Шупашкар хула администраци ертӳҫин Алексей Ладыковӑн «тӳрӗ линине» эрне каярах ирттерӗҫ. Маларах хула ҫыннисемпе калаҫассине ҫӗртмен 20-мӗшне палӑртнӑччӗ. Ҫавах та политикӑпа кӑсӑкланакансем пӗлеҫҫӗ ӗнтӗ — вӑл кун Раҫҫей Президенчӗн Владимир Путинӑн «тӳрӗ линийӗ» иртмелле. Ҫакна шута илсе вырӑнти «тӳрӗ линин» кунне ҫӗртмен 27-мӗшне куҫарнӑ, ҫапла май вӑл эрне каярах пулӗ.
Шупашкар ҫыннисен ыйтӑвӗсене 23-50-06 нумай каналлӑ телефонпа йышӑнӗҫ. Алексей Ладыковпа иртекен «тӳрӗ лини» вӑхӑчӗ сехет ҫурӑ ҫеҫ тӑсӑлӗ — 10 ҫурӑпа 12 сехетчен.
Вырӑнти влаҫ органӗсем шантарнӑ тӑрӑх шӗкӗр хулара пурӑнакансем хӑйсене пӑшӑрхантаракан хуть те мӗнле ыйту та пама пултарӗҫ.
ЧР Элтеперӗ валли пресс-секретарь тахҫантанпах шыраҫҫӗ. Унччен ку должноҫра Светлана Каликова ӗҫленӗ. Ун хыҫҫӑн ку вырӑна «Чӑваш Ен» ПТРК корреспонденчӗ Валентина Алексеева ӗҫлеме килнӗ. Анчах вӑл нумай тытӑнса тӑман – кайнӑ.
Ҫу уйӑхӗнче ку должноҫ валли ҫын суйламашкӑн конкурс ирттерме палӑртӑччӗ. Анчах вӑл пулман, мӗншӗн тесен унта икӗ кандидатран сахалрах заявка панӑ. Ҫапла майпа Элтепер пӗлтӗрхи юпа уйӑхӗнчен пресс-секретарьсӗр ӗҫленӗ темелле.
Паянхи кунран пресс-секретарь тивӗҫне Олег Сидоров вӑхӑтлӑха пурнӑҫлама тытӑнать. Вӑл 2016 ҫултанпа федераци депутачӗн Леонид Черкесовӑн пулӑшуҫи пулнӑ.
Тӳрех палӑртар, вӑхӑтлӑха. Улатӑр хула администрацийӗн пуҫлӑхӗ Юрий Боголюбов пуҫлӑх пуканне текех йышӑнмассине Чӑваш халӑх сайчӗ пӗлтернӗччӗ.
Аса илтерер, Юрий Боголюбов администрацинчи яваплӑ тивӗҫрен хӑтарма ыйтса ыйту ҫырнӑ. Унӑн заявленине вырӑнти депутатсем ӗнер, ҫӗртме уйӑхӗн 10-мӗшӗнче, пӑхса тухнӑ.
Паянах депутатсем тепӗр хутчен ларӑва пухӑннӑ. Вӑл 14 сехетре иртнӗ. Унта тишкернӗ пӗлтерӗшлӗ ыйту район администрацийӗн пуҫлӑхӗн тивӗҫне пурнӑҫлама шанассипе ҫыхӑннӑ. Тилхепене хула администрацийӗн пуҫлӑхӗн экономика тата финанс енӗпе ӗҫлекен ҫумне – экономика пайӗн пуҫлӑхне Елена Васягинӑна вӑхӑтлӑха тыттарнӑ.
Хула администрацийӗн пуҫлӑхне, сӑмах май, республика шайӗнче конкурс ирттерсе палӑртмалла.
Улатӑр хула администрацийӗн пуҫлӑхӗ Юрий Боголюбов ку должноҫе текех йышӑнмӗ.
Ку хыпара илтнӗ хыҫҫӑн ҫак йӗркесен авторӗ район администрацийӗн сайтне юриех тишкерчӗ. Сити-менеджер тивӗҫне кам пурнӑҫлассине хальлӗхе асӑнман. Юрий Боголюбов хушаматне вара район администрацийӗн структуринчен кӑларма ӗлкӗрнӗ. Сӑмах май, паян 14 сехетре Улатӑрта Депутатсен пухӑвӗ иртмелле иккен. Пуҫлӑх пулма вӑхӑтлӑха кама шанассине, эпир ӑнланнӑ тӑрӑх, унта палӑртӗҫ.
Улатӑр хула администрацине ертсе пыма Юрий Боголюбова 2018 ҫулхи кӑрлачӑн уйӑхӗн 29-мӗшӗнче шаннӑччӗ.
Сити-менеджер хӑмӑтне тӑхӑниччен Юрий Боголюбов хулари пульницӑн тӗп врачӗ пулса ултӑ ҫул ытла ӗҫленӗччӗ.
Сити-менеджерта Юрий Боголюбов умӗн тимленӗ Александр Седовпа Александр Герасимов та ҫав должноҫра ҫулталӑк ытларах ҫеҫ тӑрӑшнӑ.
ЧР Патшалӑх Канашӗн ЛДПР депутачӗ Константин Степанов Шупашкарти ШӖМ умне пӗчченех пикета тухнӑ. Вӑл «Свободу Ивану Голунову» (чӑв. «Иван Голунова – ирӗклӗхе») тесе ҫырнӑ плакат йӑтнӑ.
Депутат халӑх тетелӗнче пӗлтернӗ тӑрӑх, пикет йӗркеллех иртнӗ, пӗр полицейски пырса унӑн ятне-шывне ҫырса кайнӑ. Ун патне Голунов пирки пӗлекен ҫынсем те пырса кайнӑ.
Депутат хӑйӗн шухӑшне пӗлтернӗ: «Журналист коррупци тата ритуаллӑ пулӑшу тытӑмӗнче скандаллӑ тӗрӗслев ирттернӗ. Маншӑн оппозици МИХӗн журналисчӗ юраман япаласем йӑтса хула тӑрӑх ҫӳрени питӗ тӗлӗнмелле пек туйӑнать. Ҫакна ӑссӑр ҫын ҫеҫ тума пултарать. Кунашкал тӗрӗслев ирттерекен журналист кун пек йӑнӑш тума пултарнине ӗненес килмест».
Палӑртмалла: Иван Голунова ҫӗртмен 6-мӗшӗнче тытса чарнӑ. Следовательсем пӗлтернӗ тӑрӑх, вӑл наркотиксемпе ҫыхланнӑ тесе шутлаҫҫӗ. Журналиста хавхалантаракан пикетсем халӗ ҫӗршывӗпех иртеҫҫӗ темелле. Унта хутшӑнакансен шухӑшӗпе, Голунов айӑплӑ мар. Халӗ вӑл килти арестра ларать.
Паян, ҫӗртме уйӑхӗн 5-мӗшӗнче, Чӑваш Ен Элтеперӗ Михаил Игнатьев Питӗр хулинче ТАСС информаци агенствин журналисчӗпе калаҫнӑ, ӑна вӑл интервью панӑ.
Ҫак кунсенче Питӗр хулинче Пӗтӗм тӗнчери экономика форумӗ иртет. Унта тӗрлӗ ҫӗршывран ятлӑ-сумлӑ ҫынсем: политиксемпе усламҫӑсем, тӗрлӗ шайри ертӳҫӗсемпе журналистсем — пухӑннӑ.
Уҫӑ калаҫу вӑхӑтӗнче тӗрлӗ ыйтусене хускатнӑ. Республика Пуҫлӑхӗ Михаил Игнатьев журналиста Китай Халӑх Республикипе Чӑваш ЕН тачӑ ҫыхӑнса ӗҫлени пирки каласа кӑтартнӑ. Вӑл ӑна пирӗн тӑрӑхра «Сычуань— Чувашия» (чӑв. Сычуань—Чӑваш Ен) агропарк хута ярассине пӗлтернӗ.
Тӗлпулура информаци технологийӗсен аталанӑвне те сӳтсе явнӑ. Журналистӑн ытти ыйтӑвне те хуравланӑ.
Чӑваш Енӗн Юстици министерствинче ӗҫленӗ Алексей Вязова «Чӑваштехинвентаризаци» хысна учрежденине ертсе пыма шаннӑ. Ҫапла хушӑва Чӑваш Енӗн Министрсен Кабинечӗн Ертӳҫи Иван Моторин паян алӑ пуснӑ. 468-мӗш номерлӗ документа республикӑн влаҫ органӗсен официаллӑ порталӗнче «Законодательство» (чӑв. Саккунсем кӑларни) ярӑмра вырнаҫтарнӑ.
Аса илтерер, Алексей Вязов маларах ЧР юстици министрӗн ҫумӗ — ЗАГС пайӗн пуҫлӑхӗ пулса 2014 ҫултанпа тӑрӑшнӑччӗ. «Чӑваш Енӗн юстиципе харпӑрлӑх хутшӑнӑвӗсен министрӗн ҫумне Алексей Вязова ӗҫрен янӑ», — ҫапла пӗлтернӗччӗ Чӑваш халӑх сайтӗнче кӑрлач уйӑхӗн 31-мӗшӗнче Никита Сурский.
«Чӑваштехинвентаризаци» хысна учрежденийӗ, сӑмах май, Юстици министерствин шутланать. Учрежденин пуҫлӑхӗн тивӗҫӗсене халиччен вӑхӑтлӑха Елена Павлова пурнӑҫланӑ.
Чӑваш парламенчӗн депутачӗсене кирек кам та пулӑшайӗ. Ҫук-ха. Аплах мар. 18 ҫултан аслӑраххисем. Ӑс-тӑнӗ айван маррисем. Тепӗр майлӑ каласан, гражданинӑн право пултарулӑхне (вӑл хӑйӗн тивӗҫӗсене пурнӑҫлама, явап тытма пултарнине) шута илӗҫ. Тата судпа айӑпланманнисем, айӑпланнах пулсан суд айӑплавне пӑрахӑҫланисем.
Паян Чӑваш Ен Элтеперӗ Михаил Игнатьев «О статусе депутата Государственного Совета Чувашской Республики» (чӑв. Чӑваш Республикин Патшалӑх Канашӗн депутачӗн статусӗ ҫинчен) саккуна улшӑну кӗртме йышӑннӑ. Ҫапла вара асӑннӑ саккунӑн 27-мӗш статйин 3-мӗш пайне ҫӗнетнӗ.
Саккуна паян улшӑну кӗртиччен депутата професси пӗлӗвӗ е аслӑ пӗлӳ илнӗ ҫынсем ҫеҫ пулӑшайнӑ. Вӗсене, сӑмах май, хыснаран укҫа тӳлемеҫҫӗ. Пӗр депутата 30 ҫын таран пулӑшайрать.
Шупашкарта политикӑн машинине кислотапа сапнӑ. Ку пӗрремӗш хут пулман-мӗн. Оппоизицинерӑн ГАЗельне такамсем унччен те кислотапа сапнӑ иккен.
Ку ҫу уйӑхӗн 20-мӗшӗнче ҫӗрле пулнӑ. Ун чухне политикӑн машини стоянкӑра тӑнӑ. Ҫакна та каламалла: оппозиционерӑн машини ҫинче хальхи влаҫа хирӗҫ пулнине кӑтартакан плакатсем ҫыпӑҫтарнӑ.
«Кислота пирки калас тӑк, ку пӗрремӗш пулӑм мар. Пӗрремӗшӗ пушӑн 1-мӗшӗнче хула администрацийӗ умӗнче пулчӗ. Ун чухне тепӗр икӗ уйӑхран кӑна маскӑллӑ палламан ҫын тӗлӗшпе пуҫиле ӗҫ пуҫарчӗҫ», - каласа панӑ Шупашкар ҫынни.
Пӗрремӗш хутӗнче политик 98 пин тенкӗлӗх шар курнӑ, хальхинче вара – 10 пин тенкӗлӗх. Ҫитменнине, хальхинче такамсем икӗ кустӑрмана ҫӗҫӗпе каснӑ.
ЧР Элтеперӗ валли халӗ те пресс-секретарь тупайман, ӑна шыраҫҫӗ-ха. Палӑртмалла: ку должноҫ «ертӳҫӗ» категорие кӗрет. Вӑл Элтепер хушӑвӗсене пурнӑҫлать. Пресс-секретаре Элтепер ӗҫе илет, ӗҫрен кӑларать.
Конкурса хутшӑнас текенсен аслӑ пӗлӳ пулмалла. Кунсӑр пуҫне патшалӑх службинче стаж пулмалла е специальноҫпе 4 ҫултан кая мар ӗҫлемелле. Документсене ҫу уйӑхӗн 27-мӗшӗччен йышӑнаҫҫӗ. Конкурса ҫӗртме уйӑхӗн 19-26-мӗшӗсенче ирттерме планланӑ.
Аса илтерер: унччен Элтеперӗн пресс-секретарӗ Светлана Каликова пулнӑ. Михаил Игнатьев ӑна пӗлтӗр юпа уйӑхӗнче ӗҫрен кӑларнӑ. Кун хыҫҫӑн, раштав уйӑхӗн вӗҫӗнче, должноҫа «Чӑваш Ен» ПТРК журналисчӗ Валентина Алексеева йышӑннӑ. Анчах вӑл нумаях ӗҫлемен – виҫӗ эрнерен хӑйӗн унччченхи ӗҫ вырӑнне кайнӑ.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (28.12.2024 15:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 757 - 759 мм, -2 - -4 градус сивӗ пулӗ, ҫил 2-4 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвеланӑҫ енчен вӗрӗ.
| Васильев Степан Васильевич, вӗрентӳ ӑслӑлӑхӗсен кандидачӗ ҫуралнӑ. | ||
| Мишутин Николай Степанович, ҫыравҫӑ ҫут тӗнчерен уйрӑлса кайнӑ. | ||
Пулӑм хуш... |