Ку пек кӑтарту тахҫанах пулман. Юлашки талӑкра республикӑра кӑшӑлвирусран 10 ҫын вилнӗ. Ҫурлан 1-2-мӗшӗсенче талӑкра 8 ҫыннӑн пурнӑҫӗ татӑлнӑ. Кӑтарту ав ӳссех пырать.
Ку таранччен 1746 ҫын кӑшӑлвируса пула вилнӗ. Статистика пӗлтернӗ тӑрӑх, чирленӗ кашни 17-мӗш ҫын вилнӗ.
Паянхи кун тӗлне 29507 ҫын кӑшӑлвируспа чирленӗ. Вӗсенчен 26848-шӗ сывалнӑ. Юлашки талӑкра 42 ҫын чире парӑнтарнӑ, 73 ҫын инфекциленнӗ.
Паянхи кун тӗлне стационарта тата килте амбулатори мелӗпе 913 ҫын кӑшӑлвирусран сипленет.
Чӑваш Енре эрех ӗҫнине пула наркӑмашланнипе вилекенсен шучӗ йышланнӑ. Кӑҫалхи кӑрлач-утӑ уйӑхӗсенче ун пеккисен йышӗ 159 ҫынпа танлашнӑ, пӗлтӗрхи ҫур ҫултинчен ку вӑл 12 процент нумайрах.
Паян республикӑн сывлӑх сыхлав министрӗ Владимир Степанов (сӑнӳкерчӗкре) ЧР Правительство ҫуртӗнчи ирхи планёркӑра хӑй ертсе пыракан отрасльпе ҫыхӑннӑ доклад тунӑ.
Ҫынсем хӑйсем ҫине алӑ хуни, пӗри теприне вӗлерни, наркӑмӑшланни, шӑнса вилни чылай чухне ӳсӗр чухне пулса иртет.
Ҫынсем вилесси кӑҫалхи ҫур ҫулта пӗлтӗрхи танлаштаруллӑ тапхӑртинчен Ҫӗмӗрле районӗнче, Ҫӗмӗрле, Ҫӗнӗ Шупашкар хулисенче, Комсомольски, Красноармейски, Хӗрлӗ Чутай тата Пӑрачкав районӗсенче 15 процент ӳснӗ.
Иккӗмӗш кун ӗнтӗ Чӑваш Енре кӑшӑлвирусран 8 ҫын пурнӑҫран уйрӑлнӑ. Кун пирки федераци информаци центрӗ пӗлтерет.
Ку таранччен каварлӑ вируса пула 1736 ҫын вилнӗ. Статистикӑна ӗненес тӗк, кӑшӑлвируспа чирленӗ кашни 17-мӗш ҫын пурнӑҫран уйрӑлать.
Ку таранччен 29434 ҫын чирленӗ. Вӗсенчен 26806-шӗ сывалнӑ. Юлашки талӑкра 70 ҫын чирленине палӑртнӑ. Ку кӑтарту юлашки вӑхӑтра пысӑкланса пырать. Сывалакансем сахалрах: 48 ҫын ҫеҫ.
Паянхи кун тӗлне стационарта тата килте амбулатори мелӗпе 892 пациент кӑшӑлвирусран сипленет.
Юлашки талӑкра Чӑваш Енре 8 ҫын кӑшӑлвируса пула вилнӗ. Кунашкал кӑтарту юлашки хутчен утӑ уйӑхӗн пуҫламӑшӗнче пулнӑ. Ҫапла, ҫак вируса пула вилекенсем каллех нумайланса пыраҫҫӗ.
Ку таранччен республикӑра кӑшӑлвируса пула 1728 ҫыннӑн пурнӑҫӗ татӑлнӑ. Пӗтӗмпе 29364 ҫын чирленӗ, вӗсенчен 26758-шӗ сывалнӑ.
Юлашки талӑкра 73 ҫын инфекциленнӗ. 69 ҫын ҫеҫ сывалнӑ. Паянхи куна илес тӗк, республикӑра 878 ҫын стационарта тата килте амбулатори мелӗпе кӑшӑлвирусран сипленет.
Нумаях пулмасть кӑшӑлвируса сарӑлма парас мар тӗлӗшпе ӗҫлекен оперштаб ларӑвӗ иртнӗ. Унта Роспотребнадзорӑн Чӑваш Енри управленийӗн пуҫлӑхӗ Надежда Луговская республикӑра 32 ҫыннӑн кашӑлвирусӑн Инди штамӗ пулнине пӗлтернӗ. Ку штама пирӗн республикӑра ҫӗртме уйӑхӗн 17-мӗшӗнче пӗрремӗш хутчен тупса палӑртнӑ.
Чӑваш Енре Британи штамӗ пуррине те палӑртнӑ. Юлашки вӑхӑтра ку 9 ҫыннӑн пулнине пӗлтернӗ. Сӑмах май, ҫӗртме уйӑхӗнче те ҫавӑн чухлех тӗслӗх пулнӑ.
Республикӑра кӑшӑлвирусран прививка тӑвас ӗҫ пырать. Аса илтерер: нумаях пулмасть Чӑваш Ене «Спутник Лайт» вакцинӑн пӗрремӗш партине кӳрсе килнӗ.
Канаш хулинче Ҫӗнӗ Шупашкарти арҫын вилнӗ. Ӑна уйрӑм усламҫӑ савутра производство кранне ҫӳремелли ҫула тума чӗнсе илнӗ. Инкек утӑ уйӑхӗн 25-мӗшӗнче 13 сехет тӗлӗнче пулса иртнӗ. 62 ҫулти арҫын тӑрӑшнӑ чухне ун пуҫӗ ҫине хӑма йӑтӑнса аннӑ. Пуҫне амантнӑ арҫын вилсе кайнӑ.
Пӑтӑрмах хыҫҫӑн РФ Следстви комитечӗн Чӑваш Енри управленийӗн тӗпчевҫисем РФ Пуҫиле кодексӗн 216-мӗш статйин 2-мӗш пайӗпе ӗҫ пуҫарнӑ. Тӗпчевҫӗсем шухӑшланӑ тӑрӑх, ӗҫ хӑрушсӑрлӑхӗн мерисене пӑхӑнсан ун пек пӑтӑрмах пулман пулӗччӗ.
Халӗ пуҫиле ӗҫе малалла тӗпчеҫҫӗ.
ЧР Элтеперӗ Олег Николаев ыран оперштаб ларӑвӗнче кӑшӑлвируса сарӑлма парас мар тесе ҫӗнӗ мерӑсем йышӑнма пултарӗ. Кун пирки вӑл тунтикун Правительство ҫуртӗнче иртнӗ канашлура пӗлтернӗ.
Олег Николаев канашлура кӑшӑлвирусран хӳтӗлекен прививка тӑвас ӗҫ мӗнле пынипе кӑсӑкланнӑ. Вӑл вакцинаци шайӗ пӗчӗкленнине палӑртнӑ. Олег Алексеевич каланӑ тӑрӑх, авӑн уйӑхӗн 1-мӗшӗ тӗлне коллективлӑ иммунитет тӑвас тесен республикӑра кунсерен 6 пинрен кая мар ҫынна вакцинацилемелле.
Сывлӑх сыхлавӗн министерстви пӗлтернӗ тӑрӑх, хальлӗхе 240 пин ытла ҫын прививка тунӑ. Ку - плана кӗртнӗ ҫынсен 41 проценчӗ.
Чӑваш Енре кӑшӑлвируспа чирлесе вилнисен йышӗ 1700 ҫынна ҫитнӗ. Кун пирки федераци информаци центрӗ хыпарлать.
Юлашки талӑкра 6 ҫын пурнӑҫран уйрӑлнӑ. Юлашки 5 кунра талӑкра 6-7 ҫын пурнӑҫран уйрӑлнӑ. Сывалакансем нумаййӑн пулнӑ: 106 ҫын. Пӗр талӑкра 75 ҫын чирленине палӑртнӑ. Ку таранччен 29066 ҫын кӑшӑлвируспа аптӑранӑ. Вӗсенчен 26476-шӗ сывалнӑ.
Паянхи кун тӗлне республикӑри стационарсенче тата килте амбулатори мелӗпе 888 ҫын кӑшӑлвирусран сипленет.
Юлашки талӑкра Чӑваш Енре 7 ҫын кӑшӑлвирусран вилнӗ. Кун пек кӑтарту тахҫанах пулман. Ку таранччен каварлӑ вирус 1694 ҫыннӑн пурнӑҫне татнӑ.
Федераци информаци центрӗ пӗлтернӗ тӑрӑх, республикӑра паянхи кун тӗлне 28991 ҫын чирленӗ. Вӗсенчен 26372-шӗ сывалнӑ.
Юлашки талӑкра 20 ҫын ҫеҫ кӑшӑлвирусран сывалнӑ. Чирлекенсем самай нумай пулнӑ: 72 ҫын.
Паянхи кун тӗлне Чӑваш Енре стационарта тата килте амбулатори мелӗпе 925 пациент сипленет. Палӑртмалла: унашкаллисене йышӗ кунсерен ӳссе пырать.
Чӑваш Ене кӑшӑлвирусран пӗр компонентлӑ вакцина кӳрсе килнӗ. Вӑл препарат «Спутник Лайт» ятлӑ. Унпа пӗр хутчен ҫеҫ прививка тӑваҫҫӗ. Пирӗн ҫӗршывра тата республикӑра усӑ куракан ытти препарат икшер компонентран тӑрать: пӗринпе малтан укол тӑваҫҫӗ, иккӗмӗшӗпе — кайран, тепӗр 21 кунтан.
«Спутник Лайт» препарата пирӗн республикӑна 4 500 доза илсе килнӗ. Ӑна, республикӑн Сывлӑх сыхлав министерствинче пӗлтернӗ тӑрӑх, медицина организацийӗсене валеҫсе панӑ.
«Спутник Лайт» — «Спутник V» вакцинӑн ансатрах варианчӗ шутланать. Унпа, маларах палӑртрӑмӑр ӗнтӗ, икӗ хутчен укол туни кирлӗ мар, пӗррепех ҫитет.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (09.01.2025 21:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 752 - 754 мм, 0 - -2 градус сивӗ пулӗ, ҫил 3-5 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвеланӑҫ енчен вӗрӗ.
| Быков Александр Артемьевич, Мухтав орденӗн тулли кавалерӗ ҫуралнӑ. | ||
| Васильев Александр Георгиевич, чӑваш кӗвӗ ҫыраканӗ ҫуралнӑ. | ||
| Юдин Василий Николаевич, чӑваш ҫыравҫи, талмачӗ, публицисчӗ вилнӗ. | ||
Пулӑм хуш... |