Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +0.3 °C
Ӑслӑ ҫын нихҫан та ҫынна ухмах темест.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Чӑваш чӗлхи: Алексей Венедиктов наци чӗлхисене хӑйсен ирӗкӗпе ҫеҫ вӗрентессине комментариленӗ

Сутатӑп Уйăхри пăру сутатăп.Хакĕ килĕшсе татăлнипе.
Сутатӑп Чăн-чăн килти хытă чăкăтсем (сырсем) сутатпăр. Вĕсене мăн пыршă (вырăсла сычуг) ...
Сутатӑп Хурăн вутти Муркаш районĕпе тата Шупашкар районĕнчи Ишлей тăрăхĕпе сутатăп. Ха...
Данную новость вы также можете прочитать на Русском языке
Аçтахар Плотников 08.09.2017 15:38 | 4299 хут пӑхнӑ
Чӑваш чӗлхи

Нумай пулмасть «Эхо Москвы» (чӑв. Мускав ахрӑмӗ) радио эфирӗнче «Сирӗншӗн кӑна» (выр. «Персонально ваш») радиокӑларӑм тухнӑ, унта Алексей Венедиктов Владимир Путин наци чӗлхисене кашни тӑрӑхра мӗнле вӗрентнине тӗрӗслеме ыйтни тавра калаҫу ирттернӗ. Аса илтеретпӗр, нумай пулмасть ҫӗршыв Президенчӗ наци чӗлхисене, вырӑслисӗр пуҫне, вӑйпа вӗрентме юраманни пирки каланӑччӗ.

«Эхо Москвы» радиостанцин тӗп редакторӗ Владимир Путина кунашкал ыйту ҫӗклени наци республикисенче кӑмӑлсӑррисен йышне ӳстерме пултарасси пирки асӑрхаттарнӑ. Ҫавӑн пекех вӑл 1917 ҫулхи Нарӑс пӑлхавӑрӗпе тата Совет Союзӗ арканни хушшинчи пӗрпеклӗхсене асӑннӑ. Ку пулӑмсенче те Раҫҫейри халӑхсен ыйтӑвӗ пӗчӗк пулманнине палӑртнӑ.

Радиокӑларӑм вӑхӑтӗнче пирӗн республикӑпа ҫыхӑннӑ шухӑша та илсе кӑтартнӑ. Денисов текенскер хӑйне чӑваш чӗлхине вӗрентсе самай нушалантарни пирки пӗлтерсен Алексей Венедиктов кун пирки ҫапларах хуравланӑ: «Паллах, кун пек шухӑшсем те пур. Апла пулсан Чӑвашра эсир мӗн тӑватӑр? Илӗр те Липецка куҫӑр — унта унашкал йывӑрлӑх пулмӗ. Е, атьӑр, Чӑваш Ен ятне мӗнле те пулин урӑххи ҫине улӑштарӑпӑр. Ҫук унашкал халӑх, ҫук унашкал чӗлхе. Пурне те вырӑсли ҫине куҫарас та чӗлхепе усӑ курма чарас. Капла та юрать. Ма ҫук-ха?» (вырӑсла вариантне «Эхо Москвы» сайтӗнче пӑхӑр) — тенӗ вӑл.

Денисов текенни Шупашкарта чӑваш чӗлхине ытларах вӗрентни пирки те каланӑ, анчах ку, каламасӑрах паллӑ, суя сӑмах. Сӑмахран 50-мӗш шкулӑн сайтӗнче вырнаҫтарнӑ 5-мӗш класӑн расписанине пӑхсан вӗсем эрнере 3 сехет чӑваш чӗлхи, 5 сехет вырӑс чӗлхи вӗренеҫҫӗ.

#Раҫҫейре, #вӗренӳ, #50-мӗш шкул, #шкулсем, #Эхо Москвы, #вырӑс чӗлхи, #чӑваш чӗлхи, #Президент

 

Ҫавӑн пекех пӑхӑр

Комментари:

Айдар // 3213.77.0510
2017.09.08 23:14
Красивый чувашский язык.
Конми // 2829.23.4466
2018.08.26 20:28
Шел,№ хӑй ирӗкӗпе" шӑлчӗҫ ӑна Сечинсем. Халь ЭМ пач улшӑнчӗ.Текех хыпарсем хыҫҫӑн коммент ҫыртармасть.

Комментариле

Сирӗн ятӑp:
Анлӑлатса ҫырни:
B T U T Ячӗ1 Ячӗ2 Ячӗ3 # X2 X2 Ӳкерчӗк http://
WWW:
ӐӑӖӗҪҫӲӳ
Пурӗ кӗртнӗ: 0 симв. Чи пысӑк виҫе: 1200 симв.
Сирӗн чӑвашла ҫырма май паракан сарӑм (раскладка) ҫук пулсан ӑна КУНТАН илме пултаратӑр.
 

Эсир усӑ курма пултаракан Wiki тэгсем:

__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.

__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).

__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.

**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.

~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.

___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.

Orphus

Ытти чӗлхесем

Баннерсем

Шутлавҫӑсем