Чӑваш Енӗн сывлӑх министрӗн заместителӗ пулса тӑрӑшнӑ Сергей Тоцкие ӗҫрен кӑларнӑ. Йышӑнӑва республикӑн Министрсен Кабинечӗн Председателӗн тивӗҫӗсене пурнӑҫлакан Павел Данилов паян, утӑ уйӑхӗн 28-мӗшӗнче, алӑ пуснӑ. Ӗҫлӗ хута республикӑн влаҫ органӗсен официаллӑ порталӗнче вырнаҫтарнӑ.
Аса илтерер: Сергей Иванович ҫак должноҫе 2021 ҫулхи юпа уйӑхӗнче йышӑннӑччӗ.
Сергей Тоцкий Удмурт Республикин сывлӑх сыхлав министрӗн заместителӗнче, унччен асӑннӑ регионти вӑрҫӑ ветеранӗсен госпиталӗнче тӗп врачра ӗҫленӗ.
Комсомольски район администрацийӗн пуҫлӑхӗ Александр Осипов паян ӗҫрен кайнӑ. Кун пирки вӑл "Контактра" халӑх тетелӗнчи страницинче пӗлтернӗ.
Александр Осипов ку должноҫре 2017 ҫултанпа ӗҫленӗ. Унччен вӑл "Сӗнтӗр" ЯХПКра тӗрлӗ должноҫре, общество тата коммерци организацийӗсенче, Шупашкар хула администрацийӗнче тӗп специалистра, "Спартак" спорт шкулӗн директорӗнче ӗҫленӗ.
Чӑваш Енӗн Правительствинче юлашки кунсенче кадр улшӑнӑвӗсем ҫине-ҫинех пулса пычӗҫ.
Ӗнер, утӑ уйӑхӗн 25-мӗшӗнче, республикӑн строительство, архитектура тата ҫурт-йӗрпе коммуналлӑ хуҫалӑх министрӗн ҫумӗсенчен пӗрне ӗҫрен кӑларнӑ. Кунта сӑмах Илья Ионочкин пирки пырать.
Илья Олеговича ӗҫрен кӑларни ҫинчен калакан йышӑнӑва Чӑваш Ен Министрсен Кабинечӗн Председателӗн тивӗҫӗсене пурнӑҫлакан Павел Данилов алӑ пуснӑ.
Тин кӑна ЧР промышленноҫпе энергетика министрне Александр Кондратьева ЧР тава тивӗҫлӗ энернетикӗн ятне пани пирки пӗлтернӗччӗ. Министр ав хӑйӗн ирӗкӗпе отставкӑна кайма та ӗлкӗрнӗ.
Александр Кондратьев утӑ уйӑхӗн 24-мӗшӗнчен министр пулмӗ. Унӑн тивӗҫӗсене хальлӗхе пӗрремӗш ҫумӗ Борис Марковцев пурнӑҫлӗ.
Аса илтерер: Александр Кондратьев 37 ҫулта, вӑл Шупашкарта ҫуралнӑ. 2021 ҫулхи юпа уйӑхӗнченпе прмышленноҫпе энергетика министрӗн тивӗҫӗсене пурнӑҫланӑ. 2022 ҫулхи пуш уйӑхӗнченпе вӑл министр пуканне йышӑннӑ.
Улатӑрта депутатсен черетсӗр ларӑвӗ иртнӗ. Унта вӗсем хула администрацийӗн ҫӗнӗ пуҫлӑхне суйланӑ.
Аса илтерер: ҫу уйӑхӗн 29-мӗшӗнче депутатсем хула администрацийӗн пуҫлӑхӗ Денис Трифонов ӗҫрен каяссине пӑхса тухнӑ.
Халӗ ав, утӑ уйӑхӗн 13-мӗшӗнче, ку тивӗҫе Павел Аринин йышӑннӑ.
Чӑваш Ен Элтеперӗн Администрацийӗнче тӑрӑшнӑ Александра Бочкарёвӑна ӗҫрен кӑларнӑ. Александра Сергеевна Ҫамрӑксен политикин управленийӗн пуҫлӑхӗнче тӑрӑшнӑ.
Республика ертӳҫи Олег Николаев утӑ уйӑхӗн 7-мӗшӗнче алӑ пуснӑ йышӑнура хӗрарӑма ӗҫрен мӗншӗн кӑларнине каламан. Документа республикӑн влаҫ органӗсен официаллӑ порталӗнче паян вырнаҫтарнӑ.
Ҫамрӑксен политикин управленийӗн пуҫлӑхӗ пулма Иван Филиппова ҫирӗплетнӗ. Иван Михайлович унччен Элтепер пулӑшуҫинче тӑрӑшнӑ.
Кӗҫех Чӑваш Ен делегацийӗ Турцие каймалла. Кун пирки Раҫҫейри посолӗ Мехмет Самсар ТАСС агентствӑна пӗлтернӗ.
Самсар Раҫҫейпе хутшӑнса ӗҫлени пӗлтерӗшлӗ иккенне, кунта Чӑваш Ен ҫак ҫыхӑнӑвӑн пӗр компоненчӗ пулнине палӑртнӑ.
Хальлӗхе делегаци хӑҫан каясси паллӑ мар. Ку, посол каланӑ тӑрӑх, Чӑваш Енрен, вӑл хӑҫан кайма пултарассинчен килет.
Вӑрнар районӗн прокурорӗн пуканне ҫӗнӗ ҫынна шанса панӑ. Ку должноҫе юстици канашҫи Сергей Парамонов йышӑннӑ.
Сергей Александрович 1981 ҫулта Шупашкарта ҫуралнӑ. 2003 ҫулта Шупашкарти коопераци институтне пӗтерсен прокуратура органӗсенче, Улатӑрта, следовательте ӗҫленӗ. Унтан аслӑ следователь, аслӑ пулӑшуҫӑ, Улатӑрти районсен хушшинчи прокурорӑн ҫумӗ пулнӑ. 2018 ҫултан пуҫласа ку таранччен Пӑрачкав районӗн прокурорӗ пулнӑ.
Красноармейски район администрацине урӑх ҫын ертсе пыма пуҫланӑ. Ку пукана Павел Юрьевич Семенов йышӑннӑ. Ҫӗртме уйӑхӗн 1-мӗшӗнче депутсем пухура унӑн кандидатурине пӗр саслӑн пулса ырланӑ.
Павел Семенов - 34 ҫулта. Унччен вӑл Канаш районӗнчи Сухайкасси ял тӑрӑхӗн администрацийӗн пуҫлӑхӗ пулнӑ. Ку должноҫе вӑл 27 ҫулта йышӑннӑ. Вӑл ӗҫленӗ ҫулсенче ял тӑрӑхӗ Пӗтӗм Раҫҫейри "Чи лайӑх муниципалитет практики" конкурсра малтисен йышне кӗнӗ.
Палӑртмалла: Красноармейски район администрацийӗн пуҫлӑхӗ унччен Борис Клементьев пулнӑ. Вӑл кӑҫал ака уйӑхӗнче ӗҫрен хӑйӗн ирӗкӗпе кайнӑ.
Паян Шупашкар хула пухӑвӗн депутачӗсен ларӑвӗ иртнӗ. Унта хула администрацине реорганизацилес ыйтӑва пӑхса тухнӑ.
Ҫапла хула администрацийӗ ҫумне Калинин, Мускав, Ленин районӗсен администрацийӗсене, Атӑл леш енчи территори управленине, хула пурӑхӗн комитетне пӗрлештерме йышӑннӑ.
Депутатсем пурте тенӗ пекех, тӑваттӑшӗсӗр пуҫне, килӗшсе сасӑланӑ.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (03.04.2025 03:00) уяр ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 746 - 748 мм, 2 - 4 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 2-4 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвеланӑҫ енчен вӗрӗ.
| Воронцова Галина Михайловна, медицина ӑслӑхӗсен докторӗ ҫуралнӑ. | ||
| Раман Иринкки, ҫамрӑк чӑваш ҫыравҫи ҫуралнӑ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |