Шупашкарти «Водоканал» акционерсен уҫӑ обществи шывсӑр хӑварассипе хӑратать. Вӑл кама тата хӑҫан «типӗ тыттарассине» те палӑртнӑ.
Шывпа тивӗҫтерекен предприяти ҫут ҫанталӑкӑн ҫак ырлӑхӗсӗр пули-пулми ҫыннах хӑвармӗ. Хӑйӗн умӗнче пысӑк парӑма кӗрсе кайнисенчен хӑшӗсене.
Теприсен, ав, парӑмӗ миллиона та ҫывхарать, икӗ миллионтан иртнӗ предприяти те пур.
Текстильщиксен урамӗнчи «Юта» общество иртнӗ ҫулхи чӳк тата раштав уйӑхӗсенчи парӑмӗ — 9 291,21 тенкӗ. Ӑна кӑрлачӑн 25-мӗшенче шывсӑр лартӗҫ. Париж Коммуни урамӗнчи Иванова Алевтина Васильевна парӑмӗ те «Ютӑран» кая мар - 9 268,76 тенкӗ. Вӑл та кӑрлачӑн 25-мӗшӗнче шывсӑр ларӗ.
Евгений Сорокин, Александр Дельман, Руслан Борисов, Людмила Эльгер уйрӑм усламҫӑсем те парӑма аванах пухса тултарнӑ. Вӗсен те пӗр кун шывсӑр ларма тивӗ. Амазарян Альберт Арзуманович, Кузьмина Людмила Фирсовна, Григорьев Виталий Петрович ятлӑ ҫынсем те ҫак списока лекнӗ, «Ингури», «Стройстекло плюс» обществӑсем те.
Шупашкарти агрегат савучӗн парӑмӗ вара — 2 826 606,23 тенкӗ. Ӑна кӑрлачӑн 27-мӗшӗнче шывсӑр хӑварӗҫ.
Темиҫе кун каялла, раштавӑн 30-мӗшӗнче, «Чӑваш бройлерӗ» акционерсен уҫӑ обществин директорсен канашӗн ларӑвӗ иртнӗ.
Унта предприяти малашне епле ӗҫлессине сӳтсе явнӑ.
Предприятири лару-тӑрӑва Чӑваш Ен Элтеперӗ эрнесерен ирттерекен канашлура та (вӑл раштавӑн 28-мӗшӗнче иртнӗ) сӳтсе явнӑ. Обществӑра кайӑк-кӗшӗк апачӗ пӗр уйӑхлӑха, ветеринари препарачӗсем 2–3 эрнелӗхе кӑна ҫитеҫҫӗ-мӗн тата предприятин ҫутӑшӑн тата налук тӳлессипе парӑмсем те пуррине палӑртаҫҫӗ.
Кайӑк-кӗшӗк хапрӑкӗн акцийӗсен 49 проценчӗ республика аллинче пулнине кура Чӑваш Ен влаҫӗсен лару-тӑрӑва ҫирӗп асӑрхаса-сӑнаса тӑмалла. Ку шухӑша Михаил Игнатьев Элтепер правительство пайташӗсемпе ирттернӗ канашлура палӑртса хӑварнӑ.
Ӗнер, раштавӑн 21-мӗшенче, «Хыпар» издательство ҫурчӗн директорӗн-тӗп редакторӗн вырӑнне кам йышӑнассине палӑртнине Чӑваш халӑх сайчӗ пӗлтернӗччӗ.
Аса илтеретпӗр, пуҫлӑх пуканне медиахолдингра 15 ҫул ӗҫлекен Михаила Арланова шанса панӑ.
