
Улатӑр хула администрацийӗн пуҫлӑхӗ Юрий Боголюбов ку должноҫе текех йышӑнмӗ.
Ку хыпара илтнӗ хыҫҫӑн ҫак йӗркесен авторӗ район администрацийӗн сайтне юриех тишкерчӗ. Сити-менеджер тивӗҫне кам пурнӑҫлассине хальлӗхе асӑнман. Юрий Боголюбов хушаматне вара район администрацийӗн структуринчен кӑларма ӗлкӗрнӗ. Сӑмах май, паян 14 сехетре Улатӑрта Депутатсен пухӑвӗ иртмелле иккен. Пуҫлӑх пулма вӑхӑтлӑха кама шанассине, эпир ӑнланнӑ тӑрӑх, унта палӑртӗҫ.
Улатӑр хула администрацине ертсе пыма Юрий Боголюбова 2018 ҫулхи кӑрлачӑн уйӑхӗн 29-мӗшӗнче шаннӑччӗ.
Сити-менеджер хӑмӑтне тӑхӑниччен Юрий Боголюбов хулари пульницӑн тӗп врачӗ пулса ултӑ ҫул ытла ӗҫленӗччӗ.
Сити-менеджерта Юрий Боголюбов умӗн тимленӗ Александр Седовпа Александр Герасимов та ҫав должноҫра ҫулталӑк ытларах ҫеҫ тӑрӑшнӑ.

Тӑххӑрмӗш тата вун пӗрмӗш класра вӗренекенсемшӗн ҫак кунсем питех те хумхануллӑ. Вӗсен экзаменсем ҫывхараҫҫӗ-ҫке. Тепӗр учительсемпе ашшӗ-амӑшӗ те вӗсене аптӑратни вӑрттӑнлӑх мар.
Ҫу уйӑхӗн 21-мӗшӗнче, 18 сехетре, Чӑваш Енӗн Вӗренӳ министерстви ашшӗ-амӑшӗн онлайн-пухӑвне ирттерӗ. Ун вӑхӑтӗнче 9-мӗшсемпе 11-мӗшсен патшалӑхӑн (пӗтӗмлетӳллӗ) аттестацине ирттерес ыйтӑва ҫеҫ мар, ачасемпе ҫамрӑксен ҫуллахи канӑвӗпе ҫыхӑннӑ самантсене те тишкерӗҫ. Ачасене суранланасран епле асӑрхамалли пирки те калаҫма палӑртнӑ.
Онлайн-пухӑва хутшӑнас тесен https://conf.cit.cap.ru каҫӑпа иртмелле (вӑл — Чӑваш Енӗн Вӗренӳ министерствин пӳлӗмӗ. Пухӑва пӑхаканӑн паролӗ – 227733). Асӑннӑ пӳлӗмпе 17 сехет те 30 минутран пуҫласа ҫыхӑнма май килӗ.

Паян, ҫу уйӑхӗн 14-мӗшӗнче, Ҫӗрпӳ районӗсем тинех ҫӗнӗ хуҫана тупнӑ.
Асӑннӑ район администрацине ертсе пынӑ Андрей Павлова пуҫиле статьяпа айӑпласа колони-поселение ӑсатнӑ хыҫҫӑн ку вырӑн пушӑ тӑчӗ. Паян вара тинех пуҫлӑх пулма тивӗҫ ҫынна тупнӑ. Чӑваш халӑх сайчӗ ҫӗнӗ хуҫа кам пулассине унчченех тӗшмӗртӗнччӗ-ха. Аса илтерер, ака уйӑхӗн 8-мӗшӗнче республикӑри комисси пайташӗсем кандидатурӑсене тишкернӗччӗ. Вӗсен йышӗнче Чӑваш Ен Элтеперӗн Администрацийӗн Шалти политика управленийӗн вырӑнти хӑй тытӑмлӑх органӗсемпе ӗҫлекен пайӗн пуҫлӑхӗ, 1981 ҫулхи Игорь Николаев пулнӑччӗ.
Паян Ҫӗрпӳ районӗнче иртнӗ Депутатсен пухӑвӗн черетсӗр ларӑвӗнче шӑпах Игорь Николаева пуҫлӑха ҫирӗплетнӗ те.

«К. Иванов ҫӗршывне ҫӑлӑр!» – тесе ҫырнӑ иккен Пушкӑртстанри Слакпуҫ ял хутлӑхӗн ҫыннисем Чӑваш тата Пушкӑртстан культура министрӗсем патне янӑ ҫырура. Кун пирки Тутарстанри «Сувар» хаҫатра «Урал сасси» пӗлтернӗ тӑрӑх хыпарланӑ.
Чӑваш Мекки шутланакан Слакпуҫ, унпа юнашар вырнаҫнӑ Силпи, Краснояр, Канаш чӑваш ялӗсем каяш айне пуласран шикленнине «Хыпар» издательство ҫурчӗн «Хресчен сасси» хаҫатӗнче те ҫырса кӑтартнӑ.
Пушкӑртстанри Слакпуҫ ял тӑрӑхне кӗрекен Краснояр таврашӗнче «Пушкӑрт аш-какай компанийӗ» пӗрлешӳ сысна комплексӗ тума палӑртать иккен. Вӑл ҫулталӑкра 15 пин тонна аш-какай хатӗрлекенскер пулмалла. Вӑл тӑрӑхри чӑвашсем ял хуҫалӑх предприятийӗ экологие сиен кӳресрен, ҫынсем шыв ӑсакан ҫӑл куҫсене лекесрен шикленеҫҫӗ.

Муркаш районӗнчи «Е.А. Андреев ячӗллӗ ӑратлӑ савут» ял хуҫалӑх кооперативӗнче отчет пухӑвӗ иртнӗ. Алексей Кряжинов журналист Фейсбукра ҫырнӑ тӑрӑх, унта хутшӑнас тесе предприятире унччен тӑрӑшнисем те пуҫтарӑннӑ.
«Чӑваш Енре тахӑҫан чи пуян пулнӑ миллионер-колхоза салатни, ҫаратни ҫинчен пӗлтӗр эпӗ ҫырнӑччӗ», — тенӗ журналист.
Кӑҫалхи отчет пухӑвне пуҫтарӑннисем предприяти ҫуртне кӗртессе кӗтсе урамра тӑнӑ. Анчах ЯХПК пуҫлӑхӗ Семенов (вӑл Муркаш районӗнчи Депутатсен пухӑвӗн депутачӗ-мӗн) полицин участокри уполномоченнӑйне чӗнсе илнӗ. Хуҫалӑхӑн ӗнерхи ӗҫченӗсене отчет пухӑвне кӗртмен, пуху пыракан ҫурта шал енчен питӗрсе илнӗ имӗш.

Муркаш районӗнчи «Е.А. Андреев ячӗллӗ ӑратлӑ савут» ял хуҫалӑх кооперативӗнче отчет пухӑвӗ иртнӗ. Алексей Кряжинов журналист Фейсбукра ҫырнӑ тӑрӑх, унта хутшӑнас тесе предприятире унччен тӑрӑшнисем те пуҫтарӑннӑ.
«Чӑваш Енре тахӑҫан чи пуян пулнӑ миллионер-колхоза салатни, ҫаратни ҫинчен пӗлтӗр эпӗ ҫырнӑччӗ», — тенӗ журналист.
Кӑҫалхи отчет пухӑвне пуҫтарӑннисем предприяти ҫуртне кӗртессе кӗтсе урамра тӑнӑ. Анчах ЯХПК пуҫлӑхӗ Семенов (вӑл Муркаш районӗнчи Депутатсен пухӑвӗн депутачӗ-мӗн) полицин участокри уполномоченнӑйне чӗнсе илнӗ. Хуҫалӑхӑн ӗнерхи ӗҫченӗсене отчет пухӑвне кӗртмен, пуху пыракан ҫурта шал енчен питӗрсе илнӗ имӗш.

Паян Чӑваш Енӗн вулавӑшӗнче республикӑри Профессионал ҫыравҫӑсен пӗрлӗхӗн отчетпа суйлав пухӑвӗ иртнӗ.
Унта пулнӑ Надежда Смирнова журналист пӗлтернӗ тӑрӑх, союз ертӳҫи Геннадий Максимов отчет тунӑ май пӗрлешӳ Наци вулавӑшӗпе килӗшӳ туса тачӑрах ӗҫлеме пуҫланине, регионсене, районсене пӗрле ҫӳренине, ҫӗнӗ кӗнекесемпе паллаштарнине каласа кӑтартнӑ.
Союз пайташӗсем Трубина Мархви ҫуралнӑранпа 130 ҫул ҫитнине уявлама, Николай Мранькка ҫыравҫӑн ҫӑви ҫине палӑк вырнаҫтарма хутшӑннӑ.
Сӑмах май, хальхи вӑхӑтра пӗрлӗхре — 95 ҫыравҫӑ иккен. Пӗрлӗх ҫумӗнче йӗркеленӗ Ҫамрӑк литераторсен канашне Ольга Васильева ертсе пырать.
Профессионал ҫыравҫӑсен пухӑвӗнче ҫӗнӗ ертӳҫӗне суйланӑ. Ҫак тивӗҫе пурнӑҫлама «Хыпар» издательство ҫурчӗн «Тӑван Атӑл» журналӗн редакторӗ пулса тӑрӑшакан Лидия Филипповӑна шаннӑ.

Вӑрмар районӗнчи Чупай ял тӑрӑхӗнчи Депутатсен пухӑвӗн депутачӗ пулнӑ ҫынна полномочисӗр хӑварма йышӑннӑ. Халӑх тарҫине депутат удостоверенийӗсӗр хӑварма прокуратура хистенӗ.
Чӑваш Енӗн прокуратурин пресс-служби пӗлтернӗ тӑрӑх, Чупай ял тӑрӑхӗн депутачӗсенчен пӗрне суд РФ Пуҫиле кодексӗн 160-мӗш статйин 3-мӗш пайӗпе айӑпланӑ. Ку вӑл ӗҫ вырӑнӗпе усӑ курса укҫа-тенкӗ тӑкакланине пӗлтерет. Кунсӑр пуҫне ҫав ҫынна РФ Пуҫиле кодексӗн 292-мӗш статйин 1-мӗш пайӗпе (ӗҫ вырӑнӗпе усӑ курнӑшӑн) явап тыттарнӑ.
Судпа айӑпланнӑ ҫын депутат пулаймасть, унӑн полномичийӗ вӑхӑт ҫитичченех тухать тесе прокуратура асӑрхаттарнине Чурпай ял тӑрӑхенчи Депутатсен пухӑвӗ ӑша хывнӑ. Ӗҫре пӗр сӗтел хушшинче вырӑнти ыйтусене татса панӑ ҫынна депутат тивӗҫӗсӗр хӑварнӑ.

Ҫак кунсенче республикӑн районӗсемпе хулисенче иртнӗ ҫулхи ӗҫ-хӗле пӗтӗмлетмелли пухусем иртеҫҫӗ. Шупашкар районӗсем пухӑва Чӑваш патшалӑх академи драма театрӗнче йӗркелерӗҫ.
Аслисем калаҫнине тӑнлама ҫамрӑксене те пухнӑ. Халӑх йышлӑ пухӑннӑран ҫынсем ниҫта ларма аптӑраса тӑркаларӗҫ. Балкон ҫинче те вӗсем вырӑн йышӑннӑччӗ. «Шкул ачисене тем тума чӗнеҫҫӗ-ҫке», — вырӑн юлман енне кӑмӑлсӑрланчӗ Кӳкеҫри организацисенчен пӗрин ертӳҫи.
Пухура ыррипе пӗрлех кӑлтӑксене те тишкерчӗҫ.
Муниципалитет пурлӑхне тата ҫӗре арендӑна панӑшӑн укҫа пухассипе бюджета кӗмен укҫа хисепӗ – 8,2 миллион тенкӗ. Ҫав шутран 3,7 миллионне пухас шанчӑк ҫук. Парӑма кӗрсе кайнисемпе судлашни те усса кайман: вӗсем ҫара ҫерҫи пекех – шыраса илмелӗх нимӗн те юлман. «Сире ҫав арендаторсем шӑнман пӑр ҫине лартса янӑ. Халӗ вӗсен – ваннӑ сӗтел-пукан ҫеҫ. Парӑма вӑхӑтра шыраса илмелле пулнӑ», – тесе Михаил Васильевич ӳпкеленине хирӗҫлеме сӑлтав тупаймарӗҫ Шупашкар районӗсем. «Парӑма шыраса илменшӗн кама явап тыттарнӑ? Кама ӗҫрен кӑларнӑ?» – ыйту та тӗплӗ хуравсӑр юлчӗ.

Ӗнер, нарӑсӑн 8-мӗшӗнче, Чӗмпӗр облаҫӗнчи чӑваш ҫыравҫисен «Шевле» пӗрлешӗвӗн черетлӗ пухӑвӗ иртнӗ. Унта ҫӗнӗ ертӳҫе суйланӑ. Малашне ку тивӗҫе «Канаш» хаҫатӑн тӗп редакторӗ Елена Мустаева туса пырӗ. «Шевле» литпӗрлешӳ пухӑвне ҫитнӗ 12 ҫыравҫӑ сасӑласа ҫапла пӗтӗмлетӳ тунӑ.
Литпӗрлешӗве кӗрекен ҫыравҫӑсем кӗҫех тепӗр хут та пухӑнӗҫ. Нарӑсӑн 12-мӗшӗнче вӗсем кӑҫалхи ӗҫ планне ҫирӗплетесшӗн.
Аса илтеретпӗр, «Шевле» литпӗрлешӳ Чӗмпӗр облаҫӗнче тухса тӑракан «Канаш» хаҫат ҫумӗнче йӗркеленнӗ. Унччен ӑна Николай Ларионов ҫыравҫӑ ертсе пынӑччӗ. «Шевле» литпӗрлешӳ кӳршӗллӗ регионта ҫирӗм ҫул ытла ӗҫлет, вӑл вӑхӑтра унта кӗрекен ҫыравҫӑсем ҫӗр ытла кӗнеке кӑларма пултарнӑ.
