Йӗпреҫ районӗнче пурӑнакан 41 ҫулти арҫын суд сакки ҫине ларӗ. Ӑна ҫынна хӗненӗшӗн айӑпласшӑн.
Ку 2015 ҫулхи ҫуркунне пулнӑ. Ҫак арҫын тата хур курнӑ ҫын Аҫтӑрхан облаҫне укҫа ӗҫлесе илме кайнӑ. Пуш уйӑхӗн 27-мӗшӗнче вӗсем эрех ӗҫнӗ. Икӗ арҫын хирӗҫсе кайнӑ.
41 ҫултискер лешне чӑмӑрӗпе питӗнчен ҫапнӑ. Лешӗ ӳкнӗ. Лӑпланман вӑл — ӑна кӑритура сӗтӗрсе тухнӑ та каллех икӗ хутчен ҫапнӑ. Хальхинче — кӑкӑрӗ тӗлӗнчен.
Лешӗн пуҫӗ вӑйлӑ сиенленнӗ. Ҫавна май арҫын психика чирӗпе аптӑрама тытӑннӑ.
Тӑвай район администрацийӗн социаллӑ аталану тата архив ӗҫӗн пайӗн пуҫлӑхне тата унӑн пӗлӗшне ӗҫ вырӑнӗпе усӑ курса укҫа сӑптӑрнӑшӑн айӑпласшӑн. «Тӑвай пики» илемлӗх конкурсне кӗмешкӗн билетсене укҫалла сутнӑ-мӗн вӗсем.
Следстви версийӗ тӑрӑх, 2013–2015 ҫулсенче пай пуҫлӑхӗ культура учрежденийӗн директорне билет хатӗрлеме, вӗсене 100 тата 150 тенкӗпе сутма хушу панӑ. Ҫапла ҫулсерен иртекен илемлӗх конкурсне ҫынсем укҫа тӳлесе кӗнӗ. Ҫак тапхӑрта пӗтӗмпе 110 пин тенкӗ услам тунӑ. Укҫине вара пӗтӗмпех хӑйӗн кӗсьине чикнӗ.
Кунсӑр пуҫне 2015 ҫулхи кӑрлач уйӑхӗнче чиновница хушнипе муниципалитет учрежденине унӑн пӗлӗшне ӗҫе вырнаҫтарнӑ. Арҫын ӗҫ вырӑнне килмесӗрех ӗҫ укҫи илнӗ. Хайхискерсем укҫа-тенке хӑйсем хушшинче пайланӑ. Ҫапла вӗсем Тӑвай районӗн хыснине 57 пин тенкӗ ытла тӑкак кӳнӗ.
Сӑмах май, суд чиновницӑн банк картти ҫинчи 20 пин тенке тата пӗлӗшӗн урапине арестленӗ.
Шупашкарта пурӑнакан ватӑран ҫурт-йӗрпе коммуналлӑ хуҫалӑха тытса тӑракан компанисенчен пӗри миллион тенкӗ ыйтса квитанци ярса панӑ.
Цифрӑна курсан кинеми сехӗрленсех ӳкнӗ. Хутра «1 160 000,00» тенкӗ тӳлемелле тенӗ-ҫке.
Пӑтӑрмахӗ республикӑн тӗп хулинчи Ҫӗнӗ кӑнтӑр районта пурӑнакан иккӗмӗш ушкӑн инваличӗпе сиксе тухнӑ.
Аптӑранӑ ватӑ Шупашкарти Депутатсен пухӑвӗн депутачӗ Сергей Муравьев патне йышӑнӑва кайнӑ.
Халӑх тарҫи Фейсбукри хӑйӗн страницинче ҫырнӑ тӑрӑх, кинемей: «Ывӑлӑм, мӗншӗн? Мӗншӗн манӑн миллион тӳлемелле? Ӗмӗрӗпех ҫӗршывшӑн ӗҫлерӗм, вӗсем манран миллион тенкӗ ыйтаҫҫӗ», — тесе куҫҫуль витӗр каланӑ.
Сусӑра кӑна мар, вӑйпиттине те ним мар чӗресӗр тӑвакан цифра Шупашкарти «Водоканал» предприятирен ҫитнӗ пулать. Хайхи шывшӑн тата канализацишӗн ҫавӑн чухлӗ сумма ыйтать-мӗн.
Кун пек пӑтӑрмах пирки депутат яваплӑ органсене ҫырупа тухнине пӗлтернӗ.
Муркаш районӗнчи 27 ҫулти хӗрарӑм вилӗмрен вилнӗҫи пулса ҫӑлӑннӑ. Ӑна хӑйӗн упӑшки пулнӑ 33 ҫулти арҫын леш тӗнчене ӑсатма хӑтланнӑ.
Нарӑс уйӑхӗн 18-мӗш каҫхине арҫын хайӗн арӑмӗ пулни патне лешӗ тара илсе пурӑнакан хваттере пырса кӗнӗ. Ӳсӗрскер мӑшӑрӗпе харкашма тытӑннӑ. Малтан вӑл ӑна пӑвма пуҫланӑ, кайран керамика савӑллӑ ҫӗҫӗ ярса илсе вӗлерессипе хӑратнӑ. Пуҫӗнчен алӑпа темиҫе хутчен ҫапнипех ҫырлахман, ҫӗҫӗпе ураран тирнӗ. Хӗрарӑм вилессе 40 минут кӗтсе ларнӑ вӑл.
Арӑмӗ пулни пулӑшу ыйтса кӑшкӑрма тытӑннӑран ҫӗҫӗпе хырӑмран чикме хӑтланнӑ. Анчах лешӗ ҫине тӑрсах кӗрешнӗ чух ҫӗҫӗ савӑлӗ хуҫӑлса кайнӑ. Вара арҫын пӑвма тата пуҫӗнчен тапма тытӑнса кайнӑ. Тепӗр ҫӗҫӗ илсе вӑл кӑкӑр тӗлӗнчен 12 хутран кая мар чикнӗ. Арҫынна ҫӗнтереймессине ӑнланса илнӗ хӗрарӑм сывламанҫи туса выртма шут тытнӑ.
Пуҫтах преступлени вырӑнне тасатса тухса кайнӑ хыҫҫӑн шар курни кӳршӗсем патне каҫса васкавлӑ пулӑшу чӗнме ыйтнӑ.
Йӗпреҫ районӗнчи Йӗпреҫ поселокӗнче ҫуралса ӳснӗ 19 ҫулти пике ӑнсӑртран вилнӗ. Ку пӑтӑрмах иртнӗ эрнере Шупашкарта пулнӑ.
Ҫу уйӑхӗн 31-мӗшӗнче Надя тусӗн хваттерӗнче пулнӑ. Унта вӑл вӑхӑтлӑх пурӑннӑ. Каҫхине ҫывӑрма выртнӑ вӗсем, анчах ирхине Надя вӑранайман.
Аппӑшӗ каланӑ тӑрӑх, Надя хаваслӑ, ырӑ чунлӑ пике пулнӑ. Ҫак кунсенче вӑл ППЭ тытма хатӗрленнӗ. Повара вӗренме ӗметленнӗ. Надя сывлӑхӗ начарри пирки нихӑҫан та каламан. Пике мӗншӗн вилни хальлӗхе паллӑ мар.
Тӑванӗсем каланӑ тӑрӑх, ку ӗҫ тӗлӗшпе судпа медицина экспертизи ирттернӗ. Пӗтӗмлетӗвне тепӗр уйӑхран ҫеҫ калӗҫ.
Шупашкар районӗнче пурӑнакан 24 ҫулти каччӑ халӑх тетелӗнчи ушкӑнсенчен пӗринче аудиофайл вырнаҫтарнӑ. Анчах ҫакӑ саккунпа килӗшсе тӑман иккен. Хайхине экстремистла материал тесе хакланӑ. 24 ҫулти каччӑ ҫапла майпа вара прокуратура куҫӗ тӗлне лекнӗ. Унтисем ятарлӑ йышӑну кӑларнӑ та ҫамрӑк тӗлӗшпе ӗҫе пӑхса тухма суда ярса панӑ.
24-ри каччӑ халӑх тетелӗнче юрӑхсӑр аудиофайл вырнаҫтарнине суд Раҫҫей Федерацийӗн Административлӑ правонарушенисем ҫинчен калакан кодексӗн 20.29-мӗш статйипе пӑхса тухса айӑпланӑ. Хӑйӗн страницинче кӑна пулин те, анчах пурте курмалла вырӑнта ун пек файл вырнаҫтарнӑшӑн ҫамрӑка 2 пин тенкӗлӗх штрафламалла тунӑ. Приговор хальлӗхе саккунлӑ вӑя кӗреймен-ха.
Пуҫлӑх ывӑл-хӗрӗн харсӑрланма-пуҫтахланма юрать-и? Ахаль, пирӗн пек ҫынсен ачисемпе танлаштарсан вӗсем хушшинче уйрӑмлӑх пур-и? Ята кӗрсен вӗсене пурне те пӗр пек ӳпкелемелле-ятламалла-и е вӗсене те кусене те пӗр пек шеллесе хӗрхенмелле-и? Ҫак ыйтусене кашни ҫын тӗрлӗрен хуравласси пирки пӗртте иккӗленместӗп.
Темиҫе кун каялла кӑна, ҫу уйӑхӗн 29-мӗш каҫхине, ҫурҫӗр иртсен, Шупашкарта икӗ урапа ҫапӑннине Чӑваш халӑх сайчӗ те ҫырчӗ-ха. Ҫул-йӗрти инкек, шел те, вӗҫӗм пулать те, хӑнӑхса ҫитрӗмӗр те курӑнать. Ҫук-ха, ҫухату тӳсекенсем, шар куракансем ниепле те хӑнӑхаймӗҫ. Усал хыпар-хӑнара МИХсенче илтсе йӑлӑхни пирки каласшӑнччӗ эпӗ.
Анчах халӗ эпир асӑннӑ инкекре Шупашкар хула администрацийӗн пуҫлӑхӗн Алексей Ладыковӑн 17 ҫулти ывӑлӗ айӑплине палӑртнӑ. Ҫакскерӗн руль умне ларма ирӗкӗ те пулман: урапана тытса пыма ирӗк паракан правана 18 тултарсан кӑна параҫҫӗ-ҫке.
Инкек сиксе тухнӑ хыҫҫӑн ҫынсен тӗрлӗ ыйту ҫуралнине ӑнланма пулать: 17-ри каччӑна ашшӗ-амӑшӗ мӗн тесе руль умне ларма ирӗк панӑ? Каҫхи клубран таврӑнакан ҫамрӑк эрех сыпнине, ҫавӑнпах вӑл медицина тӗрӗслевӗ тухма хирӗҫленине калаҫҫӗ.
«Чӑвашупрдор» хысна учрежденийӗн пуҫлӑхӗ Игорь Прусаков ака уйӑхӗн 17-мӗшӗнче руль умӗнче ӳсӗр пулнишӗн ҫул-йӗр инспекторӗсен аллине ҫакланнӑ. Ку хыпара ZaRulem.ws автопорталта ҫырнӑ-мӗн.
Ӗҫри урапана тытса пыракан пуҫлӑх инспекторсемпе хӑйне кӑнттам тытнӑ теҫҫӗ.
А226АА 21 патшалӑх номерӗллӗ «Nissan Teana» маркӑллӑ машина рулӗ умне ӳсӗрле ларнӑ пуҫлӑх ӗҫне пӑхса тухма миравай тӳресен Шупашкар районӗнчи 2-мӗш участокне ярса панӑ. Ӗҫе хальлӗхе пӑхса тухса тухса татӑклӑ йышӑну тӑвайман иккен-ха: суд ларӑвне тӗрлӗ сӑлтава пула темиҫе хутчен те куҫарма тивнӗ.
