Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +0.3 °C
Ватӑ ҫерҫие хывӑхпа улталаймӑн.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Персона: Виталий Станьялӑн 80 ҫулхи юбилейне палӑртрӗҫ

Сутатӑп Уйăхри пăру сутатăп.Хакĕ килĕшсе татăлнипе.
Сутатӑп Чăн-чăн килти хытă чăкăтсем (сырсем) сутатпăр. Вĕсене мăн пыршă (вырăсла сычуг) ...
Сутатӑп Хурăн вутти Муркаш районĕпе тата Шупашкар районĕнчи Ишлей тăрăхĕпе сутатăп. Ха...
Аçтахар Плотников 16.01.2020 23:01 | 2078 хут пӑхнӑ
Персона
Виталий Станьял. Николай Плотников тунӑ сӑн
Виталий Станьял. Николай Плотников тунӑ сӑн

Чӑваш Республикин наци вулавӑшӗнче паян Виталий Петрович Станьялӑн 80 ҫулхи юбилейне палӑртрӗҫ. Пӗрремӗш хутри акт залӗ туп-туллиехччӗ — паллӑ таврапӗлӳҫе, вӗрентекене, публициста тата ытти нумай енпе палӑрнӑ паллӑ общество хастарне саламлама нумайӑн пуҫтарӑннӑччӗ. Вӗсен йышӗнче Шупашкар район пуҫлӑхӗ Николай Хорасев, Чӑваш наци конгресӗн вице-президенчӗ Тимӗр Тяпкин, Виталий Петрович ҫуралнӑ Станьял тӑрӑхӗнчи тӑванӗсемпе пӗлӗшӗсем, пӗрле ӗҫленӗ ӗҫтешӗсем, вӗренекенӗсем тата ыттисем пулчӗҫ. Кашни Виталий Петровича ӑшшӑн саламларӗ, хӑйсене тӳрӗ ҫул ҫине тухма май туса панӑшӑн тав сӑмахӗ каларӗ.

Станьял Виталий Петрович 1940 ҫулхи кӑрлачӑн 1-мӗшӗнче Шупашкар районӗнчи Станьял ялӗнче колхозник кил-йышӗнче ҫуралнӑ. Анат Кӗнер шкулӗнче вӑтам пӗлӳ илнӗ, Чӑваш патшалӑх педагогика институтӗнче — аслӑ пӗлӳ. Виталий Петровичӑн ӗҫ кун-ҫулӗ «Коммунизм ялавӗ», «Советская Чувашия» хаҫат редакцийӗсенче, Чӑваш патшалӑх университетӗнче, Чӑваш патшалӑх гуманитари ӑслӑлӑхӗсен институтӗнче, Чӑваш Республикин вӗренӳ институтӗнче иртнӗ. Вӑл филологи ӑслӑлӑхӗсен кандидачӗ, аслӑ шкул вӗрентӗвӗн тава тивӗҫлӗ ӗҫлевҫи.

Чӑваш халӑх сайчӗ Виталий Петрович Станьяла 80 ҫул тултарнӑ ятпа ӑшшӑн саламлать, тата нумай-нумай тивӗҫлӗ ӗҫсем тума вӑй-хал сунать.

#вӗренӳ институчӗ, #культура, #Шупашкар районӗ, #юбилейсем, #наци вулавӑшӗ, #Станьял, #ЧПУ, #ЧППУ, #ЧПГӐИ, #Анат Кӗнер

 

Сӑнсем (29)

Ҫавӑн пекех пӑхӑр

Комментари:

Валери Туркай // 3639.05.8329
2020.01.18 04:37
Уявӗ, сӑмах та ҫук, лайӑх иртрӗ! Тавах Тимӗр Тяпкинпа Надежда Григорьевна Иванована!
Чӑваш чӗлхипе литературине вӗрентекенсене чыс та мухтав!
Маттурсем вӗсем!
Пысӑк е пӗчӗк пуҫлӑхсем пымарӗҫ аслӑ Станьялӑмӑра чыслама - 80 ҪУЛ (!) тултарнӑ ятпа. КУ, паллах, вӗсене чыс тумасть. КУ - вӗсен намӑсӗ! КУ эпир МӖНЛЕРЕХ республикӑра пурӑннине питех те лайӑх кӑтартать.
Малашне те вӑйлӑ пул та тӳрӗ пул, Вӗрентекенӗмӗр! Эпир сана юрататпӑр!
Валери ТУРКАЙ, вӗренекенӳ.

Комментариле

Сирӗн ятӑp:
Анлӑлатса ҫырни:
B T U T Ячӗ1 Ячӗ2 Ячӗ3 # X2 X2 Ӳкерчӗк http://
WWW:
ӐӑӖӗҪҫӲӳ
Пурӗ кӗртнӗ: 0 симв. Чи пысӑк виҫе: 1200 симв.
Сирӗн чӑвашла ҫырма май паракан сарӑм (раскладка) ҫук пулсан ӑна КУНТАН илме пултаратӑр.
 

Эсир усӑ курма пултаракан Wiki тэгсем:

__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.

__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).

__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.

**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.

~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.

___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.

Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем