Паян республикӑра кӑшӑлвирусран пӗр ҫын та вилмен. Кун пирки федераци информаци центрӗ пӗлтерет.
Ку таранччен республикӑра 203 ҫын кӑшӑлвирусран вилнӗ. Пӗтӗмпе 11108 ҫын инфекциленнӗ, вӗсенчен 9720-шӗ сывалнӑ. Пӗр талӑкра 85 ҫын инфекциленнӗ, 27 ҫын чире парӑнтарнӑ.
Палӑртмалла: чӳк уйӑхӗнче республикӑра 58 ҫын кӑшӑлвируса пула вилнӗ.
Республикӑна кӑшӑлвирусран тумалли вакцинӑн тепӗр парийӗ ҫитмелле. Ӑна раштав уйӑхӗнче илсе килӗҫ.
Аса илтерер: авӑн уйӑхӗнче вакцинӑн пӗрремӗш партийӗ килнӗ, унпа «хӗрлӗ зонӑра» ӗҫлекен тухтӑрсене прививка тунӑ.
ЧР Патшалӑх Канашӗн сессийӗнче ЧР сывлӑх сыхлавӗн министрӗ Владимир Степанов каланӑ тӑрӑх, раштав уйӑхӗнче республикӑна 1012 доза килӗ. Хальхинче те унпа кӑшӑлвируспа чирлӗ пациентсемпе ӗҫлекен тутӑрсене прививка тӑвӗҫ.
Ыттисем ҫитес ҫул кӑрлач-нарӑс уйӑхӗсенче прививка тума пултарӗҫ.
Чӑваш Енре кӑшӑлвирусран вилекенсен йышӗ 200-тен иртнӗ, пӗтӗмпе 203 ҫын пурнӑҫран уйрӑлнӑ. Юлашки талӑкра 6 ҫын вируса парӑнтараймасӑр сывлама пӑрахнӑ.
Паянхи кун тӗлне тепӗр 84 ҫын инфекциленнӗ, 135 ҫын сывалнӑ. Ку таранччен 11023 ҫын кӑшӑлвируспа чирленӗ, вӗсенчен 9693-шӗ сывалнӑ. Паянхи кун тӗлне 1127 ҫын кӑшӑлвирусран килте амбулатори мелӗпе е пульницӑра сипленет.
Сӑмах май, республикӑра 16 ҫул тултарман ачасен суту-илӳ центрӗсене ашшӗ-амӑшӗсӗр кӗме чарнӑ. Ҫакна кӑшӑлвируса сарӑлма парас мар тесе тунӑ.
Пандеми вӑхӑтӗнче тухтӑрсем ҫитменрен пульницӑсенче студентсем, пулас медиксем, пулӑшаҫҫӗ. Республикӑра 300 ытла студент кӑшӑлвируспа чирлисене пулӑшаҫҫӗ.
Чылайӑшӗ, 172 ҫын, И.Н.Ульянов ячӗллӗ ЧПУ студенчӗсем. 85 ҫамрӑк – Шупашкарти медицина колледжӗнчен, 61 ҫын – тухтӑрсене вӗрентекен институтран. Студентсем тухтӑр-стажерта, пӗрремӗш звено тухтӑрӗнче, вӑтам медперсоналта тӑрӑшаҫҫӗ. Пӗри васкавлӑ медпулӑшу фельдшерӗ пулнӑ.
Аса илтерер: юлшки талӑкра 11 ҫын кӑшӑлвирусран вилнӗ.
Пирӗн республикӑра иртнӗ талӑкра кӑшӑлвирусран 11 ҫын вилнӗ. Кун пекки, тӳрех палӑртар, халиччен пулманччӗ. Ҫак эрнери ытларикун талӑкра 6 ҫын пурнӑҫран уйрӑлса кайнине официаллӑ статистика хыпарланӑччӗ-ха, анчах цифра унран иртсе курманччӗ.
Кӑшӑлвирус пандемийӗ пуҫланнӑранпа пирӗн республикӑра 197 ҫын ковида пула вилнӗ.
Пандеми вӑхӑтӗнче кӑшӑлвируспа чирленисен йышӗ 11 пине ҫывхарать. Паянхи куна ку цифра – 10939, ҫав шутран 87 ҫынна чирлине иртсе кайнӑ талӑкра шута илнӗ.
«Viber» мессенджерта «COVID-19: Чувашия» (чӑв. COVID-19: Чӑваш Ен) канал йӗркеленӗ. Ку хыпара республикӑн влаҫ органӗсен официаллӑ порталӗнче паян пӗлтернӗ.