Ҫӗнӗ должноҫри пӗрремӗш ӗҫ кунӗ Михаил Арлановшӑн тата коллектившӑн ҫутӑсӑр ларнипе пуҫланнӑ. Пичет ҫуртӗнчи виҫҫӗмӗш хутра ларакансене ку пӑтӑрмах пырса тивмен-мӗн. Ӗҫ вырӑнӗсем улттӑмӗш хутра вырнаҫнӑ «Хыпар» ачисен — «Тантӑшӑн», «Хресчен сассин», «Ҫамрӑксен хаҫачӗн», «Чӑваш хӗрарӑмӗн» — вара паян кунӗпех тӗттӗмре ларма тивнӗ. Уйрӑмах телейлисен пӳлӗмӗсенче компьютерсем ӗҫленӗ.
Энергетиксен кунӗ (календарьте паян ҫак кун) ҫапла килсе тухни издательство ҫурчӗ «Чӑваш Ен» издательство умӗнче пысӑк парӑма кӗрсе кайнипе, ҫавӑншӑн лешсем ҫутӑ сӳнтерсе лартнипе ҫыхӑннӑ тесе калаҫаҫҫӗ.
Раштавӑн 12-мӗшӗнче Чӑваш Ен Элтеперӗ Михаил Игнатьев муниципалитетсен ертӳҫисемпе видеоканашлу ирттернӗ. Унта республикӑн строительство министрӗ Олег Марков районсемпе хуласен ҫутҫанталӑк газӗшӗн парӑм пухӑнса кайни пирки чарӑнса тӑнӑ.
Хутса ӑшӑтмалли тапхӑр пуҫланнӑранпа муниципалитетсенче газшӑн парӑм 29 процента ҫити ӳссе кайнӑ. Республикӑри пӗтӗм парӑмран 50 проценчӗ «Коммуналлӑ технологисем» общество тӳлеменнипе пухӑннӑ-мӗн. Юлашки икӗ ҫулта вӑл уйрӑмах пысӑк парӑм пуҫтарса янӑ.
Районсемпе хуласен парӑмӗсене илес пулсан, чи парӑмлисем вӑрнарсем, йӗпреҫсем, куславккасем, сӗнтӗрвӑррисем, вӑрмарсем, ҫӗрпӳсем тата Улатӑр, Канаш, Шупашкар хулисем.
«Кашни министр хӑйӗн пайӗшӗн яваплӑх тытать, ҫакӑн пекех муниципалитетсен ертӳҫисен те ҫакна лайӑх ӑнланмалла, вӗсем те муниципалитетшӑн яваплӑ», — тесе ҫирӗп асӑрхаттарнӑ Михаил Игнатьев.
Ҫурт-йӗр тӑвакан «СУОР» комбинатра ӗҫлекенсем ҫӗртме уйӑхӗнченпе ӗҫ укҫи илеймеҫҫӗ. Унта пурӗ 2,5 пин ҫын тӑрӑшать. Хӑшӗсен шалу парӑмӗ 70 пине те ҫитсе кайнӑ-мӗн. Теприсене Ҫӗнӗ Шупашкарти ҫав предприяти хӑйсен ирӗкӗпе ӗҫрен кайма ыйтнӑ. Ӗҫрен хӑтарма заявлени ҫырнисемпе паян кун та татӑлса пӗтмен. Кун пирки Патшалӑхӑн телерадиокомпанийӗ пӗлтерет.
Ӗҫ укҫине ҫынсем вӗҫӗмех ыйтаҫҫӗ-мӗн. Анчах кашнинчех вӗсене ыран пыма сӗнсе ӑсатаҫҫӗ. «СУОРта» стропальщикра тӑрӑшнӑ Игорь Немцов унта ӗҫленине ырӑпа аса илменнине пӗлтернӗ. «Талӑкӗпе кунтан тухмасӑр ӗҫлетпӗр. Унччен ӗҫленӗ ҫынсене пуҫлӑхсем укҫасӑр тата хутсемсӗр хӑварчӗҫ», — тенӗ, сӑмахран, Гульчехра Кокшева. «СУОРӑн» юридици департаменчӗн ертӳҫи Ольга Аблесова вара урӑхларах шухӑшлать-мӗн. Ун шучӗпе йӗркеллӗ ӗҫлекенсене ӗҫрен никам та хӑтармасть. Сӑлтавне унтисем йывӑрлӑхпа ҫыхӑнтараҫҫӗ.
Аптӑранӑ ҫынсем прокуратурӑна та ҫитнӗ. «СУОР» предприятин гендиректорӗ Владимир Ермолаев ҫак уйӑх вӗҫӗччен майлаштарса яма тӑрӑшассине пӗлтернӗ.
Налукҫӑсем хыснана «тупра» пухас тесе налукпа парӑмлӑ уйрӑм усламҫӑсем тата предприяти-организацисем патне тухса ҫӳреҫҫӗ. Федераци налук службин Тӑвайӗнчи районсем хушшинчи пайӗ парӑмсене шыраса илме нумаях пулмасть ҫула тухнӑ. Налукҫӑсемпе пӗрле федерацин тепӗр служби те — суд приставӗсем — ҫӳренӗ.
Рейда тухнӑ ушкӑнсем Канаш хула ярмӑрккине, «Мега-Центр» тата «Лидер» суту-илӳ центрӗсене тата предприяти-организацисене ҫитнӗ. Тӗрӗслев вӑхӑтӗнче виҫӗ парӑмҫӑн пурлӑхне арестленӗ. Шӑл юсакан «Мега-Дент» фирмӑнне, сӑмахран, — 49 пин тенкӗ тӑракан оборудованине, «Стройсервис» обществӑнне — компьютерӗсене, принтерӗсене, факсне тата сканерне, Е.П. Ефремова уйрӑм усламҫӑнне вара — столовӑй хатӗрӗсене. И.В. Плотников уйрӑм усламҫӑ тавара арестлеттерсе тӑман, 29 пин тенкӗ парӑмпа вырӑнтах татӑлнӑ. «Услада» тулли мар яваплӑ обществӑнне ҫумӗнче пур 6 пин тенкине илсе кайнӑ.
Шупашкарти 1-мӗш номерлӗ типографи 6,9 миллион тенкӗ парӑма кӗрсе кайнӑ. Тулли мар яваплӑ общество шутланакан ҫак предприятире хальхи вӑхӑтра 130-ы яхӑн ҫын ӗҫлет иккен.
Типографи вӗсем тар тӑкнишӗн вӑхӑтра тӳлесе пырайманнине кура пысӑк парӑма кӗрсе ӳкнӗ. Типографи ӗҫ-хӗлӗ пирки каланӑ май, Чӑваш Енӗн Информаци политикин министерстви предприятире пушӑ лаптӑксем нумаййине те пӗлтернӗ. Территори тимӗр-тӑмӑрпа ҫӳп-ҫап айне пулнӑ имӗш. Котельнӑй ҫурчӗн тӑрӑмӗ те начар-мӗн. Типографи ҫурчӗ тул енчен те килӗшӳллӗн курӑнса ларманнине палӑртнӑ иккен министерствӑра.
Информаци политикин министерстви типографири лару-тӑрӑва тӗрӗслесе тӑни пирки ӗнентерет иккен. Ҫывӑх вӑхӑтра канашлу ирттермелле-мӗн. Хальлӗхе вара типографире Арбитраж сучӗ сӑнав процедури пуҫарса янӑ.
«ЭнергосбыТ Плюс» акционерсен уҫӑ обществи тата РФ Патшалӑх Думин энергетика енӗпе ӗҫлекен комитечӗ «Кивӗ парӑма – кивӗ хакпа» пӗтӗм Раҫҫейри акци ирттерессине пӗлтернӗ. Ку уйрӑм ҫынсене пырса тивет. Ҫав шутра – Чӑваш енре пурӑнакансене те. Сӑмахӗ ҫутӑ тата ӑшӑ энергийӗ пирки пырать.
Ҫутӑшӑн тӳлессипе парӑмлисем акци вӑхӑчӗпе усӑ курса ҫак уйӑх вӗҫлениччен хӑйсен парӑмне пенисӗр тӳлесе татма пултараҫҫӗ. Унсӑр пуҫне вӗсен хӑйсен парӑмне пӗчӗккӗн тӳлесе татма май килӗ. Анчах апла тӑвас тесен ятарлӑ килӗшӳ тумалла та виҫӗ уйӑхра татӑлма сӑмах памалла.
Нумай хваттерлӗ ҫуртсенче пурӑнакансем хӑйсен хваттерӗнчишӗн кӑна мар, ҫуртӑн пӗтӗмӗшле нуши валли тесе тӑкакланнине те маларах асӑннӑ мелпе усӑ курса татма пултарӗҫ.
Нумай хваттерлӗ ҫурт-йӗре тытса тӑракан управляющи компанисем хальхи вӑхӑтра лицензи илесси пирки пуҫ ватаҫҫӗ. Вӗсенчен хӑшӗсем (Шупашкарта ӑна 52 организацие панӑ) хаклӑ хута илсе ӗлкӗрнӗ ӗнтӗ, теприсене вӑл лекмен.
Аса илтеретпӗр, ӗҫлеме ирӗк паракан лицензие управляющи компанисен ҫу уйӑхӗн 1-мӗшӗччен илмелле. Шупашкарта хальлӗхе тӑватӑ компание ирӗк паман. Виҫҫӗшӗ вара хӑйсемех ку енпе тек тӑрӑшас темен — кирлӗ документсене комиссие тӑратман та. Ҫапла 216 ҫурт управляющи компанисӗр тӑрса юлнӑ.
Шупашкар хула администрацийӗн пресс-служби «ЖКХ Сервис», «Альфа», «Центр» тата «Пик-1» управляющи компанисем лицензи илейменнине пӗлтернӗ. Асӑннӑ организацисем хӑйсен ӗҫӗ пирки информацие уҫӑмлатман-мӗн те, лицензисӗр тӑрса юлнӑ. Тата вӗсем газпа, ҫутӑпа, шывпа тивӗҫтерекен организацисен умӗнче парӑма кӗрсе пӗтнӗ иккен.
Паянтан кредит илме йывӑрланать. Ӳлӗмрен кашни тӳлевпе парӑма кредит историйӗнче паллӑ туса пырӗҫ. Кредит парӑмне кӑна мар, коммуналлӑ пулӑшушӑн е карас ҫыхӑнӑвӗшӗн парӑма кӗрсен те информаице пӗр ҫӗре пухса пырӗҫ. Ҫапла вара пӗр-пӗр пысӑках мар тӳлевпе вӑхӑтра татӑлмасан та кредит памасса та пултараҫҫӗ.
Ҫынсен тупӑшӗ пирки хыпара вара банксен Пенси фончӗ тата Федерацин налук служби урлӑ пӑхма май пулӗ. Ҫапах та кредит учрежденийӗсен пӗр-пӗр ҫын тупӑшӗ пирки информацие кварталта пӗр хутран ытларах ыйтма ирӗк ҫук. Тата кредит илес текен кӑсӑкланма ирӗк парсан кӑна ыйтма юрать.
Халӗ эпир каланӑ ҫӗнӗлӗхсем «Кредит историйӗ ҫинчен» саккуна улшӑну кӗртнипе ҫыхӑннӑ.
Кунсӑр пуҫне Ҫӗр кодексне те улшӑну кӗртнӗ. Ҫурт-йӗр туянма ҫӗр илес тесен унӑн малтанхи хакне кадастр хакӗ тӑрӑх палӑртӗҫ.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (22.12.2024 15:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 751 - 753 мм, -1 - 1 градус сивӗ пулӗ, ҫил 1-3 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| Кӑрмӑш гербне йышӑннӑ. | ||
| Вӑта Тимӗрҫен шкулне уҫнӑ. | ||
| Аслут Александр Николаевич, чӑваш сӑвӑҫи, ҫыравҫи ҫуралнӑ. | ||
Пулӑм хуш... |