Юпа уйӑхӗн 27-мӗшӗнче республикӑри Наци вулавӑшӗнче «Актуальность перевода на национальные языки и с национальных языков в российском и европейском контексте» (чӑв. Наци чӗлхисене куҫарнин тата наци чӗлхисенчен куҫарни Раҫҫей тата Европа контекстӗнче) ҫавра сӗтел ӗҫлемелле. Унта Раҫҫейри тата Европӑри литературоведсем, ҫыравҫӑсем, тӑлмачсем хутшӑнмалла.
Вулавӑшӑн «Чӑваш кӗнеки» центрӗ чӑваш авторӗсен хайлавӗсене тӗнчери тӗрлӗ халӑх чӗлхи ҫине куҫарнине аса илтерет. Чӑн та, Константин Ивановӑн «Нарспи» поэмине, сӑмахран, 20 чӗлхе ҫине куҫарнӑ, Ҫеҫпӗл Мишшин «Ҫӗн кун акине» — 55 чӗлхе ҫине.
Тепӗр халӑхӑн культурине, шухӑшлавне, хӑйне евӗрлӗхне куҫару урлӑ туйса илме пултарать. Тӑлмачсен йывӑрлӑхӗсем тата ытти ҫивӗч ыйту пирки ҫавра сӗтел вӑхӑтӗнче сӳтсе явӗҫ. Мероприяти 14 сехет те 30 минутра 201-мӗш пӳлӗмре пуҫланӗ.
Юпа уйӑхӗн 28-мӗшӗнче Наци вулавӑшӗнче Наци поэзийӗн фестивалӗ иртмелле. Вӑл акт залӗнче 14 сехетре пуҫланмалла.
Мероприятие хатӗрлекенсем пӗлтернӗ тӑрӑх, литературӑри опытпа паллаштарма тата хӑйсен халӑхӗн культурипе ҫывӑхлатма ҫӗршывӑн тӗрлӗ регионӗнчи хӑнасем килсе ҫитмелле. Сӑмахран, Мускавран Виктор Куллэ поэта, тӑлмача, литературоведа, сценариста, «Антология современной поэзии России» кӗнекене хатӗрленӗ авторсенчен пӗрне кӗтеҫҫӗ. Унсӑр пуҫне Тутарстанри Алия Каримова поэт, тӑлмачӑ, Горький ячӗллӗ Литературӑпа мемориал музейӗн литпӗрлешӗвӗн ертӳҫи; Пушкӑртстанри Марсель Салимов писатель-сатирик, поэт, публицист, асӑннӑ республикӑри Гульсира Гизатуллина писатель, ҫыравҫӑ, Лилия Сагидуллина поэт; Мордва Республикинчи «Чилисема» (чӑв. Хӗвелтухӑҫ) журналӑн пай редакторӗ Татьяна Швецова тата ыттисем килессе шанаҫҫӗ.
Чӑвашри ҫыравҫӑсенчен Раиса Сарпи, Юрий Сементер и Валери Туркай, Дмитрий Воробьев, Дмитрий Вонави, Елена Светлая пулмалла.
Самара хулинчи чӑваш ҫамрӑкӗсен «Аван» клубӗ чӑваш тӗррипе мастер-класс йӗркеленӗ. Тӑван халӑхӑмӑрӑн тӗрӗ ӑсталӑхӗнчи вӑрттӑнлӑхпа паллашас шухӑшлисем паян 11 сехетре унти Чернореченский урамри 21-мӗш ҫуртра вырнаҫнӑ вулавӑша пухӑннӑ.
Тӗрӗ ӑсталӑхӗпе кӑсӑкланакансем валли заняти тӳлевсӗр иртнӗ. Мастер-класа Галина Цыганкова ертсе пынӑ. Галина Вениаминовна чӑвашсен тӗрри пирки каласа кӑтартнипе пӗрлех Атӑлҫи тӑрӑхӗнче пурӑнакан ытти халӑхӑн ҫак ӑсталӑхӗ пирӗннисенчен мӗнпе уйрӑлса тӑни ҫинче те чарӑнса тӑнӑ. Орнаментсемпе паллаштарнӑ, тӗрӗ техники пирки ӑнлантарса панӑ.
