Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 -7.7 °C
Ҫӑкӑр-тӑвар хире-хирӗҫ.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Республикӑра: Старостӑсене удостоверени тата тӗрлӗ ҫӑмӑллӑх парӗҫ

Сутатӑп Уйăхри пăру сутатăп.Хакĕ килĕшсе татăлнипе.
Сутатӑп Чăн-чăн килти хытă чăкăтсем (сырсем) сутатпăр. Вĕсене мăн пыршă (вырăсла сычуг) ...
Сутатӑп Хурăн вутти Муркаш районĕпе тата Шупашкар районĕнчи Ишлей тăрăхĕпе сутатăп. Ха...
Таисия Ташней 13.12.2018 07:04 | 1742 хут пӑхнӑ
Республикӑра
Етӗрне районӗнчи старостӑсен слечӗ. 2013 ҫулхи юпа уйӑхӗ
Етӗрне районӗнчи старостӑсен слечӗ. 2013 ҫулхи юпа уйӑхӗ

Чӑваш Енри старостӑсене тӗрлӗ ҫӑмӑллӑх парӗҫ. Анчах, тӳрех палӑртар, ҫавӑ укҫа-тенкӗпе ҫыхӑнман.

Ӗнер Чӑваш Енӗн Министрсен Кабинечӗн ларӑвӗ иртнӗ. Унта старостӑсене парас ҫӑмӑллӑхсемпе ҫыхӑннӑ саккун проектне тишкернӗ. Унпа Чӑваш Енӗн юстици тата пурлӑх хутшӑнӑвӗсен министрӗ Наталья Юрьевна паллаштарнӑ. Старостӑсене хӑйсен ял тӑрӑхӗн администрацине черетсӗр кӗме, ӗҫре кирлӗ информацие ыйтса илме, вырӑнти хай тытӑмлӑх органӗсем ирттерекен ларусемпе мероприятисене хутшӑнма, тӗрлӗ ҫӗре ыйтса ҫырма ирӗк парасшӑн.

Ял тӑрӑхӗсен пуҫлӑхӗсене удостоверени памалла тӑвасшӑн.

Сӑмах май каласан, Куславкка районӗнче старостӑсене ҫӗр налукӗ тӳлеттермеҫҫӗ. Ун пек е ытти ҫавӑн йышши ҫӑмӑллӑха кӳрессине ытти районпа хулара та пӑхса хӑварма ирӗк пур.

#ҫӑмӑллӑхсем, #Куславкка районӗ, #правительство, #ларусем, #саккунсем, #ҫӗнӗлӗх, #старостӑсем

 

Ҫавӑн пекех пӑхӑр

Комментари:

Agabazar // 1837.80.0099
2018.12.15 04:06
Agabazar
Кунашкал япалана "çамăллăх" мар, "полномочи" теççĕ.

Комментариле

Сирӗн ятӑp:
Анлӑлатса ҫырни:
B T U T Ячӗ1 Ячӗ2 Ячӗ3 # X2 X2 Ӳкерчӗк http://
WWW:
ӐӑӖӗҪҫӲӳ
Пурӗ кӗртнӗ: 0 симв. Чи пысӑк виҫе: 1200 симв.
Сирӗн чӑвашла ҫырма май паракан сарӑм (раскладка) ҫук пулсан ӑна КУНТАН илме пултаратӑр.
 

Эсир усӑ курма пултаракан Wiki тэгсем:

__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.

__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).

__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.

**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.

~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.

___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.

Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем