Чӑваш Енре «Лучший каменщик Чувашии – 2018» (чӑв. Чӑваш Енри чи лайӑх каменщик — 2018) республикӑри професси конкурсӗ иртнӗ. Унта ӗнер, ҫӗртме уйӑхӗн 7-мӗшӗнче, пуҫтарӑннӑ.
Конкурса Шупашкарти организацири: «СУ-Инкост», «СУ-20», «Монолитстрой», «ГК «Регионжилстрой», «СМУ-124» — ҫичӗ звено (вӗсем икшер ҫынтан тӑнӑ) пуҫтарӑннӑ.
Пӗрремӗш вырӑна «СМУ-124» тулли мар яваплӑ обществӑри Ю.Н. Выросов тата Э.Д. Калюканов тухнӑ. «Монолитстрой» тулли мар яваплӑ обществӑра кирпӗч хураканта ӗҫлекен Е.П. Васильевпа Э.Н. Николаев тӑрӑшӑвне те строитель-тӳресем пысӑка хурса хакланӑ. «СУ-Инкост» предприятири А.Р. Алексеев тата А.Г. Ефремов та пӗр шухӑшлӑн та килӗштерсе ӗҫленӗ, кирпӗче хитре те васкаса хунӑ. Вӗсем — виҫҫӗмӗшсем.
Пайҫӑсем укҫа хывнипе ҫурт-йӗр хӑпартакансене Чӑваш Енри яваплӑ органсем сӑнасах тӑнине ӗнентереҫҫе. Республикӑн Строительство министерстви пуш уйӑхӗн 30-мӗшӗ тӗлне ӑҫта тата хӑш строительство организацийӗ епле ӗҫленине тишкернӗ те графикран кая юлса пыракансем пуррине палӑртнӑ.
Шупашкарти Калинин урамӗнчи 83-мӗш позицире 96 хваттерлӗ ҫурт валли трансформатор подстанцине туса пӗтереймен. «Стройсфера» Шупашкарти Трактор тӑвакансен проспектӗнчи 18-мӗш позицире 180 хваттерлӗ ҫурт хӑпартать. 3, 4, 5-мӗш подъездсене туса пӗтернӗ-ха, лифтсене хута ярассипе ҫине тӑраҫҫӗ. 1-2-мӗш подъездсенче 9 хут таран хӑпартнӑ, халӗ вентиляци тытӑмӗпе тимлеҫҫӗ, балконсене йӗркене кӗртеҫҫӗ. Ку ҫуртӑн проектне ылмаштарнине кура ӑна Шупашкар хула администрацийӗ раштав уйӑхӗн 2-мӗшӗ тӗлне хута яма ирӗк панӑ иккен.
«СУОР» организаци пилӗк ҫурт тӑвать, «Алза» — иккӗ. Унти лару-тӑрӑва та республикӑн Стройминӗ тӗрӗслесех тӑрать.
Етӗрне хулинче 300 вырӑнлӑ пуҫламӑш шкул тума йышӑннӑ. Ӑна хӑпартмашкӑн республика тата район хыснисенчен 173,6 миллион тенкӗ уйӑрӗҫ. Халӗ аукцион пуҫарнӑ. Вӑл ака уйӑхӗн 19-мӗшӗнче иртӗ.
Пуҫламӑш шкула Хӗрлӗ Ҫар урамӗнче ҫӗклӗҫ. Ӑна строительсен ҫитес ҫулхи ҫу уйӑхӗн 30-мӗшӗччен туса пӗтермелле. Малтанлӑха палӑртнӑ тӑрӑх, шкул виҫӗ хутлӑ пулӗ. Пӗрремӗшӗнче 1-мӗш классем валли виҫӗ вӗренӳ пӳлӗмӗ, апатланмӑш, спорт залӗ, медицина блокӗ, вестибюль, гардероб, пушмак типӗтмелли вырӑн тата хуралҫӑ, завхоз, вӗрентекенсен пӳлӗмӗсем, туалет пулӗҫ. Иккӗмӗшӗнче 2-мӗшпе 3-мӗш классем вӗренӗҫ, ҫывӑрмалли икӗ пӳлӗм, пуху залӗ, артистсен пӳлӗмӗ тата тумсем, декорацисем, музыка инструменчӗсем упрамалли уйрӑм пӳлӗмсем, санузел тӑвӗҫ. Виҫҫӗмӗшӗнче вулавӑш, директор, логопед, психолог пӳлӗмӗсем, 3-мӗшпе 4-мӗш классем, компьютер класӗ, туалет хӑтлӗҫ.
Чӑваш Енрен ҫичӗ юта ӗҫлеме кайнӑ ҫап-ҫамрӑк чӑваш каччи вилнӗ. 21 ҫулти йӗкӗт Тула хулинче нумай хутлӑ ҫурт хӑпартнӑ ҫӗрте ӗҫленӗ.
