
Шупашкар хулинчи халӑхӑн социаллӑ ыйтӑвӗсене тивӗҫтерекен комплекслӑ центрта Марина Назарова ҫемье психологӗпе час-часах тӗлпулусем йӗркелеҫҫӗ. Вӑл унта тӑрӑшакан социаллӑ ӗҫченсемпе те, специалистсемпе те курса калаҫнӑ. Паян вара вал учреждени ҫумӗнчи уйлӑхра канакан ачасемпе тӗлпулу ирттернӗ.
Марина Геннадьевна шухӑшланӑ тӑрӑх, пурнӑҫра пулса иртекен пӗр пулӑм та ытахальтен мар. Ҫынна кӳрениччен хамӑр утӑмӑра тишкермелле. Ҫынна тав тума е унран каҫару ыйтма пӗлни те калама ҫук пӗлтерӗшлӗ. Ачасем те унӑн сӑмахне чунтан итленӗ.

«Старость в радость» (чӑв. Ватлӑх савӑнма) ыркӑмӑллӑх фончӗ Чӑваш Енри пӗчӗк тупӑшлӑ пӗччен пурӑнакан ватӑсемпе сусӑрсене хальхинче апат-ҫимӗҫ туянма электрон сертификатсем уйӑрса панӑ. Кашнине — 5-шер пин тенкӗлӗх. Шупашкарта ун пек пулӑшупа 68 ҫын усӑ курӗ.
Сертификатпа тавара «Пятерочка» лавккасенче туянма юрать. Анчах эрех-сӑра, пирус туянмалла мар, куллен кирлӗ апат-ҫимӗҫ илмелле. Фонд сӗннине шута илсе. Лавккана ҫитме пултаракан ватӑсем хӑйсем кайса илеҫҫӗ, каяйманнисене социаллӑ центр ӗҫченӗсем туянса килне леҫсе параҫҫӗ.
«Тӗлӗнмелле савӑнтӑм. Кун чухлӗ апат-ҫимӗҫ хӑҫанччен ҫитӗ», — савӑнса тав тунӑ Шупашкарта пурӑнакан Елена Орлова иккӗмӗш ушкӑнри сусӑр.

Куславкка районӗнчи пӗр ялта пурӑнакан Лукьяновсем ҫӗр ҫырли туса илме тӗллев лартнӑ. Ҫав ӗмӗтпе хавхаланса Анна Лукьянова патшалӑх контрактне алӑ пусса хыснаран укҫа илнӗ те ӑна хушма хуҫалӑха аталантарма янӑ. Тӗрӗсрех каласан, ҫӗр ҫырлин чаплӑ йышши сортне туяннӑ.
Малтанах вӗсем шикленнине пытарамаҫҫӗ: «Калча вӑй илӗ-и? Туса илме пултарӑпӑр-и?» Анчах пӗрремӗш ана ҫырла пама тытӑнсан хӗрарӑм хавхаланнӑ, халӗ вӑл ҫырла лаптӑкне пысӑклатма ӗмӗтленет.
Аннӑн упӑшки хурт-хӑмӑр ӗрчетет.

Ӗмӗрӗпе ӗҫлесе пурӑнма хӑнӑхнӑ ҫын ахаль ларасшӑн мар. Вӑйӗ ҫитмесен те унӑн пахчара акса лартас килет. Кун пек чухне Шупашкарти ватӑсене халӑхӑн социаллӑ ыйтӑвӗсене тивӗҫтерекен комплекслӗ центрӗн социаллӑ ӗҫченӗсем пулӑшса пыраҫҫӗ.
«Пахчана пушӑ вырттарас килмест. Юрать мана Елена Трофимова социаллӑ ӗҫчен пулӑшса пырать», — тав тӑвать тава тивӗҫлӗ канури Федосия Парфёнова. Зинаида Прокопьева вара Ольга Филиппова пулӑшса пынишӗн савӑнать.

Чӑваш Республикинчи амӑшӗн капиталне 2030 ҫулхи раштавӑн 31-мӗшӗччен пама йышӑннӑ. Ку ыйтӑва ЧР Министрсен Кабинечӗн ларӑвӗнче сӳтсе явнӑ.
Унччен ку пулӑшу мери 2026 ҫулхи раштавӑн 31-мӗшӗччен вӑйра пулнӑ. Кӑҫалхи кӑрлачӑн 1-мӗшӗнчен республикӑри амӑшӗн капиталӗ 200 пин тенкӗпе танлашать.
Палӑртмалла: республикӑри амӑшӗн капиталне 2012 ҫултанпа пама тытӑннӑ. Ун чухне вӑл 100 тенкӗе танлашнӑ. Ку таранччен амӑшӗн капиталне 17487 ҫемье тивӗҫнӗ.

Шупашкар хулинчи халӑхӑн социаллӑ ыйтӑвӗсене твиӗҫтерекен комплекслӑ центрӑн пай заведующийӗ ӗҫлесе сипленме вӗренсе килнӗ.
Марина Петрова заведующи «Старость в радость» (чӑв. Ватлӑх савӑнма) ыркӑмӑллӑх фончӗ йӗркеленӗ икӗ кунлӑх курсра пӗлӗвне туптанӑ. Заняти «Внимание и забота» (чӑв. Тимлӗх тата тӑрӑшу) обществӑра иртнӗ. Хушма професси пӗлӗве паракан программа «Частые вопросы эрготерапии. Эрготерапия в системе социального обслуживания» (чӑв. Эрготерапинчи час-час тӗл пулакан ыйтусем. Социаллӑ пулӑшу сферинчи эрготерапи).
Веренӳ 72 сехет теори занятийӗнчен тата 2 кунла практикаран тӑнӑ.
Программа обучения была направлена на углубление знаний и навыков
Программа обучения была направлена на углубление знаний и навыков в области эрготерапии, что особенно важно для специалистов, работающих в сфере социального обслуживания

Елчӗкри Ирина Еремеева патшалӑх пулӑшӑвӗпе хӑйӗн ӗҫне пуҫарса янӑ.
Хӗрарам социалла контраткпа килӗшӳллӗн паракан укҫана илнӗ, унпа вӑл маникюр пӳлӗмӗ уҫнӑ.
Малтанласа Ирина хӑйӗн чӗрнине сӑрланӑ, унтан ҫак ӗҫе тӗрӗс пурнӑҫлама хӑнӑхтаракан видеосем пӑхнӑ, ятарлӑ курсра вӗреннӗ. Унтан ал ҫак ӗҫе хӑнӑхса ҫитсен хӑйӗн ӗҫне пуҫарас тӗллев тытнӑ.
Патшалӑх контракчӗн укҫипе хӗрарӑм сӗтел-пукан, лампа, инстурментсемпе кирлӗ ытти япала туяннӑ.

Пурнӑҫӑн кирек хӑш тапхӑрӗнче те ҫынсем тӗрлӗ йывӑрлӑхпа тӗл пулаҫҫӗ. Ӗҫре те, килте те, ҫын ҫине тухсан та пӑшӑрханмалли, кулянмалли тупӑнса тӑрать.
Ӗҫре ывӑнса та йӑлӑхса ҫитнине ҫӗнтереме пулӑшас тӗллевпе Шупашкар хулинчи халӑхӑн социаллӑ ыйтӑвӗсене ӗҫтерекен комплеслӑ центрта психологпа та занятисем ирттереҫҫӗ. Марина Назарова психолог маларах ун пеккисене социаллӑ ӗҫченсем валли йӗркеленӗ пулсан паян унти специалистсем валли ирттернӗ.

Чӑваш Енри хастар усламҫӑсем агротруизма аталантарма федераци хыснинчен 10 миллиона яхӑн тенкӗ тивӗҫме пултараҫҫӗ. Вӑл проектсене 2026 ҫулта пурнӑҫа кӗртме май килӗ.
Гранта «Ял туризмне аталантарасси» федераци проекчӗпе килӗшӳллӗн уйӑраҫҫӗ. Вӑл ялти территорисене аталантарма, ҫӗнӗ ӗҫ вырӑнӗсем йӗркелеме, туристсене илӗртме май парӗ.
Документсене республикӑн Ял хуҫалӑх министерствинче ҫу уйӑхӗн 15-мӗшӗччен йышӑнӗҫ.
Унччен ун пек пулӑшӑва ҫичӗ проект тивӗҫнӗ, вӗсене пӗтӗмпе 59 миллион тенкӗ укҫа уйӑрса панӑ.

Каҫал тӑрӑхӗнче пурӑнакан Сергей Леонтьевялта ӗҫлеме яланах ӗмӗтленнӗ. Ялти хуҫалӑха патшалӑх укҫипе, социаллӑ контракт йӗркипе, аталантарма май пуррине пӗлсен ҫамрӑк арҫын хытах ҫунатланнӑ.
Социаллӑ контаркта ала пуснӑ хыҫҫӑн панӑ укҫапа вӑл 15 вӑкӑр туяннӑ.
«Выльах-чӗрлех ӗрчеетссипе ҫине тӑма эпӗ унчченех ӗмӗтленнӗ», — каласа кӑтартнӑ Сергей.
