Ҫу уйӑхӗн 21-мӗшӗнче Шупашкарти Лакрей вӑрманӗнче ВИЧ тата СПИД чирӗсем ернисене палӑртмалли акци иртӗ. Ӗнер ун пеккине Шупашкарти медицина колледжӗнче йӗркеленӗ.
СПИДпа тата инфекци чирӗсен профилактикипе тата ҫав чирсемпе кӗрешес енӗпе ӗҫлекен республикӑри центр тата «Волонтер-медиксем» общество организацийӗн регионти уйрӑмӗ пуҫарнипе ирттернӗ акци вӑхӑтӗнче студентсене чир ҫинчен каласа кӑтартнӑ, буклетсем валеҫнӗ, ВИЧпа СПИДа тӗрӗслеме анализ илнӗ.
Ун йышши тепӗр акци ҫу уйӑхӗн 19-мӗшӗнче Шупашкарти кооператив институтӗнче иртмелле. Ҫу уйӑхӗн 21-мӗшӗнче Лакрей вӑрманӗнче йӗркелӗҫ. Унта пухӑннисене чир епле ернине ӑнлантарса панипе пӗрлех сывлӑха тӗрӗслемешкӗн анализ илӗҫ. Ку процедурӑшӑн пӗр пус та тӳлемелле мар.
Ҫу уйӑхӗн 15-24-мӗшӗсенче Чӑваш Енре СПИДран вилнӗ ҫынсене асӑнмалли пӗтӗм тӗнчери куна халалласа декада ирттерӗҫ. ЧР Сывлӑх сыхлавӗн министерстви пӗлтернӗ тӑрӑх, ҫак тапхӑрта ВИЧ пуррипе ҫуккине тӗрӗслеме май пур. Республикӑри СПИДпа кӗрешмелли тата профилактика центрӗнче вара 8 сехетрен пуҫласа 16 сехетчен сывлӑха тӗрӗслеме май пур. Ку – тӳлевсӗр, кирлӗ пулсан ят-шыва та кӑтартмаҫҫӗ.
Кунсӑр пуҫне ҫу уйӑхӗн 15-мӗшӗнче Шупашкарти медицина колледжӗнче «Стоп ВИЧ\СПИД» акци ирттерӗҫ. Ҫу уйӑхӗн 21-мӗшӗнче вара 11 сехетре Лакрей вӑрманӗнче анонимлӑ майпа анкетировани витӗр тухма пулать, ыйтусем пама та май пулӗ.
Ака у йӑхӗн 30-мӗшӗ тӗлне республикӑра 2362 ҫын ВИЧ-инфекциллӗ шутланать. Вӗсенчен 64-шӗ вилнӗ.
Вӑрнарти 2-мӗш шкулта вӗренекен Яна Кадыковӑн пуҫ миминче усал шыҫӑ аталаннине тупса палӑртнӑ. Ӑна сыватмашкӑн операци тумалла. Кун валли 348 пин те 871 тенкӗ кирлӗ. Ҫемье ҫынсенчен пулӑшу ыйтнӑ.
Халӑх ҫын хуйхинчен айккинче юлман. Икӗ кунра 1 миллион та 725 пин те 180 тенкӗ пухнӑ. Ачана кӗҫех пульницӑна вырттарӗҫ.
Яна Кадыкова кӑҫалхи кӑрлачра япӑх курма тытӑннӑ. Вӑл хӑйне япӑх туйнӑ. Тухтӑрсем патӗнче тӗрӗсленсен унӑн пуҫ миминче усал шыҫӑ аталаннине тупса палӑртнӑ. Ака уйӑхӗн 25-мӗшӗнче «Русфонд» укҫа пухма тытӑннӑ, мӗншӗн тесен операци тумашкӑн патшалӑх квота уйӑрса памасть.
Яна Кадыковӑна Питӗрти пульницӑра операци тӑвӗҫ. Юлнӑ укҫа-тенке чирлӗ ытти ачана пулӑшма ярӗҫ.
Чӑваш Енри патшалӑхӑн сывлӑх сыхлав учрежденийӗсене ертсе пыракансем шалу енчен иртӗхеймӗҫ. Вӗсен уйӑхри вӑтам ӗҫ укҫине ахаль врачран пуҫласа санитарка миҫе тенкӗ илни таранах витӗм кӳмелле. Паян Чӑваш Енӗн Министрсен Кабинечӗн ларӑвӗнче ятарлӑ йышӑнӑвӑн проектне пӑхса тухса ҫирӗплетнӗ.
Сывлӑх сыхлавӗн патшалӑх учрежденине ертсе пыракансем пульницӑри вӑтам шалуран 6 хутран пысӑкрах илеймӗҫ. Вӑтам шалӑва шутланӑ чухне тӗп врачӑн ҫумӗсене, тӗп бухгалтера кӗртмӗҫ. Тӗп врачӑн ҫумӗсен шалӑвӗ вара вӑтам шалуран 5 хутран иртмелле мар. Капла чару тӗп бухгалтерсене те пырса тивет.