Аякри хулара тӑрӑшакан каччӑ пуш уйӑхӗн 13-мӗш каҫхине инкеке лекнӗ. Строительсене тӑма хунӑ ятарлӑ хатӗр ӳкнипе ун ҫинчен икӗ монтажник персе аннӑ. Вӗсенчен пӗри 21-ре, тепри 29-та пулнӑ.
Пӗр монтажникӗ вырӑнтах вилсе кайнӑ. Шар курнисенчен теприне пульницӑна илсе кайма тӑнӑ, анчах вӑл васкавлӑ пулӑшу машиннче куҫ хупнӑ.
Тӗнче тетелӗнчи хаҫатсенчен пӗринче ҫырнӑ тӑрӑх, Чӑваш Енри каччӑ Тулӑри стройкӑра вахта меслечӗпе ӗҫленӗ. Тӑван тӑрӑхӗнче ӑна хӗрӗ кӗтнӗ
Стройкӑри инкек сӑлтавне Тула тӑрӑхӗнчи тӗпчевҫӗсем тӗрӗслеҫҫӗ.
Шупашкарти ҫӗнӗ микрорайонсенче 10 ача пахчи хӑпартасшӑн. Вӗсене туса лартма хула тӳри-шари «Пурӑнмалли кӗтес» тата 2 уйӑхрисенчен пуҫласа 3 ҫула ҫитичченхи пепкесем ача пахчисенче хушма вырӑнсем тӑвассипе ҫыхӑннӑ программӑсене хутшӑнса Мускавран укҫа илесшӗн. Кун пирки паян, пуш уйӑхӗн 5-мӗшӗнче, хула администрацийӗн пуҫлӑхӗ патӗнче иртнӗ канашлура каланӑ.
«Пурӑнмалли кӗтес» программӑпа килӗшӳллӗн «Ҫӗнӗ хула» тата «Соляной» микрорайонсенче икӗ ача пахчи хӑпартӗҫ, вӗсене 380 ача ҫӳреме пултарӗ.
Иккӗмӗш программӑпа килӗшӳллӗн 8 ача пахчи туса лартасшӑн. «Университет» микрорайонти 250 вырӑнлӑх ача сачӗ валли проектпа смета документацине экспертизӑна панӑ. «Савӑклӑ» микрорайонти тата Сосновка поселокӗнчи ача сачӗсен проекчӗсем тӗрӗслевсем витӗр тухнӑ ӗнтӗ. Вӗсене 390 ача ҫӳрӗ. «Ҫӗнӗ хула», «Сад», «Кӑкшӑм» тата «Хӗвеллӗ» микрорайонсенчи ача сачӗсен проекчӗсене экспертиза валли хатӗрлеҫҫӗ.
Шупашкарти Анне палӑкӗ таврашӗнчи фонтансемлӗ бассейна юсама вӑхӑт ҫитнӗ. Ҫавна май патшалӑх саккасӗсен порталӗнче унта строительство ӗҫӗсем ирттерме саккас вырнаҫтарнӑ. Кун ҫинчен «Хула пирки» портал хыпарлать.
Хайхи саккаса «Инженерная защита» текен организаци тӑратнӑ. Контрактӑн хакӗ — 19689886,27 тенкӗ. Саккаса пурнӑҫа кӗртнӗ май конкурсра ҫӗнтернӗ фирмӑн ҫак укҫапа фонтанлӑ бассейнӑн гранит плитисене хӑйпӑтмалла, бассейна кивӗ бетон юлашкисенчен тасатмалла, унӑн стенисене штукатурка туса якатмалла, гидроизоляци, герметика ӗҫӗсене пурнӑҫламалла, хунарсем патне пралук кармалла тата гранит плитасене ҫӗнӗрен хумалла.
Палӑртса хӑварар, строительсен мӗн пур ӗҫе кӑҫалхи ҫӗртме уйӑхӗн 15-мӗшӗччен вӗҫлемелле.
Шупашкарти Петров урамӗнчи 9-мӗш ҫурта ишӗлме пуҫласан ӑна сӳтнине Чӑваш халӑх сайчӗ пӗлтернӗччӗ. Унта пурӑннисем валли тӑвакан ҫурт строительстви малалла пырать. 3,5 пин лаптӑк йышӑнакан 153 хваттер лекӗ унччен ҫав ҫуртра пурӑннӑ ҫынсене. Нумай хваттерлӗ ҫурта кӑҫалхи виҫҫӗмӗш кварталта туса пӗтермелле.
Ҫурт тӑвас ӗҫ епле пынипе ҫак эрнере хулари тӳре-шара паллашнӑ, хӑйсемпе пӗрле вӗсем хаҫатҫӑсемпе радио-телекуравра ӗҫлекенсене илсе кайнӑ.
Ҫурта хӑпартакан подряд организацийӗ ӗҫе кӑҫалхи утӑ вӗҫлеме шантарнине пӗлтернӗ. Хальлӗхе ӗҫе 90 процент пурнӑҫланӑ.
Шупашкар хула администрацийӗ ҫурт унта пурӑнакансен айӑпне пула ишӗлнине те аса илтерет. Кладовка шутланнӑ пӳлӗмсене душ туса хунӑ-мӗн. Ятарласа хӳтӗлемен стенана шыв ҫисе янӑ.
Ҫӗрпӳ кӗперӗ водительсемшӗн ҫеҫ мар, вӗсем турттаракан пассажирсемшӗн те чун ыратӑвӗ пулса тӑчӗ темелле пулӗ. Иртнӗ ҫулхи ҫурла уйӑхӗн вӗҫӗнче Чӑваш халӑх сайчӗ ӗҫе вӗҫлемелли ҫӗнӗ куна палӑртнӑ тесе ҫырнӑччӗ.
«Кӗпере хальхинче чӳк уйӑхӗн 30-мӗшӗ валли туса пӗтерме палӑртнӑ. Аса илтерер: ӑна 2013 ҫултах тума тытӑннӑ, 2014 ҫулхи ҫурла уйӑхӗнче хута ямалла пулнӑ», — тенӗ май Софья Савнеш автор вӑл вӑхӑта ӗҫе вӗслесси пирки иккӗленӗвне пытарманччӗ, «Ҫӗрпӳ кӗперне чӑнах та туса пӗтерӗҫ-ши?» ят панӑччӗ вӑл хыпара.
Паян Чӑваш Енӗн ӗҫ тӑвакан влаҫ органӗсен ертӳҫисемпе ирттернӗ канашлура Михаил Игнатьев Федерацин ҫул-йӗр агенстви юсав ӗҫне кӑҫал вӗҫлеме шантарнине палӑртнӑ.
Чӑваш Енӗн тӗп хулинче иртнӗ ҫулта хӑш професси ҫыннисем шалу ытларах илнине шутласа кӑларнӑ. Хӑйне евӗр рейтинга HeadHunter аталитикӗсем хатӗрленӗ. Вӗсем 2017 ҫулта сайта вырнаҫтарнӑ вакансисене тишкернӗ.
Хайхи аналитиксем шутласа кӑларнӑ тӑрӑх, рейтингра пӗрремӗш вырӑна уйӑхсерен вӑтамран 60-шар пин тенкӗ илекен топ-менеджерсем тухнӑ, иккӗмӗш вырӑнта чӗр тавар туса илекенсем. Вӗсен ӗҫ укҫи уйӑхсерен 47,8 пин тенкӗ ӳксе пынӑ. Строительствӑпа куҫман пурлӑх тытӑмӗнче вӑй хуракансен шалӑвӗ те пӗчӗк мар: 33,2 пин тенкӗ.
Чи пӗчӗк шалу илекенсем бухгалтерсем иккен: 20 пин тенкӗ. Патшалӑх тытӑмӗнче тӑрӑшакансене ӗҫ сӗнекенсем 23 пин тенкӗ тӳлеме шантараҫҫӗ. Банксенче, искусствӑра, масс-медиӑра, маркетингпа спортра, транспорт тытӑмӗнче ӗҫлекенсем вӑтамран 25 пин тенкӗ илеҫҫӗ. Унсӑр пуҫне иртнӗ ҫулта IТ-технологисен, автомобиль бизнесӗн, медицина тытӑмӗсенче тата производствӑра тар тӑкакансен шалӑвӗ 30 пин тенкӗрен кая мар пулнӑ.
Ӗнер Ҫӗнӗ Шупашкарта чӑваш парламенчӗн депутачӗ Сергей Михеев, Ҫӗнӗ Шупашкарти Депутатсен пухӑвӗн депутачӗ Игорь Анаков, хула администрацийӗн пуҫлӑхӗн градостроительство, ҫурт-йӗрпе коммуналлӑ хуҫалӑх тата инфраструктура енӗпе ӗҫлекен ҫумӗ Александр Андрианов тата «АГУ» хысна предприятийӗ пуҫлӑхӗн ҫумӗ Николай Ершов Кӑнтӑр урамра тума пуҫланӑ ҫурт строительствипе паллашнӑ.
Вӗсем ҫавна хӑпартакан «Алза» предприятире ӗслекенсемпе тата унта хӑйсен укҫине хывнисемпе тӗл пулса калаҫнӑ.
Маларах строрительсем Ҫӗнӗ ул валли ҫурта туса пӗтерме шантарнӑ. Анчах каярах ку вӑхӑта вӗҫлеймессине систернӗ.
Ҫӗнӗ ҫул тӗлӗнче ҫӗнӗ шупашкарсем выҫӑ тытма шухӑшланине,вӗсен ҫилли «Алза» строительство компанине тарӑхнипе тулса ҫитнине эпир пӗлтернӗччӗ.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (22.12.2024 03:00) пӗлӗтлӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 751 - 753 мм, -1 - -3 градус сивӗ пулӗ, ҫил 1-3 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр енчен вӗрӗ.
| Кӑрмӑш гербне йышӑннӑ. | ||
| Вӑта Тимӗрҫен шкулне уҫнӑ. | ||
| Аслут Александр Николаевич, чӑваш сӑвӑҫи, ҫыравҫи ҫуралнӑ. | ||
Пулӑм хуш... |