Сутатӑп Уйăхри пăру сутатăп.Хакĕ килĕшсе татăлнипе.
Сутатӑп Чăн-чăн килти хытă чăкăтсем (сырсем) сутатпăр. Вĕсене мăн пыршă (вырăсла сычуг) ...
Сутатӑп Хурăн вутти Муркаш районĕпе тата Шупашкар районĕнчи Ишлей тăрăхĕпе сутатăп. Ха...

Ӗнер Ҫӗнӗ Шупашкарта арҫыннӑн вакласа пӗтернӗ виллине тупни пирки, пайӗм урамра тӗрлӗ вырӑнта пулни ҫинчен хыпарланӑччӗ. Малтанах кӗлеткен пайӗсене хӗрарӑм ҫӳп-ҫап контейнерӗнче асӑрханӑ та полицие пӗлтернӗ. Пакунлисем ытти пайне ҫывӑхри контейнерсенче тупнӑ.
Полицейскисем видеокамерӑсене пӑхнӑ. Унти кадра ҫак тискер ӗҫе тума пултарнӑ ҫын та лекнӗ. Полици уйрӑмӗнче унран тӗпчесе пӗлнӗ. 44 ҫулти арҫын ҫынна вӗлернине пӗлтернӗ, кӗлеткин ытти пайӗсем ӑҫта выртнине кӑтартнӑ: вӑрман посадкинче пытарнӑ. Хайхискер пӗрле эрех ӗҫнӗ ҫын пулнӑ. Арҫын тискер преступлени йӗрне пӗтерес тесе вилене вакласа тӗрлӗ ҫӗре пытарнӑ.
ШӖМ пӗлтернӗ тӑрӑх, 44-и арҫын 56 ҫулти арҫынпа кафере эрех ӗҫнӗ. Унтан вӑл ӑна киле чӗннӗ, унта вӗсем хирӗҫсе кайнӑ. Кӗҫӗнреххи аслине ҫӗҫӗпе чиксе вӗлернӗ.
Палӑртмалла: 44-ри арҫын унччен те судпа темиҫе хутчен айӑпланнӑ, 2027 ҫулччен административлӑ надзорта пулнӑ.