Ҫак йӗркесен авторӗ, сӑмах май, вӑл ушкӑна кӗчӗ. Унта хальлӗхе 161 ҫын ҫеҫчӗ. Канала малтан «Оперштаб Чувашии» (чӑв. Чӑваш Енӗн оперштабӗ) ят панӑ, кайран ылмаштарнӑ.
Каналта кӑшӑлвируспа ҫыхӑннӑ республикӑри лару-тӑрупа паллаштарма шантараҫҫӗ. Ушкӑн каҫҫи кунта.
Республикӑра кӑшӑлвируспа чирлекенсен йышӗ ӳссех пырать. Юлашки талӑкра чирлисен йышне тепӗр 83 ҫын хушӑннӑ. Пӗтӗмпе ку таранччен Чӑваш Енре 10852 ҫын инфекциленнӗ. Вӗсенчен 9394-шӗ сывалнӑ. Юлашки талӑкра 63 ҫын чире парӑнтарнӑ.
Ҫапах лайӑх хыпар та пур: юлашки талӑкра кӑшӑлвирусран вилекенсем пулман. Пӗтӗмпе 186 ҫын вируса парӑнтараймасӑр пурнӑҫран уйрӑлнӑ.
Танлаштарма: Тутарстанра кӑшӑлвирусран 121 ҫын вилнӗ, Чулхула облаҫӗнче – 957, Мари Элте – 75 ҫын.
Паян ҫурҫӗр иртни пӗр сехетре тӗнче тетелӗнчи халӑх ушкӑнӗсенчен пӗринче пулӑшу ыйтса ҫырнӑ. Унта 45 ҫеккунта пыракан видео та вырнаҫтарнӑ.
Пабликра ҫырнӑ тӑрӑх, Шупашкар районӗнчи Ишек ялӗнче пурӑнакан чирлӗ ҫын патне реанимаци машини чӗнсе илнӗ. Ҫул ҫук пирки машина кирлӗ ҫӗре ҫитеймен, вӑл лачакана путса ларнӑ. Тухтӑрсем чирли патне ҫуран утса ҫитнӗ-ха, анчах кайран автомобиле тӗксе (туртса) кӑларасса кӗтме тивнӗ.
Машина пӗр сехет ытла ларнӑ. Ҫав вӑхӑтра вӑл тепӗр ҫын патне кайма пултарнӑ.
Ишек ялӗ пӗчӗк те мар, 100 ытла ҫын пурӑнать тесе пӗлтернӗ.
Паняхи кун тӗлне республикӑра кӑшӑлвирусран ҫын тепӗр 5 ҫын вилнӗ. Кун пирки федераци информаци центрӗ пӗлтерет. Ку таранччен каварлӑ инфекцие пула 186 ҫын пурнӑҫран уйрӑлнӑ.
Ку таранччен 10769 ҫын инфекциленнӗ, вӗсенчен 9331-шӗ сывалнӑ. Юлашки талӑкра 81 ҫын чирленӗ, 124 ҫын сывалнӑ. ЧР Сывлӑх сыхлавӗн министерстви пӗлтернӗ тӑрӑх, чирлисен йышӗнче 757 ача. Хальхи вӑхӑтра 1252 пациент килте амбулатори мелӗпе е пульницӑра сипленет.
Чӑваш Енре койкӑсен 6 проценчӗ ҫеҫ пушӑ. Пӗтӗмпе – 2435 вырӑн. Республикӑра кӑшӑлвирус сарӑлнин индексӗ 1,2-пе танлашать.
Шупашкар хулинче шкул ачине машина ҫапса хӑварнӑ.
Яш ҫул урлӑ каҫмалли ятарлӑ вырӑнта инкеке лекнӗ.
Чӑваш Енӗн патшалӑх автоинспекцийӗнче пӗлтернӗ тӑрӑх, инкек хулан Кӑнтӑр поселокӗнче чӳк уйӑхӗн 11-мӗшӗнче кӑнтӑрла иртни 16 сехет те 35 минутра пулса иртнӗ.
Ҫул урлӑ каҫакан яш ҫине «Лада Гранта» автомобиль пырса кӗнӗ.
Ача йывӑрах мар суранланнӑ. Турра шӗкӗр, пульницӑра сипленмеллех шар курман вӑл.
«Инкек вӑхӑтӗнче водитель урӑ пулнӑ», – уҫӑмлатнӑ Патшалӑхӑн ҫул-йӗр хӑрушсӑрлӑхӗн инспекцийӗн Шупашкарти пайӗнче.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (10.01.2025 15:00) пӗлӗтлӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 757 - 759 мм, 0 - -2 градус сивӗ пулӗ, ҫил 2-4 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| Скворцов Юрий Илларионович, чӑваш ҫыравҫи, сӑвӑҫи ҫуралнӑ. | ||
Пулӑм хуш... |