Чӑваш Енре хӗсмете кайма ҫулпа тивӗҫ ҫамрӑксен сывлӑхне тишкернӗ. Анчах сӑмахӗ пурин пирки те пымасть. 17 ҫултисем пирки. Яш-кӗрӗмӗн сывлӑхне кӑҫалхи кӑрлачӑн 1-мӗшӗнчен пуҫласа пушӑ уйӑхӗн 31-мӗшӗччен тӗрӗсленӗ.
Тухтӑрсем тӗрӗсленӗ каччӑсенчен 70 проценчӗ кӑна ҫара кайма пултарать. Ыттисен сывлӑх начар. Мӗнпе чирленине те тухтӑрсем пытармаҫҫӗ. Вунҫиччӗри каччӑсем ытларах чух юн ҫаврӑнӑшӗн органӗсем начар ӗҫленипе аптӑраҫҫӗ. Психика чирӗсем те хальхи ҫамрӑксене аптӑратаҫҫӗ. Шӑмӑ чирӗсем те яшсемшӗн ют мар. Вар-хырӑм чирӗ те вӗсене аптӑратать. Кун пирки Чӑваш Енӗн Сывлӑх сыхлав министерствин амӑшӗсемпе ачисене медицина пулӑшӑвӗ кӳрессипе ӗҫлекен пай пуҫлӑхӗ Нина Емельянова пӗлтернӗ.
Ҫара кайма юрӑхлӑ каччӑсем йышлӑ районсене те асӑннӑ. Кунта Елчӗк, Сӗнтӗрвӑрри тата Хӗрлӗ Чутай районӗсем кӗреҫҫӗ. Вӑрмар районӗнче, Ҫӗмӗрлере, Ҫӗнӗ Шупашкарта чирлисем самай.
Иртнӗ эрнере Мускавра Пӗтӗм Раҫҫейри «Ҫулталӑкри чи лайӑх тухтӑр» конкурс ҫӗнтерӳҫисене савӑнӑҫлӑ лару-тӑрура часланӑ. Унта Сергей Агафонкин, Республикӑри онкодиспансерӗн хирурги уйрӑмӗн заведующийӗ, пулнӑ.
Унсӑр пуҫне конкурсра пирӗн республикӑри тепӗр икӗ тухтӑр наградӑна тивӗҫнӗ. Республикӑри офтальмологи пульницин тухтӑрӗ Татьяна Юрьевна Наумова «Чи лайӑх офтальмолог» номинацире виҫҫӗмӗш вырӑн йышӑннӑ.
«Чи лайӑх фтизиатр» номинацире Республикӑри туберкулез диспансерӗн фтизиаторӗ Надежда Алексеевна Апраскина виҫҫӗмӗш вырӑна тухнӑ.
Аса илтерер: Пӗтӗм Раҫҫейри «Ҫулталӑкри чи лайӑх тухтӑр» конкурс 33 номинаципе иртнӗ. Кӑҫал унта 90 тухтӑр ҫӗнтерӳҫӗ пулнӑ. Вӗсене дипломпа тата укҫан хавхалантарнӑ.
Хӗл ҫывхарнӑ май чир-чӗр сарӑлать. Нумайӑшӗ гриппа чирлеме пуҫлать. Нумаях пулмасть республикӑна 260 пин доза ҫӗнӗ вакцина килнӗ. Вӑл — Совигрипп. Ку аслӑ ҫынсем валли.
Тухтӑрсем вакцина грипран лайӑх хӳтӗленине пӗлтереҫҫӗ. Планпа килӗшӳллӗн, халӑхӑн 30 процентне прививка тумалла. Вакцина пур пульницӑра та пур ӗнтӗ.
Тухтӑрсем грипп эпидемийӗнчен хӑтӑлма май пуррине палӑртаҫҫӗ. Ачасене, шкула ҫӳрекенсене, студентсене тата аслисене прививка тумалла. Вӑл инфекцирен хӳтӗленмелли лайӑх мел.
Пӗлтӗртенпе ача кӗтекен хӗрарӑмсене тата шала кайнӑ чирсемпе аптӑракан, 60 ҫултан иртнӗ ҫынсене прививка тӑваҫҫӗ. Уйрӑмах чӗрепе аптӑракансене ку пырса тивет.
Прививкӑна кирек кам тутарма пултарать. Терапевт патне ҫеҫ каймалла. Чылай организацире директорсем ӗҫченӗсене прививка тума майсем туса параҫҫӗ.
Ача ҫурални — пысӑк савӑнӑҫ. Анчах пӗчӗкскер вилни те, шел, тӗл пулать. Хӑш чухне ку тухтӑрсен айӑпӗпе пулать.
