Чӑваш Енре ҫак кунсенче тепӗр икӗ ҫын шӑнса вилнӗ. Кун пирки РФ Следстви комитечӗн Чӑваш Енри следстви управленийӗ пӗлтерет.
Улатӑр районӗнчи Первомайски поселокӗнче кӑрлач уйӑхӗн 31-мӗшӗнче ирхине 76 ҫулти хӗрарӑмӑн виллине тупнӑ. Йӗрке хуралҫисем пӗлтернӗ тӑрӑх, хӗрарӑм ывӑлӗ патӗнче хӑнара пулнӑ. Вӑл ҫав поселокрах пурӑннӑ. Каҫхине хӗрарӑм киле кайнӑ, анчах, ахӑртнех, ҫухалса кайнӑ.
Кӑрлачӑн 30-мӗшӗнче 21 сехет ҫурӑра Шупашкарта Лакрей вӑрманӗнчен инҫех мар 30-ти арҫын виллине асӑрханӑ. Гаража вӑл юлташӗпе тара илнӗ. Гараж алӑкӗ шалтан питӗрӗнчӗк пулнӑ.
Халӗ ку ӗҫсене уҫӑмлатаҫҫӗ. Вӗсене пусмӑрласа вӗлерменни паллӑ. Малтанлӑха пӗлтернӗ тӑрӑх, ҫак икӗ ҫын шӑнса вилнӗ.
Этем правине хӳтӗлекен Европӑри тӳресем суд ларӑвӗ вӑхӑтӗнче ҫынсене тимӗр читлӗхре тытнине ырламан. Уншӑн вӗсене кӑмӑл-сипет тӗлӗшӗнчен шар курнӑ тесе йышӑннӑ май хыснаран укҫан саплаштармалла тесе палӑртнӑ.
Тимӗр читлӗхе хупса хунипе килӗшмесӗр Европӑри суда Раҫҫейри виҫӗ ҫын ҫитнӗ. Унти тӳресем ҫавсен тавӑҫне тӗплӗн тишкернӗ те пирӗн ҫӗршыври судсем Этем правин Европӑри конвенцийӗн 3-мӗш статйине пӑснине палӑртнӑ.
Хӑйне хӳтӗлеме ыйтнисем хушшинче Шупашкарти Александр Сусарин та пулнӑ. Александр Сусарина кӑмӑл-сипет тӗлӗшӗнчен шар курнӑшӑн 7,5 пин евро тӳлемелле йышӑннӑ. Вологдӑри Евгений Беляева та хыснаран ҫавӑн чухлӗ тенкӗлӗх саплаштармалла. Красноярскри Роман Воронцова 3 пин евро тӳлӗҫ.
Ку пӑтӑрмах Канаш районӗнчи ялта сиксе тухнӑ. Иртнӗ ҫулхи юпа уйӑхӗнче пӗрисем кил хуҫи вилнӗренпе ҫур ҫул ҫитнине асӑннӑ. Кӳрше 34 ҫулти пускил хӗрарӑмӗ те каҫнӑ.
Леш тӗнчене асӑннӑ ҫынна асра тытнине палӑртса сӗтел хушшине пуҫтарӑннисем киле саланнӑ хыҫҫӑн кил хуҫин 17-ри ывӑлӗпе унран икӗ хут аслӑрах хӗрарӑм тепӗр ҫынсем патне ҫул тытнӑ. РФ Следстви комитечӗн республикӑри управленийӗнче пӗлтернӗ тӑрӑх, ҫавӑн чухне 17-ри каччӑ хӗрарӑма хӗненӗ, кил хушшинче пусса ӳкернӗ те пусмӑрланӑ.
Пуҫтахланнӑ каччӑн ӗҫӗпе нумаях пулмасть суд ларӑвӗ иртнӗ. Пӗрремӗш инстанцири суд ӑна РФ Пуҫиле кодексӗн 131-мӗш статйин 1-мӗш пайӗпе айӑпласа 1,5 ҫуллӑха айӑплама йышӑннӑ. Анчах хупса хуман, условлӑ майпа явап тыттарӗҫ.
Тӑвай районӗнче пурӑнакан 33 ҫулти арҫынна ҫын вӗлернӗшӗн 2,6 ҫуллӑха ирӗкрен хӑтарма йышӑннӑ.
Инкекӗ 2014 ҫултах, ҫурла уйӑхӗнче, пулнӑ. «ВАЗ 21093» рулӗ умне ӳсӗр пуҫпа ларнӑ ҫамрӑк арҫын «Hyundai Solaris» маркӑллӑ машинӑпа ҫапӑннӑ. Хирӗҫ килекен ҫул ҫине кӗрсе кайнӑ ӳсӗр водитель Тӑвай районӗнчи Тӑрмӑш ял тӑрӑхӗн пуҫлӑхне шар кӑтартнӑ: йывӑр сурана пула вӑл пульницӑра куҫ хупнӑ.
Ӳсӗр пуҫпа машина тытса пыраканскер те самай аманнӑ. Икӗ ҫул сипленнӗ вӑл. Айӑпне йышӑнасшӑн пулман, инкек пирки каласа кӑтартма килӗшмен. Анчах та кӗнтелемсем те, экспертиза та ӳсӗр водитель айӑплине ҫирӗплетнӗ.
Тӑвай район прокурорӗ Оксана Ястребова пӗлтернӗ тӑрӑх, ӗҫе Вӑрмар район судӗнче пӑхса тухнӑ. Айӑплӑ водителе 2,6 ҫуллӑха ирӗксӗр хӑварма йышӑннӑ. Приговор хальлӗхе вӑя кӗреймен-ха.
Паян, кӑрлач уйӑхӗн 29-мӗшӗнче, ирхи 9 сехет те 15 минутра «Вятка» ҫул ҫинче, Ҫӗнӗ Шупашкар хули ҫывӑхӗнче, маршрутка ҫунма тытӑннӑ.
Ку «Хусан – Шупашкар» маршрутпа ҫӳрекен микроавтобус пулнӑ. Транспорт ҫул ҫинче кайнӑ ҫӗртех ҫунма пуҫланӑ. Руль умӗнче 34 ҫулти арҫын ларнӑ. Вӑл маршруткӑран тӗтӗм тухнине асӑрханӑ та чарӑннӑ. Пассажирсене урама кӑларнӑ. Юрать, салонра ҫын нумай пулман — тӑваттӑн ҫеҫ. Вӗсене тепӗр автобуса лартса янӑ.
Пушарнӑйсем вырӑна хӑвӑрт ҫитнӗ. Вӗсем пушара часах сӳнтернӗ. Телее, ку инкекре никам та суранланман. Халӗ ҪҪХПИ ӗҫченӗсем ку тӗлӗшпе тӗрӗслев ирттереҫҫӗ.
Шупашкарта иртнӗ ҫулхи чӳк уйӑхӗн 27-мӗшӗнче ирхи виҫӗ сехет тӗлӗнче пулса иртнӗ ҫак пӑтӑрмах пирки эпир пӗлтернӗччӗ. Аса илтеретпӗр, ҫӗр хута киле таврӑнакан 26 ҫулти хӗр подъезд умӗнче ҫамрӑк ҫын ҫывӑрнине асӑрханӑ. Ҫулла мар, шӑнса пӑсӑласси те часах тесе пике арҫынна вӑратнӑ.
Лешӗ хӗре тав тӑвас вырӑнне янахӗнчен туртса панӑ. Пике хӑйӗн подъездне кӗрсе тарнӑ. Анчах лешӗ хӑваласа ҫитсе а куҫӗнчен тӑхӑнтартса панӑ. Унтан арҫын вӗлерессипе хӑратса пусмӑрланӑ. Ҫавӑн хыҫҫӑн пике хӑй хваттерне кӗрсе тарма ӗлкӗрнӗ. Кайран та арҫын лӑпланман. Хӗре шыраса хваттерсенчен пӗрин алӑкне тӳнлеттерме тытӑннӑ. Шар курнӑ пике йӗрке хуралҫисем патне шӑнкӑравланӑ. Алӑк танлаттарса тӑраканскер пакунлисен аллине ҫакланнӑ.
Пусмӑрҫӑ арҫынна суд ҫирӗп режимлӑ колоние 5 ҫуллӑха ӑсатма йышӑннӑ.
Шупашкарта ӑшӑ трасси ҫинче авари пулнӑ. Юсав ӗҫӗсем темиҫе сехет пыраҫҫӗ ӗнтӗ.
Паян Мичман урамӗпе Кривов урамӗ хӗресленекен вырӑнта ӑшӑ трасси ҫинче авари пулнӑ. Шупашкар хула администрацийӗ пӗлтернӗ тӑрӑх, ҫакна пула 9,5 пин ҫын ӑшӑсӑр тӑрса юлнӑ. Хваттерсене пӑрӑхсем сивӗ. Ҫулпа вара машинӑсем иртсе ҫӳреймен.
Шупашкар хула администрацийӗн пуҫлӑхӗ Алексей Ладыков аварие пӗтерес тӗллевпе ӗҫлӗ комисси йӗркеленӗ. 17 сехетре вырӑна Шупашкар мэрӗ Ирина Клементьева тата Алексей Ладыков ҫитнӗ.
Ӑшӑ пӑрӑхӗсене ҫур ҫӗрччен йӗркене кӗртме шантарнӑ.
Елчӗк районӗнчи Кавал ялӗнчи уйрӑм ҫын лавккинче ӗҫленӗ сутуҫӑна магазин пуҫлӑхӗ кӳрентернӗ.
Хайхи патӗнче ҫакскер кашни эрнере 36 сехетрен пуҫласа 48 сехетчен вӑй хунӑ. Шучӗпе эрнери ӗҫ виҫи 40 сехетпе танлашмалла. Тепри пулсан: «Юрӗ, укҫине тӳлет-ҫке», — тейӗччӗ. Анчах Кавалти лавкка хуҫи шалӑвӗ енчен те хытнӑ. Пӗр уйӑх сентре умӗнче тӑнӑ ҫынна вӑл 3500 тенкӗ тӳленӗ. Ҫав вӑхӑтрах чи пӗчӗк шалу виҫи те 7500 тенкӗпе танлашать. Унтан сахал тӳлекен усламҫӑна прокуратура штрафлама йышӑннӑ. Саккуна пӑхӑнманскере 5 пин тенкӗлӗх явап тыттарнӑ. Виҫи пысӑках пулин те, тен, усса кайӗ-и?
Лавкка тытакан усламҫӑн вара шалӑва сутуҫӑна тӳлесе ҫитермех тивӗ. Ҫитменнине тата ку ыйтӑва надзор органӗ тӗрӗслесе тӑма шантарать.
Депутата ирӗксӗр ӗҫлеттернипе прокуратура килӗшмен. Ҫавна пулах вӑл Чӑваш Енӗн Патшалӑх Канашӗ ячӗпе асӑрхаттарса хут ҫырнӑ.
Аса илтеретпӗр, иртнӗ уйӑхӑн 5-мӗшӗнче иртнӗ сессире депутатсем укҫа илсе тӑракан должноҫсене кама лартассине татса пачӗҫ. ЧР Патшалӑх Канашӗн хысна комитечӗн пуҫлӑхӗн ҫумӗн пуканне «Пӗрлӗхлӗ Раҫҫей» партин пайташне Александр Федотова шанчӗҫ. Григорий Данилов коммуниста социаллӑ политика енӗпе ӗҫлекен комитетра пуҫлӑх ҫумӗн тилхепи лекрӗ. Сергей Белобаев либерал-демократа патшалӑх строительстви енӗпе ӗҫлекен комитет ертӳҫин ҫумне лартрӗҫ.
«Тӗрӗслӗхшӗн Раҫҫей» парти пайташне Сергей Семенова хӑй хирӗҫ пулнине, хӑй вырӑнне пӗр партире тӑракан Игорь Молякова суйлама ыйтнине тата сессине пыманнине пӑхмасӑрах экономика енӗпе ӗҫлекен комитетра ертӳҫӗн ҫумне суйларӗҫ. Ҫак утӑма Игорь Моляков патшалӑх политики енӗпе ӗҫлекен комитет пайташӗ пулнипе, экономика политикин комитетӗнче тӑманнипе ҫыхӑнтарчӗҫ.
ЧР Патшалӑх Канашӗнче ҫапла йышӑннине республика прокуратури Сергей Семенов правине пӑсни тесе йышӑннӑ. Асӑрхаттару хутӗнче кӑлтӑка пӗр уйӑхра пӗтермеллине, айӑплисене явап тыттармаллине палӑртнӑ.
Канаш хули инкеке пула шывсӑр юлнине эпир пӗлтернӗччӗ. Аса илтеретпӗр, пӑтӑрмахӗ кӑрлачӑн 20-мӗшӗнче сиксе тухнӑ. Вӑл «Вӑтаел—Канаш» трасса ҫинче пӑрӑх шӑтнипе ҫыхӑннӑ. Хула администрацийӗн сайтӗнче йывӑр лару-тӑрӑва ӑнланма ыйтса ҫырнине те вырнаҫтарнӑччӗ. Хула шыва икӗ ҫӗртен илсе тӑрать иккен: «Высоковка – Канаш» тата «Вӑтаел – Канаш» пӑрӑхсемпе.
Хулари тӳре-шара паян пӗлтернӗ тӑрӑх, ирхи 4 сехет те 10 минутра юсав ӗҫне вӗҫленӗ, 5 сехет те 30 минутра хулана шыв пама тытӑннӑ. Резервуарсенче шыв ҫителӗклӗ пухӑнсан ҫынсене шывпа тивӗҫтерме тытӑнмаллине каланӑ. Канаш хулинчи тӳре-шара ӗнентернӗ тӑрӑх, кӑнтӑрлахи 12 сехетре халӑха шыв панӑ, апла пулсан лару-тӑру йӗркеленсе каймалла.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (26.12.2024 03:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 762 - 764 мм, -5 - -7 градус сивӗ пулӗ, ҫил 0-2 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| Василий Давыдов-Анатри, чӑваш халӑх сӑвӑҫи ҫуралнӑ. | ||
| Мишутин Николай Степанович, ҫыравҫӑ ҫуралнӑ. | ||
Пулӑм хуш... |