Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +12.3 °C
Васкакан вакка сикнӗ тет.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Хыпарсем: пӑтӑрмахсем

Куллен хыпарсемпе паллашнӑ чух, шел пулин те, нумай чухне вӗсенче хӑрушӑ, тискер ӗҫ-пуҫсене сӑнама лекет. «Ҫул-йӗрте инкек сиксе тухнӑ», «Пушар ҫын пурлӑхне тӗпипе пӗтернӗ», «Эрех пула ҫын пурнӑҫне татнӑ» кун йышши хыпарсем масаллӑ информаци хатӗрсенче тӑтӑшах тӗл пулаҫҫӗ. Вӗсемпе паллашса ҫынӑн кӑмӑлӗ те хуҫалать пуль. Анчах тискер лару-туру вӑл кулленхи пурнӑҫӑн уйрӑлми пайӗ. Ыррипе юнашар яланах усалли ҫӳрет. Ҫавӑнпа тискер ӗҫ-пуҫсене сӑнанӑ май этемӗн «вӗсенчен мӗнле майпа хӑтӑлас-ши? Мана ку инкек пырса ан тивтӗр» тесе шанма пурӑнмалла.

Чи хӑрушӑ хыпар вӑл — тӗрлӗ сӑлтавесне пула ҫын пурнӑҫӗ вӑхӑтсӑр татӑлни. Йӗрлев пӗлтернӗ тӑрӑх ҫӗртмен 11-мӗшӗнче эмеле йышӑннӑ виҫерен ытларах ӗҫнипе 20 ҫулхи хӗр пурнӑҫӗ татӑлнӑ пулнӑ. Асӑннӑ хӗр вӑл кун аптекӑна кайса килнӗ иккен, ун хыҫҫӑн 16:00 сехет тӗлнелле хӑйне япӑх туйма пуҫланӑ, вара унпа пӗрлӗ пурӑнакан тантӑшӗсем тӳрӗх васкавлӑ пулӑшу пульницине шӑнкӑравланӑ. Килсе ҫитнӗ тухтӑрсем шел пулин те хӗре ҫӑлса ӗлкереймен.

Чӑваш Енӗн йӗрлев комитечӗн ертӳҫӗ пулӑшӑҫи Олег Дмитриев палӑртса хӑварнӑ тӑрӑх вилнӗ хӗрен юлташӗсем каларӑшӗпе вӗсен тантӑшӗ пӳклӗм вилем ҫинчен сӑмах хускатни пӗрре те асӑрхаман, кӑмӑлӗнче тата тыткалӑшӗнче те пӗлтерӗшлӗ сӑнавсем сисӗнмен.

Малалла...

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: http://pg21.ru/newsv2/63341.html
 

Ӗнер Шупашкарта 32 ҫулти арҫын ҫынсен умӗнчех перӗнсе вилнӗ.

Следстви комитечӗн республикӑри управленийӗн пресс-служби хыпарланӑ тӑрӑх, унччен вӑл 25 ҫулхи каччӑ патне пынӑ. Ҫамрӑка хайхискер арӑмӗ ҫумне кӗвӗҫнӗ иккен. Каччӑна кӗтнӗ вӑхӑтра арҫын ҫур литр коньяк пушатнӑ имӗш. Кайран, лешӗ подьездран хӗрпе кӗнине курсан, ӑна пистолетран пеме пуҫланӑ. Анчах тӗл лектереймен, лешӗ тата унпа пӗрле пулнӑ хӗр тухса тарса ӗлкӗрнӗ. Урама тухнӑ хыҫҫӑн арҫын хӑйне хӑй пӑшалпа пенӗ. Аманнӑскере пульницӑна илсе каяҫҫӗ, анчах унта ҫитсен куҫне ӗмӗрлӗхе хупать.

 

Ӗнер, ҫӗртмен 4-мӗшӗнче, 11:00 сехетре Склад тӑкӑрлӑкӗнче инкек сиксе тухнӑ — тиев машини ҫул урлӑ каҫакан ҫынна ҫапса кайнӑ. ҪЙХПИ ӗҫченӗсем ӑнлантарнӑ тӑрӑх айӑпӗ хӑйӗнче пулнӑ мӗн.

