Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +10.3 °C
Тӑлӑх йывӑҫа тӑвӑл хуҫать.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Хыпарсем: полици

Хулара
stv92.ru сайтри сӑн
stv92.ru сайтри сӑн

Шупашкар хулинче пурӑнакан 32 ҫулти арҫын ятарлӑ ҫар операцине хутшӑннӑ арҫыннӑн 1,5 миллион тенкине вӑрланӑ тесе шутлаҫҫӗ.

Йӗрке хуралҫисем тӗпчесе пӗлнӗ тӑрӑх, 2024 ҫулхи ҫулла арҫын ятарлӑ ҫар операцине кайма контракт ҫырнӑ, тӳлевсене куҫара банк картти илнӗ. Кайран хӑрушсӑрлӑх тӗллевӗпе тесе вӑл тепӗр ҫавӑн пек картта кӑларнӑ, ӑна 32 ҫулти пӗлӗшне панӑ. Вӑл вилсен лешӗн карттӑна арӑмӗ пулнӑ хӗрарӑма тата ачине памалла пулнӑ.

Анчах пӗлӗшӗ таса чунлӑ пулман. Вӑл ют укҫана илсе хӑйӗн парӑмӗсене татнӑ. 2024 ҫулхи ҫурла уйӑхӗнчен пуҫласа 2025 ҫулхи утӑ уйӑхӗччен вӑл карттӑран 1,5 миллион ытла тенкӗ илнӗ.

Айӑпланакан арҫыннӑн пурлӑхне, ҫав шутра хваттер пайне, арестленӗ. Пуҫиле ӗҫе кӗҫех суд пӑхса тухӗ.

 

Хулара
ШӖМ тунӑ сӑн
ШӖМ тунӑ сӑн

Шупашкар хулинчи пӗр пульницӑра сипленнӗ арҫын медицина ӗҫченне тапӑннӑ. Кун пек тискерлӗ тӗслӗх токсикологи уйрӑмӗнче пулса иртнӗ.

46 ҫулти пациент хӗрӗнкӗ пулнӑ. Хӑйне алӑра тытайманскер медсестрана хӗнеме пуҫланӑ. Ҫакна пула тухтӑрсен ятарлӑ пускӑча пусса йӗрке хуралҫисене чӗнме тивнӗ. Сигнал хулари тӗп хурал пульчӗ ҫине килнӗ, кун хыҫҫӑн пульницӑна Росгварди ӗҫченӗсем ҫитнӗ.

Вӗсем арҫынна тытса чарнӑ, ӗҫ-пуҫа малалла уҫӑмлатма полици уйрӑмне илсе кайнӑ.

Халӗ ку тӗслӗх тӗлӗшпе тӗрӗслев малалла пырать.

 

Хулара
dnrnews.ru сайтри сӑн
dnrnews.ru сайтри сӑн

Шупашкар хулинче пурӑнакан 63 ҫулти арҫын чикӗ леш енчен «Тойота» маркӑллӑ минивэн туянма ӗмӗтленнӗ. Халӑх тетелӗнче хӑйне кирлӗ машинӑна сутни пирки пӗлтерӳ те тупнӑ.

Сутуҫӑ ӑна машинӑн сӑнӳкерчӗкӗсене тата докуменчӗсене кӑтартнӑ. Кун хыҫҫӑн Шупашкар арҫыннин иккӗленӳ юлман – вӑл килӗшӳ тума тата машинӑна Чӑваш Ене илсе ҫитерме тесе лешӗ каланӑ счет ҫине 2 миллион ытла тенкӗ куҫарнӑ.

Кун хыҫҫӑнах сутуҫӑ ҫыхӑнӑва тухма пӑрахнӑ. Паллах, Чӑваш Ене нимӗнле машина та килмен. Ултав серепине лекнине ӑнлансан арҫын полицие пулӑшу ыйтма кайнӑ.

 

Республикӑра
zebra-tv.ru сайтри сӑн
zebra-tv.ru сайтри сӑн

Вӑрмар округӗнчи 22 ҫулти каччӑ хӗрпе пулас тесе 300 пин тенкӗсӗр тӑрса юлнӑ.

Хайхи каччӑ Шупашкар хулинче темиҫе сехетлӗхе хваттер тара илнӗ те «каҫхи лӗпӗше» чӗнме шухӑшланӑ. Вӑл сайта кӗрсе хӗр суйланӑ, ун патне шӑнкӑравланӑ. Лешӗ телефон ҫыхӑнӑвӗшӗн тӳлеме 2900 тенкӗ ыйтнӑ. Унтан килнӗшӗн страховка тума 29500 тенкӗ куҫарма хушнӑ. Хайхи «хӗр» юлашки тӳлев ун патне ҫитмен тесе ӗнентернӗ, каччӑна икӗ хут ытларах куҫарма ӳкӗте кӗртнӗ.

Кайран каллех тӗрӗс мар куҫарнӑ-мӗн, 59 пин тенкӗ ыйтнӑ. «Хӗр» каччӑна хӑрата-хӑрата татах та татах укҫа куҫарттарнӑ.

Ҫапла каччӑ 300 пин тенкӗ ытла куҫарнӑ, анчах нимӗнле «хӗре» те кӗтсе илеймен. Улталаннине ӑнлансан вӑл полицие кайнӑ.

 

Республикӑра

Канаш хулинче 25 ҫулти арҫын УАЗ Пикап кузовӗ ҫинче бассейн тунӑ та ҫынсене хула тӑрӑх ярӑнтарнӑ. Кузов ҫинчи ҫынсем шывра чӑмпӑлтатса пынӑ.

Ку видео халӑх тетелӗнче питӗ хӑвӑрт сарӑлнӑ. Ӑна инспекторсем те курнӑ. Вӗсем ку ӗҫ-пуҫа тӳрех тӗпчеме тытӑннӑ.

Уҫҫи-хуппи часах тупӑннӑ. Машина урӑх ҫыннӑн иккен. Ҫак арҫын хуҫине ытти ҫынпа пӗрле кузов ҫинчи бассейнра ярӑнтарнӑ.

Анчах кун пек киленӳ темиҫе протокол патне илсе ҫитернӗ: машина кантӑкне тонировка тунӑшӑн, страховка ҫуккишӗн тата пассажирсене илсе ҫӳренӗ чухне йӗркене пӑснӑшӑн.

Йӗрке хуралҫисем водительпе профилактика калаҫӑвӗ ирттернӗ, ҫул ҫинче бассейнра шыва кӗни япӑх шухӑш пулнине ӑнлантарнӑ.

Хальлхилле калашле, ҫуллахи вайб туса Патшалӑх автоинспекцийӗн аллине ҫакланнӑ.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://vk.com/wall-163599942_19072
 

Республикӑра
ШӖМ тунӑ сӑн
ШӖМ тунӑ сӑн

Улатӑр хулинче ӳсӗр хӗрарӑм хапхана пырса тӑрӑннӑ. Машини хӑйӗн те мар, ют ҫыннӑн.

К.Иванов урамӗнче 66 ҫулти арҫын УАЗ «Патриот» машинине питӗрмесӗр хӑварнӑ, уҫӑ салонра пулнӑ. Ҫак самантпа вара иртсе пыракан хӗрарӑм усӑ курма шутланӑ. Унӑн водитель прави те пулман. Ҫитменнине, вӑл ӳсӗр пулнӑ.

Ку хӑратман ӑна. Тытнӑ та тапратнӑ машинӑна. Анчах инҫех каяйман — ҫурт хапхине пырса тӑрӑннӑ. Иртен-ҫӳрен ҫакна курнӑ та ӑна малалла кайма паман, часрах полицие чӗннӗ.

Палӑртса хӑварар: ҫак хӗрарӑм криминалпа ҫыхӑннӑ, судпа пӗрре мар айӑпланнӑ. Халӗ ав каллех явап тытма тивӗ: машина тапратса кайнӑшӑн тата руль умне ӳсӗрле ларнӑшӑн. Куншӑн 5 ҫул таран тӗрмене хупма пултараҫҫӗ. Ун тӗлӗшпе пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑ.

 

Хулара
gelpriboy.ru сайтри сӑн
gelpriboy.ru сайтри сӑн

Пухнӑ укҫа-тенкине ултавҫӑсене курьер урлӑ парса яраҫҫӗ. Кун пекки – анлӑ сарӑлнӑ тӗслӗх. Шупашкарти тивӗҫлӗ канури ҫынна вара укҫана 5-мӗш хутран пеме ӳкӗте кӗртнӗ.

64 ҫулти арҫын патне «коммуналлӑ служба ӗҫченӗ» шӑнкӑравланӑ. Вӑл ҫурт чатне кӗме сӗннӗ те каҫӑ ярса панӑ. Кайран вара ӑна палламан ҫынсем ун ячӗпе доверенноҫ хатӗрленине ӗнентернӗ. Ҫак ӗҫе кам тунине палӑртмашкӑн пӗтӗм укҫана деклараци тумалла имӗш.

Арҫын ултавҫӑсем каланипе 20 950 евро тата 1000 доллар укҫана хутаҫа чиксе 5-мӗш хутри хваттер чӳречинчен аялалла пенӗ. Унта вара ӑна курьер илсе кайнӑ.

Кӗҫех ҫак ӗҫ-пуҫ пирки арҫыннӑн аппӑшӗ, чикӗ леш енче пурӑнаканскер, пӗлнӗ. Вӑл пӗлӗшӗсене шӑллӗне полицие илсе кайма ыйтнӑ. Ҫапла хӑть арҫыннӑн 2 миллион тенкине упраса хӑварма май килнӗ.

Ку тӗслӗх тӗлӗшпе пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑ.

 

Хулара
ШӖМ тунӑ сӑн
ШӖМ тунӑ сӑн

Шупашкар хулинчи шкул ачи питбайк туянас тесе ултавҫӑсен тӗлне лекнӗ. Вӑл транспорта сутни пирки тӳлевсӗр пӗлтерӳсен сайтӗнче тупнӑ, сутуҫӑпа ҫыхӑннӑ.

Лешӗ тӳрех урӑх мессенджерта ҫырӑнма сӗннӗ, унта питбайк пирки тӗплӗн каласа кӑтартнӑ. Хайхискер арҫын ачана укҫана тӳлесе хума ӗнентернӗ.

Ача амӑшӗнчен ирӗк илсе унӑн банк карттипе усӑ курнӑ, сутуҫа 50 пин тенкӗ куҫарса панӑ. Анчах кун хыҫҫӑн сутуҫӑ ҫыхӑнӑва тухма пӑрахнӑ. Амӑшӗпе ывӑлӗ тинех ку ултавҫӑ пулнине ӑнланнӑ, полицие кайса заявлени ҫырнӑ. Ку тӗслӗх тӗлӗшпе пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑ.

 

Хулара
lgz.ru сайтри сӑн
lgz.ru сайтри сӑн

Шупашкар хулинче пурӑнакан 24 ҫулти хӗре чӑвашла сасӑ ҫырӑвӗ ярса улталанӑ. Кун пек ҫыру ун патне пӗлӗшӗнчен килнӗ. Сасси унӑнни пекех пулнӑран хӗр пӗрре те иккӗленмен — каланӑ счет ҫине 7 пин тенкӗ куҫарса панӑ. Кайран тин пӗлӗшӗн аккаунтӗнчен ултавҫӑсем ҫырнине пӗлнӗ вӑл.

Хӗр полицие кайса ззаявлени ҫырнӑ. Ку тӗслӗх тӗлӗшпе пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑ.

Полицейскисем кайран ҫакна палӑртнӑ: ултавҫӑсем ӑс-хакӑл интеллекчӗ пулӑшнипе чӑвашла сасӑ ҫыртарнӑ иккен. Вӗсем хӗрӗн пӗлӗшӗн аккаунтне ҫӗмӗрнӗ. Укҫа та вӗсем каланӑ счет ҫинех куҫнӑ.

 

Республикӑра
cap.ru сайтри сӑн
cap.ru сайтри сӑн

Шупашкар округӗнче пурнакан арҫын сакӑр юман тата пӗр хурӑн каснӑ. Патшалӑха кӳнӗ тӑкак пӗчӗк мар – 1,7 миллион тенкӗ.

Ҫу уйӑхӗн пуҫламӑшӗнче Шупашкар округӗн администрацийӗ Мамка ҫывӑхӗнчи сад юлташлӑхӗнче такам йывӑҫсем касни пирки полицие пӗлтернӗ. Йӗрке хуралҫисем вырӑна ҫитсен сакӑр юман тата пӗр хурӑн тункатисене асӑрханӑ.

Йывӑҫ касакана часах тупнӑ. Вӑл Шупашкар округӗнчи ҫынах пулнӑ – ниҫта та ӗҫлемен 45 ҫулти арҫын. Вӑл айӑпне йышӑннӑ.

Хайхи арҫын йывӑҫсене пӗлтӗр кӗркунне хӗлле кӑмака хутма тесе каснӑ. Хӗл каҫипе вӑл касса ҫурнӑ пуленккесене кӑмакара ҫунтарса пӗтернӗ.

Арҫын тӗлӗшпе пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑ. Унччен ҫак арҫын полици куҫӗ умне лекменни паллӑ. Хальлӗхе унӑн ялтан тухса ҫӳреме юрамасть.

 

Страницӑсем: 1, [2], 3, 4, 5, 6, 7, 8, 9, 10, 11, 12, ... 56
Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем

0 Хурал кӗтесӗ (чат)

Ҫанталӑк

Гороскоп

СурӑхВӑкӑрЙӗкӗрешРакАрӑсланХӗр
Сурӑх: Ахӑртнех, сирӗн унчченхи юрату йӑл илӗ. Ку пӗр-пӗринпе интересленни те пулма пултарать. Анчах шӑпа пӳрнипе сирӗн ҫулсем пӗрлешӗҫ. Килти ӗҫсене нумай тимлӗх уйӑрсан вӗсен ӑшне путсах ларатӑр. Кайран вара унтан тухма йывӑр пулӗ.

Ыйтӑм

Чӑваш йӑли тӑрӑх хӑнана пынӑ арҫынна камӑн ӑсатмалла?
кил-йышри арҫын
хуҫа тарҫи
хуҫин ҫитӗннӗ ачисем
хуҫа хӑй
хӑни ҫулне ахаль те пӗлет, ӑсатмасӑр та
пӗтӗм кил-йышпа тухаҫҫӗ
ӑсатма тухни — ҫылӑх, юрамасть
хуть те кам тухсан та
хуҫа арӑмӗ
хӑнана ӑсатма никам та тухмасть