Куславкка районӗнче пурӑнакан арҫын Атӑл урлӑ каҫнӑ чухне пӑр айне анса кайнӑ, анчах темӗнле тӑрӑшсан та вӑл хӑтӑлса тухайман — ӳт-пӗвӗ пӑрлӑ шывра шӑннипе вилнӗ. Кун пирки паян, раштавӑн 4-мӗшӗнче «МК Чебоксары» хаҫат хӑйӗн интернетри сайтӗнче пӗлтернӗ.
Хайхи массӑллӑ информаци хатӗрӗнче ҫырнӑ тӑрӑх, арҫын иртнӗ вырсарникун, раштав уйӑхӗн 2-мӗшӗнче, юханшывӑн сулахай ҫыранӗнчен сылтӑм енне каҫма шухӑшланӑ. Анчах ҫыран хӗррине ҫитме 500 метр пек юлсан ҫӳхе пӑр ҫурӑлса кайнӑ та арҫын шыва анса кайнӑ. Хайхискер тапаҫланнине пулӑ тытса ларакан арҫынсем асӑрханӑ, вӗсем тӳрех ҫӑлавҫӑсене тата васкавлӑ пулӑшӑва чӗннӗ, хӑйсем тӗллӗн пулӑшма пикеннӗ. Анчах май килмен — арҫыннӑн чӗри тапма чарӑннӑ.
Палӑртса хӑвармалла, арҫын ӗҫрен килне таврӑнма тухнӑ, анчах ҫывӑх ҫыннисем патне ҫитеймен.
Ҫӗнӗ Шупашкарти Энергетиксен проспектӗнче ӗнер, раштав уйӑхӗн 3-мӗшӗнче, 14 сехет те 25 минутра руль умӗнчи хӗрарӑм 9 ҫулти ачана ҫапса кайнӑ. Водителе медосвидетельствовани витӗр тухма сӗннӗ – вӑл ӳсӗр пулман.
Шкул ачи светофор ҫук ятарлӑ вырӑнта ҫул урлӑ каҫнӑ. Ҫав вӑхӑтра ун ҫине Hyundai Solaris автомашина пырса кӗнӗ. Арҫын ачан пичӗ суранланнӑ. Амӑшӗ ӑна васкавлӑ медпулӑшу пульницине илсе кайнӑ. Тухтӑрсем арҫын ачана киле сипленме янӑ.
Аса илтерер: нумаях пулмасть Шупашкарта руль умне ларнӑ вӗрентекен шкул картишӗнче ача ҫине пырса кӗнӗ. Кун пирки сайтра хыпар пур.
Канмалли кунсенче ҫанталӑк сивӗ тӑчӗ. Раштав уйӑхӗн 2-мӗшӗнче республикӑра виҫӗ арҫын шӑнса вилнӗ.
Кӑнтӑрла ҫитеспе, 11 сехетре, Ҫӗнӗ Шупашкарти Крутова урамӗнчи нумай хутлӑ пӗр ҫурт умӗнче арҫынна тупнӑ. Ун чухне вӑл сывланӑ-ха. Васкавлӑ медпулӑшу машинипе ӑна пульницӑна илсе кайнӑ. Шел те, 65 ҫулти арҫын ҫул ҫинче вилнӗ.
Вӑрнар районӗнчи Пӑртас ялӗнче 64 ҫулти арҫын шӑнса вилнӗ. Унӑн виллине Клуб урамӗнчи пӗр ҫурт умӗнче тупнӑ. Ҫак кун Муркаш районӗнчи Очакассинче те инкек пулнӑ. Унта 57 ҫулти арҫын шӑнса вилнӗ. Унӑн виллине Ҫӗнтерӳ урамӗнчи ҫуртсен анкарти хыҫӗнче асӑрханӑ.
Шупашкарта пурӑнакан тивӗҫлӗ канури хӗрарӑм шӑнман пӑр ҫине ларса юлнӑ. Хайхискер Самар облаҫӗнчен килнӗ икӗ арҫынна ӗненнӗ те 30 пин тенкӗпе кӗрӗк туяннӑ, анчах кӗрӗкӗ шашкӑ тирӗнчен ҫӗлени маррине килне ҫитсен кӑна тавҫӑрса илнӗ. Кун пирки паян «Мой город Чебоксары» портал хыпарланӑ.
Юрать, ҫулланнӑ хӗрарӑм ҫухалса кайман — тӳрех йӗрке хуралне шӑнкӑравланӑ. Лешӗсем те ҫийӗнчех ӗҫе кӳлӗннӗ, суйса сутаканскерсене тытма ятарлӑ план хатӗрленӗ. Ҫапла майпа кӗрӗк сутуҫисен автомобильне ҫул-йӗр инспекторӗсем чарнӑ. Пакунлисем тӗрӗслев ирттернӗ хыҫҫӑн 44 тата 45 ҫулсенчи ҫав арҫынсем Чӑваш Ене хӑйсен «Хендай-Солярис» машинипе темиҫе хут та килни палӑрнӑ. Ҫавӑнпа та, полици ӗҫченӗсен шухӑшӗпе, вӗсен вӑлтине ҫакланакансем тата пулма пултарнӑ.
Чӳк уйӑхӗн 30-мӗшӗнче 17 сехетре Муркаш районӗнче хӗрарӑма машина ҫапса кайнӑ. Вӑл автобусран аннӑ кӑна – куҫне ӗмӗрлӗхех хупнӑ.
Хӗрарӑм общество транспортӗнчен тухсан машинӑсем ҫӳрекен ҫул ҫине тӑрук чупса тухнӑ, малта «Toyota Land Cruiser» пынине асӑрхаман. Ҫӑмӑл автомашина ӑна ҫапса хӑварнӑ. Руль умӗнче Шупашкарта пурӑнакан 47 ҫулти арҫын ларнӑ.
Хӗрарӑм йывӑр сурансене пула ҫавӑнтах вилнӗ. Авари вӑхӑтӗнче машина водителӗ урӑ пулнӑ. Автобус водительне те явап тыттарма пултарӗҫ. Вӑл пассажира чарӑнура е урӑх ҫӗрте антарса хӑварнипе хӑварманнине тӗрӗслеҫҫӗ.
Чӑваш Енре ҫанталӑк самай сивӗ тӑрать. Шел те, ҫак кунсенче инкек те пулнӑ: пӗр ҫын шӑнса вилнӗ.
«Про Город» хаҫата халӑх корреспонденчӗ пӗлтернӗ тӑрӑх, Канаш районӗнчи пӗр ялта хӗрарӑм килӗ умӗнчех шӑнса вилнӗ. Унӑн виллине пӳрчӗ ҫумӗнчи ҫырмара тупнӑ. Вӑл 66 ҫулта пулнӑ.
РФ Следстви комитечӗн Чӑваш Енри следстви управленийӗ кун тӗлӗшпе тӗрӗслев ирттерет. Асӑрханӑр: канмалли кунсенче синоптиксем ҫанталӑк сивӗтессине пӗлтереҫҫӗ. Сывлӑш температури 23 градус сивве ҫитмелле.
Паян Шупашкарти шкулсенчен пӗрин картишӗнче пиллӗкмӗш класси ача ҫине машина пырса кӗнӗ. Вӗрентекене «Тойота» машина рульне тытса пыракан хӗрарӑм-вӗрентекен суранлатнӑ. Урине хуҫнӑ ачана пульницӑна ӑсатнӑ.
Чӑваш Енӗн Шалти ӗҫсен министерствин пресс-службинче пӗлтернӗ тӑрӑх, инкек Шупашкарти Элкер урамӗнчи гимнази картишӗнче 14 сехет те 30 минут тӗлӗнче пулса иртнӗ. 43-ри вӗрентекен ача ҫине машинӑпа пырса кӗнине видеокадрта та сӑнланӑ. Пӗр ача шкул картишӗпе чупса пырать. Ҫав самантра сылтӑм енчен машина сиксе тухать.
Шалти ӗҫсен министерствин пресс-службинче пӗлтернӗ тӑрӑх, вӗренӳ учрежденийӗсен кратишне уйрӑм ҫынсен хӑйсен транспорчӗпе кӗме юрамасть. Ҫул-йӗр правилине пӑснишӗн протокол ҫырса панӑ.
Чӳк уйӑхӗн 25-мӗшӗнче Ҫӗмӗрле пульницин ача-пӑча уйрӑмӗнче тин ҫуралнӑ ача вилнӗ. Ӑна 28 ҫулти амӑшӗ пӗр эрне каялла, чӳк уйӑхӗн 19-мӗшӗнче ҫуратнӑ.
Пӗчӗк хӗрача ҫӗрле хӑсӑкпа чыхӑнса вилнӗ. Шел те, тухтӑрсем унӑн пурнӑҫне ҫӑлайман. Халӗ кун тӗлӗшпе тӗрӗслев иртет.
РФ Следстви комитечӗн Чӑваш Енри следстви управленийӗ пӗлтернӗ тӑрӑх, ку инкекре криминал ҫук. Тӗрӗслев хыҫҫӑн процессуаллӑ йышӑну тӑвӗҫ.
Шупашкар районӗнчи Кӳкеҫ поселокӗнче пурӑнакан 56 ҫулти арҫын тӗлӗшпе пуҫарнӑ пуҫиле ӗҫе тишкерсе пӗтернӗ, суда ярса панӑ. Хайхи арҫынна хут уйӑрттармасӑр пӗрле пурӑннӑ хӗрарӑма вӗлернӗшӗн явап тыттарасшӑн. Кун пирки «ПроГород Чебоксары» хаҫат интернетри сайтӗнче хыпарланӑ.
Официаллӑ верси тӑрӑх, авӑн уйӑхӗн 11-мӗшӗнче ҫӗрле ҫак арҫын ӗҫре, хурал будкинче, пулнӑ. Унтах ҫырӑнмасӑр пӗрле пурӑнакан арӑмӗ пынӑ. Хайхискерсем эрех ӗҫнӗ. Тахӑш самантра харкашма тытӑннӑ. Унччен те пулман — арҫын хӗрарӑма ҫӗҫӗпе яшлаттарнӑ та тухса кайнӑ. Ахӑртнех, ҫапла майпа яваплӑхран тарма шухӑшланӑ вӑл. Хӗрарӑмӑн чӗри вара ҫавӑнтах тапма чарӑннӑ.
Палӑртса хӑвармалла, арҫынна йӗрке хуралҫисем кӑштахранах тытса чарнӑ, судченех ирӗксӗр хӑварма йышӑннӑ.
Иртнӗ эрнекун «Ҫӗрпӳ – Чӗмпӗр» ҫул ҫинче лашасем машина айне лекнӗ. Вӗсем Канаш районӗнчи пӗр ял хуҫалӑх предприятийӗнчен тухса тарнӑ-мӗн. Виҫӗ лаша вӑрмантан ҫул ҫине ӑнсӑртран сиксе тухнӑ.
48 ҫулти водитель, сӗт турттараканскер, лашасене курсан тӑрук чарӑннӑ, ҫапах виҫӗ урхамах урапа айне лекнӗ. Пӗри ҫавӑнтах вилнӗ, тепри вӑйлӑ аманнӑ, ӑна фермер пусса какая янӑ.
Виҫҫӗмӗш лаша вара ҫӑмӑл автомашина ҫине лекнӗ. Унӑн водителӗ ку кӗтмен ҫӗртен пулнӑран шок тӳснӗ. Юрать, лаша аманман, хӑраса ӳкнӗскер тӑнӑ та вӑрманалла чупса тарнӑ.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (11.01.2025 15:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 754 - 756 мм, 0 - 2 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 3-5 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| Дементьев Пётр Васильевич, СССРта авиапром ӗҫне пуҫаракансенчен пӗри ҫуралнӑ. | ||
| Димитриев Василий Димитриевич, паллӑ чӑваш историкӗ ҫуларнӑ. | ||
Пулӑм хуш... |