Юлашки талӑкра республикӑра 93 ҫын кӑшӑлвируспа инфекциленнӗ. Юлашки кунсенче чирлекенсен йышӗ майӗпен чакса пырать. Анчах вилекенсем кашни кунах пур. Паян тепӗр 10 ҫыннӑн пурнӑҫӗ кӑшӑлвируса пула татӑлнине палӑртнӑ. Ку таранччен пӗтӗмпе 601 ҫын каварлӑ вируса пула вилнӗ.
Паяхи кун тӗлне Чӑваш Енре 17090 ҫын инфекциленнӗ. Вӗсенчен 15406-шӗ сывалнӑ. Палӑртмалла: кӑрлач уйӑхӗнче кӑшӑлвирусран вилекенсем нумайланнӑ. Раштав уйӑхӗнче пӗр эрнере 47 ҫыннӑн пурнӑҫӗ татӑлнӑ пулсан 2021 ҫулӑн пӗрремӗш эрнинче – 73 ҫыннӑн.
Хальхи вӑхӑтра республикӑра кӑшӑлвирус диагнозӗ лартнӑ 1086 ҫынна тухтӑрсем сӑнаса тӑраҫҫӗ.
Юлашки талӑкра республикӑра 92 ҫын кӑшӑлвируспа чирленӗ. Кунашкалли, 100 ҫынран сахалрах чирлени, тахҫантанпах пулман. Паянхи кун тӗлне 16997 ҫын кӑшӑлвируспа инфекциленнӗ. Вӗсенчен 15321-шӗ сывалнӑ.
Шел те, каварлӑ вируса пула вилекенсем пулнӑ. Хальхинче 11 ҫыннӑн пурнӑҫӗ татӑлнӑ. Республикӑра ку таранччен 591 ҫын кӑшӑлвируса парӑнтарайман.
Хальхи вӑхӑтра республикӑра кӑшӑлвирус диагнозӗ ҫирӗпленнӗ 1085 ҫынна тухтӑрсем сӑнаса тӑраҫҫӗ. Ӳпке шыҫҫипе аптӑракансем те пур.
Чӑваш Енре кӑшӑлвируспа инфекциленнисен йышӗ 17 пине ҫитсе пырать – паянхи кун тӗлне 16905 ҫын чирленӗ. Вӗсенчен 15232-шӗ сывалнӑ.
Вилнисем кашни кун нумайланса пыраҫҫӗ. Ҫулталӑк пуҫланнӑранпа кашни кун 10-11 ҫын вилнӗ. Паян 10 ҫыннӑн пурнӑҫӗ татӑлнӑ. Кӑшӑлвируса пула пурнӑҫран уйӑлнисен йышӗ 580 ҫынна ҫитнӗ.
Пӗр талӑкра чирлекенсен йышӗ чакса пырать – 100 ҫын инфекциленнӗ. 87 ҫын сывалнӑ.
Палӑртмалла: халӗ республикӑра койкӑсен 26 проценчӗ пушӑ.
Чӑваш Ене раштав уйӑхӗнче кӑшӑлвирус прививкине кӳрсе килнине Чӑваш халӑх сайчӗ пӗлтернӗччӗ. Паянхи кун тӗлне ковидран 577 ҫынна прививка тунӑ. Кун пирки кӑшӑлвирус сарӑлнипе кӗрешекен республикӑри оперштабӑн паянхи ларӑвӗнче республикӑн сывлӑх сыхлав министрӗ Владимир Степанов пӗлтернӗ.
Асӑннӑ 577 ҫынран 429-шӗ — пульницӑсенче ӗҫлекенсем, 148-шӗ – вӗрентӳ тата социаллӑ организацисенче тӑрӑшакансем, ҫавӑн пекех нимеҫӗсем.
«Гам-КОВИД-ВАК» вакцинӑна республикӑри 11 пульницӑна валеҫсе панӑ.
Кӑшӑлвирусран прививка тутарас тесен 122 номерпе шӑнкӑравласа черете ҫырӑнмалла. Эмелшӗн укҫа тӳлемелле мар.
Чӑваш Енре кӑшӑлвирусран вилнисен йышӗ 570 ҫынна ҫитнӗ. Ҫулталӑк пуҫланнӑранпа 4 кун кӑна иртрӗ – кӑҫал 42 ҫын ҫак амака пула пурнӑҫран уйрӑлнӑ. Юлашки талӑкра 11 ҫыннӑн пурнӑҫӗ татӑлнӑ.
Ҫулталӑк вӗҫӗпе танлаштарсан, юлашки талӑкра инфекциленнисен йышӗ пӗчӗкрех – 102 ҫын. Сывалакансем 93-ӗн пулнӑ.
Ку таранччен республикӑра 16805 ҫын кӑшӑлвируспа чирленӗ. Вӗсенчен 15145-шӗ сывалнӑ. Ку 90 процентпа танлашать.
Сӑмах май, юлашки талӑкра Раҫҫейре 23 пин те 351 ҫыннӑн организмӗнче кӑшӑлвирус пуррине тупса палӑртнӑ.
Паян валли кӑшӑлвирусран тепӗр 10 ҫын пурнӑҫран вӑхӑтсӑр уйрӑлнӑ. Аса илтерер: 2021 ҫулӑн пӗрремӗш кунхине 10 ҫыннӑн пурнӑҫӗ татӑлнӑ, ӗнер – 11 ҫыннӑн. Кӑҫал 3 кунра 31 ҫын кӑшӑлвирусран вилнӗ.
Ку таранччен вара каварлӑ вирусран сахал мар ҫын пурнӑҫран уйрӑлнӑ: 559 ҫын чире парӑнтарайман. Паянхи кун тӗлне 16703 ҫын инфекциленнӗ. Вӗсенчен 15052-шӗ сывалнӑ. Юлашки талӑкра 92 ҫын чире парӑнтарнӑ. Чирлекенсем вара нумайрах пулнӑ: 105 ҫын.
Аса илтерер: республикӑра кӑшӑлвируспа чирленӗ пӗрремӗш ҫынна 2020 ҫулхи пуш уйӑхӗн 19-мӗшӗнче шута илнӗ.
Ӗнер – 10 ҫын, паян 11 ҫын пурнӑҫран уйрӑлнӑ. Кӑшӑлвирус статистики кӑҫал ҫавнашкал. Ҫулталӑк пуҫланнӑ кӑна – 21 ҫын кӑшӑлвирусран вилнӗ. Пандеми пуҫланнӑранпа 549 ҫыннӑн пурнӑҫӗ татӑлнӑ.
Паянхи кун тӗлне 16598 ҫын кӑшӑлвируспа чирленӗ. Вӗсенчен 14960-шӗ сывалнӑ. Юлашки талӑкра 110 ҫын чирленӗ. Сывалакансем сахалрах пулнӑ – 93 ҫын.
Статистика пӗлтернӗ тӑрӑх, хальхи вӑхӑтра республикӑра кӑшӑлвиурс диагноз ҫирӗпленнӗ 1089 ҫынна тухтӑрсем сӑнаса тӑраҫҫӗ. Вӗсем килте амбулатори мелӗпе е стационарта сипленеҫҫӗ.
Хӗрлӗ Чутай районӗнче чирлӗ хир сысни тупӑннӑ. Кун пирки Республикӑн патшалӑх ветеринари служби паян пӗлтернӗ.
Хир сыснине «Балхаш» сунар ҫӗрӗ ҫинче асӑрханӑ. Асӑннӑ ҫӗр лаптӑкӗ «Резон» хупӑ акционер обществин шутланать.
Анализ тума Улатимӗрти ветеринари лабораторине ярса панӑ. Унти специалистсем тискер чӗрчун Африка мурӗпе чирлине палӑртнӑ.
Чӑваш Енӗн патшалӑх ветеринари службинче пӗлтернӗ тӑрӑх, чире сарӑлма парас мар тесе специалистсем халӗ тӗрлӗ ӗҫ туса ирттереҫҫӗ.
2021 ҫулӑн пӗрремӗш кунӗнче кӑшӑлвирус статистики мӗнлерех? Юлашки талӑкра 10 ҫак каварлӑ вируса пула вилнӗ. Ку таранччен пӗтӗмпе 538 ҫын пурнӑҫран уйрӑлнӑ.
Паянх кун тӗлне республикӑра пурӑнакан 16488 ҫын инфекциленнӗ. Вӗсенчен 14867-шӗ сывалнӑ. Юлашки талӑкра 101 ҫын кӑшӑлвирусран сывалнӑ.
Аса илтерер: нумаях пулмасть республикӑна кӑшӑлвирусран хӳтӗленмелли вакцинӑн ҫӗнӗ партийӗ килнӗ.
Чӑваш Енре кӑшӑлвиурсран прививка тума пуҫалнӑ ӗнтӗ. Анчах хальлӗхе ӑна хӗрлӗ зонӑра ӗҫлекен тухтӑрсене, вӗрентекенсене ҫеҫ тӑваҫҫӗ.
Ҫӗнӗ ҫул умӗн, ҫак кунсенче, Чӑваш Ене вакцинӑн ҫӗнӗ партийӗ килнӗ. Хальхинче 1100 доза илсе ҫитернӗ. Вӗсене республикӑри 11 пульницӑна ӑсатнӑ. Ку прививкӑна медицина ӗҫченӗсене, вӗренӳ тата социаллӑ пулӑшу учрежденийӗсен, нумай функциллӗ центрсен ӗҫченӗсене, вӑраха кайнӑ чирпе нушаланакансене тӑвӗҫ.
Палӑртмалла: кӑшӑлвирусран хӳтӗлекен прививкӑна ҫынсен ирӗкӗпе тата тӳлевсӗр тӑваҫҫӗ. Вакцинацилениччен ҫынна тухтӑр пӑхать.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (10.01.2025 15:00) пӗлӗтлӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 757 - 759 мм, 0 - -2 градус сивӗ пулӗ, ҫил 2-4 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| Скворцов Юрий Илларионович, чӑваш ҫыравҫи, сӑвӑҫи ҫуралнӑ. | ||
Пулӑм хуш... |