Чӑваш Ен вара ку енӗпе «палӑрмасть». Пирӗн республикӑра ача вилессин кӑтартӑвӗ — чи пӗчӗкки. Кун пирки Патшалӑх статистикин федераци служби пӗлтерет.
Кӑҫалхи кӑрлач-ҫурла уйӑхӗсенчи кӑтартусене шутланӑ та ҫакна палӑртнӑ: Раҫҫейре чӗрӗ ҫуралнӑ 1000 ача ҫине ача вилессин кӑтартӑвӗ 6,6-па танлашнӑ. Атӑлҫи федераци округӗпе вара ку кӑтарту — 6,3.
Раҫҫейӗпе илес тӗк, Чӑваш Ен ку кӑтарту енӗпе пӗрремӗш вырӑн йышӑннӑ. Пирӗн республикӑра ку кӑтарту 3-пе ҫеҫ танлашнӑ. Иккӗмӗш вырӑнта — Пенза облаҫӗ.
Ситнейри (Австрали) медицина шкулӗнче ӗҫлекен специалистсем мӗнле апат ҫинипе пуҫ мими пысӑкӑшӗ хушшинче ҫыхӑну пуррине палӑртнӑ.
Ӑсчахсен шучӗпе кашни кун «синтетикӑлла» хатӗрленӗ апат-ҫимӗҫпе тӑрансан ку пуҫ мими пысӑкӑшне сиен кӳрет — вӑл пӗчӗкленет. Сывлӑхшӑн япӑх апат гиппокамп калӑпӑшне пӗчӗклетет иккен, лешӗ вара вӗренӳшӗн, асра тытассишӗн яваплӑ тата психика чирӗсенчен сыхлать.
Тӗпчеве 60–64 ҫулхи ҫынсем хӑйсен ирӗкӗпе хутшӑннӑ. Пылак шыв, тӑварланӑ апат, ӑшаланӑ аш тата ытти сиенлӗ апат ҫеҫ ҫинӗ ҫынсен сулахай гиппокампӗ сӗтеклӗ ҫимӗҫ ҫиекеннисенчен пӗчӗкрех пулнӑ. Специалистсен шучӗпе мӗнле апат ҫинипе пуҫ мими калӑпӑшӗ хушшинчи ҫыхӑну пур ӳсӗмри ҫынсен те пӗрешкелех. Ку ачасене те пырса тивет.
Сӑмах май, арҫынсен гиппокампӗ ҫулсем иртнӗ ҫемӗн пӗчӗкленет, хӗрарӑмсен вара ҫавнашкалах юлать.
The Guargian (чӑв. управҫӑ) информаци агентстви пӗлтернӗ тӑрӑх Турцире пульницаран 47 ҫул хушши выртнӑ ҫын вилнӗ, вӑл астмӑпа тата диабетпа аптранӑ.
Абдулла Хозан Muradiye State Hospital хоспитале пӗрремӗш хут 1968 ҫулта лекнӗ. Ун чухне 23 ҫулхискер тухтӑрсем патне пуҫ ыратнине пула ҫитнӗ. Абдуллан пурӑнмалли вырӑн пулманран тата тухтӑрсемпе вӑл хӑйне вашаватлӑ тытнӑран пульница ертӳҫисем чирлӗ ҫынна палатӑра юлма ирӗк панӑ. Сывлӑхӗ лайӑхланнипе пульницӑран тухма вӑхӑт ҫитсен ӑна яланах ҫӗнӗрен регистрациленӗ.
Абдулла Хозан 70 ҫула ҫитнӗ. Пульница ӗҫченӗсемшӗн вӑл тӑван пекех пулнӑ. Ватӑна Бурсри Ынехӳл (İnegöl) районта пытарнӑ. Хӑй вӑл ҫавӑнта ҫуралнӑскер пулнӑ.
Юлашки ҫур ҫулта ЧР Сывлӑх сыхлавӗн министерстви кашни эрнинчех аптекӑсем тӑрӑх рейд ирттерсе эмел хакӗсене мониторингне тӑвать. Ведомство ҫулталӑк пуҫланнӑранпа 50 ытла эмел хакне тӗрӗслесе тӑрать. Вӗсем шӑнса пӑсӑлнинчен, вар-хырӑм валли, ыратнине ирттерекеннисем.
Авӑн уйӑхӗн вари тӗлне эмелсен хакӗсем 2 процент чакнине палӑртнӑ. Пенсионерсем кӑмӑлсӑр мар. Пенси укҫи пӗчӗк пулсан та эмелсен хакӗсем ӳсменнине палӑртаҫҫӗ вӗсем.
Топ-50 эмелсен йышне пурнӑҫшӑн хаклӑ эмелсем кӗмеҫҫӗ. Ҫулталӑк пуҫланнӑранпа ведомство ӗҫченӗсем тата волонтерсем аптекӑсенче 18 рейд ирттернӗ. Пурнӑҫшӑн хаклӑ эмелсен хакӗсем ниҫта та ӳсменнине палӑртнӑ.
