Канаш районӗнчи Ушанар ялӗнчи пӗвере инкек пулнӑ. Унта пӗчӗк хӗрача путса вилнӗ.
Ҫынсем халӑх тетелӗнче пӗлтернӗ тӑрӑх, унта 2 ҫул та 8 уйӑхри хӗрача путнӑ. Ачана халӗ те тупман. Вырӑна Республикӑри шыравпа ҫӑлав службин водолазӗсем ҫитнӗ.
Хӗрача утӑ уйӑхӗн 4-мӗшӗнче путнӑ. Каҫ кӳлӗм ашшӗ-амӑшӗ ачине пӗрле илсе шыва кӗме кайнӑ. Хӗрача ашшӗпе пӗрле вӗрсе хӑпартнӑ матрас ҫинче ярӑннӑ. Темӗн пулнӑ унта — ача шыва ӳкнӗ те шывпа чыхӑнса кайнӑ.
«Ашшӗ матраспа ярӑнма ачине те илнӗ. Инкек пулнӑ чухне вӑл телефонпа калаҫнӑ-мӗн, ним те сисмен. Кайран васкавлӑ медпулӑшу ҫитнӗ, пушарнӑйсем, полицейскисем чарӑннӑ. Ачан виллине халӗ те тупман теҫҫӗ», — ҫырнӑ халӑх тетелӗнче Николай Константинов, Ушанар ялӗнче пурӑнаканскер.
Иртнӗ эрнекун, утӑ уйӑхӗн 1-мӗшӗнче, чукун ҫул ҫинче авари пулнӑ. Канаш районӗнче (680-мӗш ҫухрӑм, Канаш-Энӗшпуҫ перегон) пуйӑс рельс ҫинчен тухса кайнӑ.
Юрать, цистерна пушӑ пулнӑ. Пуйӑс мӗншӗн рельс ҫинчен тухса кайни те паллӑ. Вакун юсакансен айӑпӗ ку. Ку ӗҫе унччен «НВК» тулли мар яваплӑ общество пурнӑҫланӑ. Чукун ҫул ӗҫченӗсем нимӗнпе те айӑплӑ мар, ҫулсем нормативпа килӗшӳллӗн пулни паллӑ.
Пассажир пуйӑсӗсене ирттерсе янӑ. Цистернӑна аяккала сӗтӗрсе кайнӑ. Ку пӑтӑрмахра никам та шар курман, экологишӗн те нимӗнпе те хӑрушӑ мар вӑл.
Транспорт полицийӗ чукун ҫул ҫинче пулнӑ пӑтӑрмаха тӗпчет. Нумаях пулмасть станцӑра ҫамрӑк арҫынна ток ҫапнӑ.
Телее, 26-ри арҫын чӗрех юлнӑ. Вӑл суранланнӑ. Арҫынна Ҫӗмӗрлери станцире пынӑ чухне ток ҫапнӑ. Ӑна тӳрех пульницӑна илсе ҫитернӗ.
Станцӑра ун чухне планпа килӗшӳллӗн ӗҫсем пынӑ. Пысӑк вольтлӑ линие, ҫӳлтен каяканскере, юсанӑ. Арҫынна лини шар кӑтартнӑ. Унӑн кӗлеткин сулахай пайӗ ҫуннӑ.
Полици асӑрхаттарать: чукун ҫул хӑрушлӑх кӑларса тӑратакан вырӑн. Ҫулсем ҫинче электричество пур. Вӑл 27 пин вольта ҫитет. Вакунсемпе цистернӑсене хӑпарма юрамасть, ку пурнӑҫшӑн хӑрушӑ.
Ку Вӑрмар районӗнчи пӗр ялта пулнӑ. Судьяра ӗҫлекен арҫын тӗлӗшпе пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑ. Хайхискер яла кайсан икӗ ҫынна хур кӑтартнӑ.
Следстви материалӗсенче палӑртнӑ тӑрӑх, 2015 ҫулхи ҫӗртме уйӑхӗн 12-мӗшӗнче вӑл яла кайнӑ. Хайхискер ӳсӗр пулнӑ, хӑйӗн иномаркинчен тухса ялти 60 ҫулти хӗрарӑмпа ятлаҫма тытӑннӑ. Арҫын ӑна тӗксе янӑ, лешӗ ҫӗр ҫине ӳкнӗ. Кунпа та лӑпланман тӳре — урипе тапнӑ, кайран аллинчен ярса тытнӑ та хуҫнӑ.
Ҫакна хӗрарӑмӑн 32 ҫулти ывӑлӗ курнӑ. Вӑл амӑшне хӳтӗлеме тӑнӑ. Анчах тӳре ӑна та хӗнеме тытӑннӑ. Тӳре тӗлӗшпе пуҫарнӑ пуҫиле ӗҫе малалла тишкереҫҫӗ.
Ҫак кунсенче Шупашкарти Канаш ҫулӗ хӗриннеле вырнаҫнӑ чӑваш тӗнӗн юпине сӑтӑр тунӑ. Юпана ӳпӗнтерме тӑрӑшнӑ, пуртӑпа вакласа касса пеме хӑтланнӑ. Юрать-ха хӑйсен усал ӗҫне вӗҫне ҫитереймен — те ывӑнса ҫитнӗ, те вӗсене хӑратнӑ.
Хӗветӗр Мадуров каласа панӑ тӑрӑх хӑйсен усал ӗҫне сӑтӑрҫӑсем ҫак кунсенче тунӑ. Темиҫе кун маларах юпа чиперех тӑнине ҫак вырӑнта ӗҫлекен рабочисем те каласа панӑ.
Ку юпана ҫӗмӗрес шухӑшлисем унччен те пулнӑ. Юпана хӑй вӑхӑтӗнче пуртӑпа такканӑ, шӑтӑк чавса кӑларса пеме хӑтланнӑ.
Хӗветӗр Мадуров юпана сӑтӑр тунине пула йӗрке хуралҫисене шӑнкӑравланӑ. Вӗсем ҫак ӗҫе кам тунине палӑртаҫҫех тесе шанас килет.
Чӑваш Енре тепӗр арҫын ача путса вилнӗ. Ку Канаш хулинче пулнӑ. Хулара водолазсем пулманран ачан виллине пӗрлӗхлӗ диспетчер службин ятарлӑ программӑсен пайӗн пуҫлӑхӗ туртса кӑларнӑ.
Паян, ҫӗртме уйӑхӗн 28-мӗшӗнче, 11 сехет те 47 минутра Канашри диспетчер службине иртен-ҫӳрен шӑнкӑравланӑ. Вӗсем парк тата Машин тӑвакансен урамӗ хушшинчи пӗвере арҫын ача путнине пӗлтернӗ.
Тӑватӑ арҫын ача шыва кӗме кайнӑ пулнӑ. Ҫанталӑк сивӗреххине пӑхман вӗсем. Пӗр ача шыва чӑмсан тухманнине кура теприсем пӑшӑрханса ӳкнӗ, макӑрма тытӑннӑ. Ҫакна курнисем диспетчер службине шӑнкӑравласан Валерий Чернов вырӑна тухнӑ. Вӑл ача виллине хӑйех туртса кӑларнӑ. Малтанлӑха пӗлтернӗ тӑрӑх, ача шӑнӑр туртнипе вилнӗ.
Чӑваш Енре, пӗлтӗрхи ҫак тапхӑрпа танлаштарсан, шывра путса вилнӗ ҫынсен хисепӗ ӳснӗ. Нумаях пулмасть 6 ҫулти арҫын ача пӗвере путнӑ.
Ку инкек Шупашкар районӗнчи Мӑн Кивпулӑх ялӗнче пулнӑ. Арҫын ача амӑшӗпе пӗрле яла ҫуллахи каникула килнӗ. Ҫак арҫын ача тата тепӗр ача, 5-рискер, велосипедпа ярӑнма кайнӑ. Анчах кун пирки вӗсем никама та систермен.
Пӗве урлӑ каҫма тӑрсан арҫын ача кӗпер ҫине тӑнӑ. Унӑн уринче тапочка тухса ӳкнӗ. Ача ӑна илес тесе пӗшкӗннӗ те тытӑнса тӑрайман — шыва чӑмнӑ. Тусӗ ҫакна курсан киле чупнӑ, тӑванӗсене каласа кӑтартнӑ.
Ачан виллине икӗ сехетрен тупнӑ. Халӗ экспертиза ирттереҫҫӗ. Кун хыҫҫӑн пӗтӗмлетӳ тӑвӗҫ.
Шӑрӑх ҫанталӑкра шывра асӑрхануллӑ пулма ыйтаҫҫӗ. Ҫапах хӑшӗ-пӗри ҫакна хӑлхана чикмест — ӳсӗрле шыва кӗме каять.
Инкек Шупашкар районӗнчи Атӑльялӗнче пулнӑ. Ҫамрӑк арҫын ӳсӗр чухне шыва кӗме кайнӑ. 28 ҫултискер пӗвере пӗчченех чӑмпӑлтатнӑ.
Кӑштахран ял ҫыннисем арҫын виллине асӑрханӑ та ҫӑлавҫӑсене чӗннӗ. Унӑн кӗлеткине водолазсем ҫыран хӗррине илсе тухнӑ.
Сӑмах май, кӑҫал ҫу-ҫӗртме уйӑхӗсенче республикӑра 9 ҫын путса вилнӗ. Вӗсенчен виҫҫӗшӗ — ачасем тата ҫамрӑк. Инкек чылай чухне шыва кӗме юраман вырӑнта пулать. Кӑҫал республикӑра 14 пляж официаллӑ майпа ӗҫлет.
«Чӑвашупрдор» хысна учрежденийӗн пуҫлӑхӗ Игорь Прусаков ака уйӑхӗн 17-мӗшӗнче руль умне ӳсӗр ларнипе ҫул-йӗр инспекторӗсен аллине ҫакланнине эпир пӗлтернӗччӗ.
Аса илтеретпӗр, ӗҫри урапана тытса пыракан пуҫлӑх инспекторсемпе те хӑйне кӑнттам тытнӑ. Урапа умне хӗрӗнкӗ пуҫпа кӗрсе ларнӑ пуҫлӑх Чӑваш Енӗн правительствин ҫул-йӗр ҫинчи хӑрушсӑрлӑх енӗпе ӗҫлекен комиссин пайташӗ шутланать.
Ҫӗртмен 20-мӗшӗнче Шупашкар районӗнчи 2-мӗш суд участокӗн миравай тӳри пуҫлӑха ҫулталӑк ҫурӑлӑха водитель прависӗр хӑварма тата 30 пин тенкӗлӗх штрафлама йышӑннӑ.
Суд ларӑвне темиҫе хутчен те куҫарнине пӗлтереҫҫӗ. Малтан — ваккат ыйтнипе, каярах икӗ хутчен — кӳнтеленсене чӗннине пула, тепрехинче — тӳре ӗҫлине кура.
Паян, ҫӗртме уйӑхӗн 21-мӗшӗнче, 17 сехет те 10 минутра М-7 федераци ҫулӗ ҫинче 400 литр топливо тӑкӑнса кайнӑ. Ку Шупашкар районӗнчи Ҫырмапуҫ ялӗ ҫывӑхӗнче, автоҫулӑн 659-мӗш ҫухрӑмӗнче пулнӑ.
Малтанлӑха пӗлтернӗ тӑрӑх, «КамАЗӑн» 42 ҫулти водителӗ интервала пӑхӑнмасӑр Мерседес маркӑллӑ йывӑр тиевлӗ урапапа ҫапӑннӑ. Телее, аварире никам та вилмен. Анчах Мерседесран ҫул ҫине 400 литр дизель топливи тӑкӑннӑ.
ҪҪХПИ ӗҫченӗсем вырӑна тӳрех ҫитнӗ. Вӗсем урапасене иртсе ҫӳремелли майсем туса панӑ. Ҫӑлавҫӑсем вара аварие пӗтерес тӗллевпе ӗҫленӗ.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (10.01.2025 15:00) пӗлӗтлӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 757 - 759 мм, 0 - -2 градус сивӗ пулӗ, ҫил 2-4 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| Скворцов Юрий Илларионович, чӑваш ҫыравҫи, сӑвӑҫи ҫуралнӑ. | ||
Пулӑм хуш... |