Ӗнер, нарӑс уйӑхӗн 5-мӗшӗнче, республикӑри онкологи диспансерӗнче ҫӑмарталӑхӑн муцинозлӑ шыҫҫипе чирлекен хӗрарӑма сакӑр сехет хушши операци тунӑ.
Чӑваш Енӗн сывлӑх сыхлавӗн министерстви хыпарланӑ тӑрӑх, тухтӑрсен хырӑм хӑвӑлӗнче калӑпӑшпех сарӑлнӑ шыҫӑсене касма тивнӗ. Унашкал кӑткӑс операцие Раҫҫейри темиҫе клиникӑра ҫеҫ тӑваҫҫӗ.
Онкодиспансерӑн тӗп тухтӑрӗн ҫумӗ Сергей Гамаюнов каланӑ тӑрӑх, кун пек операцие ҫак енӗпе куллен ӗҫлекен опытлӑ хирургсен ушкӑнӗ ҫеҫ тума пултарать. Пирвайхи хут вара капла операцие Шупашкарта пӗлтӗр Мускаври Н.Н. Блохин ячӗллӗ онкоцентр тухтӑрӗ Валентин Нечушкин тата Будапештри Ласло Унгар профессорсем темиҫе хут килсе кайнӑ хыҫҫӑн тунӑ. Паянхи кун тӗлне вунӑ ытла пациента Шупашкартах ҫак мелпе пулӑшу панӑ та ӗнтӗ.
Ҫӗмӗрле хулинче уйӑх каялла вилнӗ виҫӗ ҫынна халь тупнӑ. Виҫӗ пӳлӗмлӗ хваттерте 81 ҫулти кинемей, унӑн 40-ри тата 42-ри ывӑлӗсем пурӑннӑ. Ҫемье кӳршӗ-аршӑпа хутшӑнман иккен. Вӗсене юлашки хут Ҫӗнӗ ҫулччен куракансем пулнӑ.
Ҫемье епле пурӑннипе паллашма ӗнер полицин участокри уполномоченнӑйӗ, социаллӑ ӗҫчен тата тухтӑр ҫитнӗ. Шаккасан та алӑка уҫмантан вӗсем ӑна ватса кӗнӗ.
Кил хуҫисем кашни расна пӳлӗмре выртнӑ. РФ Следстви комитечӗн республикӑри управленийӗнче пӗлтернӗ тӑрӑх, ҫемьене ирӗксӗрлесе вӗлернӗ теме сӑлтав ҫук. Малтанласа тӗшмӗртнӗ тӑрӑх, вӗсем уйӑх каяллах вилнӗ. Арҫынсенчен пӗри психиатр патӗнче шутра тӑнӑ.
Ҫемьен килӗнче укҫа-тенкӗ пулнӑ иккен-ха. Ҫапах та апат-ҫимӗҫ пулман-мӗн.
Шупашкар районӗнчи Мӑн Карачура ялӗнче паян пӗтӗмӗшле практика врачӗн офисне савӑнӑҫлӑ лару-тӑрура уҫнӑ. Кӗске вӑхӑтра пулсан та пысӑк пахалӑхпа ҫӗкленине ӗнентереҫҫӗ строительсем.
Асӑннӑ офисӑн малтан хӑйне ята кӗтес пулман. Вӑл «Чӑвашавтодор» предприятин пӳлӗмӗнче вырнаҫнӑ. Предприятире укҫа-тенкӗ енчен йывӑрлӑх сиксе тухсан офис пӳлӗмӗсем пушанса юлнӑ, газпа парӑма кӗрсе кайнӑ организацине газовиксем «кӑвак ҫулӑмсӑр» хӑварнӑ. Кӑҫалхи кӗр ҫитсен пӗр вӑхӑт тухтӑрсем ҫутӑ обогревателӗсемпе ӑшӑнкаланӑ-ха, анчах апла ӗҫлеме май ҫуккине кура каярах врач Ишлейра йышӑнма пуҫланӑ.
Ҫине тӑрса тата васкавлӑ тухтӑр ҫурчӗ хӑпартнӑ Мӑн Карачурара. Паян ӑна уҫма республика Элтеперӗ, ытти тӳре-шара пуҫтарӑннӑ.
Паян республикӑри тата тепӗр вырӑнта, Ҫӗрпӳ районӗнчи Туҫи ялӗнче, фельдшерпа акушер пункчӗ уҫӑлнӑ. Ӗнер модульлӗ ФАП Красноармейски районӗнчи Шывпуҫ ялӗнче пурӑнакансем валли ӗҫлесе кайнӑччӗ.
Хӗрлӗ хӑйӑва касма республикӑн сывлӑх сыхлав министрӗн ҫумӗ Алексей Кизилов, вырӑнти пуҫлӑхсем хутшӑннӑ.
Юлашки ҫулсенче ялсенчи кашни тӑваттӑмӗш ФАПа ҫӗнӗрен туса лартнӑ. Ҫӗнӗ ҫул ҫитиччен тухтӑр ҫурчӗсем ҫавӑн пекех Канаш районӗнчи Сиккасси ялӗнче, Красноармейски районӗнчи Шывпуҫ ялӗнче, Сӗнтӗрвӑрри районӗнче Аксарин ялӗнче, Вӑрнар районӗнчи Сӑкӑт ялӗнче, Шупашкар районӗнчи Карачурара уҫӑлмалла. Ҫӗрпӳ районӗнче ҫывӑх вӑхӑтра тата тепӗр тӑватӑ фельдшерпа акушер пункчӗ туса лартмалла. Вӗсене те хӑвӑрт тӑвакан мелпе хӑпартса лартӗҫ.
2018—2019-мӗш ҫулсенче Чӑваш Енре тепӗр 50 фельдшерпа акушер пункчӗ уҫӑлмалла. Ҫакна паян республикӑн сывлӑх сыхлав министрӗн ҫумӗ Алексей Кизилов пӗлтернӗ. Кун пирки вӑл Красноармейски районӗнчи Шывпуҫ ялне фельдшерпа акушер пунктне уҫма кайсан вырӑнти халӑха каланӑ.
Эпир пӗлнӗ тӑрӑх, ҫак кунсенче республикӑри хӑш-пӗр районта тухтӑр ҫурчӗсем тата уҫмалла. Вӗсенчен пӗри Шупашкар районӗнчи Карачурара пулӗ. Анчах фельдшерпа акушер пункчӗ мар, пӗтӗмӗшле практика врачӗн офисӗ. Хальччен те унта аслӑ пӗлӳллӗ тухтӑр ӗҫленӗ-ха. Анчах офисӑн хӑйне ята ҫурт пулман.
Ҫакна та пӗлтерер: 2013—2017 ҫулсенче ореспубликӑра 150 ФАП уҫнӑ. Маларах эпир асӑннӑ Красноармейски районӗнчи Шывпуҫӗнчи шучӗпе — 151-мӗш.
Паян, раштав уйӑхӗн 24-мӗшӗнче, ирхи 3 сехет те 30 минутра Коми Республикинчи Сысольск районӗнчи Куратово ялӗ тӗлӗнче автобус тӳнсе кайнӑ. Вӑл «Аслӑ Устюг-Шупашкар-Хусан-Пермь» маршрутпа ҫула тухнӑскер пулнӑ.
Чӑваш Енӗн Сывлӑх сыхлав министерстви паян ирхи 9 сехетре малтанласа пӗлтернӗ тӑрӑх, салонта 50 ҫын пулнӑ. Ҫав шутран 49-шӗ — пассажирсем, вӗсенчен 12-шӗ — ачасем. Йышра Чӑваш Енри ҫичӗ ҫын пулни паллӑ.
Ҫул-йӗрти инкекре 12-ӗн аманнӑ. Вӗсен хушшинче Чӑваш Енри пӗр ҫын пур. Аманнисене Коми Республикинчи Сысольск районӗнчи тӗп пульницине вырттарнӑ.
Чӑваш Енри пассажира (вӑл хӗрарӑм пулни паллӑ, мӗншӗн тесен «пострадавшая» тенӗ) травматологи уйрӑмне вырттарнӑ. Унӑн сывлӑхне вӑтам йывӑр тесе хаклаҫҫӗ.
Ҫаврӑнса ӳкнӗ автобусри ытти пассажира Куратово ялӗнчи Культура ҫуртне вӑхӑтлӑха вырнаҫтарнӑ. Кайран вӗсене туркомпанин тепӗр автобусӗпе лартса янӑ.
Мускавра Чӑваш Республикинче ҫуралнӑ 43 ҫулти арҫын автомойка ҫивитти ҫинчен персе анса тӑн ҫухатнӑ. Халӗ вӑл пульницӑра выртать.
Пиллӗкмӗш канал пӗлтернӗ тӑрӑх, Алексей С. (хӑш районтан пулни паллӑ мар) ҫивитти ҫинчен юр тасатнӑ. Тем сӑлтава пула вӑл сулӑнса кайса персе аннӑ.
Инкек пирки В.В. Виноградов ячӗллӗ хулари клиника пульницин тухтӑрӗсем (арҫына унта илсе кайнӑ) йӗрке хуралҫисене пӗлтернӗ. Шурӑ халатлисем арҫын пуҫ мимине амантнине, пуҫ
лӗпке тата тӑнлав шӑммине хуҫнине пӗлтернӗ.
Инкек раштав уйӑхӗн 17-мӗшӗнче кӑотӑрла иртни пӗр сехетре Сосенское поселокӗнче пулнӑ. Ҫивитти ҫинчен ӗҫтешӗ персе аннине пӗрле тӑрӑшакансем курнӑ.
Пӑтӑрмах сӑлтавне халӗ Мускаври йӗрке хуралҫисем тӗпчеҫҫӗ.
Паян, раштав уйӑхӗн 14-мӗшӗнче, Чӑваш Ен Элтеперӗ Михаил Игнатьев «Чувашиякурорт» санатори ӗҫӗпе паллашнӑ. Учрежденийӗн хуҫипе, «Чӑвашкабель» савут гендиректорӗпе Игорь Кортуновпа тата санаторин тӗп врачӗпе Алла Самойловӑпа сывлӑх учрежденине малашнехи тапхӑрта юсаса ҫӗнетессине сӳтсе явнӑ, ҫӗнӗ инвестици проекчӗсене пурнӑҫа кӗртесси пирки те сӑмах пулнӑ.
2017-мӗш ҫулта ҫурла уйӑхӗнчен пуҫласа сиплев учрежденийӗнче кӑнтӑрлахи уйрӑм хута кайнӑ. Пурӗ 190 ҫын унта хӑйӗн сывлӑхне ҫирӗплетнӗ. Чӗмпӗи облаҫӗпе тата Мари Элпа килӗшӳ хучӗсене алӑ пуснӑ, унтан санаторие канма час-часах килсе ҫӳренӗ.
Михаил Игнатьев Элтепер санаторине канма пынисемпе тӗл пулса калаҫнӑ, вӗсен шухӑш-кӑмӑлӗпе паллашнӑ.
Хӗрлӗ Чутай районӗнчи Кивӗ Атикасси ялӗнче пурӑнакансен халӗ савӑнӑҫӗн чикки ҫук. Унта ҫӗнӗ ФАП уҫӑлнӑ. Кунсӑр пуҫне кӑҫал мобильлӗ поликлиника ӗҫлеме пуҫланӑ.
Халӗ хулари тата республикӑри клиникӑсенчи тухтӑрсем вырӑна тухса ҫынсен сывлӑхне тӗрӗслеҫҫӗ, чирлисене тивӗҫлӗ пулӑшу параҫҫӗ. Раштавӑн 11-мӗшӗнче мобильлӗ бригада Хӗрлӗ Чутайра пулнӑ. Унти ҫынсен сывлӑхне кардиолог, офтальмолог, уролог тӗрӗсленӗ. Тухтӑрсем 52 пациента йышӑннӑ.
Палӑртмалла: 2013 ҫултанпа республикӑри тӗрлӗ кӗтесре 146 ФАП хута янӑ. Халӗ ав Кивӗ Атикассире те фельдшерпа акушер пункчӗ пур. Унта 450 ҫын сывлӑхне тӗрӗслеттерме ҫӳрӗ.
ЧР Элтеперӗ Михаил Игнатьев 2016-2019 ҫулсенче тепӗр 100 ФАП тумалли пирки каланӑ.
Патӑрьел районӗнче санитари енӗпе тата эпидемие хирӗҫ ӗҫлекен комиссин ларӑвӗ иртнӗ. Унта пухӑннисем вӗренӳ учрежденийӗсенчи эпидемиологи лару-тӑрӑвне сӳтсе явнӑ. Ларӑва район администрацийӗн пуҫлӑхӗ — комисси ертӳҫи Рудольф Селиванов ертсе пынӑ.
Раштав уйӑхӗн 7-мӗшӗ тӗлне муниципалитетра 42 ҫын, ҫав шутран 40 ача, пульницӑри мар пневмонипе (ӳпке шыҫҫи) чирленӗ: Патӑрьелти 1-мӗш вӑтам шкулта 19-ӑн, Патӑрьелти 2-мӗш шкулта 7-ӗн, Нӑрваш Шӑхальти шкулта 4-ӑн, Алманчӑкринче 3-ӗн аптӑранӑ.
Сисчӗвлентерекен ҫак тӑрӑм хыҫҫӑн районта Роспотребнадзор ӗҫченӗсем эпидемиологи тӑрӑмне тӗпченӗ. Шкулсенче пӳлӗмсене дезинфикцилеме, сывлӑша кварцпа сиенсӗрлетме хушнӑ.
Патӑрьелти 1-мӗш шкулта ачасене вӗрентме вӑхӑтлӑха чарнӑ, Патӑрьелти 2-мӗш шкулта — пӗр класра.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (10.01.2025 03:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 756 - 758 мм, 0 - -2 градус сивӗ пулӗ, ҫил 3-5 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр енчен вӗрӗ.
| Быков Александр Артемьевич, Мухтав орденӗн тулли кавалерӗ ҫуралнӑ. | ||
| Васильев Александр Георгиевич, чӑваш кӗвӗ ҫыраканӗ ҫуралнӑ. | ||
| Юдин Василий Николаевич, чӑваш ҫыравҫи, талмачӗ, публицисчӗ вилнӗ. | ||
Пулӑм хуш... |