Сӑмах май, пациентсене ҫӑмӑллӑхпа парас эмелсем валли ҫулсерен 60 ытла миллион тенкӗ уйӑраҫҫӗ.
Шупашкарта кӗҫех Донор кунӗ иртет. Ҫынсем виҫӗ сехет хушшинче чирлисене пулӑшма пултарӗҫ.
Донор кунӗ авӑн уйӑхӗн 28-мӗшӗнче иртет. Юн парас тесен Хулари 1-мӗш клиника пульницине пымалла.
Кунашкал мероприятисене ҫулталӑкне 3-4 хут ирттереҫҫӗ: ҫуркунне, хӗлле тата кӗркунне. Кӑҫал ҫуркунне, тӗслӗхрен, виҫӗ сехет хушшинче акцие 90 ҫын хутшӑннӑ.
Шупашкарти Калинин районӗн сайтӗнче пӗлтернӗ тӑрӑх, ҫӳлерех асӑннӑ пульницӑра 9-12 сехетсенче юн пама май пулӗ. Ҫынсен хӑйсемпе пӗрле паспорт илмелле. Донорсене апатланмашкӑн укҫа парӗҫ. Ҫавӑн пекех вӗсене ӗҫрен ҫав кун канма тата тепӗр канмалли кун илмешкӗн справка парӗҫ.
Донорсен пӗр кун маларах эрех-сӑра ӗҫме, ҫуллӑ апат ҫиме юрамасть. Пӗр сехет маларах пирус та туртмалла мар. Ирхине кӑшт ҫеҫ апатланмалла.
Шупашкарта пациент операци хыҫҫӑн вилсе кайнӑ. Халӗ ку ӗҫ тӗлӗшпе операцие ирттернӗ тухтӑра айӑпласшӑн.
РФ Следстви комитечӗн Чӑваш Енри следстви управленийӗ пӗлтернӗ тӑрӑх, ку кӑҫал утӑ уйӑхӗн 13-мӗшӗнче пулнӑ. Медицина ӗҫченӗ уҫӑ трахеостомипе операци ирттернӗ. Анчах 48 ҫулти пациент операци хыҫҫӑн ҫур сехетрен чӗре япӑх ӗҫленипе тата пуҫ мими шыҫӑннипе вилнӗ.
Судпа медицина экспертизи палӑртнӑ тӑрӑх, пациент трахейӑна тӗрӗс мар интубаци тунӑшӑн пурнӑҫран уйрӑлнӑ. Халӗ ку ӗҫ тӗлӗшпе тӗрӗслев ирттереҫҫӗ, пуҫиле ӗҫе малалла тишкереҫҫӗ.
Тутар Республикин тухтӑрӗсем Чӑваш Енри ачасен сывлӑхне тӗрӗслӗҫ. Ҫав шӑпӑрлансем йывӑр чирпе аптӑраҫҫӗ, вӗсене пысӑк технологиллӗ медицина пулӑшӑвӗ кирлӗ.
Консультаци авӑн уйӑхӗн 17-мӗшӗнче Республикӑри ача-пӑча клиника пульници ҫумӗнче иртӗ. Ачасене 10 сехетрен пуҫласа 15 сехетчен йышӑнӗҫ.
Тӗрӗслеве Тутар Республикинчи ача-пӑча клиника пульницин нейрохирургӗ, хирургӗ, онкгематологӗ, кардиохирургӗ, неонаталлӑ хирургӗ хутшӑнӗҫ. Специалистсем шӑпӑрлансене тӗрӗслӗҫ, Раҫҫейри федераци центрӗсене е ют ҫӗршыври клиникӑсене сипленме ямашкӑн уйӑрӗҫ.
Консультацие ҫырӑнас тесен Республикӑри ача-пӑча клиникин (Шупашкар) тӗп тухтӑрӗн ҫумӗ Стиепанов Владимир Геннадьевич патне 8(8352) 56-31-56 телефонпа шӑнкӑравламалла.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (10.04.2025 03:00) уяр ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 745 - 747 мм, 0 - -2 градус сивӗ пулӗ, ҫил 2-4 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр енчен вӗрӗ.
| Воскресенский Виталий Григорьевич, артиллерин генерал-лейтенанчӗ ҫуралнӑ. | ||
| Юхма Мишши, чӑваш ҫыравҫи, сӑвӑҫи, драматургӗ ҫуралнӑ. | ||
| Нухрат Антонина Ивановна, чӑваш журналисчӗ, общество ӗҫченӗ ҫут тӗнчерен уйрӑлса кайнӑ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |