Йӗпреҫ районӗнче пурӑнакан 59 ҫулти арҫынна эрех ӗҫме юратнӑшӑн автомобиль прависӗр хӑварнӑ.
Сыпма юратакан этемӗн водитель прави пуррине асӑннӑ районти прокуратура палӑртнӑ. Тӗрӗслев вӑхӑтӗнче надзор органӗ ҫав арҫын районти пульницӑра «синдром зависимости от алкоголя средней стадии» (чӑв. эрех-сара витӗмне вӑтам шайра парӑннӑ) диагнозпа шутра тӑнӑ. Апла пулин те нарколог патне сипленме кайса ҫӳремен.
Чӑваш Енӗн прокуратурин арҫын тӗлешпе суда тавӑҫпа тухнӑ. Эрех енне туртӑнакан ҫын ӳсӗрле руль умне те ларма пултарать-ҫке. Ун пек чухне инкек пуласси те часах.
Вырӑнти суд прокуратура тавӑҫӗпе килӗшнӗ, арҫына правасӑр хӑвармалла тунӑ. Суд йышӑнӑвӗ саккунлӑ вӑя хальлӗхе кӗреймен-ха.
Чӑваш Енре ҫуралнӑ Станислав Садальские, Раҫҫейри театрпа кино актерне, Мускаври пульницӑна вырттарнӑ, ҫак кунсенче ӑна операци тунӑ. Кун пирки актер Инстаграмри хӑйӗн старницинче пӗлтернӗ.
Станислав Садальский – 67 ҫулта. Унӑн чӗрине операци тунӑ. «Манӑн сайра тӗл пулакан хушаматлӑ тухтӑр Иванов (Иванов профессорӗн ывӑлӗ) ӗҫмест, операцие питӗ тӗплӗн ирттернӗ, вара эпӗ кӑкӑр тулли сывласа ятӑм. Тухтӑра сире те сӗнетӗп», — ҫапла ҫырнӑ актер Инстаграмри страницинче.
Унӑн пултарулӑхне кӑмӑллакансем ӑна часрах сывалмашкӑн ӑнӑҫу сунса комментарисем ҫырнӑ.
Хӗрарӑмсен кӑкӑр ракне вӑхӑтра тупса палӑртассипе кӑҫал та Чӑваш Енре «Маммологи онкопатрулӗ» профилактика проектне пурнӑҫлама палӑртнӑ. Усал шыҫҫа ҫийӗнчех тупса палӑртса сиплеме пуҫлас тӗллевпе тухтӑрсем хальхинче республика тӑрӑх икӗ машинӑпа ҫӳрӗҫ. Республикӑн онкологи диспансерӗнче пӗлтернӗ тӑрӑх, хӑш района хӑҫан ҫитессипе паллаштаракан графика каярах пӗлтерӗҫ.
Хальхи вӑхӑтри рентген комплексӗсене КамАЗ автомобиле вырнаҫтарнӑ. Маммографи цифра комплексӗсем пулӑшнипе 39 ҫултан аслӑрах хӗрарӑмсене тӗрӗслӗҫ.
«Маммологи онкопатруль» ятпа профилактика ӗҫне онкологсем пирӗн республикӑра 2015 ҫулхи нарӑс уйӑхӗнче пуҫарса янӑ. Ҫак ҫулсенче ун вӑхӑтӗнче 15 пин ытла ҫынна тӗрӗслеме пултарнӑ.
Шупашкарта тӑхӑр ҫулти ачана ватӑ ҫынна ҫӑлнӑ. Ютскере мар-ха. Хӑйӗн ват асламӑшне (тен, ват кукамӑшне-ши... Вырӑсла пурне те прабабушка теҫҫӗ те) пулӑшнӑ вӑл.
Ватӑ хӗрарӑм урамра персе аннӑ. Ҫӗр ҫине вӑл пуҫӗпе шаплатнӑ. Ача ҫухалса кайман: ӑна пӗрремӗш пулӑшу кӳнӗ, тухтӑрсене чӗнсе илнӗ.
Пӑтӑрмахӗ раштав уйӑхӗн 25-мӗшӗнче пулнӑ. Шкултан килсен ача урок тума ларнӑ. Ватӑ ҫын килте чылайранпа ҫукки ӑна сисчӗвлентернӗ. Ӑна шырама вӑл урама тухнӑ. Унта вӑл тӑнсӑр врытакан ҫывӑх ҫыннине тупнӑ. Хӗрарӑмӑн пуҫӗ юн тухмаллах аманнӑ. Вӑл тӑн ҫухатнӑ.
Ача ватӑ ҫынна ура ҫине тӑратнӑ. Киле илсе кӗнӗ. Ыраттарнӑ вырӑнне юра алшӑлипе чӗркесе тытнӑ. Кайран вӑл васкавлӑ пулӑшу тухтӑрӗсене чӗнсе илнӗ. Лешсем пульницӑна илсе кайнӑ.
Кӑрлач уйӑхӗн 1-8-мӗшӗсенче Чӑваш Енри пульницӑсем ятарлӑ режимпа ӗҫлӗҫ. ЧР Сывлӑх сыхлавӗн министерстви вӗсем валли график хатӗрленӗ.
Раштав уйӑхӗн 30-мӗшӗнче – канмалли кун.
Раштав уйӑхӗн 31-мӗшӗнче – шӑматкунхи график.
2019 ҫулхи кӑрлачӑн 1-мӗшӗнче – канмалли уяв кунӗ.
Кӑрлач уйӑхӗн 2-6-мӗшӗсенче – шӑматкунхи график.
Кӑрлач уйӑхӗн 7-мӗшӗнче – канмалли уяв кунӗ.
Кӑрлач уйӑхӗн 8-мӗшӗ – канмалли уяв кунӗ.
Васкавлӑ медпулӑшу пульницинче, Республикӑри ача-пӑча клиника пульницинче тата Хулари 1-мӗш клиника пульницинче приемнӑй покойра кӑрлачӑн 1-8-мӗшӗсенче талӑкӗпех медпулӑшу парӗҫ.
Ӗнер 13 сехет те 50 минутра Шупашкарти Богдан Хмельницкий урамӗнче ҫул-йӗр инспекторӗпе ҫыхӑннӑ инкек пирки Чӑваш халӑх сайчӗ хыпарланӑччӗ. Софья Савнеш автор унта ҫырнӑ тӑрӑх, «ҫул урлӑ каҫакан шкул ачине машина ҫапса кайнӑ. Ун ҫине ҫул-йӗр инспекторӗ пырса кӗнӗ».
Чӑваш Енӗн Шалти ӗҫсен министерстви ку ҫул-йӗр ҫинчи инкек ҫинчен ҫӗркаҫ 18 сехет те 2 минутра хыпарланӑ. Машина инкеке лекни тӑрӑх тӗрӗслев пуҫарнине пӗлтернӗ. Анчах ҫул-йӗр инспекторӗ ачана пырса ҫапни тӳрре килмен имӗш. Ҫул урлӑ чупса каҫаканскер ҫине пырса кӗрес мар тесе инспектор ҫул айккинелле пӑрӑннӑ. Ачана ашшӗ-амӑшӗпе пӗрле Шупашкарти пульницӑсенчен пӗрне илсе кайсах тӗрӗсленӗ иккен. Вӑл таса сывах.
Раштав уйӑхӗн 9-мӗшӗнче 11 сехет ҫурӑра Патӑрьел районӗнче хӗр ҫине йывӑҫ ӳкнӗ. Вӑл туратсем пуҫтарнӑ, ҫав вӑхӑтра 31 ҫулти арҫын, ҫак район ҫынниех, йывӑҫ каснӑ. Кун пирки йӗрке хуралӗн органӗсем пӗлтереҫҫӗ.
13 сехет те 45 минутра суранланнӑ 23 султи хӗре районти пульницӑна илсе ҫитернӗ. Тухтӑрсем ӑна тӗрӗсленӗ, медпулӑшу панӑ. Ҫамрӑкскерӗн ҫурӑм шӑмми хуҫӑлнӑ.
Халӗ хӗр пульницӑра выртать
Ашшӗн йӑнӑшне пула пӗчӗк ача эмелпе наркӑмӑшланса пульницӑна лекнӗ. ЧР ШӖМӗ пӗлтернӗ тӑрӑх, ку пӑтӑрмах Шупашкарта раштав уйӑхӗн 6-мӗшӗнче пулнӑ.
Арҫын виҫҫӗри ачана аслисен сӑмсине ямалли эмеле тумлатнӑ-мӗн. Эмелпе наркӑмӑшланнӑ шӑпӑрлана Республикӑри ача-пӑча клиника пульницине илсе ҫитернӗ. Унта тухтӑрсем пӗчӗкскер сӑмсана тумлатмалли эмелпе наркӑмӑшланнине ҫирӗплетнӗ.
Халӗ ачан пурнӑҫӗ хӑрушлӑхра мар. Шел те, ШӖМ пӗлтернӗ тӑрӑх, республикӑра кунашкал тӗслӗхсем тӗл пулкалаҫҫӗ. Тухтӑрсем ашшӗ-амӑшне асӑрхануллӑрах пулма сӗнеҫҫӗ: аслисен эмелне ачан сӑмсине туматмалла мар.
Аса илтерер: нумаях пулмасть Тӑвай районӗнче 2-ри ача аслисен эмелне ӗҫсен наркӑмӑшланса вилнӗ.
Ӗнер Чулхула хулинче Раҫҫей Президенчӗн федерацин Атӑлҫи округӗнчи тулли пайталлӑ элчи Игорь Комаров Атӑлҫи тӑрӑхӗнчи регионсенче пурӑнакансене тӗрлӗ патшалӑх наградипе чысланӑ. Сумлӑ йыша Чӑваш Енри виҫӗ ҫын лекнӗ.
Красноармейски районӗнчи Пайсупин ялӗнчи Елизавета Сергеева «Вилӗмрен ҫӑлса хӑварнӑшӑн» медале тивӗҫнӗ. Вӑл кӑвакалсене пӗвене хӑвалакан пӗр ял хӗрарӑмӗ шыв путма пуҫланине асӑрхаса пӳртрен чупса тухнӑ. Ишме пӗлмен хӗрарӑма шывран туртса кӑларнӑ.
«Тӑван ҫӗршыв умӗнчи тава тивӗҫлӗ ӗҫсемшӗн» II степеньлӗ орден медалӗпе Федерацин травматологи, ортопеди тата энодпротезировани центрӗн тӗп врачне Николай Николаева чысланӑ.
Чӑваш патшалӑх оперӑпа балет театрӗн тӗп дирижерне Ольга Нестеровӑна «Раҫҫей Федерацийӗн тава тивӗҫлӗ артисчӗ» хисеплӗ ят панӑ.
Чӳк уйӑхӗн 25-мӗшӗнче Ҫӗмӗрле пульницин ача-пӑча уйрӑмӗнче тин ҫуралнӑ ача вилнӗ. Ӑна 28 ҫулти амӑшӗ пӗр эрне каялла, чӳк уйӑхӗн 19-мӗшӗнче ҫуратнӑ.
Пӗчӗк хӗрача ҫӗрле хӑсӑкпа чыхӑнса вилнӗ. Шел те, тухтӑрсем унӑн пурнӑҫне ҫӑлайман. Халӗ кун тӗлӗшпе тӗрӗслев иртет.
РФ Следстви комитечӗн Чӑваш Енри следстви управленийӗ пӗлтернӗ тӑрӑх, ку инкекре криминал ҫук. Тӗрӗслев хыҫҫӑн процессуаллӑ йышӑну тӑвӗҫ.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (22.12.2024 15:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 751 - 753 мм, -1 - 1 градус сивӗ пулӗ, ҫил 1-3 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| Кӑрмӑш гербне йышӑннӑ. | ||
| Вӑта Тимӗрҫен шкулне уҫнӑ. | ||
| Аслут Александр Николаевич, чӑваш сӑвӑҫи, ҫыравҫи ҫуралнӑ. | ||
Пулӑм хуш... |