56 ҫулти арҫын Шупашкарти Ф.П.Павлов ячӗллӗ музыка училищин общежитийӗнчи пӳлӗмре пурӑннӑ. Пӗр кунхине унӑн алӑкне суд приставӗсем шакканӑ, пӳлӗмрен тухса каймаллине пӗлтернӗ.
Арҫын коммуналлӑ тӑкаксемшӗн укҫа тӳлемен-мӗн. Парӑм самаях пухӑннӑ: 65 пин тенкӗ. Суд приставӗсем пӳлӗмрен тухса каймаллине пӗлтерсен те арҫын парӑма татма васкаман. Ку кӑна мар, вӑл пӳлӗмрен куҫма пачах хирӗҫленӗ.
Кун хыҫҫӑн суд приставӗсем полицейскине чӗнсе пӳлӗм алӑкне уҫнӑ, унти пур япалана та арестленӗ. Вӗсене икӗ уйӑхран илсе каймасан сутма тӑратӗҫ. Арҫынран вара куншӑн 5 пин тенкӗ шыраса илӗҫ.
Шупашкарти троллейбус управленийӗ иртнӗ ҫул вӗҫӗнче панкрута тухасран ҫӑлӑнса юлни пирки сайтра пӗлтерсех тӑнӑччӗ. Халӗ унта мӗнле лару-тӑру хуҫаланать-ха?
Шел те, предприятин парӑмсем каллех ӳссе пыраҫҫӗ. Троллейбусниксем электроэнергишӗн тӳлеҫҫӗ, анчах йӑлтах мар. Ҫавна май парӑм та ӳссе пырать. Кӑҫалхи кӑрлач уйӑхӗн 1-мӗшӗ тӗлне троллейбус управленийӗн парӑмӗ 148,9 миллион тенке ҫитнӗ. Вӑтамран илсен, управленин электроэнергишӗн уйӑхсерен 20 миллион тенкӗ тӳлемелле. Пӗлтӗрхи раштав уйӑхӗнче вара 16,3 миллион тенкӗ ҫеҫ тӳленӗ.
Аса илтерер: пӗлтӗрхи чӳк уйӑхӗнче предприятин электроэнергишӗн 179,3 миллион тенкӗ пухӑннӑ. Хыснаран субсиди парсан управлени энергетиксене 47 миллион тенкӗ тӳленӗ, ҫапла май панкрута тухасран ҫӑлӑнса юлнӑ. Кун хыҫҫӑн 130 миллион тенкӗ парӑм юлнӑ.
Суя пурнӑҫ — ҫур пурнӑҫ. Ҫапла каланӑ ваттисем. Анчах Патӑрьел районӗнче фермер хуҫалӑхӗ уҫнӑ арҫыншӑн ку чӑна килмен: суйни часах тӑрӑ шыв ҫине тухнӑ.
50 ҫулти арҫын — Шупашкартан. Патӑрьел районӗнче хресчен фермер хуҫалӑхӗ уҫнӑскер ЧР Ял хуҫалӑх министерствине 6 миллион тенкӗ субсиди илмешкӗн документсем тӑратнӑ. Хайхискер пӗр фирмӑпа шӑвармалли хатӗр-хӗтӗр туянмашкӑн суя килӗшӳ тунӑ. Анчах арҫын нимӗнле техника та илмен. Асӑннӑ ведомство ӑна суда панӑ.
Суд арҫын айӑплӑ тесе йышӑннӑ. Халӗ фермерӑн ҫав укҫана министерствӑн счечӗ ҫине куҫарса памалла.
Суд приставӗсем вара хальлӗхе, парӑма татиччен, фермерӑн Тайотине тата Патӑрьел районӗнче вырнаҫнӑ 2 ҫӗр лаптӑкне арестленӗ. Арҫыннӑн вӑхӑт нумай юлман: унӑн парӑма 10 кунра парса татмалла. Унсӑрӑн вӑл хӑйӗн пурлӑхӗсӗр тӑрса юлма пултарать.
Чӑваш Енӗн Арбитраж судне Чӑваш Енӗн энергетикӗсем Шупашкарти промышленность тракторӗсен савутне ҫутӑсӑр хӑварма тавӑҫпа тухнӑ. Суд «Чӑвашэнергосбыт компанийӗ» предприятийӗ суйланӑ ҫула ырламан.
Энергетиксем суд тӑрӑх ахальтен ҫӳремен-ха. Промышленность предприятийӗн ҫутӑ укҫи парӑмӗ 130,8 миллион тенке ҫитсе кайнӑ. Ӑна савут 2016 ҫулхи утӑ уйӑхӗнчен пуҫласа пухса тултарнӑ иккен.
Суд тавӑҫа тишкернӗ май мӗнпур материала пӑхса тухнӑ та ҫапларах пӗтӗмлетнӗ: савута ҫутӑсӑр хӑварсан предприятин парӑмпа татӑлма ниепле те май пулмӗ.
Маларах Чӑваш халӑх сайчӗ ЧР Арбитраж судӗнче «Трактор савучӗсем» концерна кӗрекен тепӗр предприятие — Шупашкарти агрегат савутне — панкрута кӑларас ӗҫ пуҫланнине пӗлтернӗччӗ.
Чӑваш Енре алимент парӑмӗ 1 миллиарда ҫывхарнӑ. Пӗлтӗр 350 миллион тенке шыраса илме май килнӗ-ха, ҫапах та парӑм виҫи ытла та пысӑк.
Алиментпа ҫыхӑннӑ парӑма паян иртнӗ республикӑн Министрсен Кабинечӗн ларӑвӗнче хускатрӗҫ. Кун йӗркинчи ыйту алиментпа тӳрремӗн ҫыхӑнманччӗ-ха, сӑмахӗ Чӑваш Енре тӳлевсӗр юридици пулӑшӑвне кӳресси ҫинчен калакан саккуна улшӑну кӗртесси пирки калаҫнӑ чух хускалчӗ. Тата тӗрӗсрех каласан, тӳлевсӗр пулӑшӑва тивӗҫ категорисене сӳтсе явнӑ май ачисене пӗччен ӳстерекен ашшӗ-амӑшӗ пирки сӑмах пулчӗ.
Чӑваш Енӗн юстици министрӗ Наталья Тимофеева пӗлтӗр 350 миллион тенкӗ алимент шыраса илме май килнине каларӗ. Чӑваш Енӗн Элтеперӗ Михаил Игнатьев парӑмӑн пӗтӗмӗшле виҫипе кӑсӑкланчӗ те министр 1 миллиарда яхӑннине пӗлтерчӗ. Михаил Игнатьев яваплисен алимент шыраса илессипе ҫине тӑмаллине палӑртса хӑварчӗ.
Кӑҫалхи кӑрлач уйӑхӗн 15-мӗшӗнче Чӑваш Енӗн Арбитраж сучӗ Шупашкарти агрегат савутне панкрута кӑларас ӗҫе пуҫӑннӑ. Предприятире хальхи вӑхӑтра сӑнав процедури йӗркеленӗ.
Трактор савучӗсен концерне кӗрекен Шупашкарти савута панкрута кӑларма Внешэкономбанк (чӑв. Тулашэкономбанк) тухнӑ.
Суд ларӑвӗнче савут налукҫӑсем умӗнче 60 миллион тенкӗ ытла парӑма кӗрсе кайнӑ. Суд ларӑвӗ иртнӗ кун тӗлне предприяти парӑма татманни палӑрнӑ.
Шупашкарти агрегат савучӗн вӑхӑтлӑх управляющийӗ пулма Владимир Соломатина шаннӑ. Вӑл — «Содействие» (чӑв. Пулӑшу) арбитраж управляющийӗсен хӑй тӗллӗн йӗркелекен организацийӗн пайташӗ.
Вӑхӑтлӑх управляющине сӑнав тапхӑрӗнче уйӑхсерен 30-шер пин тенкӗ шалу илсе тӑма ирӗк панӑ.
Шупашкарта пурӑнакан яша тата унӑн куккӑшне коммуналлӑ тӑкаксемшӗн нумай вӑхӑт хушши тӳлеменнипе хваттертен кӑларса янӑ. Хайхискерсене ун вырӑнне Ленин проспектӗнче вырнаҫнӑ общежитире пӳлӗм уйӑрса панӑ.
Шупашкарти пурӑнмалли ҫурт-йӗрпе коммуналлӑ хуҫалӑх управленийӗ пӗлтернӗ тӑрӑх — хулари Чернышевский урамӗнчи 12-мӗш ҫуртри муниципалитет харпӑрлӑхӗнчи хваттерте пурӑнаканскерсен парӑмӗ 206,7 пин тенке ҫитнӗ. Икӗ арҫын 2013 ҫулхи пуш уйӑхӗнченпех коммуналлӑ тӑкаксемшӗн укҫа тӳлемен. Вӗсене куншӑн пӗрре мар асӑрхаттарнӑ, анчах усси пурпӗрех пулман. Ҫавна май управлени суда ҫитнӗ.
Халӗ те ҫак арҫынсен пӳлӗмре лӑпланса ларма май пулмӗ. Управлени специалисчӗсем пӗлтернӗ тӑрӑх, вӗсен унчченхи парӑма татмашкӑн та укҫа шырама тивӗ. Хваттертен кӑларса яни парӑма татмалла маррине пӗлтермест.
Энергоперекет предприятийӗсене парӑма кӗнӗ ҫынсем патне Хӗл Мучипе Юр Пике ҫитнӗ. Ҫук, Ҫӗнӗ ҫулпа саламлама мар, парӑм пирки аса илтерме.
ЧР суд приставӗсене федераци службин порталӗнче нумаях пулмасть массӑллӑ рейд ирттерни пирки пӗлтернӗ. Ҫак мероприяти вӑхӑтӗнче 1 миллион та 700 пин тенкӗ парӑма шыраса илнӗ, 99 пурлӑха арестленӗ.
Рейд хӑйне евӗр иртнӗ. Суд приставӗсемпе тата газовиксемпе Хӗл Мучипе Юр Пике ҫула тухнӑ. Вӗсем 10 пин ытларах парӑма кӗнӗ ҫынсен алӑкӗнчен шакканӑ.
Сӑмах май, кӑҫал парӑмҫӑсенчен пӗтӗмпе 40 миллион тенкӗ ытла шыраса илнӗ.
Паян Раҫҫейӗн Аслӑ сучӗн Пленумӗн ларӑвӗнче алимент тӳлессипе ҫыхӑннӑ ыйтӑва пӑхса тухнӑ. Унта сӑмах илнӗ Татьяна Назаренко судья пирӗн ҫӗршывра алимент парӑмӗ 100 миллиард тенкӗрен иртнине пӗлтернӗ. Чӑваш Енре ку парӑм мӗн чухле ҫитнине калаймӑпӑр та, анчах пӗчӗк марри иккӗлентермест.
Алимент тесен, ӑна чылайӑшӗ шыраса илме ӑнтӑлать: пуян хӗрарӑмсемех чухӑн арҫынсене лӑскаҫҫӗ, эрех енне туртӑннисем те ӑна илме хирӗҫ мар. РФ Аслӑ сучӗ алимент шыраса илнӗ чух ҫак самантсене шута илмлелех тесе шухӑшлать. Тепӗр майлӑ каласан, алимент виҫине палӑртнӑ чух ӑна тӳлеме тивӗҫ ҫын пурлӑх енчен лару-тӑрӑвӗ еплине тӗпе хумалла. Е тата ӗҫекен, усал ытти йӑла-йӗркепе туслӑ амӑшӗсене алимент шыраса памасан та юрать тесе йышӑннӑ РФ Аслӑ сучӗн пленумӗнче.
Елчӗк районӗнчи суд приставӗсем парӑмҫӑн халӑх тетелӗнчи станицине шыраса тупнӑ та парӑма татма ӳкӗте кӗртнӗ.
Суд приставӗсен Чӑваш Енри управленийӗ пӗлтернӗ тӑрӑх, Елчӗк районӗнче пурӑнакан 27 ҫулти арҫыннӑн ҪҪХПИ, суд штрафӗсене, налук тӳлемелле пулнӑ. Пӗтӗмпе парӑм 70 пин тенкӗ ытла пухӑннӑ. Укҫа тӳлеме хирӗҫленӗ арҫыннӑн водитель правине туртса илнӗ, Раҫҫейрен тухма чарнӑ. Анчах ҫамрӑка ку та хӑратман, вӑл пӗрех парӑма татма васкаман.
Суд приставӗсем вара пур-пӗрех мел тупнӑ. Вӗсем унӑн «Контактра» халӑх тетелӗнчи страницине тупнӑ та ҫыру ҫырса янӑ, парӑма татмасан хӑйӗншӗнех тӳнтерле ҫаврӑнса тухасси пирки асӑрхаттарнӑ.
Арҫын кун хыҫҫӑнах пӗтӗм укҫана тӳлесе татнӑ.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (22.12.2024 15:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 751 - 753 мм, -1 - 1 градус сивӗ пулӗ, ҫил 1-3 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| Кӑрмӑш гербне йышӑннӑ. | ||
| Вӑта Тимӗрҫен шкулне уҫнӑ. | ||
| Аслут Александр Николаевич, чӑваш сӑвӑҫи, ҫыравҫи ҫуралнӑ. | ||
Пулӑм хуш... |