Чӑваш эстрада юррисене шӑрантаракансен «Виръял шевлисем» конкурсне пуҫласа 1995 ҫулта ирттернӗ. Ӑна районти смотр-конкурс шайӗнче йӗркеленӗ. Пултарулӑх ӑмӑртӑвне пуҫарса яраканни — Элӗк районӗнчи культура пайӗ (культура пайӗн пуҫлӑхӗ — Альберт Сергеев).
Малтанхи конкурса тури чӑвашсем: эстрада юррисене юрлакансем тата вокалпа инструмент ансамблӗсем — пуҫтарӑннӑ.
1996 ҫулта Элӗк, Вӑрнар, Красноармейски, Муркаш тата Етӗрне районӗнчен пухӑннӑ.
1997 ҫулта фестивале республика шайӗнче ирттернӗ. 2000 ҫулта регионсем хушшинчи шая кӑларнӑ. Людмила Семенова тата Вячеслав Филиппов «Виръял шевлисем» фествиаль гимнне (сӑввине Станислав Ильин ҫырнӑ, кӗввине Андрей Галкин) шӑрантарнӑ.
Кӑҫал фестивале инҫет ҫыхӑну мелӗпе ирттерӗҫ.
Асаилтеретпӗр, нумай пулмасть Виктор Аванмарт аван-премин 2020 ҫулхи лауриачӗн ятне пӗлтернӗччӗ. Ҫулталӑк пӗтессе кӗтмесӗрех вӑл ҫак ята Валери Туркай сӑвӑҫа парас тенӗ.
Чӑваш халӑх поэчӗ Валери Туркай хурав памасӑр тӑрайман. Хуравне вара сӑвӑлласа хатӗрленӗ:
ЧӖМПӖРТЕ ПУРӐНАКАН
ВИКТОР АВАНМАРТ «ХУДОЖНИКЕ»,
«КУПАРЧА» ПРОЕКТ АВТОРНЕ,
ХАЙӖН НӖРСӖР «ПРЕМИЙӖПЕ»
ҪЫНСЕНЕ «ЧЫСЛАС» ӖҪРЕ ӐНӐҪУ СУНСА
Купарчу сан илемлӗ, паллах!..
Ҫук кун пек купарча тек ниҫта та!
Питӗ лайӑх пӗлен эс ҫакна,
Питӗ лайӑх ҫакна ӑнланатӑн.
Купарчу сан илемлӗ, паллах!..
Купарча вӑл — этемлӗхӗн мулӗ!..
Упрасам эс ӑна, упрасам!
Кирлӗ чух вӑл мана кирлӗ пулӗ!
Тӑван ҫӗршывӑмӑр, Раҫҫей Федерацийӗ тата унӑн шутне кӗрекен пирӗн патшалӑхӑмӑр, Чӑваш Республики, кӑҫал Аслӑ Ҫӗнтерӳ кунӗренпе 75 ҫул ҫитнине паллӑ тӑваҫҫӗ. Кӑшӑлвирус алхасӑвӗ ҫак куна тивӗҫлипе палӑртма чӑрмантаркалать пулин те ӑна май ҫитнӗ таран тивӗҫлӗ шайра ирттерме тӑрӑшаҫҫӗ. Тӗслӗхрен — онлайн мелӗпе.
Унсӑр пуҫне ӗнер кӑна питӗ кӑсӑклӑ йышӑну турӗҫ — Ҫӗнтерӳ Парадне пирӗн республикӑмӑр уявлакан Республика кунӗнче, ҫӗртмен 24-мӗшӗнче ирттересси пирки пӗлтерчӗҫ. Ку кун юнкуна лекнине те пӑхмарӗҫ. Апла-тӑк, пирӗн республикӑн Раҫҫей Федерацийӗн шайӗнче витӗмӗ пӗчӗкех мар! Кӑҫал та пулин Республика кунне питӗ чаплӑн ирттерес шанчӑк пур!
Ҫак уявӑн чи паллӑ юррисенчен пӗри вӑл — Владимир Харитонов сӑввипе Давид Тухманов кӗвӗленӗ «Ҫӗнтерӳ кунӗ» юрӑ. Ку юрра кӑҫал пӗрремӗш хут чӑвашла юрларӗҫ темелле. Ютубра халь кашни ҫын ҫак юрра Оперӑпа балет театрӗн, Чӑваш патшалӑх филармонийӗн, юрлакансен «Классика» капеллин, «Живи и помни» патриотла юрӑ-кӗвӗ ансамблӗн солисчӗсемпе пӗрлех республикӑри паллӑ юрӑҫсем еплерех хитрен шӑрантарнипе паллашма пултарать.
Ҫак кунсенче илемлӗ ӳкерекен ачасен «Манӑн тӑван тӑрӑхӑм – манӑн Чӑваш Ен» республикӑри онлайн-конкурсӗ иртет. Конкурса Акцыновсем ячӗллӗ Шупашкарти 6-мӗш художество шкулӗ тата Чӑваш Енри художник-педагогсен пӗрлешӗвӗ ирттереҫҫӗ.
Ӑмӑртӑва 7 ҫултан пуҫласа 17 ҫулчченхи 359 ача хутшӑнма кӑмӑл тунӑ. Вӗсем паллӑ ентешъмърсемпе, чӑваш халӑхӗн культурипе, йӑли-йӗркипе, наци уявӗсемпе паллаштаракан тематика, сюжетлӑ ӗҫсем тӑратнӑ.
Ачасен ӳнер пултарулӑх ӑмӑртӑвне 2012 ҫултанпа ирттереҫҫӗ. Кӑҫалхине Чӑваш автономи облаҫне йӗркеленӗренпе 100 ҫул ҫитнине халалланӑ.
«Ачасен ӗҫӗсене Раҫҫей Федерацийӗн тава тивӗҫлӗ художникӗ Виктор Бритвин ертсе пыракан сумлӑ комисси тишкерет. Ҫӗнтерӳҫӗсене ҫу уйӑхӗн 25-мӗшӗнче пӗлӗпӗр», – тенӗ Шупашкарти 6-мӗш художество шкулӗн методисчӗ Дмитрий Ефимов.
АКА | 12 |
Кӑшӑлвирус шуйхатнӑ ентешӗмсене
«Унта ан тух!», «Кунта ан кай!»...
Ку — пурнӑҫ-и вара? Кай-кай!..
Хаяр чир-чӗр этемлӗхе
Хупса хурасшӑн читлӗхе.
Куҫа та курӑнман амак
Пире пӑхӑнтарасшӑн ак.
Те хамӑр кӗрӗс-мерӗсле
Пурнатпӑр?.. Ҫитрӗ тӗрӗслев.
Шӑпланчӗ вӑйӑ та уяв,
Мӗнле-ши тухӑпӑр уя?..
Тарлатӑр аҫлӑк та ҫуха —
Тӑватпӑрах ака-суха!
Пӗччен ларсассӑн та килте,
Эпир — ан манӑр! — пӗр кӗлте.
Асра тытсан ҫак чӑнлӑха
Инкек хуҫаймӗ халӑха.
Ҫак ырӑ туйӑм хушнипе
Хамри мӗнпур чун ӑшшипе
Сире пурне те ыталам,
Телей сунса салам калам.
Ҫак кунсенче Шупашкарта тӑванла казах халӑхӗн ку чухнехи паллӑ поэчӗн Жан Бахытӑн (Бахытжан Канапьяновӑн) «Хӑйӑрлӑ сехет» ятлӑ кӗнеки кун ҫути курнӑ. Унта пултаруллӑ сӑвӑҫӑн Чӑваш халӑх поэчӗ Валери Туркай чӑвашла куҫарнӑ, тӗрлӗ ҫулсенче ҫырнӑ сӑввисем кӗнӗ.