Маларах Чӑваш халӑх сайчӗ Чӑваш Енӗн Наци вулавӑшӗн «Чувашская книга» (чӑв. Чӑваш кӗнеки) центрӗ «Волшебная вышивка» (чӑв. Асамлӑ тӗрӗ) кружока йыхравланине пӗлтернӗччӗ.
Шупашкар районӗнчи культурӑпа кану центрӗн «Эйфория-Иллюзия» халӑх театрӗ премьерӑна хатӗрленет. Кӳкеҫсем Кӳкеҫре пурӑнакан Алина Изман журналист халӑх юмахӗсене тӗпе хурса ҫырнӑ «Запутанная история» (чӑв. Пӑтравлӑ истори) хайлава суйласа илнӗ. Театр ертӳҫи Е.В. Федорова ертсе пынипе ачасем ҫак кунсенче репетицисем ирттереҫҫӗ. Юмах лартма ҫипуҫ ҫӗлеме, декораци хатӗрлеме тытӑннӑ ӗнтӗ.
Виҫӗ ҫултан пуҫласа 12-чченхи ачасем валли тесе хатӗрлекен юмахри тӗп сӑнарсем — Вовкӑпа унӑн йӑмӑкӗ Лиза. Вӗсем хальхи вӑхӑтри хӑш-пӗр ача пекех: кӗнеке вулама кӑмӑлламаҫҫӗ, компьютерпа мультфильм тесен вӗсен сехечӗ-сехечӗпе монитор е экран умӗнче ларма хатӗр.
Юмах премьерине раштав уйӑхӗнче сцена ҫине кӑларма палӑртаҫҫӗ.
Шупашкарта пӗр миллион укҫана тивӗҫ чи хитре юрлакана шыраҫҫӗ. Кастинга виҫӗ куна палӑртнӑ. Пӗрремӗшӗ юпа уйӑхӗн 19-мӗшӗнче «Олимп» культура ҫуртӗнче иртнӗ. Теприне ыран «Медвежий угол» барта, виҫҫӗмӗшне каллех «Олимпра» пухмалла.
Вокалистсен хушшинче иртекен «ХаРРошая премия» конкурса 16 ҫултан аслӑраххисене хутшӑнма ирӗк панӑ. Музыка ушкӑнӗсен те конкурсра тупӑшма юрать. Анчах пурин те вӗсен автор юррипе хутшӑнмалла.
Финала пӗтӗмпе 10 юрӑҫа суйласа илӗҫ. Вӗсенчен чи пултаруллине «Русское радио» пӗр миллион тенкӗ преми пама шантарать.
Финал чӳк уйӑхӗн 10-мӗшӗнче Шупашкарти «Мега Галакси» кану центрта иртмелле. Ҫӗнтерӳҫӗне премие «Серебро» хӗрарӑмсен поп-ушкӑнӗн юрӑҫисем тыттарӗҫ.
«Чӑваш Ен» чӑваш телевиденийӗпе радиокомпанийӗнче операторта ӗҫленӗ Сергей Мышев оператор вилнӗ.
Телевиденире Сергей Мышев нумай ҫул тимленӗ. Малтанхи вӑхӑтра телемэтрсем ӑна ытлашши хапӑлласах та йышӑнман теҫҫӗ. Анчах кӗҫех хӑйне вӑл чӑн-чӑн специалист евӗр кӑтартса панӑ. 16 килограмлӑ телекамерӑна тата 4 килограмлӑ аккумулятора йӑтса ҫула тухаканскерӗн кадрне тем те, такам та лекнӗ: РФ юстици министрӗ пулнӑ Николай Федоровӑн парад подъезчӗ патӗнчи монологӗ те, Питӗр мэрне Анатолий Собчак та. Сергей Мышев биографийӗнчи ҫак фактсем пирки, сӑмах май, хӑй вӑхӑтӗнче «Московский комсомолец в Чебоксарах» хаҫат ҫырса кӑтартнӑччӗ.
Сергей Мышев ӗҫӗсене сумлӑ конкурссенче пӗрре кӑна мар хакланӑ. Пултаруллӑскер кино та ӳкернӗ.
Авӑн уйӑхӗн 19-мӗшӗнче вӑл 55 ҫулхине йышпа паллӑ тунӑ. Ӑна ыран юлашки ҫула ӑсатӗҫ.
Редактортан: хыпарҫӑ Мышева хӗнени пирки ҫырнӑччӗ, анчах та ҫӑлкуҫӗ шанчӑклах маррине пула, тата ку сас-хура ҫирӗпленменнине кура эпир ӑна илсе петӗмӗр. Тӗрӗслемен информацие (ӑна сас-хура пек лартнӑччӗ пулин те) вырнаҫтарнӑшӑн каҫару ыйтатпӑр.
Тутарстанри Аксу районӗнчи Кивӗ Тимушкелӗнче халӑх театрӗ ӗҫлет. «Сувар» хаҫатра Константин Малышев журналист пӗлтернӗ тӑрӑх, ӑна халӗ Зинаида Аниськина ертсе пырать.
Акӑ епле ҫырса кӑтартнӑ вӑл: «Ачасемпе ҫулталӑкне 2 спектакль хатӗрлет Зинаида Владимировна. 15 ача ун патне актер ӑсталӑхне вӗренме ҫӳрет. Эрнере икӗ хутчен шкул хыҫҫӑн пухӑнаҫҫӗ вӗсем клуба. Денис Аниськин, Ангелина Агапова, Карина Яшмурзина, Полина Григорьева, Роман Чухунов, Вадим Ефремов – чи пултаруллисем.
Ялти театр сезонӗ кӗркунне клуба ӑшӑ парсан пуҫланать. Премьерӑсене ял-йыш та кӗтет.
Декорацисене те ял театралӗсен хӑйсен тума тивет. Клубри хӗрарӑмсене мӑшӑрӗсем пулӑшаҫҫӗ. Костюмсемпе ҫеҫ йывӑр. Уйрӑмах ачасем валли тӗрлӗрен выльӑхсен тумӗсене тума хӗн.
Аслисен репертуарӗ – йӑлтах чӑвашла. Аслӑ ушкӑна шкулта тата ача пахчинче ӗҫлекенсем ҫӳреҫҫӗ, пенсионерсем те сахал мар. Анчах кунта та йывӑрлӑхсӑр мар. Зинаида Аниськина шухӑшӗпе, хальхи драматургсен пьесисемпе хатӗрленӗ спектакльсене ялта лартма йывӑр. Чебановӑн комедийӗсене кӑна сцена ҫине кӑларма ҫӑмӑл.
Иркутск чӑвашӗсем Чӳклемене иртнӗ уйӑх вӗҫӗнчех ирттернӗ-ха. Анчах хыпарне халӗ кӑна пӗлтӗмӗр.
«Чӳклеме» ача-пӑча уявне йӗркеленӗ май унти хастарсем ҫулҫӑран тӗрлӗ япала ӑсталассипе маҫтӑр-классем йӗркеленӗ. Ку ӑсталӑха вӗсем хӑлхасӑр тата начар илтекен ачасен 9-мӗш номерлӗ тӳрлетӳ шкулӗнче вӗренекенсене хӑнӑхтарнӑ.
Уява ирттерме Иркутск хула администрацийӗ те пулӑшнӑ. Мероприятие Европа ҫурчӗ текен ҫуртра йӗркеленӗ. Унта «Школа Межнационального общения» (чӑв. Нацисем хушшинчи хутшӑну шкулӗ) проекта пурнӑҫа кӗртнӗ май пуҫтарӑннӑ.
Уявра чӑваш халӑхӗн йӑли-йӗркипе паллашнӑ, чӑваш апат-ҫимӗҫне астивсе пӑхнӑ, чӑвашла ташлама вӗреннӗ, усал-тӗселтен хӳтӗлеҫҫӗ тесе тӑван халӑхӑмӑр епле хӳтӗленни пирки те каласа кӑтартнӑ.
Валерий Раштав поэта Чӑваш Енӗн Патшалӑх Канашӗн депутачӗ, унчченхи пухура чӑваш парламентне ертсе пынӑ Юрий Попов тата Фарида юрӑҫ пӗр шухӑшлӑ пулса ноутбук парнеленӗ.
Студент чухнех сарӑмсӑрланса юлнине пула унтанпах вырӑнпах выртакан Валерий Кӳкеҫри ваттисемпе сусӑрсен ҫуртне лекнӗ. Шӑпа унта ҫитернӗ пулин те поэт чунлӑскерен аллинчен хутпа ручка каймасть. Пӗлтӗр чӑваш литературин ҫӳлӗкӗ Валерий Самойлов-Раштавӑн юрра хывӑннӑ сӑввисен пуххипе, ӑна «Телей кайӑкӗ» ят панӑ, пуянланнӑччӗ. Валерий Раштав маларах «Шухӑша вӗҫтереймӗн ҫилпе» ятпа кӗнеке кун ҫути кӑтартнӑ. Ӑна Валерий Самойловӑн университетра пӗрле вӗреннӗ тусӗсем парнелӗх кӑларнӑ.
Поэт патӗнче юпа уйӑхӗн 14-мӗшӗнче Юрий Попов тата Валерий Раштав сӑввисемпе кӗвве хывнӑ самай юрра шӑрантаракан Фарида пулнӑ. Чӑваш Енӗн Ҫыравҫӑсен союзӗн пайташне вӗсем ноутбук парнеленӗ.
Шупашкар район хаҫатне, «Тӑван Ене», 1995—2002-мӗш ҫулсенче редактор пулса ертсе пынӑ Юрий Листопад хӑйӗн машинине парнеленӗ. Анчах тӑватӑ урапаллӑ тусне мар, пичет машинине.
«Тӑван Ен» хаҫат ҫитес ҫулхи утӑ уйӑхӗн 27-мӗшӗнче 85 ҫул тултарнине хатӗрленме пуҫӑннине эпир маларахах пӗлтернӗччӗ. Редакци авалхи пичет машинисемпе пӗрлех тӗрлӗ ҫулта тӗрлӗ ятпа тухса тӑнӑ район хаҫачӗн («Ленин ҫулӗпе», «Колхозник хаҫачӗ», «Ленинец») иртнӗ ӗмӗрӗн 20-60-мӗш ҫулӗсенчи подшивкисене пухассине пӗлтернӗччӗ. Хаҫат кун-ҫулӗпе ҫыхӑннӑ ытти япалана та унта кӑмӑлтан кӗтеҫҫӗ. Пухнӑ япаласенчен хаҫатҫӑсем музей кӗтесӗ йӗркелесшӗн.
Юрий Листопадӑн «Ятрань» электричество машини редакицн музей кӗтесӗнче вырӑн тупӗ.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (28.02.2025 15:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 759 - 761 мм, 0 - -2 градус сивӗ пулӗ, ҫил 3-5 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр енчен вӗрӗ.
| Хусанта «Канаш» хаҫатӑн пӗрремеш каларӑмӗ тухнӑ. | ||
| Семенов Леонид Федорович, Чӑваш АССР тава тивӗҫлӗ артисчӗ ҫут тӗнчерен уйрӑлса кайнӑ. | ||
| Романов Вилорик Федорович, чӑваш историкӗ, композиторӗ, истори ӑслӑлӑхӗсен докторӗ вилнӗ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |