Ҫӗнӗ Шупашкарта йӗрке хуралҫи йӗркене пӑснӑ. Ӑна ӗҫ вырӑнӗпе усӑ курнӑ тесе айӑплама пултараҫҫӗ, хальхи вӑхӑтра ун тӗлӗшпе тӗпчев малалла пырать.
Кӑҫалхи ҫӗртме уйӑхӗнче полици ӗҫченӗ хӑйӗн паллаканне «ИЖ-79-9ТМ» хӗҫпӑшал тавӑрса панӑ. Маларах ҫавна лешӗнчен йӗрке хуралҫисем илмелле тунӑ. Ахальтен мар. Алӑри хӗҫпӑшаллӑ этем хулиганла пӗчӗк ӗҫ тунӑ тата ӳсӗр пуҫпа хӗҫпӑшал йӑтса ҫӳренӗ. Кун пек пуҫтахланакансене хӗҫпӑшал шанмаҫҫӗ.
Йӗрке хуралӗнче тӑрӑшакан ҫын паллаканне шелленипе пулӑшас тенӗ-ши — хӗҫпӑшала тавӑрса памалла тунӑ. Анчах ҫынна ырӑ туни хӑйӗншӗнех кутӑнла ҫаврӑнса тухнӑ. РФ Следстви комитечӗн Чӑваш Енри управленийӗ пӗлтернӗ тӑрӑх, йӗркене пӑснӑ йӗрке хуралҫине пуҫиле майпа айӑплама пултараҫҫӗ.
Ӗренпур облаҫӗнче, Мускав-Чӗлепи ҫул ҫинче, авари пулнӑ. Унта виҫӗ ҫын вилнӗ. Вӗсем – Чӑваш Енрен.
Авари юпа уйӑхӗн 5-мӗшӗнче ҫӗрле пулнӑ. Малтанлӑха пӗлтернӗ тӑрӑх, «Лада» ҫул хӗресленекен вырӑнта йывӑр тиевлӗ машинӑна ирттерсе яман. Вӗсем ҫапӑннӑ.
Йывӑр тиевлӗ машина тӗп ҫулпа пынӑ. Унта 5 ҫын пынӑ. Виҫҫӗшӗ сурансене пула ҫавӑнтах вилнӗ. Икӗ водителе те, суранланнӑскерсене, пульницӑна илсе ҫитернӗ.
Арӑмӗпе упӑшки, хӗрарӑмӑн амӑшӗ, аппӑшӗ тата ашшӗ аслашшӗне пытарса Ҫӗнӗ Шупашкара килме тухнӑ-мӗн. Икӗ арҫын чӗрӗ юлнӑ. Арӑмӗ 1983 ҫулта ҫуралнӑскер ҫеҫ пулнӑ. Упӑшкипе вӗсем икӗ ача, 10 тата 6 ҫулсенчисем, пӑхса ӳстернӗ.
Шупашкарта коммуналлӑ хуҫалӑхри организацисенчен пӗринче маҫтӑрта ӗҫлекен ҫынна хӑйне пӑхӑнакана хӑрах куҫсӑр тунӑшӑн 15 пин тенкӗлӗх штрафланӑ.
36 ҫулти арҫын ятарласа сӑтӑр кӳмен-ха. Должноҫра лараканскер хӑйне пӑхӑнакан рабочие ӗҫ хӑрушсӑрлӑхӗ пирки асӑрхаттарманшӑн ята кӗнӗ.
Инкекӗ ака уйӑхӗнче Шупашкарта сиксе тухнӑ. Тимӗр пӑралука чӗркекен рабочи куҫлӑх тӑхӑнмасӑрах ӗҫе кӳлӗннӗ. Тимӗр сылтӑм куҫне лексе суккӑрлатнӑ.
Кӑҫалхи утӑ уйӑхӗнче пуҫиле процессуаллӑ саккуна улшӑнусем кӗртнине кура маҫтӑра пуҫиле майпа айӑпламан, 15 пин тенкӗлӗх штрафланипе ҫырлахнӑ. Кунта, РФ Следстви комитечӗн республикӑри управленийӗ пӗлтернӗ тӑрӑх, явапли чунтан куляннине, унччен пуҫиле майпа айӑпланманнине, суранланӑ ҫынна укҫа-тенкӗпе пулӑшнине тата ытти хӑш-пӗр фактора шута илнӗ.
Донбасра Канаш районӗнче ҫуралса ӳснӗ каччӑ пуҫ хунӑ. Малтанлӑха пӗлтернӗ тӑрӑх, вӑл унта хӑйӗн ирӗкӗпе кайнӑ.
26-ри Дмитрий юпа уйӑхӗн 1-мӗшӗнче вилнӗ. Кун пирки малтанах «Твиттерта» хыпарланӑ.
Дмитрий Канаш районӗнчи Мӑкӑр ялӗнче ҫуралса ӳснӗ. Вӑл футболла выляма юратнӑ. Донбаса кайсан унӑн Федор хушма ят пулнӑ.
Халӗ тӑванӗсем унӑн ӳтне Чӑваш Ене илсе килес тӗлӗшпе ӗҫлеҫҫӗ. Ӑна Мӑкӑр ялӗнче пытарӗҫ.
ЧР Ҫар комиссариачӗ кун пирки нимӗн те пӗлмест-мӗн. Хӑйсен ирӗкӗпе Донбаса каякансем пирки вӗсен хыпар ҫук.
Темиҫе ҫул каялла Шупашкарти Ярмӑрккӑ урамӗнче ҫӳллӗ хутран ача ӳкнӗччӗ. Нумаях пулмасть, юпа уйӑхӗн 1-мӗшӗнче, ҫав урамра каллех инкек пулнӑ.
Ҫав кун улттӑмӗш хутран 6 ҫулти ача ӳкнӗ. Пӗчӗкскер васкавлӑ медпулӑшу киличченех сывлама чарӑннӑ.
Ҫакӑн пирки «Про Город» хаҫата Николай Ефимов пӗлтернӗ. Ку инкек пирки вӑл кӳршисенчен пӗлнӗ.
Инкек пулнӑ кунхине ача килте пӗччен е ашшӗ-амӑшӗпе пулнӑ-и? Николай пӗлмест. Халӗ ку ӗҫе следовательсем уҫӑмлатаҫҫӗ.
Пӗрлӗхлӗ дежурнӑй диспетчер службинче улттӑри ача васкавлӑ медпулӑшу киличчен вилнине ҫирӗплетнӗ.
РФ Следстви комитечӗн республикӑри управленийӗн тӗпчевҫисем Шупашкарти ваккат тата унпа пурӑнакан арҫын тӗлӗшпе пуҫиле ӗҫсем пуҫарнине эпир унччен пӗлтернӗччӗ. Халӗ ҫав ҫынсем пирки республика прокуратури айӑплава ҫирӗплетсе суда ярса панӑ.
Аса илтеретпӗр, 45 арҫын тата унпа пурӑнакан, унран икӗ ҫул кӗҫӗнрех хӗрарӑм Федерацин хӑрушсӑрлӑх службин ӗҫченне сӗтев сӗннӗ тесе шухӑшлаҫҫӗ. Хӗрарӑм ваккат пулса ӗҫленӗ-мӗн, арҫынӗ официаллӑ майпа ниҫта та тар тӑкман. 43-ри ваккат вӑйӑ бизнесне саккунлӑ мар майпа тытса тӑракан ҫынна хӳтӗлеме килӗшнӗ. Хӑй хӳтӗлесе пӗтереймессе ӑнланнипе-ши, унпа пӗрле пурӑнакан арҫын Федерацин хӑрушсӑрлӑх службинче тӑрӑшакана пуҫиле ӗҫе чарса лартма пулӑштӑр тесе 500 пин тенкӗ пама пулнӑ. Пуш уйӑхӗн 11-мӗшӗнче хӗрарӑм-ваккат банксенчен пӗрин ячейкине 495 пин тенкӗ кайса хунӑ та унӑн уҫҫине хӑрушсӑрлӑх органӗн ӗҫченне тыттарнӑ.
Шупашкар районӗнчи Ленин ячӗллӗ ял хуҫалӑх кооперативӗнче ҫынсене ҫӗршывра ҫирӗплетнӗ чи пӗчӗк шалуран, 7500 тенкӗрен те, сахалтарах тӳленӗ.
Пӑтӑрмаха Шупашкар районӗнчи прокуратура ӗҫ укҫине епле тӳленине тӗрӗсленӗ чухне асӑрханӑ. Кунсӑр пуҫне Апашри хуҫалӑхра (Ленин ячӗллӗ ял хуҫалӑх производство кооперативӗн кантурӗ унта вырнаҫнӑ) ӗҫ укҫипе те вӑхӑтра татӑлма васкамаҫҫӗ иккен.
Ӗҫ саккунне пӑснӑ хуҫалӑх ертӳҫи тӗлӗшпе прокуратура административлӑ ӗҫ пуҫарнӑ. Материала республика Ӗҫ инспекцийӗ пӑхса тухнӑ хыҫҫӑн директора 5 пин тенкӗлӗх штрафланӑ.
Сӑмах май каласан, асӑннӑ районти панкрута тухас патне ҫитнӗ «Чӑваш бройлерӗ» чӑх-чӗп хапрӑкӗнче те ҫынсене вӑхӑтра шалу тӳлемеҫҫӗ.
Тӗрмере хӗнени пирки калаҫҫӗ-ха, анчах унта ӗҫлекенсен тӗлӗшпе пуҫиле ӗҫ пуҫарнине йӑпӑр-япӑр илтеймӗн. Юсанмалли 1-мӗш колонире ӗҫлекен 33 ҫулти арҫын тӗлӗшпе вара хальхи вӑхӑтра тӗпчев пырать. Ҫав ҫынна кӑҫалхи ҫурла уйӑхӗн вӗҫӗнче тӗрмере ларакана хӗненӗ тесе шухӑшлаҫҫӗ. «Патак ҫиекеннине» вӑрланишӗн тата наркотикшӑн ҫулталӑк каялла айӑпланӑ. Ӑна 3 ҫул та 7 уйӑх хупса усрамалла тунӑ.
Тӗрмере ӗҫлекенпе ларакан хушшинче мӗне пула пӑтӑрмах сиксе тухнине РФ Следстви комитечӗн республикӑри управленийӗ каламан.
Колонире ӗҫлекенӗн айӑпне следстви тата суд ҫирӗплетсе парсан ҫавскере ӗҫ вырӑнӗпе усӑ курнӑшӑн, алӑ ҫӗкленӗшӗн 3 ҫултан пуҫласа 10 ҫул таран ним мар хупма пултараҫҫӗ. Пуҫиле ӗҫе прокуратура органӗсем тӑратнӑ материал тӑрӑх пуҫарнӑ.
Ку пӑтӑрмах Чӑваш Енӗн улттӑмӗш созыври Патшалӑх Канашӗн пӗрремӗш сессийӗ вӑхӑтӗнче ӗнер пулса иртнӗ.
Сесси пынӑ вӑхӑтра, кун йӗркинчи тӗп ыйтусене пӑхса тухнӑ хыҫҫӑн депутатсене сӑмах парсан, трибуна умне «Тӗрӗслӗхшӗн Раҫҫей» парти пайташӗ Игорь Моляков тухнӑ. Вӑл калаҫнӑ вӑхӑтра муниципалитетсен пуҫлӑхӗсем харӑс тӑрса тухса утнӑ. Ҫак самантра ҫӗнӗ спикер Валерий Филимонов сӑмах та шарламан.
Оппозици шутланакан маларах асӑннӑ ҫав парти пайташӗ Сергей Семенов кӑна Игорь Моляков политика хӳтӗлесе сӑмах илнӗ. Вӑл ЧР Элтепер Администрацийӗн ертӳҫи Юрий Васильевич ячӗпе чӗнсе каланӑ май ҫынсене партие кура уйӑрмалла маррине, пурте социаллӑ пурнӑҫпа экономика ыйтӑвӗсене татасшӑн ҫуннине палӑртса хӑварнӑ.
Ку хӗрсем Африкӑран Чӑваш Ене ахальтен килмен. Кунта вӗсен «услам» пулнӑ.
Вӗсем укҫа ӗҫлесе илнӗ. Мӗнле? Хӑйсен кӗлеткине сутса. Африка хӗрӗсем ку ӗҫпе аппаланнине ҫурла уйӑхӗнчех тупса палӑртнӑ. Йӗрке хуралҫисем тӗрӗсленӗ вӗсене. Хайхискерсен Раҫҫейре пулмалли срок та вӗҫленнӗ-мӗн. Анчах вӗсем ҫӗршывран кайма васкаман.
Африка хӗрӗсене ҫӗршывран кӑларса яриччен ЧР ШӖМӗнчи ют ҫӗршыв гражданӗсене вӑхӑтлӑх тытмалли центра янӑ. Йӗркене пӑснӑшӑн кашнине 2-шер пин тенкӗ штраф тӳлеттерме йышӑннӑ. Ҫавӑн пекех вӗсене ӳтне сутнӑшӑн административлӑ майпа явап тыттарнӑ.
Авӑн уйӑхӗн 28-мӗшӗнче приставсем хӗрсене Мускава илсе кайнӑ. Унтан вӗсене Африкӑна самолетпа ӑсатӗҫ. Аса илтерер: 2014 ҫулта Шупашкарта кунашкал тӗслӗх пулнӑ. Ун чухне Нигерири 3 ҫынна ҫӗршывран ӑсатнӑ.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (10.01.2025 15:00) пӗлӗтлӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 757 - 759 мм, 0 - -2 градус сивӗ пулӗ, ҫил 2-4 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| Скворцов Юрий Илларионович, чӑваш ҫыравҫи, сӑвӑҫи ҫуралнӑ. | ||
Пулӑм хуш... |