Шупашкарти гайд-паркра пысӑках мар пӗр ушкӑн чӑх ҫӑмарти тытса сӑн ӳкерӗннӗ. Кашни ҫӑмарта ҫине пӗрер саспалли ҫырса хунине вуласан «Свободу Мальцеву» тени курӑнать. Вячеслав Мальцев ятлӑ оппозиционера Мускаври Тверь сучӗ 15 талӑклӑха хупнӑ. Ҫав ҫын пуш уйӑхӗн 26-мӗшӗнче коррупцие хирӗҫ акцие хутшӑннӑ чух полицие пӑхӑнман имӗш. Мальцев кутӑнлашман, Тверь урамӗпе утнӑ ҫеҫ тесе ӗнентересшӗн иккен.
Шупашкарти гайд-паркра сӑн ӳкерӗннӗ ҫынсене пуху, митинг, демонстраци, пикет ирттерес йӗркене пӑснӑ тесе явап тыттарасшӑн-мӗн. Ун пирки Алексей Глухов право хӳтӗлевҫи «Idel.Реалии» сайта пӗлтернӗ. Хальлӗхе Вячеслав Рыбакова тата Елена (Алена) Блинована тытса чарни паллӑ. Яват тыттармаллисен списокӗнче 11 ҫын иккен.
Алексей Глухов ӗнентернӗ тӑрӑх, гайд-парксенче пухӑнас тесен влаҫрисене малтанласа пӗлтерсе хуни кирлӗ мар. Ҫавна РФ Конституци сучӗ ҫирӗплетнӗ-мӗн. Шупашкарти полицейскисем вырӑнти саккунпа сӑлтавлаҫҫӗ-мӗн.
Мускаври супермаркетсенчен пӗринче сахӑр миххинче: «Помогите мы в рабстве» (орфографине ылмаштармарӑмӑр. Чӑв. Пулӑшӑр! Эпир чуралӑхра), — тесе ҫырнӑ хут тупнӑ. Лавккарисем малтан пӗрле ӗҫлекенсем ҫапла шӳтленӗ пуль тенӗ. Анчах апла маррине ӑнланнӑ хыҫӑн правӑна сыхлакан органсене пӗлтернӗ.
Сахӑра Курск тӑрӑхӗнчи савутсенчен пӗринчен кӳрсе килнӗ иккен. Правӑна сыхлакансем унта ака уйӑхӗн 12-мӗшӗнче пулнӑ. Вӗҫем складсене тӗрӗсленӗ, территорие пӑхса ҫаврӑннӑ, анчах чурасене асӑрхаман. Тӗпчев малалла пырать-мӗн.
Маларах эпир Иркутск облаҫӗнчи полицейскисем унти вӑрман касакан предприятисенчен пӗринче чурасене тытнине тӗрӗсленине пӗлтернӗччӗ. Аса илтерер, Мускав облаҫӗнчи Серпухов хулинче пӗр арҫын Братск хулинчен илсе килнӗ строительство материалӗ хушшинче записка тупнӑ. Унта: «Пулӑшӑр! Пире шывсӑр тата паспортсемсӗр тытаҫҫӗ. Эпир кунта нумайӑн. Албек», — тесе ҫырнӑ тенӗччӗ.
Чӑваш ӳнер музейӗнче Иван Дмитриевӑн «Эрос в творчестве Ивана Дмитриева: истоки, поиски, открытия» (чӑв. Иван Дмитриевӑн пултарулӑхӗнчи эрос: ҫӑлкуҫ, шырав, открыти) куравӗ уҫӑлнине Фейсбукри хӑйсен страницисенче Геннадий Иванов-Орков искусствовед та, «Советская Чувашия» хаҫатра культура тематикине ҫутатакан Рита Кириллова та пӗлтернӗччӗ.
Чӑваш ӳнер музейӗнче Иван Дмитриевӑн куравӗсем унччен те ӗҫленӗ. Рита Кириллова хыпарланӑ тӑрӑх, юбилея халалланисем, тематикӑллисем (пейзаж, натюрморт, автопортрет).
Чӑваш Патшалӑх Канашӗн депутатне Александр Андреева (унта вӑл Шупашкар районӗнчен суйланнӑ) художникӑн эрос теми аптӑратнӑ. Вӑл музейри курава кайса курнӑ та ачасен ҫара ӳкерчӗкӗсем ӑна педофилие аса илтернӗн туйӑннӑ. Ҫавна май депутат республикӑн культура министрӗ Константин Яковлев ячӗпе ҫыру ҫырнӑ, курава хаклама ыйтнӑ.
Эльмек Иванӗ 1902 ҫулта Чӗмпӗр кӗпӗрнинче ҫуралнӑ. Пачӑшкӑ пулнӑ ашшӗ 1933 ҫулта тӗрмерен таврӑнсан ӑна Елчӗк районӗнчи Лащ Таяпари ял вӗҫӗнче пӳрт лартма ирӗк панӑ. Художник ӗҫӗсемпе ҫӗршыври тӗрлӗ музейре паллашма пулать.
Ака уйӑхӗн 16-мӗшӗнче ҫурҫӗр иртни 3 сехет те 15 минутра Киров облаҫӗнче авари пулнӑ. Унта Чӑваш Енри темиҫе ҫын шар курнӑ. Пӗри, шел те, вилнӗ.
Киров облаҫӗнчи ИӖМ аварире суранланнӑ ҫынсен списокне пичетленӗ. Вӗсен йышӗнче Семен Доманин, Геннадий Григорьев, Андрей Швецов, Владимир Васягин пур. Аварире Мари Эл, Киров облаҫӗн, Тутарстан ҫыннисем те шар курнӑ.
Малтанлӑха пӗлтернӗ тӑрӑх, «Мерседес Спринтер» автомобиль водителӗ руле итлеттереймесӗр транспорт хирӗҫ килекен ҫул ҫине тухса кайнӑ. Унта вӑл «Форд» микроавтобуспа ҫапӑннӑ. Аварире пӗтӗмпе 14 ҫын аманнӑ, вӗсенчен тӑваттӑшӗ — Чӑваш Енрен. Тепӗр ентеш, 58 ҫулти арҫын, вилнӗ.
Арҫынсен Шупашкарти Ҫветтуй Троица мӑнастирӗн пуҫлӑхӗ Василий Паскье чиркӳ ҫурчӗ патӗнчи территорие тирпейлекенсене кӳреннӗ. Ӗҫленишӗн тарӑхман вӑл. Шавланӑшӑн. Тавралӑха тасатма пуҫтарӑннисем юрӑ-кӗвӗ янӑратнӑ иккен.
Урам тасатма тухнисене кӳреннине архимандрит Фейсбукри хӑйӗн страницинче ҫырса хунӑ. Манах титулӗллӗ ҫын шухӑшланӑ тӑрӑх, «Юрӑ-кӗвӗсӗр тирпейленӗ пулсан ырӑ ӗҫ пулатчӗ, капла вара — киревсӗрлӗх тата турра ӗненекенсене кӳрентерни кӑна».
Православи тӗнне ӗненекенсем кӗҫнерни куна таса тесе шухӑшлаҫҫӗ те вӑл кун пӳрт-ҫурта тирпейлеҫҫӗ, япала ҫӑваҫҫӗ. Ҫав кун савӑнма, юрлама, ташлама юрамасть.
«Халӑх кнеҫӗсем турра тата ӑна пулӑшма килнӗ ҫынна хирӗҫ пуҫтарӑннӑ», — тенӗ Василий Паскье архимандрит халӑх сетӗнчи страницӑра.
Кӑҫалхи утӑ уйӑхӗн 1-мӗшӗ тӗлне Шупашкар хулинчи Ефремов купса бульварӗнчи сувенир павильонӗсене илсе пӑрахма палӑртнине Чӑваш халӑх сайчӗ пӗлтернӗччӗ-ха. Хулари тӳре-шара вӗсене «ирӗк памасӑр лартнӑ объект» евӗр хакласа урӑх вырӑна, Чӑваш наци музейӗ патне, куҫарасшӑн-мӗн. Киосксене грузовик-манипуляторсем вырӑнтан хускатма пуҫланӑ. Хула администрацийӗ унта апатлану предприятийӗ вырӑнлӑраххине палӑртнӑ имӗш.
Анчах ку утӑма тӗрлӗрен йышӑнакан тупӑннӑ. Халӑхра «Шупашкар Арбачӗ» текен вырӑнта киосксем ларни килӗшӳсӗр текенсем те пур, усламҫӑсене хӗсӗрлеҫҫӗ тесе тарӑхакансем те ҫук мар. Республика ертӳҫисем Шупашкарти тӳре-шаран утӑмне ырласах йышӑнманнине те калаҫҫӗ. Апла-и, капла-и, анчах «ирӗк памасӑр лартнӑ» 90 суту-илӳ объектне кӑҫал Шупашкарта илсе пӑрахма шут тытнӑ.
Чӑваш Енри хӗре Мускаври хваттерте читлӗхри пек усранӑ. Мускавра ҫуралса ӳснӗ арҫын ӑна унтан кӑларса яман. Арҫын чӑваш хӗрне пӗрмай мӑшкӑлланӑ. Кун пирки www.mskagency.ru порталта пӗлтернӗ.
Чӑваш Енрен Мускава кайнӑ 20 ҫулти хӗре Мускаври пӗр пульницӑн нейрохирурги уйрӑмне илсе килнӗ. Унӑн пуҫӗ суранланни, пуҫ мими чӗтренни паллӑ. Кӗлетки ҫинче пӗҫертнӗ, каснӑ вырӑнсем пулнӑ.
Хӗр каланӑ тӑрӑх, кӑҫалхи нарӑс уйӑхӗнчен пуҫласа акан пуҫламӑшӗччен ӑна Мускавра пурӑнакан, ниҫта та ӗҫлемен 26-ри арҫын хваттерте усранӑ. Вӑл хӗре мӑшкӑлланӑ вӑхӑтра вӑйлӑ витӗм кӳрекен препаратсем ӗҫтернӗ.
Полицисем ҫав арҫынна хваттерӗнче тытса чарнӑ. Ун тӗлӗшпе пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑ.
Ку инкек ака уйӑхӗн 10-мӗшӗнче Патӑрьел районӗнчи Еншик ялӗнче 18 сехетре пулнӑ. Унта пӗчӗк ача путса вилнӗ.
Ачасем Пӑла юханшывӗ хӗрринче вылянӑ. 2015 ҫулта ҫуралнӑ ача шыва ӳкнӗ те путнӑ. Ачасен прависене хӳтӗлӗкен уполномоченнӑй аппаратӗнче пӗлтернӗ тӑрӑх, халӗ следовательсем ӗҫ-пуҫа уҫӑмлатаҫҫӗ.
Следстви комитечӗ малтанлӑха пӗлтернӗ тӑрӑх, иккӗри ача 5-ри тата 6-ри аппӑшӗсемпе пӗрле юханшыв хӗрринче вылянӑ. Пӗчӗкскер ҫыран хӗррине пынӑ та шуса ӳкнӗ, путса вилнӗ. Унӑн виллине темиҫе сехетрен тупнӑ.
Комсомольски районӗнчи пӗр арҫыннӑн сарайӗнчи эмелшӗн суда кайма тивӗ. Ун тӗлӗшпе тӗпчевҫӗсем пуҫарнӑ пуҫиле ӗҫе вӑл тӑрӑхри прокурор ҫирӗплетнӗ хыҫҫӑн унта ярса та панӑ ӗнтӗ.
63 ҫулти арҫын психотроп эмеле пысӑк партипе упранӑ иккен. Ӑна вӑл сарайӗнче тытнӑ. Ҫынна сутма мар теҫҫӗ-ха. Ҫапах та психотроп эмел упрани саккуна пӑсни шутланать. Арҫынна РФ Пуҫиле кодексӗн 228-мӗш статйин 1-мӗш пайӗпе айӑпласшӑн. Асӑннӑ статьян ҫак пайӗ 40 пин тенкӗ таран штраф хума та, ӗҫлесе юсантарма та, ирӗксӗр хӑварма та ирӗк парать.
Чӑваш Республикин прокуратурин пресс-службинче пӗлтернӗ тӑрӑх, сарайӗнчи эмеле полицейскисем тупса палӑртнӑ. Ун хыҫҫӑн пуҫиле ӗҫ пуҫарса эмеле арҫын мӗн тӗллевпе упранине тӗпченӗ.
Ку инкек ака уйӑхӗн 7-мӗшӗнче Куславкка районӗнче пулнӑ. Икӗ арҫын пулӑ тытма кайнӑ, Атӑла кимӗпе тухнӑ. Ҫыранран 300 метр аякка кайсан инкек сиксе тухнӑ. Ҫил вӑйлӑ пулнӑран кимӗ ҫаврӑнса ӳкнӗ.
31 ҫулти арҫын тӳрех шыв айне кайнӑ. Унӑн юлташӗ, 24 ҫулти арҫын, пулӑшу ыйтса кӑшкӑрнӑ. Кӑштахран сасса илтсе тепӗр арҫын кимӗпе ишсе пынӑ. Икӗ сехетрен вӗсем 31 ҫулти арҫыннӑн виллине шывра тупнӑ.
Ку ӗҫ тӗлӗшпе следовательсем следстви умӗнхи тӗрӗслев ирттереҫҫӗ. Вӗсем пулӑҫ мӗншӗн вилнине палӑртӗҫ. Тӗрӗслев хыҫҫӑн йышӑну тӑвӗҫ.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (26.12.2024 15:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 762 - 764 мм, -1 - -3 градус сивӗ пулӗ, ҫил 3-5 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвеланӑҫ енчен вӗрӗ.
| Василий Давыдов-Анатри, чӑваш халӑх сӑвӑҫи ҫуралнӑ. | ||
| Мишутин Николай Степанович, ҫыравҫӑ ҫуралнӑ. | ||
Пулӑм хуш... |