304 ҫын чирленӗ — ку юлашки талӑкри статистика. Кун пек пӗчӗк кӑтарту юлашки вӑхӑтра пулман та. Чирлекенсем чакнӑ, анчах вилекенсем ҫаплах самай-ха: иртнӗ талӑкра 12 ҫын пурнӑҫран уйрӑлнӑ.
Юлашки талӑкра 102 ҫын сывалнӑ, 151 ҫынна пульницӑна сипленме вырттарнӑ. Ку таранччен республикӑри 4,37 ҫын кӑшӑлвируса парӑнтарайман. Чирленӗ кашни 16-мӗш е 17-мӗш пациент вилнӗ. Пандеми пуҫланнӑранпа каварлӑ вирус 72 пин ытла ҫынна ернӗ. Вӗсенчен 52,8 пинӗшӗ сывалнӑ.
Хальхи вӑхӑтра республикӑра 14,83 ҫын кӑшӑлвируспа чирлет.
Паянтан, нарӑс уйӑхӗн 21-мӗшӗнчен, пуҫласа пирӗн республикӑра антителӑллӑ ҫынсене кьюар-код пама тытӑннӑ. Ку хыпар Чӑваш Ен Элтеперӗ Олег Николаев кӑшӑлвирус сарӑлассине чарас енӗпе ӗҫлекен оперативлӑ штабӑн эрнекунхи ларӑвӗнче пӗлтернӗ.
Юн анализне Шупашкарти 16 лабораторире илеҫҫӗ-мӗн. Республика ертӳҫи вӗсене анализ хакне ӳстерсе ямалла марри пирки чӗнсе каланӑ.
Юн панӑ хыҫҫӑн 2-3 кунран Патшалӑх пулӑшӑвӗсен порталӗнче кьюар-код пулӗ. Тепӗр майлӑ каласан, кьюар-кода кӑшӑлвируспа чирлеменнисемпе вакцинаци туманнисем те илееҫҫӗ. Чи кирли — антитела пурри.
Документа ултӑ уйӑхлӑха параҫҫӗ.
Чӑваш Енре 935 ҫамрӑка, 12-18 ҫулсенчисене, кӑшӑлвирусран прививка тунӑ. Хальлӗхе "Спутник М" вакцинӑн пӗрремӗш компоненчӗпе тутарнӑ. Кун пирки эрнекун иртнӗ оперштаб ларӑвӗнче пӗлтернӗ.
Аса илтерер: кӑрлач уйӑхӗнче республикӑна 12-18 ҫулсенчи ачасем валли 960 доза вакцина кӳрсе килнӗ. Кӑрлач уйӑхӗн вӗҫӗнче 75 ҫамрӑк вакцинациленни пирки каланӑ. Пӗрремӗш парти пӗтнӗпе пӗрех, ҫавна май ЧР Элтеперӗ Олег Николаев татах вакцина кӳрсе килес ӗҫе йӗркелеме хушнӑ.
Нарӑс уйӑхӗн 19-мӗшӗнче, паян, Мускаври 56 тухтӑра ҫӗршыври 9 региона кӑшӑлвируспа кӗрешме янӑ. ТАСС пӗлтернӗ тӑрӑх, ку таранччен Мускаври тухтӑрсем кӑшӑлвируспа кӗрешессинче опыт нумай пухнӑ.
Хальхи вӑхӑтра Мускавра кӑшӑлвирус сарӑлнин чи вӑйлӑ тапхӑрӗ иртнӗ. Ҫавна май унти тухтӑрсем регионсене пулӑшма пултараҫҫӗ. Вӗсене 9 региона икӗ эрнелӗхе янӑ.
Чӑваш Енсӗр пуҫне тухтӑрсене Амур, Курск, Сарӑту облаҫӗсене, Алтай крайне, Забайкальене, Крыма, Ҫурҫӗр Осетие, Чулхулана пулӑшма янӑ.
Паян Правительство ҫуртӗнче иртнӗ оперштаб ларӑвӗнче ҫулталӑк тултарман ачасен хушшинче кӑшӑлвируспа чирлекенсем нумайланнине пӗлтернӗ. Ҫав вӑхӑтрах юлашки кунсенче республикӑра чирлекенсен шучӗ чакние палӑртнӑ. Сывлӑх сыхлавӗн министрӗ Владимир Степанов пульницӑна выртакансем тата килте сипленекенсем сахалланса пынине каланӑ.
Ачасен йышӗнче те пульницӑра выртакансен йышӗ пӗчӗкленсе пырать. Паянхи куна койкӑсен фончӗн ҫурри пушӑ. Ҫитес эрнере те ҫаплах пулсан Ача-пӑча клиника пульницинчи ковид-койкӑсене чакарма пуҫлӗҫ. Анчах, Роспотребнадзор пуҫлӑхӗ Надежда Луговская пӗлтернӗ тӑрӑх, ҫулталӑк тултарман ачасем ытларах чирлеме пуҫланӑ. 65 ҫултан аслӑраххисен йышӗнче те кӑшӑлвируспа нушаланакансен йышӗ пысӑкланнӑ.
Юрий ятлӑ пӗчӗк арҫын ача 4 уйӑх каялла, амӑшӗн варӗнче 22 эрне аталансан, ҫут тӗнчене килнӗ. Ун чухне вӑл 490 грамм тайнӑ.
Вӑхӑтран чылай маларах ҫуралнӑ ачан органӗсем хӑй тӗллӗн ӗҫлеме хатӗр пулман. Ӑна Хулари 1-мӗш клиника пульницин тухтӑрсем вӑй иличчен, аталаниччен пӑхнӑ. Пӗчӗкскер майӗпен ӳснӗ, хӑй тӗллӗн сывлама, ҫиме хӑнӑхнӑ. Унччен ӑна вена урлӑ ҫитернӗ.
Тухтӑрсем Юрие 4 уйӑх та 3 кун пӑхса ӳстернӗ. Нумаях пулмасть ачана тата амӑшне киле янӑ. Арҫын ача 2 килограмм та 467 грама ҫитнӗ.
Сӑмах май, Хулари 1-мӗш клиника пульницинче пӗлтӗр питӗ пӗчӗк виҫеллӗ 37 ача ҫуралнӑ.
Республикӑра кӑшӑлвируспа чирленӗ /кунта ПЦР-тест вирус пуррине ҫирӗплетнисем ҫеҫ кӗреҫҫӗ/ кашни 15-16-мӗш ҫын вилет. Ӳпке шыҫҫинчен пурнӑҫран уйрӑлнисем ку статистикӑна лекмеҫҫӗ.
Юлашки талӑкра 8 ҫын кӑшӑлвирусран вилнӗ. Нарӑс уйӑхӗнче пӗтӗмпе 98 ҫын чире парӑнтарайман. Пандеми пуҫланнӑранпа вара 4,3 пин ытла ҫын пурнӑҫран уйрӑлнӑ.
Юлашки вӑхӑтра чирлекенсем нумай. Иртнӗ талӑкра республикӑра 1073 ҫын инфекциленнине палӑртнӑ. 548 ҫын сывалнӑ. 194 ҫынна пульницӑна вырттарнӑ.
Паянхи кун республикӑра 12,5 пин ҫын кӑшӑлвирусран килте е ковид-стационарта сипленет. Сывлӑх сыхлавӗн министрӗ Владимир Степанов пӗлтернӗ тӑрӑх, пульницӑна лекнисен нумайӑшӗн дельта штамм.
Франци ҫыннисем Чӑваш Енре шӑл юсаҫҫӗ. Ҫӗнӗ Шупашкарти стоматологи поликлиникине Францинче пурӑнакан мӑшӑр – Дафёр тата Елена Шаед – шӑл юсама пынӑ. Ҫавӑн пирки хулари «Грани» хаҫат хыпарланӑ.
Дафёр пародонтологи пӳлӗмне, Светлана Пиюнкина стоматолог-терапевт патне, шӑла профессилле майпа тасаттарма ҫӳренӗ, унтан халӗ Светлана Галкина патӗнче сипленет.
«Сервиспа, ӗҫ пахалӑхӗпе питӗ кӑмаллӑ. Вӑхӑт та нумай иртмерӗ», – хавхаланса калаҫнӑ Дафёр Шаед.
Елена пӗлтернӗ тӑрӑх, упӑшки тухтӑрсенчен хӑрать, пульницӑна кайма ӳкӗте кӗртме йывӑр.
Ҫӗнӗ Шупашкарти стоматологи поликлиникинче 2021 ҫулта 20 ытла ют ҫӗршыв ҫынни сипленнӗ. Ҫав шутра Азербайджанри, Арменири, Египтри, Иорданири, Казахстанри, Кӑркӑстанри, Сиринчи, Таджикистанри, Тунисри, Украинӑри ҫынсем пулнӑ.
Кӑшӑвируспа чирлисем валли хатӗрленӗ койкӑсем сахаллансах пыраҫҫӗ. ЧР сывлӑх сыхлавӗн министрӗ Владимир Степанов ковид-госпитальсене ытларах камсем лекнине пӗлтернӗ.
Пульницӑна ытларах вӑраха кайнӑ чирсемпе нушаланакансем лекеҫҫӗ. Унашкал пациентсем 60-тан кӑна мар, 70-тен те иртнисем. Чылайӑшӗн ӳпкин 60-70 проценчӗ сиенленнӗ. Министр каланӑ тӑрӑх, халӗ те, унчченхи пекех, пульницӑна лекнисен 99 проценчӗ вакцинациленмен.
Паян стопкоронавирус.рф сайт пӗлтернӗ тӑрӑх, юлашки талӑкра 1104 ҫын кӑшӑлвируспа чирленӗ. 554 ҫын сывалнӑ. 180 ҫынна пульницӑна вырттарнӑ.
Паян рекорд - республикӑра кӑшӑлвируспа 1301 ҫын чирленине палӑртнӑ. Ӗнер кӑна 500-е яхӑн ҫын сахалрахчӗ.
Иртнӗ талӑкра сывалакансем те нумаййӑн пулнӑ - 622 ҫын чире парӑнтарнӑ. 192 ҫынна пульницӑна вырттарнӑ. Юлашки талӑкра 8 ҫын чире парӑнтарайман, вилнӗ. Пандеми пуҫланнӑранпа 4277 ҫын кӑшӑлвируса пула пурнӑҫран уйрӑлнӑ. Республикӑра пандеми пуҫланнӑранпа 63,5 пине яхӑн ҫын кӑшӑлвируспа чирленӗ. Вӗсенчен 48,1 пинӗшӗ сывалнӑ. Ку 75,8 процентпа танлашать. ____
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (09.01.2025 03:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 747 - 749 мм, 0 - 2 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 2-4 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр енчен вӗрӗ.
| Фёдоров Моисей Фёдорович, литература критикӗ ҫуралнӑ. | ||
| Скворцов Михаил Иванович, чӑваш чӗлхи тӗпчевҫи ҫуралнӑ. | ||
| Игнатьев Михаил Васильевич, Чӑваш Енӗн иккӗмӗш президенчӗ ҫуралнӑ. | ||
| Ефейкин Аким Кузьмич, биологи ӑслӑлӑхӗсен тухтӑрӗ, профессор вилнӗ. | ||
| Димитриев Василий Димитриевич, паллӑ чӑваш историкӗ ҫут тӗнчерен уйрӑлнӑ. | ||
Пулӑм хуш... |