Чӑваш Енӗн премьер-министрӗ пулнӑ Наталия Партасова пирӗн республикӑри усламҫӑсене хӳтӗлеме килӗшмен. «Трактор савучӗсем» концернта пуҫлӑхӑн ҫумӗ пулса тӑрӑшакан хӗрарӑм мӗншӗн унчченхи вырӑнтах, трактор кӑларакансем патӗнчех, юлас тенипе «Правда ПФо» интернет-хаҫат кӑсӑкланнӑ.
Наталия Партасова Чӑваш Енри усламҫӑсене хӳтӗлекен уполномоченнӑя ларӗ сӑмах вӑрттӑн-хӗрттӗн калаҫусенче сарӑлнӑ. Тӑватӑ уйӑх пушӑ тӑракан ҫак вакансие Чӑваш Енӗн экс-премьер-министрӗ йышӑнма килӗшмен.
«Омбудсмен должноҫне йышӑнма сӗнӳпе ман пата тухнӑ. Вӑл ыйтупа эпӗ Чӑваш Ен Элтеперӗпе Михаил Игнатьевпа та тӗл пулнӑ. Тӑван республикӑна манӑн питӗ таврӑнас килетчӗ. Анчах концернта пуҫланӑ проектсене ҫурма ҫулта хӑвармалла мар тесе ыйтрӗҫ. Пирӗн предприятисем халӗ аталанӑвӑн ҫӗнӗ тата питӗ яваплӑ тапхӑрӗнче», — каласа кӑтартнӑ вӑл Александр Белов журналиста.