Сывлӑх
![]() chuvashia.sledcom.ru сӑнӳкерчӗкӗ Чӑваш Енре пурӑнакан пӗр хӗрачана куҫӗ начар курнӑран ишме ҫӳреме хӗсӗрленӗ. Кун пирки РФ Следстви комитечӗн Чӑваш Енри управленийӗнче иртнӗ йышӑнура калаҫу пулса иртнӗ. Унта сусӑр ачан амӑшӗ тата тренерӗ пынӑ. Хӗрача ишессипе тренировкӑсене ҫӳрет иккен. Ҫак енӗпе вӑл юлашки тӑватӑ ҫул тӑрӑшать. Раҫҫей ӑмӑртӑвӗсемпе чемпионачӗсенче те вӑл пӗрре кӑна мар палӑрнӑ. Анчах ача тренировкӑсене ҫӳрекен вӗренӳ заведенийӗсенче педагогсемпе тренерсем хӗсӗрлеме хӑтланнӑ. Йышӑнӑва тӗрлӗ шайри тӳре-шарана чӗнсе илнӗ. Ҫав шутра вӗренӳ министрӗ Дмитрий Захаров, спорт министрӗ Василий Петров, Шупашкар хула администрацийӗн вӗренӳ управленийӗн ӗҫченӗсем пулнӑ. Ачана хулари спорт комплексӗсенчен пӗрне тӳлевсӗр ҫӳретме калаҫса татӑлнӑ. Чӑваш Енри Следстви управленийӗ сусӑр ачапа ҫыхӑннӑ ыйтӑва тӗрӗслесе тӑма шантарнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
| ||||||||||
Ҫавӑн пекех пӑхӑр
| ||||||||||
Комментариле |
Сайт пирки | Пулӑшу | Статистика
(c) 2005-2018 Chuvash.Org | МИХ пек регистрациленӗ свидетельство номерӗ: 2017 ҫулхи нарӑсӑн 3-мӗшӗнче алӑ пуснӑ ЭЛ № ФС 77 - 68592. Свидетельствӑна Ҫыхӑну, информаци технологийӗ тата массӑллӑ коммуникаци сферине тӗрӗслесе тӑракан федераллӑ служба (Роскомнадзор) панӑ. Сайтри материалсене (ытти ҫӑлкуҫсенчен илнисемсӗр пуҫне) CreativeCommons Attribution-ShareAlike 3.0 лицензипе килӗшӳллӗн усӑ курма пулать. Сайтпа ҫыхӑннӑ ыйтусене кунта ярӑр: site(a)chuvash.org ![]() |