ЧР Элтеперӗн администрацийӗ социологи тӗпчевӗ ирттерме палӑртнӑ. Теми «Чӑваш Енри обществӑпа политика лару-тӑрӑвӗ» ятлӑ. Ҫавна май администраци аукцион ирттерет. Малтанхи хак – 1 миллион та 190 пин те 667 тенкӗ.
Аукцион юпа уйӑхӗн 28-мӗшӗнче иртӗ. Унта ҫӗнтернӗ подрядчикӑн килӗшӳ тунӑ хыҫҫӑн 10 кунра республикӑри ҫынсем патне шӑнкӑравласа ыйтӑм ирттермелле. Вӗсен 75 процент - кӗсье телефонӗ, 25 процент стационар телефонӗн номерӗсемпе усӑ курмалла.
Ыйтӑм ирттернӗ хыҫҫӑн пӗтӗмлетӗве ЧР Элтеперӗн администрацине раштав уйӑхӗн 16-мӗшӗччен памалла.
Ыран, юпа уйӑхӗн 18-мӗшӗнче, ЧР Элтеперӗ Михаил Игнатьев Чӑваш Енре пурӑнакансемпе «тӳрӗ лини» ирттерӗ. Вӑл 12 сехетре пуҫланса 13 сехет ҫурӑра вӗҫленӗ. «Тӳрӗ линие» Наци радиовӗпе тата «Тӑван радиопа» итлеме май пулӗ.
Михаил Игнатьева ыйту парас килет-и? Эппин, 8-900-330-77-99 номерпе шӑнкӑравлӑр.
Палӑртмалла: Михаил Васильевич кунашкал «тӳрӗ эфира» 2013 ҫулта Наци радиовӗпе ирттерӗ. Ун чухне Элтепер малтанах ҫырса хунӑ тата электронлӑ почтӑна килнӗ ыйтусене 1 сехет ҫурӑра хуравланӑ. Темиҫе радиоитлекен ҫеҫ шӑнкаравласа ҫитнӗ.
Ӗнер, юпа уйӑхӗн 15-мӗшӗнче, Чӑваш Ен Элтеперӗ Михаил Игнатьев прессӑра ӗҫлекенсемпе тӗл пулнӑ. Ҫакна эпир республикӑри ятлӑ-сумлӑ журналист Александр Белов Фейсбукра хыпарлани тӑрӑх пӗлтӗмӗр. Вӑл вара — Чӑваш Енӗн влаҫ органӗсен официаллӑ порталӗнче ҫырнинчен.
Чӑн та, «Михаил Игнатьев регионти массӑллӑ информаци хатӗрӗсенче ӗҫлекен журналистсемпе ӗҫлӗ тӗлпулу ирттернӗ. Уҫӑ тӗлпулӑва паян регионти МИХсенче тӑрӑшакан 20 ҫын пуҫтарӑннӑ. Журналистсем тӗрлӗ актуаллӑ ыйтусене хускатнӑ, вӗсене республика Пуҫлӑхӗ тӗплӗ хуравсем панӑ», — ӗнентернӗ Элтеперӗн пресс-служби влаҫ органӗсен официаллӑ сайтӗнче. Ҫак хыпарӑн вырӑсла версийӗнче палӑртнӑ тӑрӑх, тӗлпулӑва «ертсе пыракан» МИХсенче тӑрӑшакансем хутшӑннӑ.
Александр Белов хӑй ӗҫлекен «Правда ПФО» тӗнче тетелӗнчи хаҫата йыхравламаннине пӗлтернӗ. Журналист хайхи МИХсем тӗлпулу пирки ӗнерех хыпарламаннинчен тӗлӗннӗ. «Чӑваш Ен» ПТРК ҫеҫ кӗске репортаж кӑтартнӑ-мӗн.
Паллӑ телеертӳҫӗрен Владимир Познертан журналистсем акӑ мӗн ыйтнӑ: вӑл наци чӗлхисене ачасен кӑмӑлне, суйлавне кура вӗрентни пирки мӗн шутлать? Владимир Познер ку ӑна килӗшменнине палӑртнӑ, кунашкал ыйту тухса тӑни те ӑна питӗ тӗлӗнтерет. Унӑн шухӑшӗпе, чӗлхе ҫынна кӑтартать. «Вырӑс чӗлхине вӗренмеллех-и?» тесе ыйтнӑ пулсан вӑл хӑть ҫакна ӑнланӗччӗ. Наци чӗлхи пирки вара…
«Манӑн шухӑшпа, республикӑра кун пек ыйту пулмалла мар, ҫакна ӑнланманни, наци чӗлхин аталанӑвне хӗстерни ырри патне илсе ҫитермест, тӗрлӗ наци ҫыннисен туслӑхне ҫирӗплетмест», - тенӗ Владимир Познер.
Телеертӳҫӗ тӗслӗх вырӑнне Канадӑна, Бельгие, Швейцарие, Финляндие илсе кӑтартнӑ. Познер каланӑ тӑрӑх, ҫак ҫӗршывсенче халӑхран унӑн тӑван чӗлхине туртса илмелле маррине ӑнланакан ҫынсем пурӑнаҫҫӗ.
«Коммерсантъ» хаҫат кӑҫал кӗркунне отставкӑна яма пултаракан регионсен ертӳҫисене тишкернӗ. Кӑларӑм пӗлтернӗ тӑрӑх, юпа уйӑхӗн иккӗмӗш ҫурринче хӑш-пӗр кӗпӗрнаттӑр ӗҫсӗр юлма пултарать. Ку вӑл 2020 ҫулта суйлав иртмелли регионсен ертӳҫисене пырса тивмелле. «Коммерсантъ» шухӑшланӑ тӑрӑх, Кремль кӗпӗрнаттӑрсен рейтингне тата вӗсене хирӗҫле рейтингне, влаҫа ылмаштарма ыйтнине, регионсенчи элита тӗрлӗ шухӑшлӑхне, экономика ҫитӗнӗвӗсене шута илӗ.
Юлашки темиҫе ҫулта регионсен пуҫлӑхӗсемпе ҫуркунне тата кӗркунне сывпуллашаҫҫӗ. Маларах асӑннӑ «Ъ» пӗлнӗ тӑрӑх, кӑҫал та ҫаплах пулӗ. Ҫитес ҫул ҫӗршывӑн 17 регионӗнче ертӳҫӗсене суйламалла. Чӑваш Ен Элтеперӗ Михаил Игнатьев отставкӑна кайма пултаракан ертӳҫӗсен шутӗнче тесе пӗтӗмлетнӗ «Ъ».
Чӑваш Ен Элтеперӗн пулӑшуҫи пулнӑ Надежда Белова Ямал-Ненецк автономи округӗнче ӗҫлеме тытӑннӑ. Унта вӑл Шалти политика департаментӗнчи массӑллӑ информаци хатӗрӗсемпе ҫыхӑну тытакан управлени ертӳҫин ҫумӗ пулса тӑнӑ. Михаил Игнатьева пулӑшнӑ чух та вӑл МИХсемпе ҫыхӑну тытассишӗн яваплӑ пулнӑ.
Аса илтерер: Надежда Беловӑна пӗлтӗрхи раштав уйӑхӗн 17-мӗшӗнче Чӑваш Ен Элтеперӗ хӑйӗн пулӑшуҫине ҫирӗплетнӗччӗ. Надежда Белова И.Н. Ульянов ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх университечӗн журналистика факультетӗнче, Халӑх хуҫалӑхӗпе патшалӑх службин Раҫҫей Президенчӗ ҫумӗнчи академийӗн патшалӑх тата муниципалитет ертӳлӗхӗн факультетӗнче вӗреннӗ. Шупашкарти телевиденире, Мускавра проектсен ертӳҫинче вӑй хунӑ. Тӑван хулана 2014 ҫулта таврӑнсан патшалӑх тытӑмӗнче, коммерци предприятийӗнче тӑрӑшнӑ. Пӗлтӗр пӗтӗм ҫӗршыври «Раҫҫей лидерӗсем» конкурса хутшӑннӑ.
Китай инвесторӗсем Чӑваш Енре савут ҫӗклеме палӑртнипе халӑх ниепле те килӗшмест. Шупашкар районӗсем ку ыйтупа каллех митинга тухасшӑн. Ҫапларах ҫырнӑччӗ Чӑваш халӑх сайчӗ темиҫе кун каялла.
Чӑн та, митинг ӗнер, юпа уйӑхӗн 5-мӗшӗнче, Кӳкеҫри «Колосок» ача пахчи умӗнче иртнӗ. Анчах унта коммунистсемпе эсерсем («Тӗрӗслӗхшӗн Раҫҫей») парти пайташӗсем пӗр чӗлхе тупайман иккен. Митинга ирттерекен коммунистсем Игорь Моляков депутата (вӑл — "Тӗрӗслӗхшӗн Раҫҫей" парти пайташӗ) сӑмах парасшӑн пулман. Ҫав вӑхӑтрах Чӑваш Патшалӑх Канашне «Пӗрлӗхлӗ Раҫҫей» партирен суйланнӑ Вячеслав Рафинова тата Шупашкар район администрацийӗн пуҫлӑхне Владимир Димитриева тухса калаҫма чарман.
Ҫакӑн пек пулса тухнине сӑнакансем коммунистсем влаҫ ҫыннисемпе пӗр шухӑшлӑ, вӗсем хӑйсемшӗн кӑна тӑрӑшаҫҫӗ, «Тӗрӗслӗхшӗн Раҫҫей» партие сиресшӗн тесе шанманни сисӗнет.
2020 ҫулта чылай регион пуҫлӑхӗсене суйлӗҫ. Суйлав 17 субъектра иртӗ. ЧР Элтеперӗ Михаил Игнатьев хӑйӗн вырӑнӗнчех юлӗ-ши? Политологсем кун пирки мӗн шухӑшланине тишкерер.
Политологсем Элтепере вӑхӑтсӑр отставкӑна яраҫҫӗ тесе палӑртаҫҫӗ. «Минченко консалтинг» эксперчӗсене ӗненес тӗк, вӑхӑтсӑр отставкӑна яни тата вӑхӑтлӑх пуҫлӑх пулни ЧР Элтеперне Михаил Игнатьева, Ханты-Манси автономи округӗн пуҫлӑхне Наталья Комаровӑна, Камчатка крайӗн ертӳҫине Владимир Илюхина, Иркутск облаҫӗн кӗпӗрнаттӑрне Сергей Левченкӑна, Аргангельск облаҫӗн пуҫлӑхне Игорь Орлова пырса тивес хӑрушлӑх пур. Ку «ушкӑна» хӑш-пӗр ытти регион ертӳҫисене те кӗртнӗ.
«КоммерсантЪ» акӑ мӗн пӗлтерет: экспертсем палӑртнӑ тӑрӑх, Михаил Игнатьева, Наталья Комаровӑна, Владимир Илюхина отставкӑна ярас хӑрушлӑх пысӑк.
Чӑваш Енӗн хальхи Элтеперӗ Михаил Игнатьев пирки тӗнче тетелӗнчи хӑш-пӗр массӑллӑ информаци хатӗрӗнче тем тӗрлӗ ҫыракан та пур. Вӗсенчен пӗринче Андрей Иванов журналист черетлӗ материал пичетленӗ. Унта вӑл республикӑна ертсе пыма черетлӗ тапхӑра кама суйласси пирки пуҫ ватнӑ.
Андрей Ивановӑн статйинче ҫак йӗркесен авторӗ ҫӗнӗ ятсене курмарӗ. Пурте вӗсем — эпир аван пӗлекен политиксем: Олег Николаев, Николай Малов, Анатолий Князев. Малтанхи иккӗшӗ — РФ Патшалӑх Думин депутачӗсем. Олег Николаев «Тӗрӗслӗхшӗн Раҫҫей» парти пайташӗ, Николай Малов — «Пӗрлӗхлӗ Раҫҫей» партин. Анатолий Князев Коми Республикинче ял хуҫалӑх министрӗнче тӑрӑшать. Юлашкинчен асӑнни Виктор Вексельберг миллиардер пулӑшасса шанать имӗш.
ЧР Элтеперӗ Михаил Игнатьев ҫурла уйӑхӗнче хатӗрленӗ танлаштарӑмра самаях аяла анни пирки хыпарланӑччӗ. Вӑл Раҫҫейӗн ытти регионӗсен пуҫлӑхӗсен хушшинче 76-мӗш вырӑн йышӑннӑччӗ. Мӗнле-ха капла?
Михаил Игнатьев ҫакӑн сӑлтавне хӑйех пӗлтернӗ. Аса илтерер: нумаях пулмасть Элтепер массӑллӑ информаци хатӗрӗсен элчисемпе тӗл пулнӑ. Унта тӗрлӗ ыйтӑва сӳтсе явнӑ. Шӑпах ҫавӑн чухне Михаил Игнатьев танлаштарӑмра мӗншӗн аялалла чакни пирки пӗлтернӗ.
«Отставкӑна ячӗҫ», «президент хушӑвне кӑларчӗҫ». Анчах юридици тӗлӗшӗнчен кунашкалли пулман. Мӗн кӑна тумарӗҫ. Пӗр сӑмахпа, пуҫ тӳпинчен пуҫласа ура тупанӗ таран пылчӑкпа вараларӗҫ. Ку манӑн ят-сума витӗм кӳмесӗр пултарайман», - тенӗ Михаил Васильевич.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (28.12.2024 03:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 758 - 760 мм, -1 - -3 градус сивӗ пулӗ, ҫил 2-4 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвеланӑҫ енчен вӗрӗ.
| Васильев Степан Васильевич, вӗрентӳ ӑслӑлӑхӗсен кандидачӗ ҫуралнӑ. | ||
| Мишутин Николай Степанович, ҫыравҫӑ ҫут тӗнчерен уйрӑлса кайнӑ. | ||
Пулӑм хуш... |