Бахытжан Мусаханович Канапянов – Казахстан Ҫыравҫисен пӗрлӗхӗн правленийӗн секретарӗ, Семипалатинскри Шакарим ячӗллӗ патшалӑх унивеситечӗн хисеплӗ профессорӗ, Кокшетау хулин хисеплӗ гражданинӗ, Казахстан Республикин тава тивӗҫлӗ деятелӗ, нумай сумлӑ премисен лауреачӗ, унӑн пултарулӑхне пӗтӗм тӗнче пӗлекен Олжас Сулейменов, Андрей Вознесенский поэтсем тата ыттисем те пысӑк хак панӑ.
Жан Бахытӑн сӑввисем чӑвашла халиччен пичетленмен.
Паллӑ казах поэчӗн ҫӗнӗ кӗнеки — Валери Туркай чӑваш вулаканне парнеленӗ черетлӗ парне. Кун умӗн вӑл, чӑвашла куҫарса, А.Пушкин, А.Чехов, Р.Гамзатов, Г.Тукай, М.Джалиль, М.Карим, К.Отаров, К.Кулиев, Т.Шевченко кӗнекисене, Кавказ халӑхӗсен поэзийӗн антологине, белорус поэзийӗн антологине, Атӑлпа Урал тӑрӑхӗнче пурӑнакан халӑхсен поэзийӗн антологине тата ытти чылай паха та кӑсӑклӑ кӗнекене халӑх патне ҫитернӗччӗ.
Чӑваш халӑх ҫыравҫи Анатолий Кипеч ҫинчен кӗнеке пичетленсе тухнӑ. Ӑна хатӗрлекенни — Лидия Филиппова публицист, журналист, поэт, ҫыравҫӑ, Чӑваш Енри Профессионал ҫыравҫӗсен союзӗн правленийӗн ертӳҫи, «Тӑван Атӑл» журнал редакторӗ.
Пултаруллӑ ҫынсен кунне-ҫулне йӗрлекен кӗнекесене Лидия Филиппова унччен те кӑларман мар. Сӑмахран, Геннадий Волков академика халалланӑ унӑн паха ӗҫӗпе паллашма тӳр килнӗччӗ.
«Анатолий Кибеч. Душа и разум» ятлӑ ӗҫре Анатолий Кипечӗн нумай енлӗ пултарулӑхне уҫса пама тӑрӑшнӑ. Шурсухалӑн кашни сӑмахӗ чӑн ахах. Унпа сайра тӗл пулсан ик-виҫ сӑмах ваклани те пахан туйӑнать.
Биографи кӑларӑмӗнчи тӗп сӑнара Лидия Филиппова демократи ӑрӑвӗнчи, ҫӗнӗ шухӑшсемпе хӑюллӑ утӑмсем тума шикленмен ҫын евӗр уҫса панӑ.
Чӑваш намӑсӗ, инкекӗ
Халь ларать-тӗр килӗнче,
Иртнине аса илет-тӗр
Выртнӑ чух диван ҫинче.
Ӑнсӑртран «ҫулпуҫ» вӑл пулчӗ.
Чӑн та пулчӗ ӑнсӑртран.
Влаҫӗпе пайтах ыр курчӗ,
Ыр курма юратнӑран.
Халӑха шута хумарӗ.
Кулчӗ ҫеҫ лӗх-лӗх унран.
Ун пек ӑслӑ ҫын та ҫукчӗ, —
Вӑл ҫапла шутланӑран.
Никама та пулӑшмарӗ, —
Ҫын лексен йывӑрлӑха.
Ӑслине вӑл ҫул памарӗ,
Пачӗ ҫул пур йӑх-яха.
...Аҫа ҫапрӗ те кӗрлерӗ
Аслати кӗтмен ҫӗртен!..
Ҫук «ҫулпуҫӑн» текех влаҫӗ!..
Ҫук ӑна хӗрхенекен!..
Ыттисем халь пысӑк влаҫлӑ.
Ман шанас килет: вӗсем
Халӑха, тен, шута хурӗҫ,
Пулмӗҫ нишлӗ йӗксӗксем...
...Чӑваш намӑсӗ, инкекӗ
Халь ларать-тӗр килӗнче.
Иртнине аса илет-тӗр
Выртнӑ чух диван ҫинче.
Валери ТУРКАЙ,
Чӑваш халӑх поэчӗ
29.02.20
Алексей Московскийӗн «Ялти пӗрремӗш каччӑ» юрӑн клипне — ӑна ку вӑхӑта ҫити темиҫе теҫетке пин хут пӑхма ӗлкӗрнӗ — мӗнле ӳкерни ҫинчен «ПроГород» кӑларӑм каласа панӑ. Клип хӑй те нумаях пулмасть ҫеҫ, нарӑсӑн 13-мӗшӗнче, Youtube-ра вырнаҫӑннӑ.
Александр Яшков блогер каласа панӑ тӑрӑх, хутшӑнакансенчен нумайӑшӗ, вӗсем хушшинче вырӑнти ҫынсем те, клипра тӳлевсӗр ӳкерӗннӗ. «Пурте тӳлевсӗр вылянӑ: трактористсем, ялти ҫынсем, чӑхсем те, хурсем те», — тенӗ Богатырь ятпа ытларах паллӑ блогер.
Клип ӑнӑҫлӑ пулса тухнин сӑлтавӗ пӗтӗм команда килӗшӳллӗ ӗҫленипе ҫыхӑннӑ. «Куракансем пирӗн ӗҫе хаклани, тав тунине илтни, ҫав шутра яланхи хейтерсенчен те, савӑнтарать», — хӑй шухӑшне пӗлтернӗ командӑри тепӗр ҫын Евгений Григорьев.
Нарӑсӑн 5–6-мӗшӗнче Минскра, пӗтӗм тӗнчери 27-мӗш Минскри кӗнеке ярмӑркки вӑхӑтӗнче тӗнче шайӗнчи «Ҫыравҫӑ тата вӑхӑт: литература — культура диалогӗн пӗр пайӗ» литераторсен симпозиумӗ иртнӗ. Беларуҫ республикин информаци министерстви йыхравӗпе унта виҫҫӗмӗш хут — юлашки ҫулсенче беларуҫ поэчӗсен хайлавӗсене чӑвашла куҫарас енӗпе хастар ӗҫлекен чӑваш Халӑх поэчӗ Валери Туркай — хутшӑннӑ. Сӑмахран, 2018 ҫулта вӑл тӑрӑшнипе Шупашкарта «Юратӑвӑм ман — Беларуҫ!..» поэзи антологийӗ пичетленсе тухнӑччӗ.
Хальхинче Валери Туркая Минскра ырӑ тӗрӗнтермӗш кӗтсе тӑнӑ. Ӗҫ акӑ мӗнре: «Ҫыравҫӑ тата вӑхӑт» симпозиум ӗҫленӗ вӑхӑтра Минскра, «Я.Колас ячӗллӗ полиграфкомбинат» издательствӑра, беларуҫ чӗлхипе унӑн «Вершы простые мае…» (Ман ансат сӑввӑмсем…) поэзи пуххи кун ҫути курнӑ. Чӑваш поэтӑн тӗрлӗ ҫулта ҫырнӑ сӑввисен куҫаруҫи пулса хӑйӗн пултарулӑхне Беларуҫри чи паллӑ сӑвӑҫисенчен пӗри, Беларуҫ Патшалӑх премийӗн лауреачӗ Микола Мятлицкий кӑтартнӑ.
Кӗнеке умсӑмахне Беларуҫ Республикин информаци министрӗ А.Н.Карлюкевич ҫырнӑ.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (22.12.2024 15:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 751 - 753 мм, -1 - 1 градус сивӗ пулӗ, ҫил 1-3 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| Кӑрмӑш гербне йышӑннӑ. | ||
| Вӑта Тимӗрҫен шкулне уҫнӑ. | ||
| Аслут Александр Николаевич, чӑваш сӑвӑҫи, ҫыравҫи ҫуралнӑ. | ||
Пулӑм хуш... |