Шупашкарта пурӑнакан арҫыннӑн алимент парӑмӗ самаях пухӑннӑ. Вӑл 13 ҫулти ачишӗн алимент тӳлемен. Хӑй вара чаплӑ машинӑпа ярӑнса ҫӳренӗ. Малашне ҫуран утма тивӗ, мӗншӗн тесен суд приставӗсем унӑн «Хендай Солярис» машинине арестленӗ, сутма тӑратнӑ.
Исполнительнӑй производство пуҫарсан та арҫын вырӑнтан тапранман, ачишӗн пӗр пус та укҫа паман. Ҫапла майпа унӑн 500 пин тенке яхӑн парӑм пухӑннӑ.
Машинӑна арестлесен те парӑмҫӑ хӑнк та туман. Ҫавӑнпа приставсем ӑна сутма тӑратнӑ. Халӗ укҫа-тенкӗ алимент шыраса илекен пайӑн депозит счечӗ ҫине килнӗ ӗнтӗ.
Услампа ӗҫленӗ арҫыннӑн пысӑк парӑм пухӑннӑ. Унӑн 2,5 миллион тенкӗ парса татмалла.
60 ҫулти арҫынран парӑма шыраса илмелли хут Шупашкарти Ленин районӗнчи суд приставӗсен пайӗнче выртать. Приставсем унӑн фура – прицеплӑ МАЗ-5440069 автомобиль – пуррине тупса палӑртнӑ. Пысӑк машине Кӳкеҫ поселокӗнче ларнӑ.
Приставсем фурӑна арестленӗ, ӑна ятарлӑ астостоянкӑна кайса лартнӑ. Экс-усламҫӑ парӑма 10 кунра парса татмасть пулсан унӑн машинине сутӗҫ, укҫине парӑма татма ярӗҫ.
«Чӑвашавтотранс» предприятире ӗҫленисен шаплу парӑмне тинех тӳлесе татӗҫ. Кун пирки паян ЧР Министрсен Кабинечӗн Ертӳҫин ҫумӗ — транспорт тата ҫул-йӗр министрӗ Александр Николаев паян пӗлтернӗ. Ун пирки Чӑваш Енӗн влаҫ органӗсен официаллӑ порталӗнче пӗлтернӗ.
Шалу тӳлеме ЧР Правительстви республикӑн резерв фондӗнчен 57 миллион ытла тенкӗ уйӑрма йышӑннӑ.
Александр Николаев пӗлтернӗ тӑрӑх, ҫӗртме уйӑхӗн 7-мӗшӗнче ЧР Арбитраж сучӗн ларӑвӗ иртнӗ. Предприяти ӗҫченӗсене шалу тӳлес ыйтӑва унта ытти парӑмпа татӑлассинчен маларах кӑларма йышӑннӑ. Укҫана республика хыснинчен уйӑрма йышӑннӑ. Ҫапла вара «Чӑвашавтотранс» предприятире ӗҫленисем тинех шалу илсе пӗтерӗҫ.
Ҫак парӑм пирки, сӑмах май, унччен тӗрлӗ ларура вӗҫӗмех сӑмах хускататчӗҫ.
Суд приставӗсем Чӑваш Енре ачисене алимент тӳлемен ашшӗ-амӑшӗ мӗн чухлӗ пулнине шутланӑ. Палӑртмалла: Вӑрмар районӗнче пурӑнакан ҫыннӑн чи пысӑк парӑм. Унӑн 1 миллион та 700 пин тенкӗ пухӑннӑ.
Ачисене алимент тӳлемен ашшӗ-амӑшӗ ытларах Улатӑр, Ҫӗмӗрле, Вӑрнар, Сӗнтӗрвӑрри районӗсенче, Ҫӗнӗ Шупашкарта пурӑнать. Унти кашни 68-85-мӗш ҫын – алиментщик.
Комсомольски, Патӑрьел, Елчӗк , Етӗрне, Муркаш районӗсенче вара ку енӗпе лару-тӑру лайӑх.
Тивӗҫлӗ канӑва тухнисен йышӗнче те алимент тӳлеменнисем пур. Вӗсем пӗтӗмпе – 21 ҫын.
Улатӑр хулинче пурӑнакан 26 ҫулти хӗрарӑм суд приставӗсенчен пулӑшу ыйтнӑ. Хайхискере коллекторсем йӑлӑхтарса ҫитернӗ-мӗн.
Хӗрарӑм микрозаймсем илнӗ, анчах укҫана вӑхӑтра тӳлесе пырайман. Парӑм пухӑнсан ун патне коллекторсем шӑнкӑравлама тытӑннӑ. Агентство ӗҫченӗсем парӑма тавӑрмалли пирки каланӑ, хӑратма, киревсӗр сӑмахсемпе перкелешме те именмен. Ҫитменнине, хӗрарӑмӑн тӑванӗсене те тапӑннӑ.
Коллекторсем тӗлӗшпе административлӑ ӗҫ пуҫарнӑ. Вӗсене судра явап тыттарнӑ. «Парӑмсене пӗтерекен агенство» тӗлӗшпе приговор вуланӑ, 250 пин тенкӗ штраф тӳлеттерме йышӑннӑ.
Шупашкарти 1-мӗш типографи ертӳҫисене предприятие йывӑрлӑха юри кӗртсе ӳкернӗ тесе шанмаҫҫӗ.
Ертӳҫӗсем ӗҫ вырӑнӗпе усӑ курнӑ тесе пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑ. Чӑваш Енӗн прокуратурин пресс-службинче пӗлтернӗ тӑрӑх, паллӑ мар ҫынсем 2012 ҫулта организацишӗн пайталлӑ мар ӗҫ туса ирттернӗ. Унпа килӗшӳллӗн вӗсем 33 миллион тенкӗлӗх килӗшӳ тунӑ, ҫав шутран 24 миллионне поставщик-предприяти счечӗ ҫине куҫарнӑ. Анчах унтан типографие нимле тавар та килмен.
Пайтасӑр килӗшӳ ятарласа туни, унпа килӗшӳлӗн укҫа куҫарни типографин финанс тӑрӑмне кӑткӑслатнӑ тесе шухӑшлаҫҫӗ.
Паян предприяти, чӑн та, йывӑрлӑхра. Ӑна панкрута кӑларма йышӑннӑ. Унта шалу парӑмӗпе те татӑлса пӗтмен.
Пуҫиле ӗҫе Чӑваш Енӗн Шалти ӗҫсен министерстви тӗпчет.
Чулхулари «Срочноденьги» тулли мар яваплӑ обществӑн филиалӗсем Чӑваш Енре те пур. Ҫак кунсенче организацие судра явап тыттарнӑ.
Шупашкарта пурӑнакан 35 ҫулти арҫын шӑпах ҫак компанире кредит илнӗ. Анчах хайхискер вӑхӑтра тӳлесе пыман, парӑма кӗрсе кайнӑ. Лешсем вара ӑна лӑпкӑ пурӑнма паман.
Кредит компанийӗн ӗҫченӗсем Шупашкар арҫыннин «Контактри» страници ҫине хитре мар сӑмахсемпе хӑратса ҫырнӑ, парӑма татма ыйтнӑ. Ку кӑна мар, арҫын хӑйӗн страници ҫине ачисене сӑнӳкерчӗкӗсене вырнаҫтарнӑ. Кусем вара вӗсен айне порнографи сӗмӗллӗ сӑнӳкерчӗксем лартнӑ. Судра ҫакна та шута илнӗ.
Судья арҫын енче пулнӑ. «Срочноденьги» организацие 50 пин тенкӗ штраф тӳлеттерме йышӑннӑ. Постановлени саккунлӑ вӑя кӗмен-ха.