Урапа умне хӗрӗнкӗ пуҫпа кӗрсе ларнӑ пуҫлӑх Чӑваш Енӗн правительствин ҫул-йӗр ҫинчи хӑрушсӑрлӑх енӗпе ӗҫлекен комиссин пайташӗ шутланать.
Шупашкарта 5 ҫулти ача аслисемсӗр юлсан Винкс пулас тенӗ. Асламӑшӗ ун чухне лавккана кайнӑ. Ҫав вӑхӑтра хӗрача мультик пӑхнӑ. Шӑпах Винкс пирки кӑтартнӑ.
Хӗрача мультикри сӑнар пулас тесе хӑйне чӗртсе янӑ. Ҫапла вӑл кӗлеткин 50 процентне суранлатнӑ. Халӗ унӑн тата темиҫе операци ирттерме тивӗ. Хӗрача пирки Пӗрремӗш каналпа кӑтартнӑ.
Ку пӑтӑрмах ҫур ҫул каяллах пулнӑ. Соня пӑтӑ ҫиес темен, ҫавӑнпа асламӑшӗ лавккана пельмен патне чупнӑ. Вӑл килте 40 минут пулман. Соня мультик пӑхса Винкс фея пек пулма хӑтланнӑ та газ плитине ҫутнӑ, патак илсе сулкалашма тытӑннӑ. Ҫулӑм тумне ярса илнӗ.
Малтан вӑл алшӑллипе ҫулӑма сӳнтернӗ. Унтан ваннӑна кӗрсе шыв сапнӑ. Кайран аялалла чупса кайнӑ. Кӳрши курсан васкавлӑ медпулӑшу чӗннӗ.
Тӑватӑ кунран ачана Чулхулари пульницӑна ӑсатнӑ. Темиҫе уйӑхра 7 операци тунӑ ӑна. Халӗ ӑна сусӑр пулнине ӗнентерекен хут панӑ.
Ку пӑтӑрмах хыҫҫӑн пӳлӗмре Винкспа ҫыхӑннӑ плакатсене, теттесене илсе пӑрахнӑ. Ача халӗ урама тухма хӑрать. Вӑл шӑнаран, вӑрӑм тунаран шикленет. Унпа психолог ӗҫлет.
Соня пирки Елена Малышевӑн «Жить здорово» кӑларӑмра кӑтартнӑ.
Ҫу уйӑхӗн 29-мӗшӗнче ҫурҫӗр иртсен Шупашкарта икӗ урапа ҫапӑннине эпир пӗлтернӗччӗ. Аса илтеретпӗр, инкекре Volkswagen Polo урапа хамӑр ҫӗршывра кӑларнӑ "ВАЗ-111930"-на пырса тӑрӑннӑ. Пӗрремӗш машинӑн рулӗ умӗнче Шупашкар хула администрацийӗн пуҫлӑхӗн Алексей Ладыковӑн 17 ҫулхи ывӑлӗ пулнӑ. Республикӑн тӗп хулин сити-менеджерӗ кӑштахранах ывӑлӗшӗн явап тытма хатӗррине пӗлтернӗччӗ.
17 ҫулхи каччӑна 15 пин тенкӗ штрафланӑ. Вӑл правасӑр-мӗнсӗр ҫула тухнӑ пулнӑ.
Машинӑпа ҫула тухма ирӗк панӑшӑн ашшӗне 30 пин тенкӗлӗх штрафлама йышӑннӑ.
Шупашкар хула администрацийӗн пуҫлӑхӗн ывӑлӗ инкеке лекнине федераци МИХӗсем те пӗлтернӗ, ҫав шутра - 1-мӗш канал та.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (10.01.2025 15:00) пӗлӗтлӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 757 - 759 мм, 0 - -2 градус сивӗ пулӗ, ҫил 2-4 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| Скворцов Юрий Илларионович, чӑваш ҫыравҫи, сӑвӑҫи ҫуралнӑ. | ||
Пулӑм хуш... |