Апат-ҫимӗҫ лавккисен тӗнчере кӑшӑлвирус алхаснӑ саманара та ӗҫлеме тивет. Сутуҫӑсем чирлесрен хӑраса килте лараймаҫҫӗ.
Бельгири супермаркетсен ӗҫченӗсен профсоюзӗ сӑнанӑ тӑрӑх, лавккасене халӑх йышлӑ ҫӳренӗ май суту-илӳ точкисен тупӑшӗ ӳсет. Анчах сутуҫӑсем те ҫынсемех. COVID-2019 эпидемийӗ вӑхӑтӗнче сутуҫӑсем хӑйсене хӳтӗлеме ыйтаҫҫӗ. «Хисеп туса компенсаци» тӳлеттересшӗн иккен вӗсем. Халӑх лавккана йышлӑ ҫӳрет, вирусран асӑрханмалли мелсем сахал теҫҫӗ.
Забастовкӑна Бельгири апат-ҫимӗҫ сечӗсен вуншар ытла лавкки ирттерет. Эрнекун сутуҫӑсем ӗҫе тухман. Кунӗпех мар-ха. Ирпе. «Российская газета» пӗлтернӗ тӑрӑх, сутуҫӑсем ӗҫ укҫине ӳстерме тата хӳтлӗх хатӗрӗсемпе туллин тивӗҫтерме ыйтнӑ.
Кӑшӑлвирус тени хӑлхаран кайман саманара ҫынсем амакран сипленмелли мелсем шыраҫҫӗ. Таҫта такам импӗрпе лимон усси пирки каланине илтсен (шута илме: тухтӑрсем ҫакна ҫирӗплетмен) теприсем ҫак тавара хыпӑнса туянма тытӑннӑ. Пасар саманинче тахҫанах пурӑнатпӑр та, сутуҫӑсем аптӑраман — халӑх ыйтнине кура импӗрпе лимона хаклатнӑ.
Шупашкар хула администрацийӗ лавккари хаксене эрнесерен сӑнаса тӑнине пӗлтерет. Анчах пурне те мар. Халӑха куллен кирлӗ тавара. Импӗрпе лимон ҫак шутра мар. Апла пулсан вӗсен хакне «ҫӑварлӑхлама» май ҫук.
Сӑмах май каласан, ака уйӑхӗн 3-мӗшӗнче импӗрӗн килограмӗ 1190-1999 тенкӗ тӑнӑ, лимонӑн — 355-372 тенкӗ. Танлаштарма: ака уйӑхӗн 1-мӗшӗнче «Пятерочка» сетӗн лавккисенчен пӗринче 1 килограмм лимона 140 тенкӗпе сутнӑ.
Кӑшӑлвирус Раҫҫее те ҫитнине кура Чӑваш Енре кашни кун усӑ курма кирлӗ мар япаласем сутакан лавккасене ӗҫлеме чарнӑ. Анчах Шупашкарта «Инком», «Юрат», «Мегастрой» малаллах ӗҫленӗ. Тӗнче тетелӗнче ҫынсем кӑмӑлсӑрланса комментарисем хӑварнӑ – «Мегастройра» халӑх хӗвӗшет-мӗн.
ЧР Элтеперӗн тивӗҫӗсене вӑхӑтлӑха пурнӑҫлакан Олег Николаев ҫӗнӗ Хушӑвӗпе кунашкал гипермаркетсене ӗҫлеме чарнӑ. Хушура палӑртнӑ тӑрӑх, 500 ытла тӑваткал метр лаптӑклӑ лавккасене (апат-ҫимӗҫ сутакансене пырса тивмест) хупмалла. Олег Алексеевич гипермаркет ертӳлӗхне кун пирки пӗлтернӗ, кун хыҫҫӑн лавкка вӑхӑтлӑха хупӑннӑ.
Документра палӑртнӑ тӑрӑх, кайӑк-кӗшӗк, выльӑх-чӗрлӗх сутакан лавккасене ӗҫлеме ирӗк панӑ.
Иртнӗ эрнере Чӑваш Енре ҫынсем лавккасенче черет тӑрсах сахӑр, хура тул тата туалет хучӗ туянни пирки илтмен ҫын юлмарӗ пулӗ. Ку мӗнпе ҫыххӑннӑ? Татса калама ҫук.
Кун хыҫҫӑн тӳре-шара лавккасене тӗрӗслеме тухнӑ. Ҫынсем кӗпӗрленсех туяннӑ хыҫҫӑн хаксем хӑпарман-и? ЧР Элтеперӗн тивӗҫӗсене вӑхӑтлӑх пурнӑҫлакан Олег Николаев хушнипе федераци сечӗсем таварсене кашни кун илсе килме тытӑннӑ. Ҫавна май лавккасем халӗ йӗркеллех ӗҫлеме тытӑнмалла, тавар ҫителӗклӗ пулмалла.
Ӗнерхи тӗрӗслев кӑтартнӑ тӑрӑх, халӗ те ҫынсем хура тул кӗрпи нумай туянаҫҫӗ. Эппин, хӑшӗ-пӗри халӗ те саппаслӑх туянать. Тӳре-шара пӑшӑрханмалла маррине пӗлтерет: сентресем туллиех пулӗҫ, тавар ҫителӗклӗ.
«Хавал» чӑвашсен пуҫару ушкӑнӗ чӑвашла ҫыракан лавккасене халӑх ытларах ҫӳренипе ҫӳременнине пӗлесшӗн.
Тӗнче тетелӗнчи «Контактра» халӑх ушкӑнӗнче «Хавал» ушкӑн ыйтӑм ирттерет. Унта сӑмах «Пятёрочка» сеть пирки пырать.
«Пятёрочка» ҫӗнӗ лавккасенче вырӑнти чӗлхесемпе те ҫырма пуҫларӗҫ. Ҫав шутра чӑвашла та! Паллах ӗнтӗ чӑвашла ҫырни пӗлтерӗшлӗ, анчах та Сирӗн суйлава чӑваш чӗлхипе усӑ курни витӗм кӳрет-и? Эсир ытларах «Пятёрочкӑна» ҫӳреме пуҫларӑр-и?» — тесе ҫырнӑ «Хавал».
Чӑн та, Кӳкеҫре Совет урамӗн вӗҫӗнче уҫӑлнӑ лавккара та чӑвашла ҫырнӑ. Чӑвашра чӑвашла ҫырнишӗн, пӗр енчен, тӗлӗнмелле те мар-ха. Ҫапах та пурте апла туманран чӑвашла ҫырнисене курсан савӑнатпӑр.
Чӑвашла ҫырнӑ лавккасене «Хавал» ыйтӑмне хутшӑннӑ 24 ҫынран 10-шӗ ытларах ҫӳреме пуҫланине пӗлтернӗ. 8-шӗ ҫук тесе пӗлтернӗ.
Чук уйӑхӗн 19-мӗшӗнче каҫхи 8 сехетре шыравпа ҫӑлав службине шӑнкӑрав ҫитнӗ: кушак инкеке лекнӗ-мӗн.
Ку ҫапларах пулса иртнӗ: Шупашкарти Мускав проспектӗнчи пӗр лавккара сутуҫӑ алӑка хупса киле кайма тӑнӑ та холодильник хыҫӗнче кушак макӑрнине илтнӗ. Хӗрарӑм хӗсӗк вырӑнтан чӗрчуна хӑй тӗллӗн кӑларайман, ҫӑлавҫӑсене шӑнкӑравласа чӗннӗ.
Ҫӑлавҫӑсем вырӑна ҫитсен «Умелец» хатӗр пулӑшнипе холодильник ҫумӗнчи стенана илнӗ, кушакан ирӗке кӑларнӑ. Чӗрчун унта мӗнле майпа лекнӗ? Паллӑ мар.
Ҫӗрпӳ хулинчи Никитин урамӗнчи 4-мӗш ҫуртра пурӑнакансем кӑмӑлсӑр: вӗсем каланӑ тӑрӑх, картишре икӗ хутлӑ лавкка тума палӑртнӑ, вырӑнти администраци ҫурт ҫывӑхӗнчи территорие аукциона тӑратнӑ имӗш.
«Влаҫ ҫӗрӗн усӑ курмалли тӗллевне улӑштарма, ӑна лавкка хӑпартмашкӑн пама планланӑ. Ҫынсем ку вӗсен прависене, интересӗсене пӑсни тесе шутлаҫҫӗ», - ҫапла пӗлтерет Сергей Беккер депутат.
Ҫак икӗ хутлӑ ҫурта ҫур ӗмӗр каялла хӑпартнӑ, кӑмака хутса ӑшӑтмалла тунӑ. Туалет урамра, сарайсем пур. Ҫапла, ҫуртра тивӗҫлӗ условисем ҫук. «Пирӗн шыв та, канализаци те ҫук. Шыв ӑсма колонкӑна каятпӑр. Туалета ӑҫта тухӑпӑр? Ҫурт ҫывӑхӗнчи территори пулмалла, ӑна вара пирӗнтен туртса илеҫҫӗ. Пирӗн ачасем ӑҫта вылӗҫ?» - теҫҫӗ ҫынсем.
Ҫынсем каланӑ тӑрӑх, вӗсенчен нимӗн те ыйтман, халӑх итлевӗ пулман. Ҫӗрпӳ район администрацийӗ вара кун пирки нимӗн те пӗлмест, ҫакна уҫӑмлатма шантарнӑ.
Куславкка хулинче федераци сечӗсенчен пӗри лавкка ҫӗклет иккен. Ҫавӑн пирки вырӑнтисем тӗнче тетелӗсенчи ушкӑнсенчен пӗринче видео ӳкерсе вырнаҫтарнӑ.
Хыпарпа паллашнисенчен кама мӗн тӗлӗнтернӗ. Александр Артемьев ятлӑ ҫын объект тата строительство организацийӗн, яваплисен ячӗсене, стройкӑна хӑҫан пуҫласа хӑҫан вӗҫлессине кӑтартманнинчен тӗлӗннӗ.
Анатолий Тимофеев: «Пирӗн чухӑн хула сутуҫӑсене мӗнпе илӗртет-ши?» — тесе пуҫ ватнӑ.
Павел Борисов унччен ял хулана тӑрантарнине, шӑматкунсерен пасар районӗпе кӗрленине аса илнӗ. Маларах ялсерен 100-шер пуҫ выльӑх тытнӑ, халӗ 10 та ҫук пӗтӗмлетнӗ вӑл. «Эсир консервӑланӑ апат-ҫимӗҫ, сӑрӑ, нитрат ытларах ҫиме пуҫларӑр, ҫавна май онкологи аталанать», — палӑртнӑ шухӑшне.
Елена Николаева юлашки ҫулсенче Куславккара пӗр предприяти хута кайманнишӗн, ҫав вӑхӑтрах лавкка хыҫҫӑн лавкка уҫнишӗн, ҫынсем пӗчӗк укҫашӑн ӗҫленишӗн кӑмӑлсӑрланнӑ.
Чӑваш Енре икӗ каччӑ лавкка ҫаратнӑ. Вӗсене полицейскисем тытса чарнӑ. Кун пирки ЧР ШӖМӗ пӗлтерет.
Ку пӑтӑрмах Патӑрьел районӗнчи Тутар Сӑкӑчӗ ялӗнче пулнӑ. Юпа уйӑхӗн 11-мӗшӗнче ҫӗрле 18 ҫулти тата 20-ри каччӑсем лавккан чӳречине ҫӗмӗрнӗ те шала кӗнӗ. Хайхискерсем кассӑран 20 пин тенкӗ илнӗ, 5 кӗленче эрех, коняьк, пирус хӗстерсе тухнӑ.
Ирхине сутуҫӑ ӗҫе килнӗ те чӳрече ҫӗмрӗккине, эрех, укҫа ҫухалнине курнӑ. Вӑл тӳрех полицие шӑнкӑравланӑ. Уголовлӑ шырав ӗҫченӗсем ҫак ӗҫе кам тума пултарнине тупса палӑртнӑ. Каччӑсене тытса чарнӑ, вӗсен тӗлӗшпе пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑ.
Канаш хулинче ӗҫлесе пурӑнакан усламҫӑ вӑхӑчӗ тухнӑ апат-ҫимӗҫе сутнӑ. Кӑлтӑка асӑннӑ тӑрӑхри прокуратура тӗрӗслевӗ вӑхӑтӗнче тупса палӑртнӑ.
Потребительсен правине хӳтӗлесси ҫинчен калакан саккуна, санитарипе эпидемологи правилисене, техника йӗркелӗвӗ ҫинчен калакан саккуна пӑсакан усламҫӑна явап тыттарма ыйтса надзор органӗ Чӑваш Ен Арбитраж судне тавӑҫпа ҫитнӗ.
Халӗ суд ларӑвӗ пулса иртнӗ. Унта вӑхӑчӗ тухнӑ апат-ҫимӗҫе сутакан Канашри усламҫӑпа ҫыхӑннӑ ӗҫе тӗплӗн тишкернӗ. Уйрӑм усламҫӑна суд административлӑ майпа явап тыттарма йышӑннӑ. Ӑна 30 пин тенкӗлӗх штрафлас тенӗ.
Чӑваш Ен прокуратурин пресс-службинче паян пӗлтернӗ тӑрӑх, суд йышӑнӑвӗ хальлӗхе саккунлӑ вӑя кӗрсе ӗлкӗреймен-ха.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (22.12.2024 21:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 751 - 753 мм, 0 - -2 градус сивӗ пулӗ, ҫил 2-4 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр енчен вӗрӗ.
| Кӑрмӑш гербне йышӑннӑ. | ||
| Вӑта Тимӗрҫен шкулне уҫнӑ. | ||
| Аслут Александр Николаевич, чӑваш сӑвӑҫи, ҫыравҫи ҫуралнӑ. | ||
Пулӑм хуш... |