Нарӑс уйӑхӗн 27-мӗшӗнче ЧР Элтеперӗ Олег Николаев пысӑк пресс-конференци ирттерӗ. Унта вӑл 2022 ҫул пӗтӗмлетӗвне пырса тивекен ыйтусене хуравлӗ.
Хальхи вӑхӑтра журналистсен аккредитацийӗ пырать. Заявкӑсене нарӑс уйӑхӗн 22-мӗшӗччен 16 сехетчен электронлӑ почтӑпа йышӑнаҫҫӗ: ag-press@cap.ru.
Сӑмах май, пӗлтӗр пресс-конференцие 40-е яхӑн журналист хутшӑннӑ. Вӗсен йышӗнче федераци шайӗнчисем те пулнӑ.
ЧР Элтеперӗ Олег Николаев Чӑваш наци телерадиокомпанийӗн ятарлӑ «Чӑваш Ен» проектне хутшӑнать. Унпа килӗшӳллӗн, Олег Алексеевичпа нумай сериллӗ интервью ӳкереҫҫӗ.
1-мӗш сери кун ҫути курнӑ ӗнтӗ. Интервьюра Элтепер чи интереслӗ ыйтусене хуравлать. Хӑй Элтепер вырӑнне ларассине пӗлнӗ-и вӑл? 2020 ҫулта РФ Президенчӗ Владимир Путин хӑйӗн патне чӗнсен мӗн туйнӑ? Ҫак тата ытти ыйтӑвӑн хуравне «Чӑваш Ен» проектра тупма май пур.
Правительство ҫурчӗ банкетсемпе фуршетсем ирттерме укҫа уйӑрма палӑртнӑ. Пӗлтӗр ку тӗллевпе хыснаран 1 млн та 250,6 пин тенкӗ кайнӑ. Кӑҫал вара тӑкак ӳснӗ: 2 млн та 200 пин тенкӗ.
Ку тӗллевпе тендер иртет. Килӗшӗве алӑ пуссан ӗҫе пуҫӑнмалла, ӑна раштавӑн 30-мӗшӗччен пурнӑҫламалла. Хӑнасен шучӗ – 500 ҫын таран.
Пӗлтӗрхипе танлаштарсан, ҫимӗҫсен списокӗ улшӑнман. Унта унчченхи пекех пӗр наци ҫимӗҫӗ кӑна – хуплу. Тӑкак нумайланнине тӳре-шара ҫимӗҫсен хакӗ ӳснипе сӑлтавлать.
Правительство ҫурчӗ телефон хумалли тимӗр шкапсем туянмашкӑн аукцион ирттернӗ. Кашни шкапӑн стенаран ҫакмалли хатӗр пулмалла. Телефон хумалли кашни ячейкӑн вара уйрӑм уҫӑ пулмалла.
Аукционра "Альянс Торг Плюс" организаци ҫӗнтернӗ. Унта хутшӑнаканни те вӑл кӑна пулнӑ. Организаци шкапсене 163 пин те 850 тенкӗпе тивӗҫтерӗ.
Нарӑс уйӑхӗн 16-мӗшӗнче ЧР Элтеперӗ Олег Николаев Патшалӑх Канашӗн 15-мӗш сессийӗнче Министрсен Кабинечӗн ӗҫӗ-хӗлӗ пирки отчет тӑвӗ. Унта вӑл экономикӑпа, инвестиципе, наци тӗллевӗсене пурнӑҫланипе тата ыттипе ҫыхӑннӑ кӑтартусемпе паллаштарӗ.Министрсен Кабинечӗн черетлӗ сессине онлайн мелпе пӑхма пулать.
Аса илтерер: кӑрлач уйӑхӗн 25-мӗшӗнче Олег Николаев Патшалӑх Канашне янӑ ҫырупа паллаштарнӑ. Ӑна йӗркелеме хыснаран 1 миллион тенке уйӑрнӑ.
ЧР вӗренӳ министрӗн тепӗр ҫум пулӗ. Ҫапла хушу кӑларнӑ ЧР Элтеперӗ Олег Николаев.
Министр ҫумӗ икӗ пая ерте пырӗ. Вӗсем ҫамрӑксен политики, ҫамрӑксен юхӑмӗн, патриотлӑх воспитанийӗн аталанӑвӗ енӗпе ӗҫлеҫҫӗ.
Хальхи вӑхӑтра Дмитрий Захаров министрӑн пӗрремӗш ҫумсӑр пуҫне тепӗр икӗ ҫум пур. Ҫӗнӗ должноҫе кам йышӑнасси хальлӗхе паллӑ мар.
ЧР Патшалӑх Канашӗн патшалӑх строительстви тата вырӑнти хӑйтытӑмлӑх енӗпе ӗҫлекен комитечӗ саккун проектне сӗннӗ: иноагентсене Тӗп суйлав комиссийӗн пайташӗ пулма чармалла.
Ку проекта ырласан Тӗп суйлав комиссийӗн пайташне иноагентсен йышне кӗртсен вӑл тӳрех ӗҫлеме пӑрахӗ.
Сӑмах май, Патшалӑх Канашӗн черетлӗ сессийӗ нарӑсӑн 16-мӗшӗнче пулӗ. Ку саккун проектне унта пӑхса тухӗҫ-и е ҫук-и - паллӑ мар.
Чӑваш Енри паллӑ журналист тата писатель Николай Максимов суйлав умӗнхи кампанире хӑйне вӑхӑтлӑха журналистикӑна таврӑнма ыйтнӑ.
Халӑх тетелӗнчи хӑйӗн страницинче вӑл пӗлтернӗ тӑрӑх, пултаруллӑ калем ӑстине пӗтӗм вӑйран ӗҫлеме сӗннӗ. «Ҫук, атьсемӗр, ҫук! Ӗҫленӗ ӗнтӗ. Сивӗнтӗм, ӗненме пӑрахрӑм. Ура ҫине тӑма пулӑшнисем влаҫа килсен те вӗсем унчченхисем пекех ейкеленчӗк ҫынсем пулни ҫиеле тухать. Унтан та ытларах — сана тӑшманран та ытларах варалама тытӑнаҫҫӗ», — пытарман чунри пӑшӑрханӑвне Николай Максимов.
Поста вуланисенчен пӗри, Николай Павловский, влаҫпа ҫыхӑнмалла мар тесе комментари ҫырса хунӑ. Теприсем килӗшме сӗнеҫҫӗ.
Чӑваш Енри тата тепӗр пуҫлӑх ҫемҫе пукана пушатнӑ. Элӗк муниципалитет округӗн пуҫлӑхӗнче тӑрӑшнӑ Сергей Морозов вырӑнти Депутатсен пухӑвне хӑйне ӗҫрен хӑтарма ыйтса заявлени ҫырса панӑ.
Самай май каласан, ӗнер эпир Ҫӗмӗрлери Валерий Шигашев ӗҫрен кайни пирки хыпарланӑччӗ. Шигашевпа танлаштарсан, Сергей Морозов пуҫлӑх тилхепине 2 уйӑх ҫеҫ тытса пынӑ.
Элӗк муниципалитет округне илсен, пуҫлӑх тивӗҫне вӑхӑтлӑха пурнӑҫлама пуҫлӑхӑн пӗрремӗш ҫумне Лидия Никитинӑна шаннӑ.
Паян ЧР Элтеперӗ Патшалӑх Канашне янӑ ҫырупа паллаштарать. Вӑл Чӑваш патшалӑх филармонинче 12 сехетре пуҫланӗ. Кун пирки сайтра маларах пӗлтернӗччӗ.
Ӑна Чӑваш наци телевиденийӗпе, «Россия 24» каналпа, «Контактри «Олег Николаев» ушкӑнра курма пулать. Эфир вӑхӑтӗнче ӑна онлайн-мелпе хаклама май пулӗ – телефон камерине экран ҫинчи куар-кода тӗллемелле ҫеҫ.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (03.04.2025 03:00) уяр ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 746 - 748 мм, 2 - 4 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 2-4 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвеланӑҫ енчен вӗрӗ.
| Воронцова Галина Михайловна, медицина ӑслӑхӗсен докторӗ ҫуралнӑ. | ||
| Раман Иринкки, ҫамрӑк чӑваш ҫыравҫи ҫуралнӑ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |