Шупашкарти Мускав кӗперне юсаса ҫӗнетесси малалла пырать. Объекта икӗ тапхӑрпа юсаса ҫӗнетме йышӑннӑччӗ. Пӗлтӗр Республика кунӗнче ӑна савӑнӑҫлӑ лару-тӑрура уҫнӑччӗ. Анчах вӑйлӑ ҫумӑр вӑхӑтӗнче асфальт ҫав кунах вырӑнтан хускалнӑччӗ. Чӑваш Енӗн транспорт тата ҫул-йӗр хуҫалӑхӗн министрӗ Владимир Иванов Фейсбукра ун чух ӑнлантарнӑ тӑрӑх, асфальта малтанхи кун ҫеҫ хурса пӗтернӗ. Ҫӗнӗскер хытса ӗлкӗреймен, киввипе ҫӗннине сыпӑнтарнӑ ҫӗрте асфальт хускалнӑ. Ӑна ҫийӗнчех юсанӑ.
Кӗпере юсаса ҫӗнетес иккӗмӗш тапхӑр кӗҫех вӗҫленмелле. Михаил Игнатьев Элтепер Шупашкарти объектсенче пулнӑ, кӗпер юсакансен ӗҫӗпе те вӑл паллашнӑ. ЧР влаҫ органӗсен официаллӑ порталӗнче ҫырнӑ тӑрӑх, объекта чӳк уйӑхӗн 27-мӗшӗнче хута ярасшӑн.
Шупашкарти «Университет» микрорайонта ача пахчи иккӗ пулмалла. Вӗсенчен пӗрне тума пуҫланӑ. 1,5 пин ача вырнаҫмалӑх шкул ҫӗклесшӗн, кӑшт каярах — тепӗр ача пахчи. Унсӑр пуҫне унта спорт комплексӗ, хитре парк пулмалла. Ҫакӑн пирки асӑннӑ микрорайона ҫӗклекен строительство организацийӗн пуҫлӑхӗ Чӑваш Ен Элтеперне ӗнентернӗ.
Паян республика ертӳҫи Михаил Игнатьев Шупашкарти пысӑк строительство лаптӑкӗсенче пулнӑ.
Микрорайонӑн пӗтӗмӗшле лаптӑкӗ аванах пысӑк. Вӑл пурӗ 33,7 гектар йышӑнать. Унта хальхи вӑхӑтра 9 пин ытла ҫын пурӑнать. Микрорайона хӑпартнӑҫемӗн халӑх йышӗ ӳлӗмрен 15 пине ҫитмелле.
Михаил Игнатьев Элтепер Шупашкарӑн Ҫурҫӗр-Хӗвеланӑҫ районӗнчи ҫав микрорайонти стройкӑпа кӑмӑллӑ пулнӑ.
Ҫак инкек кӑҫалхи ҫу уйӑхӗн 16-мӗшӗнче Ҫӗнӗ Шупашкарта пулса иртнӗ. Ҫавӑн чухне унта 16 хутлӑ нумай хваттерлӗ ҫурт хӑпартма пуҫланӑ. Объектӑн ҫӳлти хутне хӑпарма строительсем валли картлашка евӗр вӑхӑтлӑх сооружени йӗркеленӗ. Ҫавӑн тӑрӑх рабочисем стенасене ӑшӑтмалли хатӗрсем хӑпартнӑ. Шӑпах ҫав вӑхӑтра сооружени ишӗлсе аннӑ та 56 тата 44 ҫулсенчи икӗ арҫын ӳкнӗ. Ҫуллӗ ҫӗртен ҫӗре ишӗлсе аннӑскерсем хытах аманнӑ. 56 ҫултин сывлӑхне вӑтам сиен кӳнӗ тесе хакланӑ тухтӑрсем, 44-ринне — йывӑр сиен.
Инкек сӑлтавне РФ Следстви комитечӗн республикӑри управленийӗн специалисчӗсем тӗпчеме пуҫланӑ та вӑхӑтлӑх сооружение йӗркеллӗ ҫирӗплетменни тата ытти кӑлтӑк ҫиеле тухнӑ. Уншӑн строительство организацийӗн тӗп инженерне явап тыттарма йышӑннӑ. Пуҫиле ӗҫе Ҫӗнӗ Шупашкарти суд ҫывӑх кунсенче пӑхса тухӗ.
Шупашкар районӗнче кӑҫал пысӑк теплица комплексӗ хута ярасшӑн. Вӑл хальхи вӑхӑтри технологисене тӗпе хурса хӑпартнӑскер пулӗ. Ӑна пиллӗкмӗш ӑрури тесе калаҫҫӗ. Асӑннӑ районти Тутаркасси ял тӑрӑхӗн территорийӗнче ҫӗкленекен комплексри пахча ҫимӗҫе автомат тытӑм шӑварса тӑрӗ, вӑл е ку пахалӑхлӑ апатпа та ӑслӑ техника тивӗҫтерӗ, ҫутӑпа ӑшша та компьютер йӗркелесе тӑрӗ.
Чӑваш Ен Элтеперӗн Администрацийӗн пресс-службинче пӗлтернӗ тӑрӑх, комплекса икӗ ӑстрӑмпа хӑпартӗҫ. Теплицӑн икӗ блокне, калча уйрӑмне, вӗсене тытса тӑракан блоксене кӑҫалах ӗҫлеттерме пуҫласа Ҫӗнӗ ҫулччен унта продукци туса илме ӗмӗтленеҫҫӗ. Теплицӑна «Ренова» компани (хуҫи Виктор Вексельберг) укҫипе хӑпартаҫҫӗ. Строительство епле пынипе ӗнер Чӑваш Ен пуҫлӑхӗ Михаил Игнатьев паллашнӑ.
Маларах эпир Шупашкар районӗнчи Котеркасси ялӗнче пурӑнакансем уйри ҫӗр пайӗсем патне пыма май ҫуккишӗн пӑшӑрханнине, ял ҫыннисем ҫак ыйтупа район прокурорӗ патне ҫитнине пӗлтернӗччӗ. Аса илтерер, ҫӑхавра палӑртнӑ тӑрӑх, «Новочебоксарский» теплица комплексне тӑвакансем ял ҫыннисен ҫӗр пайӗсем патне каякан ҫула карта тытса хунӑ.
Хӗрлӗ Чутай районӗнчи Шулю ялӗнче ҫӗнӗ клуб туса лартнӑ. Ӑна валли бюджетран 474,7 пин тенкӗ укҫа уйӑрнӑ. Ҫав шутран пысӑк пайне, 405,6 пинне, федераци хыснинчен куҫарнӑ, 25,9 пинне — республикӑран, 43,2 пинне — районтан. Шулюри клуба культура ҫурчӗсен пурлӑхпа техника никӗсне ҫирӗплетесси тата аталантарасси ҫинчен калакан федераци программипе килӗшӳллӗн хӑпартнӑ.
75 вырӑнлӑ клуб халӗ куракансене йышӑнма хатӗрленет. Ӗҫ епле пынипе ӗнер райадминистраци пуҫлӑхӗ Александр Башкиров паллашнӑ.
Ҫӗнӗ учреждение оборудовани тата оргтехника кӳрсе килнӗ, музыка инструменчӗсемпе сцена ҫине тухмалли тумтире туяннӑ. Халӗ креслӑсене вырнаҫтараҫҫӗ. Вӗсене, район администрацийӗн пресс-службинче пӗлтернӗ тӑрӑх, районӑн централизациленӗ клуб тытӑмӗ уйӑрнӑ.
Шупашкарта ҫӗкленекен Кадет корпусӗнче ӗҫсем малалла пыраҫҫӗ. Ҫурла уйӑхӗн 17-19-мӗшӗсенче унта шӑматкунлӑх иртессине эпир пӗлтернӗччӗ-ха. Нимелле ӗҫлессине ыранччен кӗтмен. Паянах унта 100 волонтер ӗҫе кӳлӗннӗ. Вӗсемсӗр пуҫне 350 рабочи тимлет. Кадет корпусӗ тавралли территорие хӑтлӑх кӗртме тухнисем хушшинче Шупашкарти строительство тата хула хуҫалӑхӗн техникумӗн студенчӗсем те пур. Вӗсем паян 50 ҫын таран пухӑнса тухнӑ.
Чӑваш Енӗн Элтеперӗн пресс-службинче пӗлтернӗ тӑрӑх, ҫамрӑксем нимене хаваспах хутшӑнаҫҫӗ. Пӗр енчен вӗсемшӗн вӑл — хӑйне евӗр практика. Тепӗр енчен — Федерацин Атӑлҫи округӗн шайӗнчи пӗлтерӗшлӗ стройкӑна тӳпе хывни. Чӑваш ялӗсенче мӗн авалтан нимелле ӗҫленӗ. Ырӑ йӑла манӑҫманни паха.
Шупашкарти кадет корпусне тӑвасси малалла пырать. Унта ӗҫлекенсен йышне виҫ хут ӳстермлеле. Ҫакӑн пирки Чӑваш Ен Элтеперӗ Михаил Игнатьев ӗнер Правительство ҫуртӗнче хӑй ирттернӗ канашлура хытарсах каланӑ.
Строительство епле пынипе Михаил Игнатьев вырӑна тухса тӑтӑшах паллашнине палӑртнӑ. Чӑн та, ӗнер вӑл унта пулнине ҫирӗплетекен фоторепортажа Чӑваш Енӗн влаҫ органӗсен официаллӑ порталӗнче кӑнтӑрла хыҫҫӑн лартнӑччӗ.
Ирхи канашлура вара республика ертӳҫи «Старко» строительство компанине хурланӑ. Ӗҫе хӑвӑртлатма ыйтнӑ май рабочисен йышне виҫ хут ӳстермеллине каланӑ. Стройкӑра 300 ҫын тӑрӑшмалла-мӗн, унччен пурӗ те 90 ҫын ӗҫленӗ. Ӗнер Элтепер стройкӑпа паллашнӑ самантра унта, чӑн та, 300 ҫын тимленӗ. Ҫакна Михаил Васильевич Инстаграмра паян ирпе ҫырнӑ.
Ҫурла уйӑхӗн 17, 18, 19-мӗшӗсенче кадет корпусӗнче шӑматкунлӑх ирттермелле. Унта вырӑнти хӑй тытӑмлӑхра тата ӗҫ тӑвакан влаҫ органӗсенче тӑрӑшакансене те явӑҫтарасшӑн.
Стройкӑна авӑн уйӑхӗн 1-мӗшӗ тӗлне вӗҫлеме ӗмӗтленеҫҫӗ.
Шупашкарта тӑвакан кадет шкулӗшӗн яваплисене палӑртнӑ. Ку вӗренӳ учрежденине тӑвас пирки вӑхӑтӗнче Чӑваш Ен Элтеперӗ Михаил Игнатьев РФ оборона министрӗпе Сергей Шойгупа тата РФ Президенчӗн Атӑлҫи тӑрӑхӗнчи тулли праваллӑ элчипе Михаил Бабичпа килӗшӳ алӑ пуснӑччӗ. Строительство ӗҫӗсем тӗрлӗ сӑлтава пула каярах юлса пыни пирки те сӑмах-юмах тухнӑччӗ.
Республикӑн Строительство тата Вӗренӳ министерствисен пӗрлехи приказӗпе халӗ строительствӑшӑн яваплисене палӑртса ӗҫ ушкӑнӗ йӗркеленӗ. Ушкӑн ертӳҫи — строительство министрӗн тивӗҫне пурнӑҫлакан Максим Иванов.
Сӑмах май, утӑ уйӑхӗн 7-мӗшӗнче стройкӑра рабочи вилнӗ. КамАЗ бомба хӳтлӗхӗ пулнӑ шӑтӑка анса ӳксе машина водителӗн пурнӑҫӗ татӑлнӑ. Ку факта тӗпчевҫӗсем малалла тӗпчеҫҫӗ.
Ҫӗрпӳ хули ҫумӗнчи Мӑн Ҫавал урлӑ хывнӑ кӗпере кӑҫалхи юпа уйӑхӗнче юсаса пӗтерессине Чӑваш халӑх сайчӗ маларах пӗлтерчӗ-ха. Ӗҫе юпа уйӑхӗнче вӗҫлессине, аса илтерер, «Волго-Вятскуправтодор» предприяти пуҫлӑхӗ Ильдар Мингазов шантарнӑ.
Халӗ вара тата тепӗр хыпар илтрӗмӗр. Чӑваш Енӗн Гостехнадзор ӗҫченӗсем Ҫӗрпӳ кӗперне юсакан техникӑна тӗрӗсленӗ. Вӗсем хӑй тӗллӗн ҫӳрекен ултӑ техн
икӑна хакланӑ. Техникӑн пӗр пайӗ хӑрушсӑр мар иккен. Пӗр тракториста-машинистӑн удостоверени пул ан. Гусеницӑллӑ эскаватора кирлӗ пек регистрацилемен. Автогрейдерӑн медицина аптечки тата ҫулӑм сӳнтерекен хатӗр пулман, Hitachiне гусеницӑллӑ эскаватора техтӗрӗслев витӗр кӑларман. Рейд вӑхӑтӗнче тӑватӑ протокол ҫырнӑ.
Иртнӗ эрнекун, ҫӗртме уйӑхӗн 15-мӗшӗнче, Комсомольски районӗнчи Хырай Ӗнел ялӗнче культура ҫурчӗ хӑпартма тытӑннӑ. Пӗрремӗш кирпӗчсене Чӑваш Енӗн культура министрӗ Константин Яковлев, Патшалӑх Канашӗн депутачӗ Пётр Краснов, Чӑваш халӑх поэчӗ Валери Туркай, Комсомольский район администрацийӗн пуҫлӑхӗ Александр Осипов хунӑ. Ҫакна курма ял ҫыннисем те йышлӑн пухӑннӑ.
Палӑртса хӑварни вырӑнлӑ пулмалла, пӗр харӑсах 150 ҫын вырнаҫма пултаракан ҫак культура ҫуртне кӑҫал кӗркунне хута ямалла. Ӑна ҫӗклемешкӗн 16 миллион тенкӗ ытла уйӑрнӑ. Ҫав укҫаран 14 миллион ытларах тенки — республика, 2 миллионӗ вырӑнти хыснасенчен. Хырай Ӗнелти культура ҫурчӗ — Чӑваш Енре ҫулталӑк пуҫланнӑранпа купалама тытӑннӑ пиллӗкмӗш учреждени.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (22.12.2024 03:00) пӗлӗтлӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 751 - 753 мм, -1 - -3 градус сивӗ пулӗ, ҫил 1-3 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр енчен вӗрӗ.
| Кӑрмӑш гербне йышӑннӑ. | ||
| Вӑта Тимӗрҫен шкулне уҫнӑ. | ||
| Аслут Александр Николаевич, чӑваш сӑвӑҫи, ҫыравҫи ҫуралнӑ. | ||
Пулӑм хуш... |