Ҫӗмӗрлере пурӑнакан 65 ҫулти арҫын ҫынна пӑшалпа персе вӗлернӗ. Ҫитес 7 ҫула унӑн ҫирӗп режимлӑ колонире ирттерме тивӗ.
Пӑтӑрмах пӗлтӗрхи ҫурла уйӑхӗнче пулса иртнӗ. Арҫын патӗнче 50 ҫулти пӗлӗшӗ хӑналаннӑ. Иккӗшӗ хушшинче ӑнланманлӑх сиксе тухнӑ. Ӳсӗр кил хуҫи хӑнана «Сайга-12» сунар пӑшалӗпе уринчен кӗрӗслеттернӗ. Сурана пула лешӗ кӑштахран вилсе кайнӑ.
Пӑтӑрмаха пытарас тесе арҫын вилене кавирпе чӗркенӗ те машина ҫине хурса ҫывӑхри вӑрмана илсе кайнӑ. Анчах унта ӑна пӗр хӗрарӑм асӑрханӑ.
Ҫурла уйӑхӗн 9-15-мӗшӗсенче Чӑваш Енре 4150 ҫынна ОРВИ диагноз лартнӑ. Иртнӗ эрнерипе танлаштарсан, кӑтарту 7 процент чакнӑ. Ҫапах чирлесси пысӑк шайра-ха.
Чирленисенчен 2745-шӗ пульницӑна кайса пулӑшу ыйтнӑ. Иртнӗ эрнере ытларах Ҫӗнӗ Шупашкарта /247 ҫын/ тата Канаш хулинче /196 ҫын/ чирленӗ. Ҫӗмӗрлере 137 ҫын чирленӗ. Иртнӗ эрнерипе танлаштарсан, унта ку кӑтарту виҫӗ хутчен ӳснӗ.
Йӗпреҫ, Красноармейски, Вӑрмар районӗсенче ҫынсем сахалрах чирленине палӑртнӑ. Сӑмах май, виҫҫӗмӗш кун ӗнтӗ республикӑра пӗр талӑкра 10 ҫын кӑшӑлвируспа чирлет. Ку таранччен вируса пула 1871 ҫыннӑн пурнӑҫӗ татӑлнӑ. Ҫурла уйӑхӗнче 151 ҫын кӑшӑлвируса пула вилнӗ.
Шупашкар хулинче пурӑнакан 40 ҫулти хӗрарӑма упӑшкине вӗлернӗшӗн айӑпласшӑннине эпир унччен пӗлтернӗччӗ.
Аса илтерер: ҫу уйӑхӗн 1-мӗшӗнчи каҫхине арӑмӗпе упӑшки Шупашкарти общежитисенчен пӗринче хӑнара пулнӑ. Ӳсӗр хӗрарӑмпа арҫын хушшинче тавлашу сиксе тухнӑ. Хӗрарӑм хӑйӗнчен 8 ҫул аслӑрах упӑшкине пуҫӗнчен тата ытти вырӑнтан тапса-ҫапса пӗтернӗ. Арҫыннӑн пит шӑмми, аяк пӗрчисем ванса-хуҫӑлса пӗтнӗ. Сурансене пула арҫын тепӗр кунхине килӗнчех вилсе кайнӑ. Хӗрарӑма тытса чарнӑ, ӑна вӑхӑтлӑха хупса хунӑ. Пуҫиле ӗҫе малалла тӗпчеҫҫӗ.
Тӗрлӗ экспертиза палӑртнӑ тӑрӑх, хӗрарӑм пуҫ чирӗпе аптӑрани ҫиеле тухнӑ. Ӑна психиатри пульницине ӑсатма йышӑннӑ.
Чӑваш Енре пурӑнакансене джампингпа паллаштарнӑ. Асӑннӑ хатӗр Ҫӗнӗ Шупашкарти А.Г. Николаев ячӗллӗ паркра пур-мӗн. Унта уҫӑ сывлӑшри ӑмӑрту иртнӗ. Ӑмӑртӑва тӗрлӗ ҫулхи 30-а яхӑн хӗрарӑм пуҫтарӑннӑ. Джампинга батут ҫине пуҫласа тӑракансем те ҫӑмӑллӑнах парантарнӑ.
Чӑваш Енӗн спорт министрӗ Василий Петров палӑртнӑ тӑрӑх, Раҫҫей Президенчӗ ҫӗршывра спортпа туслисен йышӗ 2024 ҫул тӗлне 55 процента ҫитмелле тесе тӗллев лартнӑ. Чӑваш Енре пӗлтӗр халӑхӑн 48,2 проценчӗ спортпа тусли пулнӑ.
Джампинг вӑл — мини-батут ҫинчи кардиотренировка. Ӑна Чехинчи фитнес-инструкторсем шухӑшласа кӑларнӑ.
Артистсен те прививка тутармалла. Ҫак шухӑша палӑртса хӑварнӑ ӗнер, ҫурла уйӑхӗн 16-мӗшӗнче, К.В. Иванов ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх академи драма театрӗнче труппӑпа тӗл пулнӑ май республикӑн культура, национальноҫсен ӗҫӗсен тата архив ӗҫӗн министрӗ Светлана Каликова.
Светлана Анатольевна каланӑ тӑрӑх, театр ӗҫченӗсенчен 30 проценчӗ ҫеҫ прививка тутарнӑ.
«Умра – «Мост дружбы» (чӑв. Туслӑх кӗперӗ) проект, Тӗмене, Тутарстана тата Удмурт Республикине гастрольсемпе каймалла. Пурин те вакцинаци ҫинчен калакан сертификат пулмалла. Вӑл самантлӑх процедура мар, чӳк уйӑхӗнчи гастрольсене халех хатӗрленме тытӑнмалла. Эсир ҫынсемпе ӗҫлетӗр. Хӑвӑр сывлӑхӑра перекетлемелле, ыттисем пирки шухӑшламалла. Кӑшӑлвируспа чирленисем вӑл питӗ йывӑр чир пулнине пӗлеҫҫӗ», — тенӗ министр.
Чӑваш Енре кӑшӑлвирусӑн Инди штамӗпе чирлекенсем нумайланнӑ. Кун пирки Роспотребнадзорӑн Чӑваш Енри управленийӗн пуҫлӑхӗ Надежда Луговская оперштаб ларӑвӗнче пӗлтернӗ.
Инди штамне тепӗр майлӑ «дельта» теҫҫӗ. Чӑваш Енре ҫак штампа чирленӗ 50 ҫынна шута илнӗ. Сӑмах май, утӑ уйӑхӗн вӗҫӗнче 32 тӗслӗх ҫеҫ пулнӑ.
Британи штамӗпе чирлекенсем те пур: 9 ҫынна шута илнӗ. Ку хисеп утӑ уйӑхӗн 30-мӗшӗнченпе улшӑнман.
Республикӑра кӑшӑлвируспа чирлекенсем нумайланса пыраҫҫӗ. Ҫурлан 13-мӗшӗнче, ӗнер, ҫак вируса сарӑлма парас мар енӗпе ӗҫлекен оперштаб ларӑвӗ иртнӗ. Унта лару-тӑрӑва тишкерсе кӑшӑлвируспа чирлӗ ҫынсем валли койкӑсене нумайлатма йышӑннӑ.
ЧР сывлӑх сыхлавӗн министрӗн ҫумӗ Алексей Кизилов пӗлтернӗ тӑрах, хальхи вӑхӑтра республикӑра чирлисем валли 2857 койка пур. Шалти резервсемпе усӑ курса хушма койкӑсем хатӗрленӗ: Шупашкарта – 54 /Ветерансен госпиталӗнче – 40/, Ҫӗнӗ Шупашкарта 35 койка.
Палӑртмалла: юлашки вӑхӑтра кашӑлвирусран вилекенсем нумайланнӑ. Ӗнер 8 ҫыннӑн пурнӑҫӗ татӑлнӑ.
Шупашкарти ача ҫуратмалли 5-мӗш ҫурт /ҫурҫӗр-хӗвеланӑҫ районӗнче вырнаҫнӑскере халӑхра ҫапла калаҫҫӗ/ кӑшӑлвируспа, ОРВИпе чирлӗ пациентсене, ҫӑмӑлланма хатӗрленекен хӗрарӑмсене, йышӑнать. Ҫапла вал пӗлтӗрхи ака уйӑхӗнче ӗҫлеме тытӑннӑ.
Ку таранччен унта ача кӗтекен 3 пин ытла хӗрарӑма сипленӗ /вӗсен ОРВИ паллисем пулнӑ/, 1800 ытла ача кун ҫути курнӑ. Вӗсенчен 500 ытларахӑшӗн кӑшӑлвирус пулни ҫирӗпленнӗ.
Кӑҫалхи ҫур ҫулта унта 123 пациент сипленнӗ. Утӑ уйӑхӗнче вара унта ача кӗтекен 91 хӗрарӑм чире пула лекнӗ. Тухтӑрсем ача кӗтекен хӗрарӑмсем кӑшӑлвируспа ытларах чирленине, чир вӗсемшӗн тата варти пепкешӗн хӑрушлӑх кӑларса тӑратнине палӑртаҫҫӗ.
Шӑмӑршӑра 43 ҫулти арҫынна инсульт пулнӑ та вӑл комӑна кӗрсе ӳкнӗ. Кун пирки часрах Шупашкарти тухтӑрсене пӗлтернӗ. Санитари вертолечӗ пӗр тӑхтамасӑр Шӑмӑршӑ тӑрӑхне вӗҫнӗ.
Пациента хулана ҫур сехетре илсе ҫитернӗ. Ҫул ҫинче вал хӑйне чиперех туйнӑ. Ҫав вӑхӑтра ӑна ИВЛ аппаратпа сывлаттарнӑ, Далер Касимов реаниматолог тата Валерий Ильин анестезист сывлӑхне тӗрӗслесе тӑнӑ.
Хулана тӗттӗмленсен ҫитнӗ. Пульница умне мар, аэропорта анса ларма тивнӗ. Ҫав каҫах ӑна операци тунӑ. Вӑл ӑнӑҫлах иртнӗ.
Пациент патне санавиаци чӗнсе ӑна Шупашкарти пульницӑна илсе ҫитернӗренпе 2,5 сехет иртнӗ.
Республикӑри хӑш-пӗр муниципалитетра чару мерисене ҫирӗплетме пултарӗҫ. Ҫакӑ чир Чӑваш Енри хӑш-пӗр муниципалитетра ытларах сарӑлнипе сӑлтавланнӑ.
«Кӑшӑлвирус инфекцийӗ сарӑлассине чарас енӗпе ӗҫлекен регионти штаб хӑш-пӗр муниципалитетра чарусем пӑхса хӑварма пултарӗ. Халӑх вакцинациленменнине пула чир-чӗрпе асапланакансем сахал мар», — тенӗ Чӑваш Ен Элтеперӗ Олег Николаев.
Республикӑри виҫӗ районта: Улатӑр хулипе районӗнче, Пӑрачкав районӗнче — лару-тӑру уйрӑмах ҫивӗчленнӗ.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (09.01.2025 21:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 752 - 754 мм, 0 - -2 градус сивӗ пулӗ, ҫил 3-5 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвеланӑҫ енчен вӗрӗ.
| Быков Александр Артемьевич, Мухтав орденӗн тулли кавалерӗ ҫуралнӑ. | ||
| Васильев Александр Георгиевич, чӑваш кӗвӗ ҫыраканӗ ҫуралнӑ. | ||
| Юдин Василий Николаевич, чӑваш ҫыравҫи, талмачӗ, публицисчӗ вилнӗ. | ||
Пулӑм хуш... |