АКА | 09 |
Ака уйӑхӗн пуҫламӑшӗнче пирӗн сайт ҫак хыпарсемпе паллаштарчӗ (малтанхи пекех чи нумай пӑхни тӑрӑх вырнаҫтарнӑ):
• Альбина Юратуна министерство мӗнле хурав панине каласа патӑмӑр;
• Чӑваш Енри журналистсем хӑйсене ирӗклӗ е ирӗксӗр туйнине пӗлтертӗмӗр;
• Ачасене воспитани паракан хӗрарӑм митинга тухсан мӗн ҫухатма пултарни ҫинчен систертӗмӗр;
• «ЮТВ» телеканала «Роскомнадзор»-тан мӗншӗн сӑмах лекнине уҫса патӑмӑр;
• Дмитрий Медведев чӑваш тӑрахне мӑн валли укҫа уйӑрманни ҫинчен каласа патӑмӑр;
• Федераци театрӗсем пирӗн тӑрӑха мӗнле сӑлтава пула айккинчен иртсе кайнине пӗлме пултартӑр;
• Тӗмен облаҫӗнче мӗнле семинар чӑвашла иртни пирки пӗлейрӗр;
• Константин Яковлев министр мӗнле ҫӗнӗ картина туянни пирки хыпарларӑмӑр;
• «Раҫҫей мисӗ» конкурса миҫе чӑваш хӗрӗ каясси пирки каласа патӑмӑр;
«ЮТВ» телеканалӑн тӗп редакторӗ тӗлӗшпе Роскомнадзорӑн республикӑри управленийӗ административлӑ протокол ҫырнӑ.
Хӑй укҫипе уйрӑм ҫын тытса тӑракан телеканала надзор органӗ «О защите детей от информации, причиняющей вред их здоровью и развитию» (чӑв. Ачасен сывлӑхне тата аталанӑвне сиен кӳрекен информацирен хӳтӗлесси) федераци саккунне пӑснӑ тесе йышӑннӑ. Телеканал ӗҫне Роскомнадзорӑн управленийӗ пуш уйӑхӗн 6-мӗшӗнчен пуҫласа пуш уйӑхӗн 24-мӗшӗччен сӑнаса тӑнӑ.
Маларах асӑннӑ саккунсӑр пуҫне Раҫҫейӗн Ҫыхӑну тата массӑллӑ коммуникацисен министерствин 2012 ҫулхи 202-мӗш номерлӗ приказӗ вӑл те ку кӑларӑм хӑш ҫулхисем валли пулнине кӑтартмалли пирки калать. Анчах «ЮТВ» телеканалӑн ҫак енӗпе кӑлтӑк тупӑннӑ: вӑл пур чухне те ӑна пӗлтермен.
Путишлерех ҫак тӗслӗхе Альбина Юрату Фейсбукра ҫырса кӑтартнӑ. Сӑмахне вӑл тивӗҫлӗ канури лӑпкӑ пурнӑҫа ырланинчен пуҫланӑ: «Ӑҫта каяс килет — каятӑн, мӗн чухлӗ ҫывӑрас килет — ҫывӑратӑн, кама ыталас килет — ыталатӑн... Никам та кӗвӗҫмест, арӑмсем те...», — тенӗ вӑл унта.
Тӗп шухӑшӗ вара — Шупашкарти Ухсай ячӗллӗ Культура керменӗнче Михаил Иванов юрӑҫпа иккӗш хушшинчи пӗр пулӑм пирки. Альбина Юрату хӑй каланӑ тӑрӑх, Василий Филиппов композитора пула вӑл юрӑҫа ҫын умӗнчех чуптуса илнӗ. Тӗрӗссипе вара вӑл ӑна «Юратупа телей сунса» юрӑ альбомӗ пуҫласа тухнӑ ятпа саламланӑ.
Сцена ҫинчех Альбина Юрату сӑвӑҫа шампань эрехӗ тыттарнӑ. Концерт хыҫҫӑн артистсемпе «ҫӑвас» тенӗ-мӗн те, анчах кӗленчене такам йӑкӑртнӑ.
Федерацин монополипе кӗрешекен службин республикӑри управленийӗ пӗлтернӗ тӑрӑх, «Кредит доверия» микрофинанс организацийӗ патшалӑх элемӗсемпе саккуна пӑсса усӑ курнӑ.
Хӑйне рекламӑлас тесе хыпарланӑ чухне вӑл Чӑваш Республикин элемӗсемпе: пурнӑҫ йывӑҫҫипе, виҫӗ хӗвелпе — усӑ курнӑ.
«Кредит доверия» организаци ҫапла хӑтланнине Чӑваш Енӗн Культура, наци ӗҫӗсен тата архив ӗҫӗн министерстви асӑрханӑ. Монополипе кӗрешекенсене вӑлах систернӗ.
Финанс организацийӗн ӗҫ-хӗлне тӗрӗслеме тытӑнсан ытти кӑлтӑка та асӑрханӑ: реклама хучӗсене кредит условийӗпе паллаштарман, предприятин йӗркелӳпе право формине те уҫӑмлатман.
Монополипе кӗрешекенсем микрофинанс организацийӗ ячӗпе асӑрхаттару хучӗ ҫырса саккуна пӑсма пӑрахмаллине палӑртнӑ. Организацие 100 пин тенкӗлӗх штрафланӑ.
Ака уйӑхӗн 6-мӗшӗнче ҫурҫӗр иртни 2 сехет те 20 минутра Улатимӗр облаҫӗнчи Камешково районӗнче авари пулнӑ. Унта Чӑваш Енрен кайнӑ рейс автобусӗ «Жигулин» вунтӑваттӑмӗш моделӗпе ҫапӑннӑ.
Автобусра пассажирсем пулнӑ. Телее, никам та вилмен, медицина пулӑшӑвӗ ыйтман. «Жигули» водителӗ вара вилнӗ.
Малтанлӑха пӗлтернӗ тӑрӑх, ҫӑмӑл машина водителӗ руле итлеттереймен, транспорт хирӗҫ килекен ҫул ҫине тухнӑ. Унта вӑл Чӑваш Енрен килекен рейс автобусӗпе пырса ҫапӑннӑ.
Автобус ҫул хӗррине тухса кайнӑ, тӳнсе кайман — ӑна йывӑҫсем тытса тӑнӑ.
Ӗнер, ака уйӑхӗн 4-мӗшӗнче, Кӳкеҫри ваттисемпе сусӑрсен ҫуртӗнче ҫынна вӗлернӗ. 70 ҫулти арҫыннӑн виллине вӑл пурӑннӑ пӳлӗмре тупнӑ.
Ватлӑхра е чире пула хӳтлӗхсӗр юлнисем хӳтлӗх шыракан ҫуртри пӑтӑрмах пирки РФ Следстви комитечӗн следователӗсем ҫийӗнчех пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑ. Тӗпчевҫӗсем малтанласа шухӑшланӑ тӑрӑх, ҫичӗ теҫеткери арҫынна пӗр пӳлӗмре пурӑннӑ 61 ҫулти арҫын тӗп тунӑ. Вӗсем пӗрле пурӑнакан арҫынпа хирӗҫсе кайнӑ пулать те тарӑхса та урса кайнӑскер ҫӗҫӗпе темиҫе хутчен чикет. Суранланнӑ арҫын ҫавӑнтах вилет.
Пуҫиле ӗҫе малалла тӗпченӗ май следовательсем пӑтӑрмаха кӑна мар, инкек ваттисен ҫуртӗнче епле сиксе тухма пултарнине те хакласшӑн. Ҫавна май вӗсем персонал ӗҫне те тишкерме палӑртаҫҫӗ.
Чӑваш Енӗн Правительство ҫурчӗн путвалӗнче сауна тӑвас тени хӑш-пӗр массӑллӑ информаци хатӗрӗнче хытах шӑв-шав ҫӗкленӗччӗ.
Халӑха калаҫтаракан объекта следовательсем «Алза» строительство организацийӗ хӑпартма пуҫланӑ тесе пӗлтерчӗҫ. Ӑна ӗҫе кӳлӗнме «Республикӑн капиталлӑ строительство управленийӗ» патшалӑх унитарлӑ предприятийӗн пуҫлӑхӗн пӗрремӗш ҫумӗ Борис Портнов хушнӑ тесшӗн пулчӗҫ. Портнов ӗҫӗ суда ҫитрӗ, анчах унта вӑл амнистие лекрӗ.
Халӗ вара сауна тума хӑтланса республика хыснине 7,6 миллион тенкӗ сиен кӳнӗ тесе ҫав укҫана Портновран шыраса илесшӗн иккен. Суда тавӑҫпа Чӑваш Енӗн Юстици тата пурлӑх хутшӑнӑвӗсен министерстви тухнӑ. «Правда ПФО» интернет-хаҫатра ҫырнӑ тӑрӑх, Борис Портнов кунпа килӗшменнине пӗлтернӗ. Вӑл ҫирӗплетнӗ тӑрӑх, ӗҫе вӑл хӑй тӗллӗн пуҫӑнман.
Ӗнер Питӗрте метрора сирпӗнӳ пулни пирки Чӑваш халӑх сайчӗ пӗлтернӗччӗ. Юлашки официаллӑ даннӑйсене ӗненес-тӗк, унта 10 ҫын вилнӗ, 47-ӗн аманнӑ.
