Раҫҫейре пурӑнакансенчен чылайӑшӗ Конституцире РФ Федераци Канашӗн тата Патшалӑх Думин полномочийӗсене анлӑлатнине хирӗҫ. Ҫӗршывӑн тӗп саккунне ҫак нормӑна кӗртнине пирӗн ҫӗршыврисенчен 47 проценчӗ ҫеҫ ырлать. Ҫапла пӗтӗмлетме пулать Халӑх шухӑшне ыйтса пӗлекен пӗтӗм Раҫҫейри центр (вырӑсла ӑна ВЦИОМ аббревиатурӑпа палӑртаҫҫӗ) хатӗрленӗ танлаштарӑма тишкерсен. Пӗтӗмлетӗве ВЦИОМ сайтӗнче паян пичетленӗ.
Пӗлтерӗшлӗ пилӗк тӗп улшӑну шутне ҫынсем медицина пулӑшӑвне тӗрӗслесе тӑрассине, ачасене социаллӑ пулӑшу кӳрессине, ҫӗршывӑн ҫутҫанталӑкне упрассине, пенсие тата социаллӑ тӳлеве индексацилессине кӗртнӗ. ВЦИОМ ыйтӑмне хушӑннисенчен маларах эпир асӑннӑ улшӑнусене ырлакансен хисепӗ 90 процентран пысӑкрах.
Ҫӗмӗрле хула администрацийӗн пуҫлӑхӗ Алексей Григорьев отставкӑна кайнӑ. Кун пирки хула администрацийӗн сайтӗнче хыпарланӑ.
58 ҫулти Алексей Григорьев ӗҫрен яма ыйтса ҫырнӑ заявление Ҫӗмӗрле хулин депутатсен пухӑвӗн ларӑвӗнче пӑхса тухнӑ. Ҫапла майпа вӑл пуш уйӑхӗн 18-мӗшӗнчен Ҫӗмӗрле хула администрацийӗн пуҫлӑхӗ шутланмасть.
Вӑл ку тивӗҫе 2017 ҫулхи юпа уйӑхӗнче пурнӑҫлама тытӑннӑ. Хальлӗхе унӑн тивӗҫӗсене пуҫлӑхӑн экономика тата финанс ыйтӑвӗсемпе ӗҫлекен ҫумӗ, финанс пайӗн пуҫлӑхӗ Елена Туличева пурнӑҫлать.
Чӑваш Енри тата тепӗр пуҫлӑх ӗҫрен кайма шухӑш тытнӑ. Хӑйӗн кӑмӑлӗпе хальхинче Ҫӗмӗрле хула администрацийӗн пуҫлӑхӗ Алексей Григорьев ҫырнӑ.
Ӗнер, пуш уйӑхӗн 17-мӗшӗнче, хулари Депутатсен пухӑвӗ черетсӗр ларӑва пухӑннӑ. Вӗсем Алексей Григорьев заявленине пӑхса тухнӑ. Вӑл депутатсене хула ырлӑхӗшӗн пӗрле тар тӑкнӑшӑн тав тунӑ.
Депутатсен пухӑвӗнче хула администрацийӗн пуҫлӑхӗн тивӗҫӗсене паянтан пурнӑҫлама экономика тата финас ыйтӑвӗсемпе пуҫлӑхӑн пӗрремӗш ҫумӗ — финанс пайӗн пулса ӗҫлекен Елена Туличевӑна шаннӑ.
Ӗнерех депутатсем пуҫлӑха суйламалли районти комисси йышне ҫирӗплетнӗ. Ун пек комиссие республика шайӗнче те йӗркелеҫҫӗ. Пуҫлӑх пулмалли кандидата ҫапла вар пур енлӗн тишкермелле, Депутатсен пухӑвне сӗнмелле.
Чӑваш Ен Элтеперӗн тивӗҫӗсене вӑхӑтлӑх пурнӑҫлакан Олег Николаев «пуриншӗн те меллӗ халӑх ушкӑнне» суйлассине эпир пӗлтернӗччӗ. «Пуриншӗн те меллӗ» халӑх ушкӑнне халӑхпа палӑртассине вӑл, аса илтерер, ҫак уйӑхӑн 11-мӗшӗнче Инстаграмра пӗлтернӗччӗ.
Олег Николаевӑн пуринчен ытла сасӑ пухнӑ страници — Инстаграмра. Актуаллӑ хыпарсене вӑл ӳлӗмрен унта пичетлеме тытӑнӗ. Фейсбукшӑн 87 ҫын сасӑланӑ, «Контактра»-шӑн — 157, Инстаграмшӑн — 1089. Олег Николаев Инстаграмри страницӑна тата унта мӗн ҫырнине чи малтан пӑхма шантарнӑ.
Ыйтусене хускатакансем халех йышлӑ. Вӗсене сӗт хакӗ, ӑшӑ хӗл тӑнине пӑхмасӑрах хваттерсене ытла вӗри хутнӑран нумай тӳлеме тивни, аптекӑсенче медицина маскисем ҫукки пӑшӑрхантараҫҫӗ.
Раҫҫейре кӗпӗрнаттӑрсен нарӑс уйӑхӗнчи ӗҫ-хӗлне тишкерсе танлаштарӑм хатӗрленӗ. Унта Олег Николаев ЧР Элтеперӗн тивӗҫӗсене пурнӑҫлама тытӑннӑранпа иккӗмӗш хут лекет.
«Медиалоги» пӗлтернӗ тӑрӑх, Олег Алексеевичӑн позицийӗ аялалла аннӑ. Пӗтӗмӗшле списокра вӑл 15-мӗш вырӑнтан 4 йӗрке аннӑ. Атӑлҫи федераци округӗнче вара 4-мӗш вырӑнтан 6-мӗшне ҫитнӗ.
Чи малти йӗркесене унчченхи пекех (Атӑлҫи федераци округӗнче) Тутарстан президенӗ Рустам Минниханов, Чулхула облаҫӗн кӗпӗрнаттӑрӗ Глеб Никитин, Пушкӑртстан пуҫлӑхӗ Радий Хабиров йышӑннӑ.
Мурманск облаҫӗнче вӗренӳ министрӗн тивӗҫӗсене Чӑваш Енри ҫын – Анна Головина – пурнӑҫлани пирки пӗлтернӗччӗ. Ҫак регионта пурӑнакансем министр вырӑсла тӗрӗс ҫырма пӗлменнишӗн кӑмӑлсӑрланнӑ.
Анна Головина Инстаграмри страницине постсем лартать. Подписчиксем вӑл ҫырнӑ текстсенче йӑнӑшсем пуррине асӑрханӑ. Анна Головина хӑй хутшӑннӑ пӗрремӗш мероприяти пирки ҫырса хунӑ. Страницӑна пӑхса тӑракансем текстра, 5 предложенире, 8 йӑнӑш асӑрханӑ. Тӗслӗхрен, вӑл хӳреллӗ пӑнчӑсем лартман. «Чтобы» сӑмаха икӗ сӑмахпа ҫырнӑ.
Подписчиксем кун тӗлӗшпе комментарисем хӑварнӑ, анчах Анна Головина вӗсем ҫине нимӗн те хуравламан.
Чӑваш Ен Элтеперӗн тивӗҫӗсене вӑхӑтлӑх пурнӑҫлакан Олег Николаев пуш уйӑхӗн 13-мӗшӗнче массӑллӑ информаци хатӗрӗсенче ӗҫлекенсемпе тӗл пулнӑ. Чӑваш халӑх сайчӗ ӑнланнӑ тӑрӑх, унта йыхравланисем, тӗпрен илсен, — республикӑн политика пурнӑҫне ҫутатакансем. Патшалӑх МИХӗсемпе пӗрлех Чӑваш халӑх сайтне, «ПроГород» хаҫата, ЮТВ телекомпание, федераци кӑларӑмӗсемпе радиостанцисене тата ыттисене йыхравланӑ.
Олег Николаев влаҫра ӗҫлекенсем май килнӗ таран уҫҫӑн ӗҫлеме тӑрӑшнине ӗнентернӗ. Массӑллӑ информаци хатӗрӗсенчен объективлӑ журналист тӗпчевӗсем кӗтнине пӗлтернӗ вӑл. Тӗлпулӑвӑн тӗллевне Олег Николаев журналистсен пӗрлӗхӗ асӑрхаттарнипе тӗрлӗ ыйтӑва татса парас тенипе сӑлтавланӑ.
МИХсенче ӗҫлекенсем ыйтса ҫырнисене министерствӑсене туллин хуравлама хушнине пӗлтернӗ, пичет кӑларӑмӗсене вулакансем патне ҫитерме пулӑшма, официаллӑ мероприятисене журналистсене ҫӑмӑллӑн кӗртме шантарнӑ.
Хӗрлӗ Чутай район администрацийӗн пуҫлӑхӗ Александр Башкиров отставкӑна кайнӑ. Ҫакна пуш уйӑхӗн 5-мӗшӗнче районти депутатсен пухӑвӗнче пӗр саслӑн ырланӑ.
Александр Викторович пуш уйӑхӗн 2-мӗшӗнче ӗҫрен хӑйӗн ирӗкӗпе каясси пирки заявлени ҫырнӑ. Ӑна Хӗрлӗ Чутай районӗн пуҫлӑхӗн Тав ҫырӑвне панӑ. Палӑртмалла: Александр Башкиров район администрацийӗн ертӳҫинче 2011 ҫултанпа ӗҫленӗ.
Пуш уйӑхӗн 6-мӗшӗнчен пуҫласа район администрацийӗн пуҫлӑхӗн тивӗҫӗсене Игорь Живоев пурнӑҫлать. Вӑл пуҫлӑх ҫумӗ пулнӑ, вӗренӳ пайӗн пуҫлӑхӗн тивӗҫӗсене пурнӑҫлать.
ЧР Элтеперӗн тивӗҫӗсене вӑхӑтлӑх пурнӑҫлакан Олег Николаев тӳрӗ эфир ирттерни пирки, вӑл унта тӗрлӗ ыйтӑва хуравлани ҫинчен пӗлтернӗччӗ.
Олег Алексеевич тӳрӗ эфирта «Пӗрлӗхлӗ Раҫҫей» партине кӗме палӑртманнине каланӑ. Халӗ вӑл Элтепер ӗҫне пуҫӗпех путнӑ-мӗн. Тата, вӑл палӑртнӑ тӑрӑх, хӑйӗн шухӑшне улӑштарма хӑнӑхман.
«Чӑннипе каласан, манӑн халь кун пирки шутлама та вӑхӑт ҫук: «Тӗрӗслӗхшӗн Раҫҫей» пирки те, «Пӗрлӗхлӗ Раҫҫей» ҫинчен те», - тенӗ Олег Николаев.
Палӑртмалла: «Тӗрӗслӗхшӗн Раҫҫей» парти 2016 ҫулта йӗркеленнӗ. Нарӑсӑн 15-мӗшӗччен Олег Николаев Чӑваш Енри уйрӑмне ертсе пынӑ, кайран ку тивӗҫе хӑйӗн ирӗкӗпе пӑрахнӑ.
Саха конгресӗ Раҫҫей Федерацийӗн Президенчӗ патне Заявленипе тухнӑ — Конституцин 68-мӗш статйине кӗртме палӑртнӑ улшӑнусемпе килӗшменни пирки пӗлтернӗ.
Аса илтеретпӗр, нумай пулмасть ҫӗршыв президенчӗ Конституцин 68-мӗш статйин 1-мӗш пунктне ҫапларах ҫырса хума сӗннӗ:
«Государственным языком РФ на всей ее территории является русский язык, как язык государствообразующего народа, входящего в многонациональный союз равноправных народов РФ» (чӑвашла: РФ патшалӑх чӗлхи пӗтӗм унӑн лаптӑкӗнче РФ пӗртан праваллӑ халӑхсен нумай нациллӗ пӗрлӗхне кӗрекен патшалӑха йӗркелекен халӑхӑн пек шутланакан вырӑс чӗлхи пулса тӑрать).
Якутсен шухӑшӗпе кунашкал ҫырни Раҫҫей Федерацийӗнчи халӑхсене уйӑрса хурӗ: пӗри тӗп халӑх пек шутланӗ, теприсем вара иккӗмӗшлисем пулса тарӗҫ. Саха конгресӗ шутлана тӑрӑх кунашкал пайланине хӑрушӑ та яваплӑхсӑр социаллӑ эксперимент пек ҫеҫ хаклама пулать. Ҫавна май вӗсем ку улшӑнусене пӑрахӑҫлама, тавлашуллӑ пункта малтанхи пекех хӑварма ыйтнӑ.
Конституцине улшӑнусем кӗртнине йышӑннипе килӗшменнине халӑхран сасӑлав урлӑ ака уйӑхӗн 22-мӗшӗнче ыйтса палӑртӗҫ.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (27.12.2024 03:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 757 - 759 мм, -1 - -3 градус сивӗ пулӗ, ҫил 5-7 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр енчен вӗрӗ.
| Иванов Владимир Александрович, чӑваш тӑлмачи ҫуралнӑ. | ||
| Игнатьев Геннадий Сергеевич, чӑваш ҫыравҫи ҫуралнӑ. | ||
| Емельянов Прохор Канонович, чӑваш ҫыравҫи, драматургӗ ҫут тӗнчерен уйрӑлса кайнӑ. | ||
Пулӑм хуш... |