— Ҫул урлӑ каҫиччен урапасем (машин) пуррипе ҫуккине лайӑхрах сӑнамалла пулнӑ. Ку арҫын вара унталла-кунталла пӑхма ӳркеннӗ, хӑйӗн тимсӗрлӗхне пула ҫеҫ инкеке лекнӗ. Сусӑрланнӑ арҫынна тӳрех пульница леҫнӗ, — пӗлтереҫҫӗ ҪЙХПИ ӗҫченӗсем.

ГАЗ–53-14 тиев машини водителӗ те ҫул урлӑ каҫакан арҫына тӳрех асӑрхаманни ҫинчен пӗлтерет. Ҫапла вара урапана вӑхӑтра чарса ӗлкерейменнипе ҫынн пырса ҫапнӑ.

Инкеке лекнӗ арҫын сывлӑхне халь Шупашкар пульницинче сиплеҫҫӗ.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: http://pg21.ru/newsv2/63111.html
 

Ҫӗртмен 3-мӗшӗнче Шупашкарта 19:20 сехетре Трактор тӑвакансен проспектӗнче ҫул ҫинче инкек сиксе тухнӑ. Чӑваш Енӗн ГИБДД ӗҫченӗсем пӗлтернӗ тӑрӑх Ҫӗнӗ кӑнтӑр районӗнче Форд урапапа (машинпа) пыракан водитель скутера ҫапса кайнӑ иккен. Скутер водителӗпе пӗрле ларса пыракан 6 ҫулхи хӗрачана тӳрех пульницӑна леҫнӗ.

«Форд Мондео» машинпа пыракан 32 ҫулхи водитель ҫул кукринче ҫаврӑннӑ чухне «Suzuki sepia» мопеда сисеймен пулнӑ, ҫапла вара скутера пырса ҫапнӑ.

Ӗнерхи кун республикӑра ҫул ҫинче пурӗ 4 пӑтӑрмах пулнӑ, вӗсенче 7 ҫын аманнӑ. Унсӑр пуҫне тата 20 ӳсер водителе тытнӑ.

 

Ҫӗртмен 4-мӗшӗнче хӑйӑр кӑларнӑ лаптӑкра пысӑк инкек сиксе тухнӑ — икӗ ҫын хӑйӑр айне лексе вилнӗ иккен. Республикӑри СУ СКР ертӳҫин аслӑ пулӑшуҫи Олег Дмитриев пӗлтернӗ тӑрӑх ҫак пӑтӑрмах Ҫӗрпӳ районӗнчи Виҫҫӗмӗш Вӑрманкасси ҫывӑхӗнче пулса иртнӗ. Ялти 6 ҫын ҫак вырӑнта килти хуҫалӑх валли хӑйӑр кӑларнӑ пулать. Ҫырӗ ытла та чӑнкӑ пулнӑ иккен — тайлӑк ҫӳллӗшӗ 8 метра ҫитнӗ.

— 16:00 сехет тӗлнелле, ҫӗр йӑтӑнса анса 1951 тата 1956 ҫулхи арҫынсене хӑй айне тунӑ. Юнашар ӗҫленӗ ҫынсем инкеке лекнӗскерсене ҫӑлма чупнӑ, анчах ӗлкереймен — иккӗшӗ те вилсе кайнӑ, — пӗлтерчӗ Дмитриев.

Паянхи кунна ҫак ӗҫ-пуҫпа тӗрӗслев пырать, мӗн-пур фактсене пуҫтарнӑ хыҫҫӑн процессуаллӑ йышӑну ҫирӗплетме палӑртнӑ.

