Чӑваш Енре 38 ҫулти Людмила Ивановӑна вуннӑмӗш кун шыраҫҫӗ. Тӑванӗсем "Лиза Алерт" шырав отрядӗнчен, полицирен пулӑшу ыйтнӑ.
Унччен хӗрарӑм пӗрре те ҫухалман. Халӗ вара унӑн телефонӗ ҫине шӑнкӑравласа ҫитме ҫук - ӑна сӳнтернӗ.
Людмила Иванова ҫухалнӑ кун сӑрӑ тӗслӗ пальто, кӑвак кофта, тӗттӗм кӑвак шӑлавар тата хура пушмак тӑхӑннӑ пулнӑ. Хӑй 180 сантиметр ҫӳллӗш, хӑмӑр куҫлӑ, тӗттӗмрех ҫӳҫлӗ.
Ҫӗмӗрле районӗнчи Малиновка ялӗнче пурӑнакан 75 ҫулти хӗрарӑма шыраҫҫӗ.
Анна Петрова ҫухални пирки хӗрӗ полицие пӗлтернӗ. Ватӑ хӗрарӑма "Лиза Алерт" ушкӑн хастарӗсем те шыраҫҫӗ.
Кинемей килтен тухса кайнӑ чухне мӗн тӑхӑнни паллӑ мар. Вӑл ӑс-тӑнӗ арпашӑннипе аптӑрама пултарать. Хӑй ҫӳллех мар, туллирех кӗлеткеллӗ, ҫӳҫӗ шуралнӑ тата кӗске.
Шупашкарта пурӑнакан 62 ҫулти хӗрарӑм инвестиципе укҫа ӗҫлесе илетӗп тесе савӑннӑ пуль-ха. Анчах вӑл ултавҫӑсен тӗлне лекнӗ. Тупӑш тӑвайман.
Хӗрарӑм пӗлтерӗве тӗнче тетелӗнче тупнӑ. Кӗҫех унпа палламан ҫын ҫыхӑннӑ. Вӑл унӑн консультанчӗ-мӗн. Хайхискер ӑна укҫа ӗҫлесе илме пулӑшать иккен.
Ҫав палламан ҫын каланипе хӗрарӑм 10 кунра 500 пин тенкӗ куҫарса панӑ. Кайран вӑл укҫана тавӑрма шутланӑ. Паллах, усси пулман. Кун хыҫҫӑн вӑл полицие кайнӑ.
Кун тӗлӗшпе пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑ.
Шупашкарта пурӑнакан 37 ҫулти арҫын хитре телефон номерӗ илес тенӗ те ултавҫӑсене укҫа куҫарса панӑ. Кун пирки ШӖМ пӗлтерет.
Ҫак арҫын халӑх тетелӗнче хитре телефон номерӗ сутнине курнӑ. Ӑна илес тесе вӑл палламан ҫынна 4 пин те 400 тенкӗ куҫарса панӑ. Кун хыҫҫӑн ҫав ҫын ҫыхӑнӑва тухма пӑрахнӑ. Кун хыҫҫӑн тин вӑл ултавҫӑ серепине лекнине ӑнланнӑ, полицие кайса пӗлтернӗ.
Кун тӗлӗшпе пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑ.
Шупашкарта пурӑнакан хӗрарӑм ултавҫа 600 пин тенкӗ куҫарса панӑ. Ҫитменнине, ҫав палламан ҫын унран кулмаллипех кулнӑ.
Хӗрарӑм патне «банк ӗҫченӗ» шӑнкӑравланӑ. Ӑна ӗненсе вӑл 600 пин тенкӗ куҫарса панӑ. Ултавҫӑ тӗлне лекнине ӑнлансан хӗрарӑм полицие кайнӑ. Темиҫе кунран ҫав ултавҫӑ ун патне каллех ҫырса янӑ. «Сире укҫа мӗн тума кирлӗ?» тесе ҫырнӑ вӑл. Палламан ҫын куҫарса панӑ нухрат Раҫҫейре йӗркелеме юраман организацисене тытса тӑмашкӑн каяссине пӗлтернӗ.
Элӗкре пурӑнакансене кӗрт йыттисем канӑҫ памаҫҫӗ. Кӑҫал ҫулла вӗсем чылай выльӑха тӑлласа вӗлернӗ.
Чӑваш наци телекуравӗ вырӑна ҫитсе сюжет ӳкернӗ. Ҫурлан 19-мӗшӗнче Ирина Александрова 4 качакине уя тухса кӑкарнӑ. Хӑй йӑран ҫумлама таврӑннӑ. Качакисене йытӑсем тапӑнни пирки ӑна кӳрши пӗлтернӗ. Ҫав кун унӑн икӗ качакине йытӑсем тӑлланӑ.
Ҫынсем каланӑ тӑрӑх, ҫав ҫапкаланчӑк 4 йытӑ ӗнесене те тапӑнаҫҫӗ. Кӑҫал вӗсем пӗр уйӑхра 20 пуҫ выльӑха тӗп тунӑ. Элӗксем ку ыйтупа ял тӑрӑхӗн пуҫлӑхӗ патне, полицие, прокуратурӑна ҫитнӗ. Анчах татӑклӑ хурав кӗтсе илеймен.
Ҫынсен шухӑшӗпе, йытӑсем инҫех мар вырнаҫнӑ сӗт-ҫу савутӗнчен килеҫҫӗ. Анчах ял тӑрӑхӗн пуҫлӑхӗ ӗнентернӗ тӑрӑх, вӗсем савутӑн мар, вӑл унта хӑй кайса тӗрӗсленӗ.
Апла-и, капла-и - хальлӗхе йытӑсене никам та тытмасть, Элӗксем вара шар кураҫҫӗ...
Тутарстан хӗрарӑмӗ Вӑрмар районӗн арҫыннисем ӑна вӑрланӑ тесе полицие кайса заявлени ҫырнӑ. Анчах куншӑн хӑйӗнех явап тытма тивнӗ.
Ку кӑҫал нарӑс уйӑхӗнче пулнӑ. Хӗрарӑм каланӑ тӑрӑх, ӑна асӑннӑ районти икӗ арҫын вӑрланӑ, Кавал ялӗнче путвалта ирччен тытнӑ.
Йӗрке хуралҫисем тӗрӗслев ирттернӗ те кун пекки пулманнине, хӗрарӑм суйнине палӑртнӑ. Ӑна хӑйне 10 пин тенкӗ штраф тӳлеттерме йышӑннӑ.
Ҫурла уйӑхӗн 9-мӗшӗнче Красноармейски салинче кӑнтӑр кунӗнчех 1-мӗш ушкӑнри сусӑра палламан хӗрарӑм тапӑннӑ. Ку Степанов урамӗнчи пӗр ҫурт подъездӗнче пулса иртнӗ.
Хайхи палламан хӗрарӑм сусӑрӑн ылтӑн сӑнчӑрӗпе хӗресне татса вӑрласа тарнӑ. Шӑв-шава илтсе инҫех мар ӗҫлекен хӗрарӑм чупса пынӑ. Мӗн пулса иртнине пӗлсен ҫав ҫын хыҫҫӑн чупнӑ, полицие шӑнкӑравласа пӗлтернӗ.
Йерке хуралҫисем ҫак хӗрарӑм вӑхӑтра пулӑшнипе палламан ҫынна часах тытса чарнӑ. Вӑл – 32 ҫулти хӗрарӑм, унччен судпа темиҫе хутчен айӑпланнӑскер. Хальхинче те унӑн явап тытма тивӗ.
20 ҫулти каччӑ хваттер чӳречинчен кайӑксене перес тесе ҫынна лектернӗ. Ку ҫурла уйӑхӗн 8-мӗшӗнче Шупашкарти Дементьев урамӗнче пулнӑ.
Пуля хӗрарӑмӑн питҫӑмартине шӑйӑртнӑ, хулпуҫҫинчен лекнӗ. Вӑл пульницӑна кайса тухтӑрсенчен пулӑшу ыйтнӑ.
Пӑшалтан перекен каччӑна часах тупса палӑртнӑ. Хӑй ӑнлантарнӑ тӑрӑх, вӑл чӳречерен кайӑксене пересшӗн пулнӑ, урамри хӗрарӑма вара асӑрхаман. Йӗрке хуралҫисем унӑн пӑшалне туртса илнӗ. Халӗ тӗрӗслев пырать.
Шупашкарти Алина Марковӑна 3 уйӑх ытла шыраҫҫӗ. Ун пирки халӗ те сас-хура ҫук.
30-ти хӗрарӑм ака уйӑхӗн 21-мӗшӗнче килтен тухса кайнӑ. Ун чухне ӑна «Лиза Алерт» ушкӑн хастарӗсем те шыранӑ. Анчах тупайман.
Халӗ Алина Маркова ҫухални пирки Следстви комитечӗн Чӑваш Енри следстви управленийӗ хыпар вырнаҫтарнӑ, пулӑшу ыйтнӑ. Кун тӗлӗшпе следстви умӗнхи тӗрӗслев ирттереҫҫӗ.
Ҫак хӗрарӑма курнисене полицие шӑнкӑравласа пӗлтерме ыйтаҫҫӗ.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (22.12.2024 03:00) пӗлӗтлӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 751 - 753 мм, -1 - -3 градус сивӗ пулӗ, ҫил 1-3 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр енчен вӗрӗ.
| Кӑрмӑш гербне йышӑннӑ. | ||
| Вӑта Тимӗрҫен шкулне уҫнӑ. | ||
| Аслут Александр Николаевич, чӑваш сӑвӑҫи, ҫыравҫи ҫуралнӑ. | ||
Пулӑм хуш... |