Етӗрне районӗнче пурӑнакан хӗрарӑма икӗ ҫуллӑха тӗрмене хупмасӑр айӑпланӑ. Хайхискер наркотиклӑ ӳсен-тӑран ҫитӗнтернӗшӗн явап тытнӑ.
Пӗлтӗрхи ҫуркунне тивӗҫлӗ канӑва тухнӑ хӗрарӑм хӑйӗн пахчинче наркотиклӑ ӳсен-тӑран шӑтнине асӑрханӑ, анчах ӑна тӑпӑлтарса пӑрахман. Ҫурла уйӑхӗн 2-мӗшӗнче йӗрке хуралҫисем хӗрарӑмӑн пахчинче мӑкӑнь ӳснине курнӑ та ӑна туртса илнӗ.
58 ҫулти хӗрарӑм ӑнлантарнӑ тӑрӑх, вӑл мӑкӑне булка пӗҫернӗ чухне усӑ курма ҫитӗнтернӗ. Суд вӑл айӑплӑ тесе йышӑннӑ. Суд йышӑнӑвӗ саккунлӑ вӑя кӗнӗ.
Пуш уйӑхӗн 17-мӗшӗнче 21 сехет ҫурӑра Вӑрнар районӗнчи Нурӑсра ҫул-йӗрпе патруль службин ӗҫченӗ ҫул хӗрринче, общество чарӑнӑвӗнчен инҫех маар, ача пушмаксӑр чупнине асӑрханӑ. Вӑл чарӑннӑ.
Ӳсӗр амӑшӗ ачине пӑхса ӗлкӗреймен-мӗн. Хӗрарӑм Нурӑса Елчӗк районӗнчен килнӗ, анчах каялла каяйман. Ҫул-йӗрпе патруль службин аслӑ инспекторӗ Андрей Траков ӳсӗр хӗрарӑма пулӑшнӑ. Вӑл ӑна ачипе служба машинине лартнӑ та ҫывӑхри пульницӑна илсе ҫитернӗ, унта вӗсене тухтӑрсем пӑхнӑ.
Халӗ ачан сывлӑхӗпе пурнӑҫӗ хӑрушлӑхра мар. Ку ҫемье пирки информацие ҫул ҫитменнисемпе ӗҫлекен органсене пӗлтернӗ.
Пуш уйӑхӗн 10-мӗшӗнче ЧР Аслӑ сучӗ Олег Ладыков тӗлӗшпе кӑларнӑ приговора ҫемҫетнӗ. Суд палӑртнӑ тӑрӑх, Ладыков-кӗҫӗнни айӑплав срокне пӗтӗмӗшле режимлӑ колонире мар, колони-поселенире ирттерӗ. Срока вара ҫаплипех, 3 ҫул та 9 уйӑх, хӑварнӑ.
Аса илтерер: кӑҫал кӑрлач уйӑхӗнче Муркаш районӗн сучӗ Олег Ладыков ҫул ҫинчи аваришӗн айӑплӑ тесе йышӑннӑ, пӗтӗмӗшле режимлӑ колоние 3 ҫул ҫурӑлӑха ӑсатнӑ. Полицейские ҫапнӑшӑн та айӑплӑ пулнине кура срок ҫумне тепӗр 3 уйӑх хушнӑ. Кунсӑр пуҫне унӑн руль умне 3 ҫул ларма юрамӗ. Олег Ладыковӑн аварире шар курнӑ ҫынна 500 пин тенкӗ тӳлемелле. Тата вакат тытса укҫа тӑкакланӑшӑн ҫав ҫынна 100 пин тенкӗ парса саплаштармалла.
Вӑрнар районӗнче ҫамрӑка полицейскисем, ҫӑлавҫӑсем, «Лиза Алерт» нимеҫисем, ахаль ҫынсем шыранӑ. Телее, арҫын ачана тупнӑ, вӑл чӗрех.
Ҫӑк районта пурӑнакан хӗрарӑм 15-ри ывӑлне канмалли кунсенче яланах киле илсе кайнӑ. Ача коррекци шкул интернатӗнче вӗреннӗ. Ача никампа та ытлах хутшӑнман, унӑн Дружок ятлӑ йытти пулнӑ. Унпа вӗсем вӑрманта уҫӑлса ҫӳреме кӑмӑлланнӑ.
Вырсарникун, пушӑн 1-мӗшӗнче, амӑшӗ ачана йытӑпа пӗрле вӑрмана уҫӑлма янӑ. Тулта тӗттӗмленнӗ, анчах ывӑлӗ килмен, телефонӗ сӳннӗ. Хӗрарӑм ял тӑрӑхӗн пуҫлӑхне пӗлтернӗ, вӑл вара – нимеҫӗсене.
Арҫын ачана ҫур ҫӗр иртни 3 сехетре Ҫӗмӗрле районӗнче тупнӑ. Шӑнса кӳтнӗскере тӳрех вӗри чей ӗҫтернӗ. Унпа пӗрле йытӑ та пулнӑ.
Йӗрке хуралҫи Шупашкарта ҫул ҫинче инкек туса хунӑ. Вӑл руль умне ӳсӗрле ларнӑ-мӗн. Куншӑн ӑна полицирен кӑларса ярӗҫ. Кун пирки ЧР ШӖМӗн пресс-служби пӗлтерет.
Пуш уйӑхӗн 1-мӗшӗнче ҫӗрле «Волга» водителӗ Ленин Комсомолӗн урамӗнчи 46-мӗш ҫурт умӗнче ҫул ҫине тухнӑ чухне «Лада Грантӑна» ирттерсе яман, пырса ҫапӑннӑ. Унтан вӑл авари вырӑнӗнчен тарса ҫухалнӑ.
Арҫынна килӗ умӗнче, Мир проспектӗнче, тытса чарнӑ. Вӑл ӳсӗр пулни тӑрӑ шыв ҫине тухнӑ. Руль умӗнче РФ ШӖМӗн Шупашкарти управленийӗн 2-мӗш полици уйрӑмӗн ӗҫченӗ ларнӑ пулнӑ. Ӑна ӗҫрен кӑларӗҫ, пуҫлӑхне дисциплинарлӑ майпа явап тыттарӗҫ.
Ӗнер, Тӑван ҫӗршыв хӳтӗлевҫин кунӗнче, Шупашкарта водительсене парнесемпе савӑнтарнӑ. Патшалӑх автоинспекцийӗн ӗҫченӗсем тата ЧР ШӖМӗн Шупашкарти уйрӑмӗн общество канашӗн элчисем акци ирттернӗ.
Экипаж Мускав проспектӗнче тата «Октябрь: 50 ҫул» урамра пулнӑ. Вӗсем ҫул ҫинче водительсене чарса уяв ячӗпе саламланӑ, хӗрарӑм полицейскисем сувенирсем парнеленӗ.
Ку водительсен кӑмӑлне ҫӗкленӗ, вӗсем малашне те ҫул-йӗр правилисене пӑсмасса шантарнӑ. Парнеленӗ сувенирсем ҫул ҫинче яланах тимлӗ пулмалли пирки аса илтерӗҫ.
Шупашкарта пурӑнакан 17 ҫулти икӗ хӗре спайс сутнӑшӑн айӑпласшӑн. Вӗсем ӑна пысӑк виҫепе сутма тӑнӑ.
Следстви версийӗ тӑрӑх, 2019 ҫулхи юпа уйӑхӗн 14-мӗшӗнче ҫак хӗрсем Шупашкар хӗрринче 10 пӗчӗк хутаҫа тултарнӑ спайс илнӗ. Пӗтӗмпе – 6 грамм. Наркотике унта вӗсен сообщникӗсем хунӑ. Вӗсемпе хӗрсем электронлӑ майпа ҫырӑннӑ.
Шкул ачисене ҫав кунах полицейскисем тытса чарнӑ. Пакунлисем спайса туртса илнӗ. Хӗрсем тӗлӗшпе пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑ. Кӗҫех ӑна Шупашкарти Мускав районӗн судне пӑхса тухма ярса парӗҫ.
Кӑрлач уйӑхӗн 21-мӗшӗнче Олег Ладыков тӗлӗшпе суд пулнӑ. Муркаш районӗн сучӗ ӑна 3 ҫул та 9 уйӑхлӑха колоние ӑсатма, 600 пин тенкӗ штраф тӳлеттерме йышӑннӑ.
Анчах Олег Ладыковӑн хӳтӗлевҫи приговорпа килӗшмен, вӗсем ЧР Аслӑ судне аппеляци панӑ. Хальлӗхе суд ларӑвӗ хӑҫан пуласси паллӑ мар.
Аса илтерер: следстви версийӗ тӑрӑх, 20 ҫулти Олег Ладыков айӑпӗпе пула 2019 ҫулхи утӑ уйӑхӗн 22-мӗшӗнче авари пулнӑ, УАЗри ҫын суранланнӑ. Сити-менеджерӑн ывӑлӗ хӑйӗн айӑпне йышӑнмасть.
Кунсӑр пуҫне ӑна унччен полицейские хӗненӗшӗн тӗрмене хупмасӑр айӑпланӑ. Айӑплав вӑхӑтӗнче йӗркене пӑхӑнманшӑн колоние ямалли срокпа улӑштарнӑ. Ҫапла майпа пӗтӗмпе Олег Ладыкова 3 ҫул та 9 уйӑхлӑха хупма йышӑннӑ.
Ҫӗнӗ Шупашкарта пурӑнакан, сывлӑх енчен хавшак каччӑ нарӑсӑн 4-мӗшӗнче килтен тухса кайни пирки, амӑшӗ, нимеҫӗсем тата полици ӑна шырани ҫинчен нумаях пулмасть хыпарланӑччӗ¬¬. Амӑшӗ шутланӑ тӑрӑх, 23-ри ывӑлӗ Шупашкара кайма пултарнӑ. Ҫамрӑка вара унта мар, пачах урӑх ҫӗрте тупнӑ.
Каччӑна 30 нимеҫӗ, 20 полицейски шыранӑ. Вӗсем вӑрмансенче, ҫырма-ҫатрара тӗплӗн шыранӑ. Ӑна тупнӑ. Анчах, шел те, каччӑ чӗрӗ мар. Унӑн виллине нарӑс уйӑхӗн 7-мӗшӗнче, ӗнер, 18 сехет ҫурӑра уйра тупнӑ.
Йӗрке хуралҫисем пӗлтернӗ тӑрӑх, кунта криминал палли ҫук. Каччӑ уйра шӑнса вилнӗ.
Нарӑсӑн 1-мӗшӗнче Ҫӗнӗ Шупашкарти Терешкова урамӗнчи пӗр ҫуртра, виҫҫӗмӗш хутра, ҫулӑм тухнӑ. Инкек вырӑнне патрулировани маршрутӗнчен ШӖМ ӗҫченӗ Артем Петров ҫитнӗ.
Хваттерӗн тимӗр алӑкӗ хупӑ пулнӑ. Кӳршисем унта пурӑнакан арҫынна кӑшкӑрнӑ, алӑкран шакканӑ – лешӗ сасӑ паман. Ҫӑлавҫӑсем хваттере кӗме пусма лартнӑ вӑхӑтра арҫыннӑн амӑшӗ ҫитнӗ, алӑка уҫнӑ. Артем Петров полицейски тӗтӗм-сӗрӗмпе тулнӑ пӳлӗме чупса кӗнӗ те арҫынна урама кӑларнӑ. Лешӗ сӗрӗмпе наркӑмӑшланнӑран хӑй тӗллӗн утайман.
Полицейски васкавлӑ медпулӑшу чӗннӗ. Тухтӑрсем 39 ҫулти арҫынна кислород маски тӑхӑнтартнӑ та пульницӑна илсе кайнӑ. Халӗ унӑн пурнӑҫӗ хӑрушлӑхра мар.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (21.06.2025 21:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 742 - 744 мм, 13 - 15 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 2-4 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа ҫурҫӗр-хӗвеланӑҫ енчен вӗрӗ.
| Сокольников Петр Фадеевич, патшалӑх ӗҫченӗ ҫуралнӑ. | ||
| Александров Павел Александрович, инженер, техника ӑслӑлӑхӗсен докторӗ, профессор ҫуралнӑ. | ||
| Яковлев Владимир Иванович, чӑваш журналисчӗ ҫуралнӑ. | ||
| Макаров Николай Иванович, чӑваш тухтӑрӗ, медицина ӑҫлӑлӑхӗсен докторӗ ҫуралнӑ. | ||
| Чӑваш таврапӗлӳҫисен пӗрлӗхне йӗркеленӗ. | ||
| Шупашкарта Петӗр Хусанкай палӑкне уҫнӑ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |