Чӑваш Енӗн тӗп хулинче ӳсӗр ҫынсене йышӑнмалли учреждени (хӑй вӑхӑтӗнче вӗсене урӑлтаркӑч тенӗ) ҫывӑх вӑхӑтра уҫма палӑртаҫҫӗ. Республика Элтеперӗ Олег Николаев ун пек учреждение 2023 ҫулхи пӗрремӗш кварталтан кая юлмасӑр уҫма хушнӑ.
Ӗнер, ака уйӑхӗн 1-мӗшӗнче, Чӑваш Республикин пуҫлӑхӗ ҫумӗнче йӗркелекенӗ право йӗркине тивӗҫтерес енӗпе ӗҫлекен координаци канашлӑвӗн ларӑвӗ иртнӗ. Унта Олег Николаев алкогольпе, наркотикпа е урӑх ҫавӑн пек япаласемпе айкашакан ҫынсене пулӑшу памалли специализациленӗ учрежденисем тӑвас ӗҫе васкатма чӗнсе каланӑ.
Чӑваш Республикинчи граждансен сывлӑхне сыхласси ҫинчен калакан саккуна ҫывӑх вӑхӑтра улшӑну кӗртмелле.
«Саккун проектне Патшалӑх Канашӗн ҫитес сессийӗн кун йӗркине кӗртмелле», — тенӗ Олег Николаев.
Кӑҫал ҫулталӑк пуҫланнӑранпа пирӗн республикӑна ют ҫӗршывсенчен 10 ҫемье пурӑнма куҫса килнӗ. Кунта сӑмах ентешӗмӗрсем пирки пырать. Хамӑр тӑван ҫӗршыв ҫыннисемех вӗсем. Тӗрлӗ сӑлтава пула пӗр вӑхӑт чикӗ леш енче пурӑннӑ. Халӗ вара тӑван ҫӗршыва таврӑнма шут тытнӑ.
Тӑван ҫӗршыв ҫыннисене чикӗ леш енчен куҫса килме пулӑшакан программа Раҫҫейре 2014 ҫултанпа ӗҫлет. Ҫав вӑхӑтранпа пирӗн тӑрӑха 2637 ҫын куҫса килнӗ.
Кӑҫалхи чӳк уйӑхӗн вӗҫне илсен Чӑваш Енре тавар тата пулӑшу хакӗн индексӗ ҫулталӑк пуҫламӑшӗнчипе танлаштарсан 107,79 процент пулнӑ, 2020 ҫулхи чӳк уйӑхӗн пуҫламӑшӗнчипе пӑхсан — 108,53 процент. Цифрӑсене Чӑвашстат илсе кӑтартнӑ.
Ҫулталӑк пуҫланнӑранпа апат-ҫимӗҫ хакӗ пирӗн патра 8,93 процент ӳснӗ, апат-ҫимӗҫ мар япаласен хакӗ – на 8,84%, тӗрлӗ пулӑшу – 4,69%.
Апат-ҫимӗҫрен аш-пӑш, кӗрпе тата пӑрҫа йышшисем, ҫӑкӑр, макарон, услам ҫу, сахӑр песукӗ, пулӑ тавраш, тип ҫу, сӗт-турӑх, ҫӑмарта хакланнӑ.
Стройматериалсен хакӗ 26,14% ӳснӗ, телерадиотовар 16,35% хакланнӑ.
«Ҫыхӑнура» портал Чӑваш энергосбыт компанийӗ хыпарлани тӑрӑх пӗлтернӗ тӑрӑх, ҫитес ҫул пирӗн республикӑра инвестици программипе 3 пин счетчик ылмаштарӗҫ. Электросчетчиксене ылмаштарнишӗн ҫынсен укҫа тӳлемелле мар.
Компанин пресс-служби пӗлтернӗ тӑрӑх, ку тӗллевпе 45 миллион тенкӗ уйӑрӗҫ. Программӑна пурнӑҫласа электроэнерги тӑкакне шута илекен ӑслӑ приборсем вырнаҫтарӗҫ. Вӗсене вырнаҫтарсан ҫынсен счетчик мӗн кӑтартнине энергетиксене пӗлтерме тивмӗ.
Шупашкартан инҫех мар вырнаҫнӑ «Солнечный берег» (чӑв. Хӗвеллӗ ҫыран) кану бази ҫывӑхӗнче пӗрисем инкеке лекнӗ. Вӗсем асӑннӑ база ҫывӑхӗнчи «Смоленский» утрав ҫинче пулнӑ. Унта ҫемье пӗчӗк ачапа вӗрсе карӑнтармалли кимӗпе кайнӑ. Каялла килме тӑрсан вӗсен кӗсменӗ хуҫӑлса кайнӑ.
Аптӑранӑ ҫемье Республикӑн ҫӑлавпа шырав службине 16 сехет иртсен шӑнкӑравланӑ. Ҫӑлавҫӑсене вӗсем утрав ҫитсе кӗтсе илнӗ. Анчах утрав тӗлӗнче Атӑлта ӑшӑх вырӑн пулнӑран ҫӑлавҫӑсем караппа унта ишсе пырайман. Ҫуран утса кайса малтан ачана йӑтса каҫарнӑ, унтан ачан ашшӗпе амӑшне пулӑшнӑ. Шупашкара ҫемье 19 сехет тӗлӗнче ҫитсе пӗтнӗ.
Чӑваш Енре культурӑпа ӑслӑлӑх аталанӑвне пысӑк тӳпе хывнӑ ятлӑ-сумлӑ ҫынсене уйӑхсерен патшалӑх пособийӗ параҫҫӗ. Вӑл укҫана тивӗҫнӗ ҫынсем ӑна мӗн ӗмӗр тӑршшӗпе илсе тӑраҫҫӗ. Ҫавӑн пекех ӳнер, культура тата ӑслӑлӑх енӗпе пултаруллисене ҫулталӑклӑха стипендипе те хавхалантараҫҫӗ.
Ӳлӗмрен ҫав укҫасен виҫи ӳсӗ. Ку хыпара нумаях пулмасть Чӑваш Ен Элтеперӗ Олег Николаев К.В. Иванов ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх академи драма театрӗнче ирттернӗ тӗлпулура пӗлтернӗ. 2022 ҫлхи кӑрлач уйӑхӗн 1-мӗшӗ хыҫҫӑн укҫа виҫи хальхи 3 пин тенкӗрен 5 пин тенке ҫитӗ.
Туризм енӗпе ӗҫлекен федераци агентстви Раҫҫейре канакансене хавхалантаракан программӑна вӗҫлессине пӗлтернӗ. Аса илтерер: кешбэк программипе турсене, пуйӑс-самолёт ҫине билетсене ҫурла уйӑхӗн 31-мӗшччен туянма май пурччӗ, каярах ҫав вӑхӑта авӑн уйӑхӗн 15-мӗшӗччен тӑсрӗҫ. Анчах халӗ вӑл программӑна вӑхӑт ҫитичченех вӗҫлессине хыпарланӑ. Ҫакӑ программа валли уйӑрнӑ укҫа-тенкӗ пӗтнипе ҫыхӑннӑ.
Кӑҫалхи 6 уйӑхра 1,6 миллион ытла турист хамӑр ҫӗршывра канса тӑкакланнине ятарлӑ программӑпа усӑ курса чакарма пултарнӑ. Кешбэка туризм отраслӗ кӑшӑлвируса пула йывӑрлӑха кӗрсе ӳкнӗ хыҫҫӑн пама тытӑннӑччӗ. Программӑна кайран татах тӑсрӗҫ.
