна автор 1877 ҫулхи ҫурла уйӑхӗн 24-мӗшӗнче ҫырма тытӑнса икӗ уйӑхран ӗҫе вӗҫленӗ.
Вырӑс классикине чӑваш сцени ҫине Наталия Сергеева режиссёр кӑларӗ.
Чӑваш патшалӑх ҫамрӑксен театрӗнче «Шурҫамка» спектакль кӑтартӗҫ. Унӑн премьери пуш уйӑхӗн 9 тата 10-мӗшӗсенче пулӗ. Кӗҫнерникун спектакль 13 сехет те 30 минутра пуҫланӗ, эрнекун — 18 сехет те 30 минутра.
Театрта пӗлтернӗ тӑрӑх, хальхи вӑхӑтра коллектив ҫӗнӗ спектакле хатӗрлесе пӗтерессипе ҫине тӑрать.
Спектакле Раҫҫей Федерацийӗн искусствӑсен тава тивӗҫлӗ ӗҫченӗ, Калмӑк Республикин искусствӑсен тава тивӗҫлӗ ӗҫченӗ Борис Манджиев лартать. Иртнӗ сезонта вӑл «Куккук куҫҫулӗ» спектакль хатӗрленӗ.
Ҫак кунсенче пирӗн республикӑра иртекен Чӑваш музыкин фестивалӗ нарӑс уйӑхӗн 19-мӗшӗнче гала-концертпа вӗҫленӗ. Концерт Чӑваш патшалӑх юрӑпа ташӑ театрӗнче нарӑс уйӑхӗн 19-мӗшӗнче 18 сехетре пуҫланӗ.
Гала-концерт программине Иван Яковлев ҫуранӑранпа 175 ҫул ҫитнине халаллӗҫ. Ҫав каҫа Александр Васильевӑн «Иван Яковлев» оперинчи сыпӑк уҫӗ. Анисимас Асламас, Аверий Токарев, Федор Павлов кӗвви-ҫемми те янӑрӗ. Наци камерӑпа вокал лирикине илсен, куракансене Григорий Хирпӳ, Виктор Ходяшев тата ытти композиторӑн юррисемпе романсӗсем савӑнтарӗҫ.
Ыран, нарӑс уйӑхӗн 18-мӗшӗнче, Чӑваш патшалӑх оперӑпа балет театрӗнче ача-пӑча валли «Чувашские композиторы - детям» (чӑв. Чӑваш композиторӗсем — ачасем валли) концерт иртӗ. Вӑл 12 сехетре пуҫланӗ.
Программӑна ачасем валли ҫырнӑ чӑваш авторӗсемпе тата композиторӗсемпе паллаштарас, вӗсен эткерлӗхне асра тытас, тӑван тӑрӑхӑн классика тата хальхи вӑхӑтри музыки нумай енлине уҫса парас тӗллевпе хатӗрленӗ.
Сцена ҫине ача-пӑчан пултаруллӑ коллективӗсем тата профессионалсем тухӗҫ. Вӗсем Лариса Быренкова, Анита Лоцева, Геннадий Воробьев, Лолита Чекушкина, Анисим Асламас, Федор Павлов тата ыттисен хайлавӗсемпе паллаштарӗҫ.
Концерта театрӑн симфони оркестрӗ хутшӑнӗ. Дирижерӗ — Никита Удочкин. Концерт программин режиссер-постановщикӗ — Анатолий Ильин, художник-постановщикӗ — Валентин Фёдоров, концерта йӗркелекенӗ — Лолита Чекушкина, илемлӗх ертӳҫи — Андрей Попов.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (25.11.2024 03:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, юр ҫума пултарать, атмосфера пусӑмӗ 760 - 762 мм, -1 - 1 градус сивӗ пулӗ, ҫил 3-5 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа ҫурҫӗр-хӗвеланӑҫ енчен вӗрӗ.
| Рамстедт Густав Ион, паллӑ финн чӗлхеҫи, алтай чӗлхе верентӗвӗн никӗсне хываканӗсенчен пӗри вилнӗ. | ||
Пулӑм хуш... |