Шупашкарти аэропортра авиапассажирсене тӗрӗсленӗ. Раҫҫейӗн Шалти ӗҫсен министерствин Транспорт ҫинчи лини пайӗпе Чӑваш Енри суд приставӗсем «Узнай о своих долгах» (чӑв. Хӑвӑн парӑмсем пирки пӗл) акци ирттернӗ. Ку вӑл — «Должник» (чӑв. Парӑмҫӑ) профилактика мероприятийӗнсенчен пӗри.
Аэропортри пассажирсем вӗҫсе каймалли залра транспорт полицийӗн ӗҫченӗсем ҫынсене унти суд приставӗсем патне йыхравланӑ. Лешсем пассажирсен парӑм пуррипе ҫуккипе кӑсӑкланнӑ.
Акци вӑхӑтӗнче Мускава тата Анапӑна вӗҫекен 250 ҫынна тӗрӗсленӗ.
Транспорт ҫинчи лини пайӗ парӑмсем (штрафсем, алиментсем, налуксем) пуррипе ҫуккине ҫынсем Патшалӑхӑн пулӑшӑвӗн порталӗнче те пӗлме пултарнине пӗлтерсе унта та кӑсӑкланма май пуррине аса илтерет.
«Старко» строительство компанийӗ 105 ӗҫченне шалу тӳлемен. Пӗлтӗрхи чӳк-раштав уйӑхӗсенче парӑм 5,6 миллион тенке ҫитнӗ.
Прокуратура строительство компанийӗн ертӳҫи тӗлӗшпе представлени ҫырнӑ, ӗҫ укҫин парӑмне шыраса илмешкӗн суд хушӑвӗсем пама суда заявлени янӑ. Директора РФ КоАПӗн 5.27-мӗш статйин 5 тата 6-мӗш пайӗсемпе килӗшӳллӗн административлӑ явап тыттарнӑ, штраф тӳлеттернӗ.
Прокуратура «сӑмса чиксен» кӑна «Старко» ертӳҫи ӗҫченӗсен умӗнчи парӑма татнӑ. Тепӗр тесен, ку – пӗртен-пӗр тӗслӗх мар, компани унччен те прокуратура тӗрӗслевӗ хыҫҫӑн ҫеҫ шалу парӑмне татни пулнӑ. 2016 ҫулта 400 ҫын умӗнче 10,5 миллион тенкӗ парӑма кӗнӗ.
Чулхулари «Парӑмсене пӗтерекен агентство» тулли мар яваплӑ обществӑран 200 пин тенкӗ шыраса илнӗ. Организацие парӑма кӗнӗ ҫын тата унӑн тӑванӗсем патне хӑратса шӑнкӑравланӑшӑн штрафланӑ.
Чӑваш Енре пурӑнакан 31 ҫулти арҫын микрозаймран укҫа илнӗ, анчах парса татайман – парӑма кӗнӗ. Кун хыҫҫӑн ун патне коллекторсем шӑнкӑравлама, хӑратма тытӑннӑ. Ҫитменнине, тӑванӗсене те тапӑннӑ. Арҫын суд приставӗсенчен пулӑшу ыйтнӑ.
Приставсем тӗрӗслев ирттернӗ. Чӑнах та, коллекторсем йӗркене пӑснӑ. Вӗсем шӑнкӑравсен лимитне те пӑхӑнман – ытлашшипех шӑнкӑравланӑ. Агентствӑна штрафлама йышӑннӑ. Унччен те ҫакнашкал йӗркене пӑснине шута илсе организацие 200 пин тенкӗлӗх штрафланӑ.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (22.12.2024 03:00) пӗлӗтлӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 751 - 753 мм, -1 - -3 градус сивӗ пулӗ, ҫил 1-3 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр енчен вӗрӗ.
| Кӑрмӑш гербне йышӑннӑ. | ||
| Вӑта Тимӗрҫен шкулне уҫнӑ. | ||
| Аслут Александр Николаевич, чӑваш сӑвӑҫи, ҫыравҫи ҫуралнӑ. | ||
Пулӑм хуш... |