Паян Мускавра Чӑваш Енӗн Элтеперӗ пулнӑ Михаил Игнатьев тӑратнӑ тавӑҫа суд пӑхса тухнӑ. Суд ӗҫ производствине чарса лартнӑ, тавӑҫа пӑхса тухма сӑлтавсем ҫуккине палӑртнӑ.
Аса илтерер: Михаил Игнатьева кӑрлачӑн 29-мӗшӗнче шанчӑкран тухнӑ тесе отставкӑна янӑ. Ҫу уйӑхӗн 20-мӗшӗнче вӑл суда тавӑҫ тӑратнӑ, кун пирки МИХсенче ҫу уйӑхӗн 26-мӗшӗнче хыпарсем тухнӑ. Ку вӑхӑтра Михаил Василеьвич Питӗрти пульницӑра выртнӑ, сывлӑхӗ йывӑр пулнӑ. Ҫӗртмен 18-мӗшӗнче вӑл чӗре чирне пула вилнӗ.
Чӑваш Енри юрист Сергей Ванюков РФ Президентне хирӗҫ Аслӑ суда тавӑҫ тӑратнӑ. Вӑл каланӑ тӑрӑх, ЧР Элтеперӗ пулнӑ Михаил Игнатьева должноҫран кӑларнӑ чухне унӑн прависене пӑснӑ.
Анчах юрист тавӑҫ тӗлӗшпе ҫав кунах хурав илнӗ: суд йышӑнма хирӗҫ. Кун хыҫҫӑн вӑл харпӑр ҫӑхав панӑ. Утӑ уйӑхӗн 7-мӗшӗнче суд ансатлатнӑ формӑпа иртнӗ. Суд унӑн заявленине пӑхса тухман.
«Эпӗ кун пеккине кӗтнӗ, кун валли хатӗрленнӗ. Малашнехи утӑмсем пирки хальлӗхе пӗлтерместӗп», - тенӗ Сергей Ванюков юрист.
Сӑмах май, Михаил Игнатьев Владимир Путина хирӗҫ панӑ тавӑҫа Аслӑ суд утӑ уйӑхӗн 9-мӗшӗнче, ыран, пӑхса тухӗ.
Шупашкарта пурӑнакан 17 ҫулти каччӑна наркотик сутма тӑнӑшӑн айӑпланӑ. Ӑна Раҫҫей Федерацийӗн 30-мӗш статйин 3-мӗш пайӗпе тата 228-мӗш статйин 1-мӗш пайӗпе явап тыттарма йышӑннӑ. Ку статьясемпе наркотика саккуна пӑсса пысӑк виҫепе сутакансене айӑплаҫҫӗ.
Следстви тата суд ҫирӗплетнӗ тӑрӑх, кӑҫалхи пуш уйӑхӗн 30-мӗшӗнче каччӑ Шупашкарти пӗр ҫуртӑн картишӗнче 8 грамм ытла наркотик туяннӑ. Ӑна вӑл кайран сутма тесе упранӑ. Анчах ярӑнтарса ӗлкӗреймен – наркотика пакунлисем асӑрхаса туртса илнӗ.
РФ Следстви комитечӗн Чӑваш Енри управленийӗн пресс-службинче пӗлтернӗ тӑрӑх, ҫамрӑка суд хупса усрамасӑр 5 ҫуллӑха ирӗкрен хӑтарма йышӑннӑ.
Шупашкарта пурӑнакан арҫын банк карттине ӳкерсе хӑварнӑ. Кӗҫех счет ҫинчен укҫа пӗтни ҫинчен СМС-ҫырусем килме пуҫланӑ. Арҫын карточкӑна тӳрех блокировка тунӑ.
Анчах ҫав карточкӑна тупнӑ ҫынсем 11 пин тенкӗ тӑкаклама ӗлкӗрнӗ. Вӗсем лавккасенче 1 пин тенкӗрен сахалрах тавар туяннӑ, ҫапла майпа пин-кодсӑрах карточкӑпа тӳленӗ.
Ҫав ҫынна полицейскисем тупнӑ. Лешӗ ҫав кун лавккаран ӗҫмелли-ҫимелли туяннӑ та тусӗсене хӑналанӑ. Вӗсене вӑл ют ҫын укҫипе хӑналанине каламан.
34 ҫулти арҫын тӗлӗшпе пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑ. Ӗҫе кӗҫех суд пӑхса тухӗ.
Йрпреҫ районӗнчи прокуратура Кӗлӗмкассинчи ача пахчине тӗрӗсленӗ. Надзор органӗ вӗренӳ учрежденийӗнче вӗрентӳ тата терроризма хирӗҫ тӑмалли ҫинчен калакан саккунсене епле пӑхӑннине пӗлесшӗн пулнӑ. Прокуратура ҫӗрӗк картана асӑрханӑ. «Вӑл ҫуккипе пӗрех», – пӗтӗмлетнӗ прокуратурисем.
Карта ҫӗрӗк пирки ача пахчин территорине кирек кам та кӗреет тесе шухӑшлаҫҫӗ прокуратурӑра. Ачасемшӗн те вӑл хӑрушӑ. Ҫӗрӗк карта пӗчӗкскерсем ҫине ӳкме пултарать.
Прокуратурӑра пӗлтернӗ тӑрӑх, ача пахчин ертӳҫисем карта тытасси пирки шухӑшламаҫҫӗ те. Ҫавна кура прокуратура суда тавӑҫпа ҫитнӗ. Суд надзор органӗн тавӑҫне тивӗҫтернӗ, ача пахчине карта тыттарма хистекен йышӑну кӑларнӑ.
Шупашкарта пурӑнакан арҫын банк картти тупнӑ та унти укҫана тӑкакланӑ. Хуҫи ҫакна асӑрхасан карточкӑна блокировка тунӑ.
31 ҫулти арҫын тӗлӗшпе пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑ. Карточкӑна унӑн пӗлӗшӗ тупнӑ. Ӑна ҫак арҫынна панӑ. Ку вара лавккасене кайса укҫана тӑкакланӑ. Ҫапла майпа вал 6 пин тенкӗ пӗтернӗ. Хуҫи блокировка тусан ҫеҫ карточкӑпа усӑ курайман.
Ун тӗлӗшпе пуҫарнӑ пуҫиле ӗҫе суд пӑхса тухнӑ. Арҫынна 8 уйӑхлӑха юсанмалли колоние ӑсатма йышӑннӑ.
«Трижды дипломированный трижды депутат - это вам ШУТКА МАР». Ҫакӑн пек ҫырнӑ Станислав Убасси журналист Фейсбукра. Унта Шупашкар хулин Калинин районӗн судне Виктор Воробьев депутатӑн дипломӗсене суя тесе палӑртма тавӑҫ ҫитни пирки сӑмах пырать.
Ҫӗнӗ Шупашкар хулин Депутатсен пухӑвӗн депутатне 2016 ҫулта вӑйӑ усламӗ йӗркеленӗ тесе шанман. Ҫавна май унӑн хваттерне ухтарнӑ. Ҫавӑн чухне Мускаври Машиностроени университечӗн дипломне асӑрханӑ. Вӑл суя пек туйӑннӑ. ШӖМ тӗпчевҫисен экспертизи бланка «Госзнак» федерацин хысна учрежденийӗ хатӗрлеменни ҫиеле тухнӑ. Аслӑ шкула ыйтса ҫырнӑ та, Воробьев студент вӗренменни ҫиеле тухнӑ.
Виктор Воробьев асӑннӑ диплома тӗпе хурса ЧПУра экономика факультетӗнче вӗреннӗ. Унтан вӑл Коопераци институтне вӗренме кӗнӗ.
Хут ҫинче ҫырнӑ тӑрӑх, патшалӑх тӑлӑхсене хваттерпе тивӗҫтерессишӗн яваплӑ. Чӑн пурнӑҫра вара ҫак ыйту йывӑррӑн татӑлса пырать. Хыснара ҫав тӗллевпе укҫа хӗсӗккине пула тӑлӑхсен правине хӳтӗлес тесе прокуратурӑна ҫитме тивет, унтисен – суда. Суд кӑларнӑ йышӑнӑва вырӑнти тӳре-шаран пурнӑҫламах тивет.
Тӑлӑхӑн ҫурт-йӗр ыйтӑвне ҫак эрнере Етӗрне районӗнчи судра пӑхса тухнӑ. Тавӑҫпа суда прокуратура ҫитнӗ. 2011 ҫултах пӗр тӑлӑха хваттер черетне тӑратнӑ, каччӑ пурӑнма юрӑхсӑр ҫуртра пропискӑра тӑнӑ. Прокуратура тавӑҫне суд тивӗҫтернӗ. Район администрацине ҫамрӑка пурӑнмалли кӗтеслӗ тума хистекен йышӑну кӑларнӑ.
Сӗнтӗрвӑрри районӗнче пурӑнакан икӗ тус суд тенкелӗ ҫине ларӗ. 24 тата 25 ҫулсенчи каччӑсем 14 ҫулти хӗрача ҫумне ҫулӑхнӑ, вӗсенчен пӗри, 24-ри, хӑйӗнчен 10 ҫул кӗҫӗн ачана мӑшкӑлланӑ.
Раҫҫей Следстви комитечӗн Чӑваш Енри управленийӗнче пӗлтернӗ тӑрӑх, ниҫта та тӗпленсе ӗҫлемен икӗ каччӑ пӗлтӗрхи чӳк уйӑхӗн 30-мӗшӗнче пуҫтахланнӑ. Сӗнтӗрвӑрри районӗнчи пӗр ялти гаражра туссем тата вӗсем паллакан 14 ҫулти хӗрача пулнӑ. Пӑтӑрмах ҫавӑн чух пулса тухнӑ та. Ача каччӑсемпе гаража мӗн тума кайнине кӗске хыпарта уҫӑмлатман.
Каччӑсенчен мпӗри, маларах каларӑмӑр ӗнтӗ, хӗре пусмӑрланӑ, унтан вӗсем тусӗпе иккӗш каллех хӗрача ҫумне ҫулӑхма тытӑннӑ. Пуҫиле ӗҫе халӗ Сӗнтӗрвӑрри районӗнчи суда ярса панӑ.
Шупашкарта пурӑнакан 37 ҫулти арҫын тӗлӗшпе пуҫарнӑ пуҫиле ӗҫе тишкерсе пӗтернӗ, суда ярса панӑ.
Следстви акӑ мӗн палӑртнӑ: кӑҫал нарӑс уйӑхӗн 22-мӗшӗнче киле таврӑнакан 14-ри хӗрачана йӗрленӗ. Ача хваттер алӑкне уҫнӑ чухне вӑл ӑна тапӑннӑ.
Арҫын хӗрачана прихожӑйӗнче урайне йӑвантарнӑ та вӗлерессипе хӑратса, ҫапса мӑшкӑлланӑ. Унтан вӑл 4 пин тенкӗ вӑрланӑ та ҫухалнӑ. Арҫын преступлени вӑхӑтӗнче хӑй мӗн тунине ӑнланнӑ.
Кӗҫех унӑн суд сакки ҫине ларма тивӗ.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (07.06.2025 15:00) пӗлӗтлӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 750 - 752 мм, 24 - 26 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 2-4 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр енчен вӗрӗ.
| Айдак Аркадий Павлович, паллӑ ҫӗрйӗркелӳҫӗ ҫуралнӑ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |