Паян, ҫу уйӑхӗн 11-мӗшӗнче, Чӑваш Ен Элтеперӗ Михаил Игнатьев Шупашкарти Б. Хмельницкий урамӗнчи нумай хваттерлӗ пурӑнмалли ҫурт-йӗрӗн строительство ӗҫӗпе паллашнӑ. Объекта 3-мӗш стройтрест хӑпартать. 198 хваттерлӗ 9 хутлӑ ҫурт — ҫынсене кивӗ ҫуртран куҫарма хӑпартаканскер.
Стройтрест гендиректорӗ Валерий Семенов ҫурта авӑн уйӑхӗнче вӗҫлеме шантарнӑ. Пӗлтерер, кӑҫалхи ҫав уйӑхӑн 1-мӗшӗ тӗлне 13,1 пин ҫынна хӑтлӑ хваттерпе тивӗҫтерме палӑртнӑ.
Чӑваш Ен Элтеперӗ Михаил Игнатьев строительство ӗҫӗн пахалӑхӗпе кӑсӑкланнӑ. «Вӑхӑтра объекта хута ярассишӗн кӑна ӗҫлемелле мар, пахалӑхшӑн та тӑрӑшмалла», — тенӗ Михаил Васильевич. Строительсем ку сӑмаха ӑша хывнине палӑртнӑ май пахалӑха мала хунине ӗнентернӗ.
Чӑваш Енре коммуналлӑ хуҫалӑхпа ҫурт-йӗр хуҫалӑхӗнче топливӑпа энергетика ресурсӗсемпе (газпа, ҫутӑпа тата ытти те) усӑ курнӑшӑн вӑхӑтра тӳлеменнин хисепӗ ӳссе пырать.
Паян иртнӗ республикӑн Правительствин канашлӑвӗнче ЧР строительство, архитектура тата ҫурт-йӗрпе коммуналлӑ хуҫалӑх министрӗ Владимир Михайлов каланӑ тӑрӑх, парӑм пӗлтӗрхинчен 15 процент ӳснӗ. Хальхи вӑхӑтра парӑм 3 млрд 830 млн тенкӗпе танлашать. Куншӑн министр Чӑваш Енӗн ҫурт-йӗр инспекцине критикленӗ. Владимир Михайлов шухӑшланӑ тӑрӑх, парӑмсене вӑхӑтра татса пыманнисене явап тыттармалла.
«Малалли тӗллев – парӑма ӳстермесси», — тенӗ Михаил Игнатьев.
Парӑма татас ыйтупа епле ӗҫленине республика Правительствине вӑхӑтра пӗлтерсе тӑма хушнӑ.
Вӑрмар тата Муркаш районӗсенче ҫул тума кӑҫал хыснаран 32 миллион тенкӗ уйӑрмалла. «Чӑвашупрдор» предприяти саккасҫӑ евӗр пулса подряд организацийӗсене шыранине пӗлтернӗ.
Аукцион ҫу уйӑхӗн 22-мӗшӗнче иртмелле. Ун вӑхӑтӗнче Муркаш тата Вӑрмар районӗнчи обьектсене тӑвакансене палӑртмалла.
Вӑрмар районӗнчи Тикеш ялӗнчи Ленин, шкул урамӗсене тата Кудрявцев тӑкӑрлӑкне юсама 11 миллион тенкӗ ытларах уйӑрма палӑртнӑ. Юсамалли ҫул тӑршшӗ — 1,184 километр. Ӗҫе контракта алӑ пуснӑ хыҫҫӑн ултӑ уйӑхра вӗҫлемелле.
Муркаш районӗнчи Отарккӑ ялӗнче 3,020 километр тӑршшӗ ҫул сармалла. Унта Вӑрман, Афанасьев, Анисимов тата Пахча урамӗсене хӑтлӑх кӗртесшӗн. Ҫул тӑршшӗ вӑрӑм та укҫи те ытларах кирлӗ: 20,8 миллиона яхӑн уйӑрмалла.
Ҫӗрпӳ хулинчи Кӑнтӑр микрорайонта шкула генподрядчик пулса унти «8-мӗш ПМК» акционерсен обществи хӑпартассине Чӑваш халӑх сайчӗ пӗлтернӗччӗ. Аса илтерер, шкул 1000 ача вӗренмелӗх пулӗ. Ӗҫе строительсен кӑҫалхи раштав уйӑхӗн 25-мӗшӗччен пурнӑҫламалла.
Халӗ вара тепӗр конкурс иртнӗ. Ӗҫе епле пурнӑҫланине тӗрӗслекене палӑртнӑ. «Стройторгсервис» предприяти ҫак тивӗҫе контракт хакне малтанласа палӑртнинчен 85 процент йӳнетсе ӗҫе кӳлӗнме килӗшнӗ. Ҫапла вара строительсен тӑрӑшӑвне хаклама малтан палӑртнӑ пек 5 млн 762 пин тенкӗ кирлӗ те пулмӗ. Конкурса пурӗ 10 организаци хутшӑннӑ.
Ҫӗнтерӳҫӗ-организаци 827 пин тенкӗпе пахалӑхлӑ тӗрӗслев ирттересси аптӑракансем те пур-мӗн. Ҫитменнине, шкул пӗчӗк те пулмӗ.
Мускаври супермаркетсенчен пӗринче сахӑр миххинче: «Помогите мы в рабстве» (орфографине ылмаштармарӑмӑр. Чӑв. Пулӑшӑр! Эпир чуралӑхра), — тесе ҫырнӑ хут тупнӑ. Лавккарисем малтан пӗрле ӗҫлекенсем ҫапла шӳтленӗ пуль тенӗ. Анчах апла маррине ӑнланнӑ хыҫӑн правӑна сыхлакан органсене пӗлтернӗ.
Сахӑра Курск тӑрӑхӗнчи савутсенчен пӗринчен кӳрсе килнӗ иккен. Правӑна сыхлакансем унта ака уйӑхӗн 12-мӗшӗнче пулнӑ. Вӗҫем складсене тӗрӗсленӗ, территорие пӑхса ҫаврӑннӑ, анчах чурасене асӑрхаман. Тӗпчев малалла пырать-мӗн.
Маларах эпир Иркутск облаҫӗнчи полицейскисем унти вӑрман касакан предприятисенчен пӗринче чурасене тытнине тӗрӗсленине пӗлтернӗччӗ. Аса илтерер, Мускав облаҫӗнчи Серпухов хулинче пӗр арҫын Братск хулинчен илсе килнӗ строительство материалӗ хушшинче записка тупнӑ. Унта: «Пулӑшӑр! Пире шывсӑр тата паспортсемсӗр тытаҫҫӗ. Эпир кунта нумайӑн. Албек», — тесе ҫырнӑ тенӗччӗ.
Ҫӗрпӳ хулинчи Кӑнтӑр микрорайонта шкул тӑвакан генподрядчика палӑртмалли конкурс документацине вырӑнти тӳре-шара саккуна пӑсса йӗркеленине Чӑваш халӑх сайчӗ пӗлтернӗччӗ. Аса илтерер, хутсем йӗркеллех маррине Монополипе кӗрешекен федераци службин республикӑри управленине тулли мар яваплӑ икӗ общество: «Перспектива» тата «СтройКонсалтинг» — ҫӑхав шӑрҫаланӑ хыҫҫӑнхи тӗрӗслев кӑлтӑка палӑртнӑччӗ.
Асӑннӑ вӗренӳ учрежденине хӑпартакан подряд организацине ҫак кунсенче палӑртнӑ. Ӗҫе унти «8-мӗш ПМК» акционерсен обществине шанӗҫ. Шкул 1000 ача вӗренмелӗх пулӗ. Ӗҫе строительсен хула администрацийӗпе алӑ пусса ҫирӗплетнӗ хыҫҫӑн пуҫӑнмалла та кӑҫалхи раштав уйӑхӗн 25-мӗшӗччен пурнӑҫламалла.
Федерацин монополипе кӗрешекен службин республикӑри управленийӗ пӗлтернӗ тӑрӑх, «Кредит доверия» микрофинанс организацийӗ патшалӑх элемӗсемпе саккуна пӑсса усӑ курнӑ.
Хӑйне рекламӑлас тесе хыпарланӑ чухне вӑл Чӑваш Республикин элемӗсемпе: пурнӑҫ йывӑҫҫипе, виҫӗ хӗвелпе — усӑ курнӑ.
«Кредит доверия» организаци ҫапла хӑтланнине Чӑваш Енӗн Культура, наци ӗҫӗсен тата архив ӗҫӗн министерстви асӑрханӑ. Монополипе кӗрешекенсене вӑлах систернӗ.
Финанс организацийӗн ӗҫ-хӗлне тӗрӗслеме тытӑнсан ытти кӑлтӑка та асӑрханӑ: реклама хучӗсене кредит условийӗпе паллаштарман, предприятин йӗркелӳпе право формине те уҫӑмлатман.
Монополипе кӗрешекенсем микрофинанс организацийӗ ячӗпе асӑрхаттару хучӗ ҫырса саккуна пӑсма пӑрахмаллине палӑртнӑ. Организацие 100 пин тенкӗлӗх штрафланӑ.
ЧР Элтеперӗ Михаил Игнатьев 2017 ҫул вӗҫленнӗ тӗле Чӑваш Енре 2800 яхӑн ӗҫ вырӑнӗ йӗркелесси пирки пӗлтернӗ. Кун пирки вӑл ЧР Патшалӑх Канашӗн ларӑвӗнче хыпарланӑ.
Ӗҫ вырӑнӗсене мӗнле йӗркелӗҫ? Предприятисенче ҫӗнӗ производство хута кайсан. Сӑмахран, Ҫӗнӗ Шупашкарти «Химпром» кальци гипохлоричӗ кӑларма тытӑнать. Унашкал аналогсем Раҫҫейре ҫук. Ҫавӑн пекех «Акконд», «Хӗвел», «Букет Чувашии» предприятисем хӑйсен производствине ҫӗнетӗҫ.
ЧР Элтеперӗн администрацийӗн пресс-служби пӗлтернӗ тӑрӑх, 2018 ҫул вӗҫнелле Чӑваш Енри монохуласенче 6 пин ытла ӗҫ вырӑнӗ пулӗ. Вӗсенчен 1,5-ше – Канаш хулинче.
Паян, нарӑс уйӑхӗн 20-мӗшӗнче, Чӑваш Енӗн Правительствин ларӑвӗнче пурӑнма юрӑхсӑра тухнӑ ҫуртсенчен ҫынсене хӑтлӑ хваттерсене куҫарассине пӑхса тухнӑ. 2013–2017 ҫулсенче Чӑваш Республикинче 13,5 пин ҫынна ҫурт-йӗрпе тивӗҫтермелле. Раҫҫей Президенчӗ Владимир Путин хушӑвӗпе килӗшӳллӗн, ҫак ӗҫе кӑҫалхи авӑн уйӑхӗн 1-мӗшӗ тӗлне йӗркелесе ҫитермелле.
Республикӑн строительство министрӗ Владимир Михайлов палӑртнӑ тӑрӑх, яваплӑха туйса ӗҫлемен строительство организацийӗсене пула хӑш-пӗр кӑлтӑк пур. Графикран юлса ӗҫлекен районсем хушшинче Йӗпреҫе, Сӗнтӗрвӑррине асӑннӑ. «Санар-Строй» компани нумай хваттерлӗ икӗ ҫурта вӑхӑтра туса пӗтермен. Ҫӗмӗрле районӗнче те чӑрмав пур. Шупашкар хулинче те подрядчик хӑй ӗҫне туллин пурнӑҫламанни курӑнать.
«Ҫынсен хӑтлӑ хваттерсенче пурӑнмалла. Вӗсем вара паянхи кун та куҫаймаҫҫӗ. Енчен те ӗҫлеме пӗлместӗр пулсан, мӗн ма конкурссене хутшӑнса объектсене илетӗр, социаллӑ пӗлтерӗшлӗ патшалӑхӑн программисемпе кӑлтӑксем туса пыратӑр?», — тенӗ Михаил Игнатьев Элтепер ҫӳлерех асӑннӑ организацисен ертӳҫисене.
Нарӑс уйӑхӗн 17-мӗшӗнче «Объединение производителей железнодорожной техники» чӑв. Чукун ҫул техникине кӑларакансен пӗрлешӗвӗ) ӑслӑлӑх предприятийӗ пӗлтӗрхи ӗҫе пӗтӗмлетме тата кӑҫалхи тӗллеве палӑртма канашлӑва пуҫтарӑннӑ.
Унта предприяти президенчӗ, «Раҫҫейӗн чукун ҫулӗсем» акционерсен обществин президенчӗн ҫумӗ Валентин Гапанович, РФ экономика министрӗн ҫумӗ Александр Морозов, ҫавӑн пекех Чӑваш Ен Элтеперӗ Михаил Игнатьев хутшӑннӑ.
«Чӑваш Республикипе тачӑ ҫыхӑнса ӗҫленине каламасӑр пултараймастӑп. Предприятисем инфратытӑма аталантарассипе пысӑк проектсене пурнӑҫа кӗртессишӗн сахал мар вӑй хураҫҫӗ. Паян ларура пирӗнпе Чӑваш Республикин Элтеперӗ Михаил Игнатьев пур. Пирӗн сферӑна витӗм кӳни — унӑн пысӑк тивӗҫӗ. Вӑл чӑннипех те сахал мар ӗҫлет. Малашне те ҫыхӑну ҫирӗпленсе пырасса шанатпӑр», — ырланӑ пирӗн тӑрӑха Валентин Гапанович.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (22.12.2024 03:00) пӗлӗтлӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 751 - 753 мм, -1 - -3 градус сивӗ пулӗ, ҫил 1-3 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр енчен вӗрӗ.
| Кӑрмӑш гербне йышӑннӑ. | ||
| Вӑта Тимӗрҫен шкулне уҫнӑ. | ||
| Аслут Александр Николаевич, чӑваш сӑвӑҫи, ҫыравҫи ҫуралнӑ. | ||
Пулӑм хуш... |