Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +21.3 °C
Пӗччен йывӑҫ час тӳнет.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Хыпарсем: политика

Политика
Николай Хорасёвпа ӗҫ килӗшӗвне алӑ пуснӑ самант. chebs.cap.ru сӑнӳкерчӗкӗ
Николай Хорасёвпа ӗҫ килӗшӗвне алӑ пуснӑ самант. chebs.cap.ru сӑнӳкерчӗкӗ

Пуш уйӑхӗн 18-мӗшӗнче Шупашкар районӗнчи Депутатсен пухӑвӗ черетсӗр 15-мӗш ларӑва пухӑнса райадминистраци пуҫлӑхӗнче ӗҫленӗ Николай Хорасёвпа ӗҫ килӗшӗвне татас ыйтӑва тишкернине эпир унччен пӗлтернӗччӗ. Аса илтерер: Николай Евгеньевичӑн контракт вӑхӑчӗ тухнӑччӗ.

Тепӗр 5 кунтан депутатсем тепӗр хутчен ларӑва пухӑннӑ. Унта вӗсем Николай Хорасёва район администрацине ертсе пыма шаннӑ.

Район администрацийӗн сайтӗнче ҫырнӑ хыпар тӑрӑх хакласан, пуҫлӑха суйлмалли конкурс комиссийӗн ларӑвӗ маларах иртнӗ. Комисси членӗсем икӗ кандидата сӗннӗ-мӗн. Уҫӑ сасӑлавра депутатсем Николай Хорасёвшӑн сасӑланӑ.

 

Политика
 Ольга Букина. sport.cap.ru сӑнӳкерчӗкӗ
Ольга Букина. sport.cap.ru сӑнӳкерчӗкӗ

Паян, пуш уйӑхӗн 24-мӗшӗнче, Чӑваш Енӗн физкультурӑпа спорт министрӗн ҫумне Ольга Букинӑна ӗҫрен кӑларнӑ. Йышӑнӑва республика ертӳҫи Олег Николаев алӑ пуснӑ.

Ольга Абрамовна 1960 ҫулхи ҫурла уйӑхӗн 25-мӗшӗнче Ҫӗмӗрле районӗнчи Хутарта ҫуралнӑ. Чулхулари патшалӑхӑн педагогика университетӗнчен тата Чӑваш патшалӑх педуниверситетӗнчен вӗренсе тухнӑ.

«Пӗтӗмӗшле техника дисциплинисемпе ӗҫ» тата «Физкультурӑпа спорта вӗрентессин теорийӗпе меслечӗ» специальноҫа алла илнӗскер ӗҫ биографине пионервожатӑйран пуҫланӑ. Шупашкар хула администрацийӗнче физкультура, спорт тата туризм управленийӗн пуҫлӑхӗнче, Хӑвӑрт утассипе республикӑн спорт шкулӗн директорӗн ҫумӗнче тата ытти ҫӗрте тӑрӑшнӑ. 2021 ҫулхи нарӑс уйӑхӗнче вӑл Чӑваш Енӗн физкультурӑпа спорт министрӗн ҫумӗ пулса тимлеме тытӑннӑ.

 

Политика
Владимир Косолапенков
Владимир Косолапенков

Улатӑр хулин пуҫлӑхне суйланӑ. Ку пукана ҫак хулари технологи колледжӗн директорӗ Владимир Николаевич Косолапенков йышӑннӑ.

Унӑн кандидатурине депутатсем пуш уйӑхӗн 22-мӗшӗнче пӗр саслӑн пулса ырланӑ.

Сӑмах май, нарӑс уйӑхӗнче Улатӑр хула администрацийӗн ертӳҫине те суйланӑ. Ун чухне ку тивӗҫе 42 ҫулти Денис Трифонов хӑйӗн ҫине илнӗ. Конкурса тӑватӑ ҫын хутшӑннӑ. Сӑмах май, Ҫӗнӗ ҫул хыҫҫӑн сити-менеджер пуканне Сергей Лукшин хӑйӗн ирӗкӗпе пӑрахса кайнӑ. Ку должноҫре вӑл ҫулталӑк ҫурӑ ӗҫленӗ.

 

Политика
chebs.cap.ru сӑнӳкерчӗкӗ
chebs.cap.ru сӑнӳкерчӗкӗ

Иртнӗ эрнере тата тепӗр район администрацийӗн пуҫлӑхӗ ӗҫлеме пӑрахнӑ.

Пуш уйӑхӗн 18-мӗшӗнче Шупашкар районӗнчи Депутатсен пухӑвӗ черетсӗр 15-мӗш ларӑва пухӑннӑ. Унта пӑхса тухнӑ ыйтусем хушшинче райадминистраци пуҫлӑхӗпе ҫыхӑнни те пулнӑ.

Депутатсем Шупашкар район администрацийӗн пуҫлӑхӗнче ӗҫленӗ Николай Хорасёвпа ӗҫ килӗшӗвне татассине тишкернӗ. Николай Евгеньевичӑн контракт вӑхӑчӗ тухнӑ.

Халӗ район администрацийӗн пуҫлӑхӗн тивӗҫне администраци пуҫлӑхӗн пӗрремӗш ҫумӗ — пурлӑх тата ҫӗр хутшӑнӑвӗсен пайӗн пуҫлӑхӗ Галина Николава пурнӑҫлать.

 

Политика
cap.ru сайтран илнӗ скриншот
cap.ru сайтран илнӗ скриншот

Муркаш районӗн администрацийӗн пуҫлӑхӗ Ростислав Тимофеев муниципалитета ертсе пыма пӑрахнине эпир ӗнер пӗлтернӗччӗ. Райадминистрацин ҫӗнӗ пуҫлӑхне суйламалли конкурс комиссине паян республика шайӗнче палӑртнӑ та.

Йыша «Чӑваш Республикинчи муниципалитет пӗрлешӗвӗсен канашӗ» ассоциацин ӗҫ тӑвакан директорӗ Александр Кузнецов, ГКЧСӑн республикӑри комитечӗн председателӗ Сергей Павлов, республикӑн Экономика аталанӑвӗн тата пурлӑх хутшӑнӑвӗсен министрӗн пӗрремӗш ҫумӗ Надежда Столярова, Чӑваш Ен Патшалӑх Канашӗн депутачӗ Николай Угаслов, Чӑваш Республикин Администрацийӗн Шалти полтика управленийӗн консультанчӗ Юрий Ямсков кӗнӗ.

Хӗрлӗ Чутай районӗн адмнистрацийӗн пуҫлӑхне суйлама та паян конкурс комиссине ҫирӗплетнӗ.

 

Политика

Ҫак эрнере республикӑри муниципалитетсенчен пӗринче пуҫлӑх ӗҫрен кайнӑ. Хӑйне должноҫрен хӑтарма ыйтса Муркаш районӗн администрацийӗн пуҫлӑхӗнче ӗҫленӗ Ростислав Тимофеев заявлени ҫырса панӑ.

Пуш уйӑхӗн 16-мӗшӗнче муниципалитетра Депутатсен пухӑвӗн депутачӗсем черетсӗр ларӑва пуҫтарӑннӑ.

Каяс текен ҫынна чараймӑн. Депутатсем Ростислав Тимофеевӑн заявленине пӗр шухӑшлӑн тивӗҫтернӗ.

Хальлӗхе илсен, Муркаш районӗн администрацийӗн пуҫлӑхӗн пуканне никам та йышӑнман. Ҫывӑх вӑхӑтра конкурс иртӗ, унта ҫӗнӗ ертӳҫӗне суйлӗҫ.

 

Политика
regnum.ru сӑнӳкерчӗкӗ
regnum.ru сӑнӳкерчӗкӗ

Пӗрлештернӗ Нацисен Организацийӗн штаб-хваттерне чӑваш депутачӗ Антарктидӑра е Ҫурҫӗр полюсра вырнаҫтарма сӗннӗ. Кун пирки «СР — Патриоты России — За правду» (чӑв. «Тӗрӗслӗхшӗн Раҫҫей — Раҫҫей патриочӗсем — Тӗрӗслӗхшӗн») партин Чӑваш Енӗн Патшалӑх Канашӗнчи фракцийӗн ертӳҫи Владислав Солдатов «REGNUM» информаци агентствин корреспондентне каланӑ.

Политик палӑртнӑ тӑрӑх, ООН хӑйӗн функцине йӗркеллӗ пурнӑҫласа пыраймасть, унӑн ролӗ те ҫавна май чакнӑ. Ҫавӑнта Америкӑри Пӗрлешӳллӗ Штатсем хӑйсен тӳпине хывнӑ. Сӑмах май каласан, Пӗрлештернӗ Нацисен Организацийӗн штаб-хваттерӗ шӑпах АПШра вырнаҫнӑ та. Асӑннӑ организацин шучӗпе никама та пӑхӑнмалла мар. Анчах хальлӗхе апла мар. Штаб-хваттере нейтралитет-территорие вырнаҫтарсан ҫеҫ вӑл никама пӑхӑнмасса шанма пулать.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://regnum.ru/news/3532718.html
 

Тӗнчере
Туркменистанӑн хальхи тата пулас президенчӗсем. Getty сайтран илнӗ сӑн
Туркменистанӑн хальхи тата пулас президенчӗсем. Getty сайтран илнӗ сӑн

Пуш уйӑхӗн 12-мӗшӗнче Туркменистанра 2007 ҫултанпа ҫӗршыва ертсе пыракан Гурбангулы Бердымухамедов президент хушнипе йӗркеленӗ черетсӗр президент суйлавӗ иртнӗ. Суйлава 9 кандидат хутшӑннӑ, Гурбангула Бердымухамедов ывӑлӗ Сердар ҫӗнтернӗ — республикӑн Тӗп суйлав комиссийӗ пӗлтернӗ тӑрӑх, вӑл пурӗ 72,97% сасӑ пухма пултарнӑ.

Черетлӗ суйлав республикӑра 2024 ҫулта иртмелле пулнӑ, анчах 2017-мӗш ҫулта суйланнӑ Гурбангулы Бердымухамедов (94,27% уншӑн сасӑланӑ) парламентӑн ҫӳлти палатин председателӗн вырӑнне йышӑнса хӑйӗн постне хӑварма йышӑннӑ.

Хальхи президентӑн хӗрӗхри ывӑлне влаҫ тытакан демократсен партийӗ суйлава тӑратнӑ, лешӗ тулаш политикӑра малалла та нейтраллӑ пуласси ҫинчен пӗлтерме те ӗлкӗрнӗ. Республика Конституцине 2016 ҫулта кӗртнӗ тӳрлетӳсем тӑрӑх Туркменистан президентне ҫичӗ ҫуллӑха суйлаҫҫӗ.

 

Политика
Татьяна Копеева. tarif.cap.ru сӑнӳкерчӗкӗ
Татьяна Копеева. tarif.cap.ru сӑнӳкерчӗкӗ

Чӑваш Енӗн Конкурентлӑ политика тата тариф службинче нумаях пулмасть кадр улшӑнӑвӗ пулса иртнӗ. Асӑннӑ тытӑмӑн ертӳҫин заместителӗ пулма Татьяна Копеевӑна шаннӑ. Ку йышӑнӑва республика Элтеперӗ Олег Николаев пуш уйӑхӗн 4-мӗшӗнче алӑ пуснӑ.

Татьяна Александровна, эпир пӗлнӗ тӑрӑх, унччен те ЧР Конкурентлӑ политика тата тариф службинче ӗҫленӗ. Унта вӑл пай пуҫлӑхӗнче тӑрӑшнӑ. Халӗ ҫав хӗрарӑма яваплӑрах вырӑнта ӗҫлеме шанса панӑ.

 

Политика

Пӗлтӗр Красноармейски тата Ҫӗмӗрле районӗсем муниципалитет округӗсем пулса тӑнӑ. Вӗсем хыҫҫӑн ытти 19 район та ҫулталӑк вӗҫлениччен ҫак статуса илме хатӗррине пӗлтернӗ.

Ҫакна влаҫ органӗсене централизацилес тӗллевпе тӑваҫҫӗ. Ҫак статуса илсен ял тӑрӑхӗсен депутачӗсем пулмӗҫ, муниципалитет шайӗнчисем ҫеҫ юлӗҫ. Тӳре-шара ӗнентернӗ тӑрӑх, халӑхӑн пурнӑҫ шайӗ ӳсӗ. Управлени ӗҫӗсем хӑвӑртланӗҫ, яваплӑх тата финанс ресурсӗсем пӗр алӑра пулӗҫ.

Аса илтерер: республикӑри районсен пуҫлӑхӗсене халӑха суйлаттармалла тӑвасшӑн.

 

Страницӑсем: 1 ... 15, 16, 17, 18, 19, 20, 21, 22, 23, 24, [25], 26, 27, 28, 29, 30, 31, 32, 33, 34, 35, ... 191
Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем

0 Хурал кӗтесӗ (чат)

Ҫанталӑк

Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (02.06.2024 03:00) уяр ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 753 - 755 мм, 16 - 18 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 1-3 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.

Гороскоп

СурӑхВӑкӑрЙӗкӗрешРакАрӑсланХӗрТарасаСкорпионУхӑҫӑТу качакиШывтӑканПулӑсем
Сурӑх: Ку эрнере сирӗн профессипе ҫыхӑннӑ шухӑшсене тивӗҫлипе хаклӗҫ. Тен, яланхи пурнӑҫ йӗрки пӑсӑлӗ. Тепӗр тесен, кирек мӗнле улшӑну та усса кайӗ. Сирӗн ас-тӑна ӗҫлеттерме тивӗ. Анчах ыттисен куҫк умӗнче хӑвӑр епле курӑнасси пирки ан манӑр. Шӑматкун плансене юлашки самантра улӑштарма тивӗ - хатӗр пулӑр.

Ҫӗртме, 02

1937
87
Чернышова Юлия Тимофеевна, Чӑваш Республикин тава тивӗҫлӗ тухтӑрӗ ҫуралнӑ.
1951
73
Воронова Зинаида Ивановна, Чӑваш Республикин тава тивӗҫлӗ культура ӗҫченӗ, паллӑ алӗҫ ӑсти ҫуралнӑ.
Пулӑм хуш...Пулӑм хуш...

Ыйтӑм

Чӑваш йӑли тӑрӑх хӑнана пынӑ арҫынна камӑн ӑсатмалла?
хуҫин ҫитӗннӗ ачисем
кил-йышри арҫын
хуҫа хӑй
хуҫа тарҫи
хуть те кам тухсан та
хуҫа арӑмӗ
ӑсатма тухни — ҫылӑх, юрамасть
пӗтӗм кил-йышпа тухаҫҫӗ
хӑнана ӑсатма никам та тухмасть
хӑни ҫулне ахаль те пӗлет, ӑсатмасӑр та