
Шупашкар районӗнче паян хулатӑвӑм комитечӗ пухӑннӑ. «Тӑван Ен» тетелти кӑларӑм пӗлтернӗ тӑрӑх, сӳтсе явнӑ проектсен йышӗнче Мӑн Кивпулӑх патӗнче тума палӑртнӑ аквапарк та пулнӑ.
Комитет пайташӗсене темиҫе проектпа паллаштарнӑ. Вӗсен шутӗнче Чумкасси патӗнче ҫуртсем лартма уйӑрнӑ лаптӑк, Станьял ялӗ ҫывӑхӗнчи ҫурт-йӗр хӑпартма уйӑрнӑ 17 гектарлӑ лаптӑк пулнӑ. Унсӑр пуҫне Хурамакасси ҫывӑхӗнчи санитарипе хӳтлӗх лаптӑкне улшӑнусем кӗртессине пӑхса тухнӑ. Ку ыйту та ҫурт хӑпартма ҫӗр уйӑрнипе ҫыхӑннӑ.
Мӑн Кивпулӑх патӗнчи проет эскизӗпе килӗшӳллӗн унта спортпа сывату комплексне хӑпартмалла. Унта апитерапи тата уҫӑ аквапарк пулмалла. Ячӗ унӑн «Пять озёр» (чӑв. Пилӗк кӳлӗ) пулмалла. Сӑмах май, ку ята халӑх лайӑх пӗлет — лавккасенче ку ятпа шуррине сутаҫҫӗ. Атайкасси патӗнче вара пилӗк кӳлӗ пурри питӗ иккеленӳллӗ.

Кӑрлачӑн 24-мӗшӗнче Елчӗк райнӗнче пурӑнакансемпе республикӑри тӳре-шара тата «Экоцентр» пайташӗсем тӗл пулнӑ. Халӑха «ҫӳп-ҫап реформи» мӗнле ӗҫлени пирки каласа кӑтартнӑ, тӳлевре улшӑнусем пуласси пирки сӑмах хускатнӑ.
Чи малтанах ҫынсем тарифа пӑхса тухма ыйтнӑ. Вӗсем каланӑ тӑрӑх, ялта, хуларипе танлаштарсан, хытӑ ҫӳп-ҫап сахалрах кайса пӑрахаҫҫӗ. Тӳре-шара ҫакна шута илсе тӳлеве пӑхса тухма шантарнӑ.
Пухура контейнер лапамӗсене пӑхса тӑрас ыйтӑва та хускатнӑ. Тӳре-шара «ҫӳп-ҫап реформи» санкцилемен свалкӑсене пӗтерме пулӑшассине палӑртнӑ.

Красноармейски районӗнчи мӗнпур ялти мӗнпур урама ҫутӑ кӗртме палӑртаҫҫӗ. Ҫакна район администрацийӗн пуҫлӑхӗ Александр Кузнецов Анаткасси ялӗнче унта пурӑнакансемпе ирттернӗ пухура шантарнӑ.
Алесандр Кузнецов унччен Хӗрлӗ Чутай районӗнчи Атнар ял тӑрӑхӗн пуҫлӑхӗнче ӗҫленӗ чухен вырӑнти ялсене хатлӑх кӗртессипе чылай ӗҫленине ҫак йӗркесен авторӗ вырӑна кайсах курнӑччӗ. Халӗ, ав, Красноармейски районӗнче те вӑл ҫавӑн пек йӗрке тӑвасшӑн иккен.
Ҫутӑшӑн тӳлесе тӑкакланнине чакарас тесе энергие перекетлекен лампӑсем ҫине куҫараҫҫӗ. апла утнине пула иртнӗ ҫул вӗҫӗ тӗлне 3 миллион тенкӗ ытла укҫа перекетлеме май килнӗ. Ял тӑрӑхӗсем ыйтнипе хунар туянма вӗсене 1 миллион тенкӗ укҫа уйӑрса панӑ. Ҫитес икӗ ҫулта районти мӗнпур ялти мӗнпур урама ҫутӑ кӗртме палӑртнӑ.

Ӗнер, кӑрлачӑн 24-мӗшӗнче, депутатсен пухӑвӗнче Ҫӗнӗ Шупашкарти «Атӑл» кинотеатра ЧР Культура министерствине парас ыйтӑва пӑхса тухнӑ. Аса илтерер: кинотеатр халӗ пушах ларать, вӑл нумаях пулмасть ӗҫлеме пӑрахнӑ.
Пушӑ ҫурта министерство хӑй пама ыйтнӑ. Тӳре-шара унта Чӑваш сӑнав драма театрне вырнаҫтарасшӑн. Татӑклӑ йышӑну тумашкӑн халӑх хушшинче ыйтӑм та ирттернӗ. Ыйтӑм пӗтӗмлетӗвӗ ҫапларах: унта хутшӑннисенчен чылайӑшӗ пӗрлештернӗ культура центрне тӑвас шухӑша ырланӑ. Пӗр ҫуртра театр, кинотеатр, кафе, ача-пӑчан канмалли вырӑн ӗҫлемелле.
Аса илтерер: Шупашкарти «Ҫеҫпӗл» кинотеатр та халӗ ҫаплах ӗҫлет. Ӑна та Культура министерствине панӑ, унта Ҫамрӑксен театрӗ вырнаҫнӑ.

Кӑрлач уйӑхӗн 19-мӗшӗнче «Хавал» пуҫару ушкӑнӗн чӑваш чӗлхипе литературине вӗрентекенсен ассоциацийӗн черетлӗ чей тӗлпулӑвӗ иртрӗ. Шупашкарти 11, 41, 40, 33-мӗш шкулӗсенче тӑван чӗлхене вӗрентекенсем килсе ҫитрӗҫ. Тӗлпулу кӑсӑклӑ та тухӑҫлӑ иртрӗ. Александр Васильевич Блинов («Кала-ха» вӗренӳ пособийӗн авторӗсенчен пӗри, «Хавал» пуҫару ушкӑнӗн тата «Язык для успеха» /чӑв. Ӑнӑҫу чӗлхи/ ют чӗлхесен шкулӗн ертӳҫи). Чӑваш чӗлхи урокӗсенче «Мемо» тата «Домино» вӑйӑсемпе мӗнле усӑ курмалли ҫинчен каларӗ. Каларӗ кӑна мар, пуҫтарӑннисене выляма та вӗрентрӗ (ҫитес вӑхӑтра ВК халӑх тетелӗнче те пулӗҫ. Эсир те вӗсене уҫласа илсе ачасемпе выляма пултаратӑр). Кунсӑр пуҫне Александр Васильевич тата савӑнӑҫлӑ хыпар пӗлтерчӗ — «Кала-ха 3» вӗренӳ пособинчи юрӑсем хатӗр иккен. Эпир паян вӗсене итлесе килентӗмӗр те.
Александр Марсович Степанов вара Fix Price лавккари таварсемпе чӑваш чӗлхи урокӗсенче усӑ курма ӑсталӑх лаҫҫинче вӗрентрӗ.

Уҫӑ ҫыру – Открытое письмо
Чӑваш аксакалӗсен тӗп канашӗ
Центральный Совет чувашских старейшин,
428000, пр. Ленина, 15, каб. 208, ЦСЧС
Шупашкар хулин ертӳлӗхне
Администрации
города Чебоксары
По поводу открытия памятника Ивану Грозному
Чӑваш аксакалӗсен тӗп канашӗ хӑйӗн 2019 ҫулхи кӑрлачӑн 10-мӗшӗнчи анлӑ ларӑвӗнче Хаяр Йӑван палӑкне Шупашкарта лартасси ҫинчен хускатнӑ ыйтӑва тӗплӗн сӳтсе яврӗ.
Лару пӗр саслӑн ҫапла йышӑнчӗ:
1. Вак халӑхсен пусмӑрҫи Йӑван патша палӑкне Шупашкарта лартни чӑваш халӑхӗнчен тӳррӗн мӑшкӑллани пулать. Аксакалсен канашӗ Чӑваш тӗпчев институчӗ Шупашкарта ӑна лартмалла мар тенипе пӗтӗмпех килӗшет. Халӑх пусмӑрҫисен палӑкӗсене наци республикисенче уҫнине Раҫҫей халӑхӗсен хальхи пӗрлӗхне аркатас тӗллевпе тунӑ ӗҫ тесе шутлатпӑр.
2. Шупашкарта кама хӑҫан мӗнле палӑк лартмалли программмӑна халӑха пӗлтерме ыйтатпӑр. Чӑваш историйӗпе ҫыхӑннӑ Атилла, Кубрат хан, вак халӑхсене ыр суннӑ Пушкин, Бичурин, Лев Гумилев, халӑх ирӗкӗшӗн кӗрешнӗ Пайтул Искеев, Охадер Томеев, тӗнчипе паллӑ тӗпчевҫӗ Николай Ашмарин палӑкӗсем халех хатӗрлеме тытӑнмалла.

Ҫитес кӗҫнерникун, кӑрлачӑн 10-мӗшӗнче, Чӑваш Республикин наци вулавӑшӗнче Чӑваш ваттисен тӗп канашӗн черетлӗ ларӑвӗ иртӗ. Пуҫламӑшӗ 15 сехетре.
Ваттисем пӑхса тухакан ыйтусем хушшинче хӑйсен йышне ҫӗнетесси, 2019 ҫулхи плана ҫирӗплетесси пулӗ. Унсӑр пуҫне пухӑннисем умӗнче Олег Цыпленков паллӑ ҫынсен палӑкӗсене лартасси, асӑну хӑмисене уҫасси тата фильмсем ӳкересси ҫинчен каласа парӗ. А.О.Бойков, Н.М.Адер тата В.Д.Эльмень ваттисен тӗп канашӗ ял-хулари шурсухал-утамансемпе тата халӑх йӗркеленӗвӗсемпе тытакан ҫыхӑнусем ҫинчен сӑмах хускатӗҫ.

«Тӗрӗслӗхшӗн Раҫҫей» политика партийӗн Чӑваш Енри уйрӑмӗн канашӗн ертӳҫи пулма урӑх ҫынна лартасшӑн. Ҫак тилхепене тытса пыракан Анатолий Аксаков тивӗҫтерменрен, парти пайташӗсем хушшинче ӑнланманлӑх сиксе тухнишӗн мар.
Юпа уйӑхӗн 29-мӗшӗнче Шупашкарта партин регионти уйрӑмӗн канашӗн бюровӗн ларӑвӗ иртнӗ. Ӑна Анатолий Аксаков ертсе пынӑ. Раҫҫейри паллӑ политика маларах партин Тӗп Президиумӗн пайташне суйланӑ иккен. Ҫавна май Анатолий Аксаков хӑй вырӑнне Олег Николаева сӗннӗ.
Олег Николаев унччен Чӑваш Енӗн Патшалӑх Канашӗн депутачӗ пулнӑччӗ. Кайран вӑл РФ Патшалӑх Думине суйланчӗ. Банк тытӑмӗнче ӗҫленӗскер экономика ыйтӑвӗсене аван ӑнланать.
Отчетпа суйлав конференцийӗ чӳк уйӑхӗн 24-мӗшӗнче иртмелле.
| ҪУР | 23 |

Нумаях пулмасть Улатӑр район администрацийӗн пуҫлӑхӗ Нина Шпилевая Алтышево ялӗн ҫыннисемпе тӗл пулса калаҫнӑ. Ялта шкула хупнӑ-мӗн. Сӑлтавне тӳре-шара ӑнлантарнӑ: ял вилсе пырать, унӑн пуласлӑхӗ ҫук-мӗн. Халӑх хирӗҫлесе пӑхнӑ, анчах ку хӗрарӑма килӗшмен, хыттӑнрах калаҫнӑ.
- Пӗлтӗр 482 ҫын вилнӗ, 170 ача ҫуралнӑ. Ачасем ҫуккишӗн эпӗ айӑплӑ-им? Куншӑн эпӗ айӑплӑ-и? Пуласлӑх ҫук! Ӗҫ вырӑнӗсем ҫук! – тенӗ Нина Шпилевая. Унӑн сӑмахӗнчен ҫакна ӑнланмалла: ҫынсем нумайрах вилнине, ача сахалрах ҫуралнине пула шкул ыйтӑвӗ ҫивӗч.
Халӑх хирӗҫлени, шкула хуптарасшӑн марри уншӑн кӑсӑклӑ мар иккен. Шпилевая пӗр хӗрарӑмпа пачах калаҫма хирӗҫленӗ, ӑна пухуран та кӑларса яма хӑтланнӑ. Тӳре-шара Алтышево ҫыннисемпе пуху мӗнле ирттернине ҫак каҫӑпа кайсан курма пултаратӑр: http://www.online812.ru/2018/08/23/001/.

Оппозици шутланакан парти пайташӗсене Етӗрнере те пухӑва кӗртмен. Районӑн кӑҫалхи ҫур ҫулхи аталанӑвне пӗтӗмлетекен пуху эрнекун хулари 3-мӗш вӑтам шкулӑн акт залӗнче иртнӗ. Унта пухӑниччен Михаил Игнатьев Элтепер вӗренӳ учрежденийӗпе паллашнӑ. Пуҫламӑш класа ҫӳрекен ачасем икӗ сменӑпа вӗренеҫҫӗ иккен. Анчах килес ҫул хулара пуҫламӑш шкул хута яма ӗмӗтленеҫҫӗ.
Пӗтӗмлетӳллӗ пухӑва либерал-демократсен партийӗн пайташне Ольга Угабаевӑна кӗртмен. Унта лекессишӗн вӑл малтанах ҫырӑнма пӑхнӑ, анчах район администрацийӗн пуҫлӑхӗ канашлӑва предприятисемпе организацисен пуҫлӑхӗсене ҫеҫ чӗннине, Ольга Угабаева валли вырӑн ҫуккине пӗлтернӗ-мӗн. «Тӗрӗслӗхшӗн Раҫҫей» парти пайташне Владимир Офаринова та пухӑва хутшӑнма ирӗк паман.
Маларах эпир Сергей Семенов депутата Ҫӗнӗ Шупашкарти пухӑва кӗртменнине пӗлтернӗччӗ.