 

Кӑрлач уйӑхӗнче Ҫӗнӗ Шупашкарта 16-ҫулхи каччӑ хӑйӗн юлташӗ патӗнче компьтер вӑйипе вылянӑ хыҫҫӑн киле таврӑннӑ пулнӑ. Совет урамӗнче вӑл 40 ҫулхи ӳсӗр арҫынна тӗл пулнӑ, вара ӑна вӑл хытах хӗнесе карас телефонне вӑрланӑ пулнӑ. Хытах сусӑрланнине пула арҫын выртнӑ ҫӗртех вилсе кайнӑ.

Каярах ШӖМ ӗҫченӗсем, хураха тытнӑ хыҫҫӑн, арҫынна ҫав тери мӗншӗн ватнине ыйтсан ҫамрӑк ҫапларах хуравланӑ иккен: «Килелле утнӑ май ман хыҫҫӑн темле арҫын ҫакланчӗ. Укҫа-тенкӗпе пулӑшма ыйтрӗ. Укҫапа тивӗҫтернӗ хыҫҫӑн ӳсерскер сасартӑк ман пирки тата ман анне ҫинчен усал сӑмахсем калама пуҫларӗ. Хытах урнипе чӑтаймасӑр эпӗ ӑна хӗнеме тытӑнтӑм».

Карас телефонне вӑрланӑ сӑлтава арҫын ача калама пултарайман. Хӑйне полици ӗҫченӗсем шыранӑ ҫинчен илтсенех вӑл тӳрех вӑрланӑ япаларан хӑтӑлма васканӑ.

Паянхи кун асӑннӑ ӗҫ-пуҫпа ШӖМ ӗҫченӗсем тӗпчев вӗҫленӗ ӗнтӗ. Вара 16 ҫулхи каччӑн шӑпине ҫитес кунсенче суд татса парӗ.

 

Иртнӗ кунсенче суту-илӳ ҫурчӗ умӗнче Патшалӑх Канашӗн депутат пулӑшуҫи урапасем (машинсем) лартмалли вырӑнта пӗр харӑс виҫӗ машина лектернӗ имӗш. Ӳсерскер ВАЗ-ӑн 8-мӗш моделӗн рульӗ умӗнче ларнӑ. Лару-тӑрӑва уҫӑмлатас тӗлешпе пӗр харӑс икӗ ДПС машини пырса ҫитнӗ.

Хӑйсен пулӑшуҫине депутатсем хайсем суйлаҫҫӗ. Ку ӗҫе тӑвана е пӗр-пӗр пӗлӗше шантарма саккун чармасть. Ҫавӑнпах та пуль пулӑшуҫӑсем «ӗҫсер лармаҫҫӗ», хыт ӗҫленипе чунсене лӑплантарма «хӗренкелеҫҫӗ», вара руль умне ларса ҫӳллерех асӑннӑ ӗҫ-пуҫсене лекеҫҫӗ те.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: http://pg21.ru/newsv2/63044.html
 

Сӗнтӗрвӑрри районӗнчи инкек пирки эпир иртнӗ кунсенче пӗлтернӗччӗ ӗнтӗ. Ҫу уйӑхӗн 25-мӗшӗнче каҫ-кӳлем тӗлнелле Атӑлта ултӑ ҫамрӑк ларса килекен моторлӑ кимӗ ӑнсӑртран ҫаврӑнса ӳкнӗ, вара ҫакна пула кашни шыва кӗрсе ӳкнӗ. Пиллӗкӗшӗ ҫӑлӑнма пултарнӑ, 16-ҫулхи хӗр вара путса вилнӗ.

Хӗрен виллине ИӖМ ӗҫченӗсем юханшывра эрне хушши шыранӑ пулнӑ. Республикӑри СУ СКР пуҫлӑхӗн аслӑ пулӑшаканӗ Олег Дмитриев пӗлтернӗ тӑрӑх ӗнер, ҫӗртмӗн 1-мӗшӗнче ҫеҫ 17:00 сехетсенче Сӗнтӗрвӑрри районӗнчи Карапаш ялӗ ҫумӗнче ял ҫыннисем хӗр виллине асӑрханӑ пулнӑ.

Асӑннӑ ӗҫ-пуҫпа паянхи кун тӗпчев пырать, моторлӑ кимӗн хуҫине ҫитес кунсенче явап тыттарӗҫ.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: http://pg21.ru/newsv2/63045.html
 

Паян, ҫӗртме уйӑхӗн 2-мӗшӗнче ирхи 6 сехетре Ҫӗнӗ Шупашкарти чиркӗвӗн ҫурт-йӗрӗнче пушар тухнӑ пулнӑ-мӗн.

ИӖМ тетелӗ пӗлтернӗ тӑрӑх чиркӳре электричество пралукӗ хыпса илнӗ, ҫулӑм 3 метр электричество кабелне ҫунтарнӑ имӗш.

Пӗтӗмешле ҫулӑмпа тивнӗ лаптӑк — ҫур тӑваткал метр. Ҫулӑмпа кӗрешекенсем пушара хӑвӑрт ҫунтернӗ — вӗсене 15 минут ҫех кирлӗ пулнӑ. Турра шӗкӗр, асӑннӑ пушар ҫын пурнӑҫне илсе кайман, аманнисем те тупӑнман.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: http://pg21.ru/newsv2/63048.html
 

Улатӑр хули
Улатӑр хули

Ӗнер, каҫхи 11 сехет те 15 минутра, Улатӑр хули шывсӑр тӑрса юлнӑ. Сӑлтавӗ — канализаци коллекторӗнче инкек пулнине кура ӗҫмелли шыв вӑхӑтлӑха чарса лартни. Ҫапла майпа 8 пине яхӑн ҫурта шыв пыма пӑрахнӑ. Ҫав шутра социаллӑ пӗлтерӗшлӗ объектсем те пур иккен. Хула мэрийӗ ӗнетернине шута илсен больницӑсенче, ача ҫуртӗнче, ҫул ҫитменнисен социаллӑ реабилитаци центрӗнче, ача сачӗсенче, социаллӑ сфера учрежденийӗсенче ҫапах та ӗҫмелли шывсӑр лартман иккен.

Сӑмах май, инкеке пӗтерме май килнӗ. Хула ҫыннисене ӗҫмелли шывпа тивӗҫтерме пуҫланӑ.

 

Страницӑсем: 1 ... 367, 368, 369, 370, 371, 372, 373, 374, 375, 376, [377], 378, 379, 380, 381, 382, 383, 384, 385
Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем

0 Хурал кӗтесӗ (чат)

Ҫанталӑк

Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (17.05.2024 15:00) пӗлӗтлӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 750 - 752 мм, 14 - 16 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 2-4 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа хӗвеланӑҫ енчен вӗрӗ.

Гороскоп

СурӑхВӑкӑрЙӗкӗрешРакАрӑсланХӗрТарасаСкорпионУхӑҫӑТу качакиШывтӑканПулӑсем
Сурӑх: Ĕçсене татса пама лайăх тапхăр. Çывăхри çын сирĕн лару-тăру йĕркеллех тесе ĕнентерĕ. Ахăртнех, хастартарах пулсан лару-тăрăва йĕркелесе яратăр. Нимĕн те тумасан, вырăнтан хускалмасан ыйтусем çивĕчленсе пырĕç кăна.

Ҫу, 17

1927
97
Максимов Николай Петрович, театр ӳнерҫи ҫуралнӑ.
1949
75
Корчаков Николай Васильевич, чӑваш артисчӗ, Чӑваш Республикин тава тивӗҫлӗ ӳнер ӗҫченӗ ҫуралнӑ.
Пулӑм хуш...Пулӑм хуш...

Ыйтӑм

Чӑваш йӑли тӑрӑх хӑнана пынӑ арҫынна камӑн ӑсатмалла?
ӑсатма тухни — ҫылӑх, юрамасть
хуть те кам тухсан та
хӑнана ӑсатма никам та тухмасть
кил-йышри арҫын
хуҫин ҫитӗннӗ ачисем
пӗтӗм кил-йышпа тухаҫҫӗ
хуҫа тарҫи
хӑни ҫулне ахаль те пӗлет, ӑсатмасӑр та
хуҫа арӑмӗ
хуҫа хӑй