Правительство ларӑвне ертсе пынӑ Михаил Игнатьев Элтепер тухтӑрсене хавхалантарнӑ чух вӗсем пациентсемпе хӑйсене епле тытнине те, ӗҫе епле пурнӑҫланине те шута илмеллине асӑрхаттарнӑ.
Шӑматкун, ака уйӑхӗн 22-мӗшӗнче, И.Н. Ульянов ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх университетӗнче вакансисен ярмӑркки иртнӗ. Унта республикӑри тата кӳршӗллӗ регионсенчи сывлӑх сыхлав учрежденийӗсем хӑйсем валли шурӑ халатлисене суйланӑ.
Ваканси ярмӑрккине 40 ытла медицина организацийӗ хутшӑннӑ. Вӗсем кӑҫал аслӑ шкул вӗренсе пӗтерекенсемпе, интернсемпе тата ординаторсемпе — пурӗ 300 ытла ҫамрӑкпа — тӗл пулнӑ.
Ваканси ярмӑрккине Чӑваш Енӗн сывлӑх сыхлав министрӗн ҫумӗ тата ЧПУн медицина факультечӗн деканӗ Валентина Диомидова хутшӑннӑ.
Сӑмах май, ҫакна та палӑртмалла: «Сиплев ӗҫӗ», «Педиатри», «Стоматологи» специальноҫсемпе кӑҫал ЧПУн медицина факультетӗнчен 538 ҫамрӑк вӗренсе тухать. Унсӑр пуҫне — 8 специальноҫпа 136 интерн тата 18 специальноҫпа 127 ординатор.
Чылай вӑхӑт хушши эпӗ ҫынсен сывлӑхӗпе интересленетӗп. Ку тӗлӗшпе информаци самаях пуҫтартӑм.
Мӗн тӗлӗнтерет-ха?
Вӑтӑр-хӗрӗх ҫул каяллахи саманапа танлаштарсассӑн, хальхи вӑхӑтра ҫынсем хытӑрах чирлемеҫҫӗ-ши? Унччен шкулсенче сусӑр ачасем сахалччӗ пулас е ҫукпа пӗрехчӗ пуль, халӗ инвалид ачасем самайӑнах пулас. Вӑтӑр-хӗрӗх ҫул каялла ӑс-тӑн чирӗпе аптракансем, ура сӗтӗрсе ҫӳрекенсем, инсультлӑ ҫынсем вӑрҫӑ ветеранӗсем, тыл ӗҫченӗсем хушшинче, питӗ ватӑ ҫынсем хушшинче, эрех ӗҫме кӑмӑллакан ҫынсем хушшинче те сахаллӑнччӗ пулас.
Хӑшпӗр ҫынсем сӑнанӑ тӑрӑх (ача пахчисенче, шкулсенче ӗҫлекенсем сӑнанӑ тӑрӑх), ача пахчисенче тата шкулсенче чирлӗрех ачасен йышӗ иртнӗ ӗмӗрти 90-мӗш ҫулсенче ӳсме пуҫланӑ. Хӑшпӗр ҫынсем сӑнанӑ тӑрӑх, хальхи вӑхӑтра пуҫ тӗлӗшӗнчен аптранӑ ҫынсем пайтах пулас: инсультлисем, йӗркесӗртерех психикӑллисем, виҫеймесӗр ҫӳлтен ӳкнисем. «Ҫав ҫын самаях хаяр», — тенине те илтме пулать. «Ҫав ҫын темшӗн ҫакӑнса вилчӗ», — тенине пайтах илтнӗ. Ма ҫапла-ши? Сӑлтавӗ мӗнре-ши?
«Шупашкарта уксахлакан ҫынсем пайтах-шим?
2013 ҫулхи кӑрлачӑн 1-мӗшӗнчен пуҫласа пирӗн ҫӗршывра ҫынсене массӑллӑ диспансеризаци кӑлараҫҫӗ. РФ Сывлӑх сыхлавӗн министерствин йышӑнӑвӗпе пулса пыракан ҫак тӗрӗслев вӑхӑтӗнче 21 ҫулран аслӑраххисен сывлӑхне хаклаҫҫӗ.
Аса илтерер, кӑҫал 1996, 1993, 1990, 1987, 1984, 1981, 1978, 1975, 1972, 1969, 1966, 1963, 1960, 1957, 1954, 1951, 1948, 1945, 1942, 1939, 1936, 1933, 1930, 1927, 1924, 1921, 1918-мӗш ҫулсенче ҫуралнисен сывлӑхне тӗрӗслеҫҫӗ.
Шупашкар районӗнчи Кӑрмӑшри ваттисен ҫуртӗнче пурӑнакан кинеми-мучисен сывлӑхне те пӑхсах тӑраҫҫӗ. 12 ватӑ диспансеризацин пӗрремӗш тапхӑрне тухнӑ май тӗрлӗ анализ панӑ. Кӗҫех вӗсене терапевт йышӑнӗ, анализсене кура кашнине уйрӑмшар сӗнӳ-канашпа пулӑшӗ. Чире вӑхӑтра палӑртни ӑна шала ярасран асӑрханма май парать.
ЧР влаҫӗсен официаллӑ порталӗ пӗлтернӗ тӑрӑх, кӑҫал хисеплӗ донорсем ҫулсерен тӳлекен укҫана илнӗ. Хальхинче ӑна республикӑра пурӑнакан 4133 ҫын тивӗҫнӗ.
Хисеплӗ донорсене тӳлемелли укҫа федераци хыснинчен килнӗ. Пӗтӗмпе — 54,4 миллион тенкӗ. Кӑҫал тӳлев виҫи ӳснӗ, 13041 тенкӗпе танлашнӑ.
Ҫак тӳлеве 40 хутчен юн е унӑн плазмине 60 хутчен тӳлевсӗр панӑ ҫынсем тивӗҫеҫҫӗ. Вӗсене «Раҫҫейри хисеплӗ донор» паллӑпа чыслаҫҫӗ. Хисеплӗ донорсем кирек хӑш вӑхӑтра та отпуска кайма, медицина пулӑшӑвне черетсӗр илме, санаторипе курорт сиплевне каймашкӑн ҫӑмӑллӑхлӑ путевка илме пултараҫҫӗ.
Пӗлтӗр Чӑваш Енре «Раҫҫейӗн хисеплӗ донорӗ» ята 106 ҫын тивӗҫнӗ. Республикӑра кунашкал ҫынсем 12062-ӗн. Пӗлтӗр 11 пин ытла юн хатӗрленӗ, плазма — 1,7 пин литр.
Канаш районӗнчи Шӑхасанти Геннадий Редьков ялта Культура ҫурчӗ тутарассишӗн РФ Президенчӗн Йышӑну пӳлӗмне ҫитнӗ. Мускава кайма тивмен-ха ӑна: видеоконференц-ҫыхӑну мелӗпе унта ӗнер йышӑну ирттернӗ. Хальхинче халӑх ыйтӑвне ҫӗршыв ертӳҫин пулӑшуҫи Игорь Щеголев итленӗ.
Чӑваш Ен ҫыннин ыйтӑвӗпе Президент пулӑшуҫи республика Элтеперне Михаил Игнатьева, РФ культура министрне Владимир Мединские, РФ ял хуҫалӑх министрне Александр Ткачёва ӗҫлеме хушнӑ. Вӗсене мероприятисен планне хатӗрлеме каланӑ.
Чӑваш Енӗн влаҫ органӗсен официаллӑ порталӗнче финанс министрӗ Светлана Енилина Шӑхасанти Культура ҫурчӗн проект документацийӗ патшалӑх экспертизи тухнине пӗлтернине палӑртнӑ. Хутсене ырласан проектпа федераци программине хутшӑнасшӑн, республика хыснинчен укҫан пӗр пайне уйӑрма хатӗр тесе хыпарланӑ. Ӗҫе килес ҫул пуҫӑнас шанчӑк пур.
Маларах Чӑваш халӑх сайчӗ Сӗнтӗрвӑрри районӗнчи Аксаринти Агентий ФАПшӑн пӑшӑрханнине, ҫав ыйтупа вӑл кӑрлачӑн 24-мӗшӗнче Общество телевиденийӗн тӳрӗ эфирта пыракан «Отражение» кӑларӑмне шӑнкӑравланине пӗлтернӗччӗ.
Ака уйӑхӗн 7-мӗшӗнче Шупашкарта Пӗтӗм тӗнчери сывлӑх кунне паллӑ тӑвӗҫ. Ҫулсерен ӑна ҫак кун уявлаҫҫӗ. Сывлӑх кунӗнче шупашкарсене депрессипе кӗрешме вӗрентӗҫ.
Тӗп хулари тӑватӑ чарӑнура — «Шупашкар» универмаг», «Николаев урамӗ», «Студентсен хули», «Модӑсен ҫурчӗ» ятлисенче — «Психологи десанчӗ» ирттерӗҫ. 14 сехетрен пуҫласа 15 сехетчен волонтер-медиксем иртен-ҫӳрене социологи ыйтӑмне хутшӑнтарӗҫ.
Кашниех экспресс-диагностика витӗр тухма пултарӗ. Унта депресси пуррипе ҫуккине палӑртӗҫ.
«Студентсен хули» чарӑнура депрессие парӑнтарма пулӑшакан хусканусем тутарӗҫ. Психолог е психотерапевт пур пульницӑсенче эмоци тӗлӗшӗнчен сывлӑха ҫирӗплетмелли тренингсем ирттерӗҫ.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (09.01.2025 15:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, юр ҫума пултарать, атмосфера пусӑмӗ 745 - 747 мм, 0 - 2 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 2-4 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвеланӑҫ енчен вӗрӗ.
| Быков Александр Артемьевич, Мухтав орденӗн тулли кавалерӗ ҫуралнӑ. | ||
| Васильев Александр Георгиевич, чӑваш кӗвӗ ҫыраканӗ ҫуралнӑ. | ||
| Юдин Василий Николаевич, чӑваш ҫыравҫи, талмачӗ, публицисчӗ вилнӗ. | ||
Пулӑм хуш... |