РФ сывлӑх сыхлавӗн министрӗ Вероника Скворцова пӗлтернӗ тӑрӑх, 7 пассажир взрыв вӑхӑтӗнче вилнӗ. 2 ҫын пульницӑра сывлама пӑрахнӑ, тепӗр 1 ҫын пульницӑна илсе кайнӑ чухне куҫне ӗмӗрлӗхех хупнӑ. Аманнӑ 47 пациентран 6-шӗн сывлӑхӗ йывӑртарах-ха.
Следстви комитечӗ ку теракт пулнӑ тесе шухӑшлать. Питӗрти метрополитена икӗ ҫын сирпӗтме пултарнӑ. Ҫынсем курнинчен ҫакӑ паллӑ: террорист малтан портфель хӑварнӑ та тепӗр вакуна куҫнӑ. Сирпӗннӗ хыҫҫан алӑксем уҫӑлман, пассажирсем чӳречерен тухнӑ.
Иккӗмӗш бомба пулнине официаллӑ майпа ҫирӗплетнӗ. Ӑна «Площадь восстания» (чӑв. Пӑлхав тӳремӗ) станцире хӑварнӑ. Телее, ӑна вӑхӑтра тупнӑ.
Видокамерӑсем теракта тума пултарнӑ ҫынна ӳкерсе юлнӑ. Анчах ҫав ҫын кайран полицие хӑй килнӗ те айӑплӑ маррине пӗлтернӗ. Халӗ «Теракт» статьяпа пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑ. Анчах ытти версие те тишкереҫҫӗ.
Шупашкар хула администрацийӗ хулари «маршруткӑсенче» ревизи ирттерме йышӑннӑ. «Пуҫиле ӗҫ пирки пирӗнтен кашниех пӗлет, эпӗ сире мӗнпур акта тӗрӗслеме ыйтнӑ пулӑттӑм. Ҫавӑнпа паян ку ыйтӑва планеркӑна кӑлартӑмӑр», — тенӗ хула мэрийӗнче ӗнер иртнӗ канашлура хула администрацийӗн пуҫлӑхӗ Алексей Ладыков хӑйӗн ҫумне Герман Александрова.
Аса илтерер, РФ Следстви комитечӗн республикӑри управленийӗ Шупашкар хулин транспортпа ҫыхӑну пайӗн пуҫлӑхӗ тӗлӗшӗпе пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑ. Тӗпчевҫӗсен шухӑшӗпе Денис Савельев сӗтев илме пултарнӑ. Следовательсем тӗпчесе пӗлнӗ тӑрӑх, кӑҫалхи кӑрлачпа нарӑс уйӑхӗсенче транспорт пайӗн пуҫлӑхӗ Салминпа Шарафутдинов (вӗсем 52, 63, 65 маршрутсене йӗркелеҫҫӗ) усламҫӑсенчен 40 пин илме пултарнӑ. Сӗтеве вӑл тепӗр усламҫӑ урлӑ — Дубиков хушаматлӑскертен — илнӗ. Усламҫӑсем укҫана тӳре-шара сахалтарах тӗрӗслеччӗр тата маршрутсене ан хупчӑр тесе панӑ пулать.
Паян Питӗрте «Технологический институт» тата «Сенная площадь» станцийӗсен ҫывӑхӗнче 14 сехет те 40 минутра метро вакунӗнче взрыв пулнӑ. Наци антитеррор комитечӗ пӗлтернӗ тӑрах, хальлӗхе паллӑ мар взрыв хатӗрӗ сирпӗннӗ. Вырӑнта ФСБ ӗҫченӗсем ӗҫлеҫҫӗ.
Взрыв хыҫҫӑнах пассажирсене эвакуациленӗ, суранланнисене пулӑшу кӳнӗ. Питӗрти прокуратура ку ӗҫ тӗлӗшпе тӗрӗслев ирттерет. Ӑна хула прокурорӗ Сергей Литвиненко сӑнаса тӑрӗ. Вӑл пӑтӑрмах вырӑнне ҫитнӗ.
Малтанах метрори взрывра 10 ҫын вилни пирки пӗлтернӗ. Кайран ку хисеп 9-па танлашнӑ. Взрыв вӑхӑтӗнче 20 ытла ҫын аманнӑ. Халӗ вӗсене психологи тата медицина пулӑшӑвӗ кӳреҫҫӗ.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (26.12.2024 15:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 762 - 764 мм, -1 - -3 градус сивӗ пулӗ, ҫил 3-5 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвеланӑҫ енчен вӗрӗ.
| Василий Давыдов-Анатри, чӑваш халӑх сӑвӑҫи ҫуралнӑ. | ||
| Мишутин Николай Степанович, ҫыравҫӑ ҫуралнӑ. | ||
Пулӑм хуш... |