Республикӑн правительство комиссийӗ вырӑнти хӑй тытӑмлӑх органӗсем 2020 ҫулта епле ӗҫленине тишкернӗ май тухӑҫлӑ тӑрӑшнисене ҫӗнтерӳҫӗсем тесе йышӑннӑ. Ҫак ушкӑна Шупашкар хули, Ҫӗмӗрле тата Красноармейски районӗсем лекнӗ. Кун пирки ЧР Министрсен Кабинечӗн Председателӗн ҫумӗ – экономика аталанӑвӗн тта пурлӑх хутшӑнӑвӗсен министрӗ Дмитрий Краснов пӗлтернӗ.
Муниципалитетсене вунӑ енпе хакланӑ: вырӑнти хыснан налук тата налук мар тупӑшӗсене, тӗп капитала инвестици хывнине, пӗчӗк усламҫӑсен йышне т.ыт.те кура.
Ҫӗнтерӳҫӗ районсемпе хуласене хавхалантарма республика хыснинче 5 миллион тенкӗ пӑхса хӑварнӑ.
Чӗмпӗрте чӑваш ҫырулӑхне халалланӑ палӑка тума нимелле укҫа пухнине эпир унччен пӗлтернӗччӗ-ха. Асӑннӑ пуҫарӑва республика Элтеперӗ Олег Николаев та ырласа йышӑннӑччӗ. Ырланӑ кӑна та марччӗ, вӑл хӑйӗн шалӑвӗн пӗр пайне уйӑрнӑччӗ
Республикӑн влаҫ органӗсен официаллӑ порталӗнче паян пӗлтернӗ тӑрӑх, палӑк тума хальлӗхе 233 пин тенкӗ пухӑннӑ. Ҫак йӗркесен авторӗ пӗлнӗ тӑрӑх, нимене К.В. Иванов ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх академи драма театрӗн коллективӗ те хутшӑннӑ. Унта ӗҫлекенсем 5 пин тенкӗ пухса панӑ.
Чӑваш ҫырулӑхне халалланӑ палӑка тума пулӑшас текенсем хӑйсене кӑсӑклантаракан ыйтусене ҫак телефон номерӗпе 8 (8422) 73-75-82 уҫӑмлатма пултараҫҫӗ.
Муркаш районӗнчи Кураккасси ялӗнче йӑлари хытӑ каяша турттарассине епле йӗркеленине прокуратура тӗрӗсленӗ. Асӑннӑ ялта коммуналлӑ каяша пухма 2 контейнер лапамӗ пӑхса хӑварнӑ. Анчах бетон сарса аппаланман, контейнерсем тавра карта та тытман.
Яваплисем ӗҫе ҫиелтен пурнӑҫланине прокуратура ырламан — ҫутҫанталӑка сиен кӳрет, ҫынсемшӗн меллӗ мар тесе палӑртнӑ. Санитарипе эпидемиологи саккуне пӑсма юраманни пирки Катькас ял тӑрӑхне асӑрхаттарнӑ, кӑлтӑка пӗтерме хушнӑ.
Апла пулин те вырӑнтисем укҫа ҫук тесе вӑхӑтра йӗрке туман. Ҫавна май прокуратура суда тавӑҫпа тухнӑ. Суд та прокуратура ыйтнипе килӗшнӗ. Халӗ вара вырӑнтисен укҫа тупӑннӑ, контейнер лапамне йӗркене кӗртнӗ.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (02.01.2025 21:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 733 - 735 мм, 1 - 3 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 6-8 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр енчен вӗрӗ.
| Паасонен Хайкки, финн-угр чӗлхисен паллӑ тӗпчевҫи, фольклорист тата этнограф ҫуралнӑ. | ||
| Юрий Сементер, чӑваш халӑх поэчӗ ҫуралнӑ. | ||
| Агаков Всеволод Георгиевич, ЧПУ ректорӗ, профессор ҫуралнӑ. | ||
| Раиса Сарпи, чӑваш сӑвӑҫи ҫуралнӑ. | ||
| Кириллов Кирилл Демьянович, литературовед, критик, театровед ҫуралнӑ. | ||
Пулӑм хуш... |