Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 -2.7 °C
Шӗшкӗ авмасӑр мӑйӑр татаймӑн.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Ял пурнӑҫӗ: Ҫӗмӗрле районӗнче ял старостисем пухӑннӑ

Сутатӑп Уйăхри пăру сутатăп.Хакĕ килĕшсе татăлнипе.
Сутатӑп Чăн-чăн килти хытă чăкăтсем (сырсем) сутатпăр. Вĕсене мăн пыршă (вырăсла сычуг) ...
Сутатӑп Хурăн вутти Муркаш районĕпе тата Шупашкар районĕнчи Ишлей тăрăхĕпе сутатăп. Ха...
Аçтахар Плотников 25.02.2015 16:24 | 1713 хут пӑхнӑ
Ял пурнӑҫӗ

Ҫӗмӗрле тӑрӑхӗнчи ял старостисем паян Мӑн Турхан ялне пухӑннӑ, вӗсене пурне те кӑмӑллӑн та вашаватлӑн ялти культурӑпа сывлӑх ҫирӗплетекен центрӗн акт залӗ йышӑннӑ.

Пухӑва уҫнӑ майӑн Чӑваш Республикин муниципаллӑ пӗрлӗхсен Канашӗн ӗҫ тӑвакан директорӗ Николаев Станислав Андреевич старостӑсен пысӑк вырӑнне палӑртнӑ. Шӑп та лӑп вӗсем урлӑ халӑхпа влаҫ хушшинче ҫыхӑну йӗркеленни пирки асӑннӑ. Ҫавӑнпа яваплӑхӗ те пысӑк. Станислав Андреевич хӑйӗн сӑмахӗнче ӑнӑҫлӑ ӗҫлекен старостӑсен ячӗсене те асӑннӑ. Пухӑннисем умӗнче сӑмах илнӗ тепӗр ҫын — Ҫӗмӗрле районӗн администраци пуҫлӑхӗ Рафинов Лев Геннадьевич — старостӑн ӗҫӗсене каласа тухнӑ. Ялти ҫак ҫын тавралӑха тирпейлеме пулӑшмалла, налук пухассине лайӑхлатмалла. Старостӑсенех суйлав ирттерме хутшӑнмалла, пушартан сыхланмалли ӗҫсене тумалла. Унсӑр пуҫне старостӑсем ял тӑрӑхӗн пуҫлӑхне ялта мӗн-мӗн пулса иртни пирки, ялтисене вара ял тӑрӑхӗ мӗнле ӗҫлени ҫинчен пӗлтерсех тӑмалла имӗш.

Ял старостисем хӑйсем те сӑмах илчӗҫ. Сӑмахран, Тӑванкасси ял тӑрӑхне кӗрекен Кӗҫӗн Тӑван старости Алевтина Ташманова хӑйне шанса панӑ ялӑн йывӑрлӑхӗсем ҫинче чарӑнса тӑчӗ. Вӗсем мӗнлерех пулнисем пирки, шел те, Ҫӗмӗрле районӗн сайчӗ пӗлтермест. Мӑн Улхаш ял тӑрӑхӗн пуҫлӑхӗ Максим Медведев вара хӑй ӗҫӗнче старостӑсемпе мӗнле тачӑ ӗҫлеме пултарни пирки каласа пачӗ.

Пуху, паллах, чыслав пайӗсӗр иртмерӗ. Кузьмин Василий Ивановича (Мӑн Турхан ял тӑрӑхӗ), Ташманова Алевтина Павловнӑна (Тӑванкасси ял тӑрӑхӗ), Хуморов Георгий Михайловича (Ҫӗмӗрле ял тӑрӑхӗ) Чӑваш Республикин муниципаллӑ пӗрлӗхсен Канашӗ хӑйӗн Хисеп хучӗпе чысларӗ. Чи хастар старостӑсем ҫавӑн пекех Ҫӗмӗрле район администрацийӗнчен Тав ҫырӑвӗ илме тивӗҫ пулчӗҫ.

Сӑнсем (16)

#Мӑн Турхан, #старостӑсем, #Ҫӗмӗрле районӗ, #Кӗҫӗн Тӑван, #Мӑн Улхаш ял тӑрӑхӗ, #Ҫӗмӗрле ял тӑрӑхӗ, #Тӑванкасси ял тӑрӑхӗ, #Мӑн Турхан ял тӑрӑхӗ, #пухусем, #политика

 

Комментариле

Сирӗн ятӑp:
Анлӑлатса ҫырни:
B T U T Ячӗ1 Ячӗ2 Ячӗ3 # X2 X2 Ӳкерчӗк http://
WWW:
ӐӑӖӗҪҫӲӳ
Пурӗ кӗртнӗ: 0 симв. Чи пысӑк виҫе: 1200 симв.
Сирӗн чӑвашла ҫырма май паракан сарӑм (раскладка) ҫук пулсан ӑна КУНТАН илме пултаратӑр.
 

Эсир усӑ курма пултаракан Wiki тэгсем:

__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.

__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).

__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.

**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.

~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.

___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.

Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем